Республикӑн Пурлӑхпа ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерстви автотранспорт хатӗрӗ сутассипе нумаях пулмасть аукцион ирттернӗ.
Унта малтанласа пурӗ тӑхӑр машина сутасси пирки пӗлтернӗ. Аукционта вӗсенчен ҫиччӗшӗ хӑйсен ҫӗнӗ хуҫине тупнӑ. Ҫичччӗшне сутса 132 пин те 895 тенкӗ укҫа тунӑ иккен. Хыпарта каланӑ тӑрӑх, ку вӑл малтан палӑртнинчен 2,6 хут хаклӑрахпа ӑсаннине пӗлтерет. Икӗ машина (кӗске хыпарта вӗсем мӗнлисем пулни пирки асӑнман) малтан палӑртничнен 5,9 тата 4 хут хаклӑрахпа сутӑннӑ-мӗн.
Туянас текенсем вара пурӗ 15 ҫын тупӑннӑ. Анчах вӗсенчен пӗри сататӑкне вӑхӑтра куҫарман пирки аукциона ӑна хутшӑнтарман.
Машина сутассине черетлӗ аукцион ҫитес уйӑхӑн 19 тата 26-мӗшӗсенче иртмелле иккен. Мӗн сутма палӑртни пирки Шупашкарти К. Иванов урамӗнчи 84-мӗш ҫуртри 46-мӗш пӳлӗмре ыйтса пӗлме пулать тесе хыпарлаҫҫӗ. Телефонне те кӑтартнӑ — (8352) 64-21-40.
Нумаях пулмасть Мускавра Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх апат-ҫимӗҫне сутассине ятарласа йӗркеленӗ. Ҫакна ҫӗршывӑн тӗп хулин Суту-илӳпе пулӑшӑвӗн департаменчӗ, «Ял хуҫалӑх тата промышленноҫ таварне туса илекенсен суту-илӳ пасарӗнчи пӗрлешӗвӗ» тата «Чӑваш Республикин апат-ҫимӗҫ фончӗ» хысна предприятийӗ пӗрле пулса йӗркеленӗ. Продукцие сутма уйрӑм хушма хуҫалӑх тытакансем 10 ҫын ытла тухса кайнӑ. Вӗсем пурте — Етӗрне тата Муркаш районӗнчи ҫынсем.
Мускавра купӑстан пӗр килограмӗ 18 тенкӗ ӑсаннӑ, хӑяр — 25–30 тенкӗпе, ҫӗрулми — 25–30 тенкӗпе, кишӗр — 30–33 тенкӗпе, сухан — 25 тенкӗпе. Кун пек ярмӑрккӑсене ҫывӑх вӑхӑтра тата та йӗркелеме палӑртаҫҫӗ. Мускавсем вырӑн укҫи тӳлеттермеҫҫӗ иккен.
Сӑнсем (18)
«Хӑв куҫпа курни, илтнинчен лайӑхрах» каларӑша тӗпе хурса Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов Элкер урамӗнче вырнаҫнӑ мини-пасара кӗрсе тухнӑ. Унта вара чӑваш ял хуҫалӑх продукцине сутаҫҫӗ, ҫав шутӗнчех килте ӳстернӗ пахча ҫимӗҫсемпе ҫырласем те.
Леонид Ильич суту-илӳ ӗҫне пурнӑҫлакансене микрорайон ҫыннисене юрӑхлӑ продукципе тивӗҫтерсе тӑннишӗн тав сӑмахӗ каланӑ.
Администраци пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх ҫынсем суту-илӳ ӗҫӗшӗн тӳллемесӗрех хӑйсен сад-пахчинче ӳсекен ҫимӗҫсене сутса тӑма пултараҫҫӗ. Шупашкарта ун пек вырӑнсем пурӗ 24.
Элкер урамӗнчи сад-пахча ҫимеҫӗсене сутакан мини-пасар Мускав районӗнче чи пысӑк суту-илӳ лаптӑкӗ шутланать. Унта 12 картланӑ навес тата 6 сӗтел: пӗтӗмпе 78 суту-илӳ вырӑнӗ.
Шупашкарта ӗнер «Шевроле» тата «Опель» автомашинӑсен дилер центрӗ уҫӑлнӑ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ.
Дилер центрне уҫнӑ компание Михаил Васильевич пысӑка хурса хакланӑ, мӗншӗн тесен ҫаврӑнӑҫуллӑ ҫав предприяти автомашинӑсем сутма хальхисене шутласан Шупашкарта виҫҫӗмӗш центр уҫать иккен. Республика ертӳҫи ҫамрӑксем валли ӗҫ вырӑнӗ туса пани уйрӑмах паха иккенне палӑртнӑ. Дилер центрӗсем уҫакан компани 400 ытла ӗҫ вырӑнӗ туса панӑ-мӗн. Ӗҫ укҫине те япӑх мар тӳлеҫҫӗ имӗш.
Хальхи центр машинӑсене сутнипе пӗрлех тӗрлӗ юсавпа та аппаланӗ. Машинӑн саппас пайӗсене те сутлӑха кӑларать.
Сӑнсем (16)
Кӑҫалхи пӗрремӗш ҫурҫулта Чӑваш Енӗн тулаш суту-илӳ ҫаврӑнӑшӗ пӗлтӗрхи асӑннӑ тапхӑртинчен 8,8 процент чакнӑ-мӗн. Тавар ҫаврӑнӑша долларпа илсе кӑтартнӑ та, пӗтӗмпе вӑл 210,47 миллион долларпа танлашнӑ-мӗн.
Суту-илӳ балансне илсен, ют ҫӗршывран пирӗн пата килекен тавар калӑпӑшӗ кунтан каяканнинчен 79,69 миллион долларлӑх нумай иккен. Ҫапах та ют ҫӗршыва каякан продукци калӑпӑшӗ 6,4 процент ӳснине, импорт вара 14,3 процент сахалланнине палӑртмалла. Тулаш суту-илӳ ҫаврӑнӑшӗнче экспорт 31 процент йышӑнать, ыттине — импорт.
Пирӗн республикӑна продукцин ытларах пайӗ Китайран (37%), Италирен (10%), Германирен (9,7%), Бельгинчен (6,2%), Украинӑран (5,6%) килет иккен. Чӑваш Енри предприятисем вара чылай чухне Украинӑна (46,5%), Словакине (7,6%), Молдавине (5,4%), Швейцарине (5%), Венесуэлӑна (3,7%) ӑсатаҫҫӗ.
Халӗ вара мӗн сутса туяннине тишкерер. Урӑх ҫӗре ӑсатаканни шутӗнче хими промышленноҫӗн таварӗ 70 процента яхӑн йышӑнать, 24,8% — машин тумалли пайсем. Маларах каланин калӑпӑшӗ кӑҫал пӗлтӗрхи ҫурҫулхинчен 51 процент таран нумайланнӑ иккен. Сӑмах май, пирӗн пата та хими продукцийӗ самай килет. Ҫав енӗпе пӗтӗмӗшле тавар ҫаврӑнӑшӗнче вӑл 52,3 процент йышӑнать.
Ялта ҫуралнӑ, анчах вӑтам е аслӑ пӗлӳ илме республика тӗп хулине вӑхӑтлӑха пурӑнма куҫнӑ ҫамрӑксем лавккара туяннӑ сӗт таврашне тутанса пӑхсанах тӳрех «ку ӗнтӗ тӑван килти Бурёнка сӗчӗ мар ҫав» тесе сӑмсисене йӗрӗнсе аякалла пӑраҫҫӗ. Технологи тапхӑрӗ аталаннӑ май паянхи кун ҫак пулӑмӑн лару-тӑруне те начасах техника улӑштарма пултарӗ.
Шупашкарти урамсенче сӗт сутакан ятарлӑ сӗткоматсене вырнаҫтарма планлани ҫинчен эпир сӑмаха хускатнӑччӗ. Ку ҫӗнӗлӗхе «Регионсем — чикӗсӗр ҫыхӑну» куравра специалистсем ырланӑ май хулара ҫак кунсенче 7 сӗткомачӗ «ӳссе те ларнӑ». Вӗсене 02.08.2012 №220 «Шупашкар лаптӑкӗнче ял-хуҫалӑх продукцийӗн суту-илӳ ӗҫне пурнӑҫласси ҫинчен» ятарлӑ хула администраци йышӑнӑвӗпе вырнаҫтарнӑ.
Сунӑ сӗте халӑха ҫитерме (икӗ-виҫӗ алӑ урлӑ сутас вырӑнне) ҫак автоматсем чӑннипех те меллӗ. Вӗсен тупӑшне хула администрацийӗ те, ҫыннисем те туйса илме май пулӗ. Хальлӗхе сӗткоматсем Ленин районӗнче икӗ вырӑнта: Мир проспекчӗн 7-мӗш тата 9-мӗш Пиллӗҫуллӑх урамӗн 16/15 адрессемпе вырнаҫнӑ. Унсӑр пуҫне Калинин районӗненчи Калинин урамӗн 100-мӗш тата Трактӑр тӑвакан проспектӗнчи 43-мӗш ҫуртсем ҫывӑхӗнче те автоматсем «ӳссе ларнӑ».
Кун пирки Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫ тата суту-илӳ министерстви хыпарлать. Логистикӑпа транспорт центрӗ тӑвас ыйтупа ытларикун асӑннӑ ведомство ӗҫченӗсем Чулхулана каясшӑн. Унта вӗсем асӑннӑ регионӑн ҫав опычӗпе паллашасшӑн.
Центр еплерех пуласси тата ытти хӑш-пӗр самант пирки хальлӗхе калама иртерех. Ҫак ыйтусем тӗл пулу хыҫҫӑн, ахӑртнех, уҫӑмланӗҫ.
Шупашкарти урамсенче ҫитес вӑхӑтра сӗт сутакан ятарлӑ сӗткоматсем вырнаҫтарма палӑртнӑ. Пӗрремӗш автоматсене ӗнер Чӑваш Енӗн ялхуҫаминӗ «Регионсем — чикесӗр ҫыхӑну» куравра кӑтартма та ӗлкӗрнӗ пулнӑ.
Европӑра сӗткоматсене вырнаҫтарас ӗҫ-пуҫ ҫӗнӗлӗх мар, Раҫҫейре вара асӑннӑ ҫӗнӗллӗхе тин кӑна пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ. Паянхи куна илес пулсан автоматсене Мускавпа Табов хулисенче йышлӑн лартаҫҫӗ.
Шупашкарта сӗткаматсене вырнаҫтарас ыйтӑва пӗрремӗш хут Тӑвай районӗнче пурӑнакан Сергей Илларионов ҫӗкленӗ пулнӑ. Вӑл сӗт туса илме ӗне ферми уҫма шутланӑ. Сунӑ сӗте халӑха ҫитерме (икӗ-виҫӗ алӑ урлӑ сутас вырӑнне) ҫак автоматсем питӗ те меллӗ иккен.
Хуласенче вырнаҫтарнӑ сӗткаматсем чӑннипех халӑхшӑн тухӑҫлӑ пулӗ. Автоматпа усӑ курма та ҫӑмӑл. Хальлӗхӗ фермер 8 сӗткомат туянма палӑртнӑ. Автоматсене Чехинче туса кӑларнӑ, ҫавӑнпа та тӗлентермӗш техникӑна вырнаҫтарма Шупашкара ятарласа Мускавпа Чехи ӑстисем ҫитнӗ.
Сергей Илларионов фермер автоматсене халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче вырнаҫтарасшӑн.
Иртнӗ кунсенче суту-илӳ ҫурчӗ умӗнче Патшалӑх Канашӗн депутат пулӑшуҫи урапасем (машинсем) лартмалли вырӑнта пӗр харӑс виҫӗ машина лектернӗ имӗш. Ӳсерскер ВАЗ-ӑн 8-мӗш моделӗн рульӗ умӗнче ларнӑ. Лару-тӑрӑва уҫӑмлатас тӗлешпе пӗр харӑс икӗ ДПС машини пырса ҫитнӗ.
Хӑйсен пулӑшуҫине депутатсем хайсем суйлаҫҫӗ. Ку ӗҫе тӑвана е пӗр-пӗр пӗлӗше шантарма саккун чармасть. Ҫавӑнпах та пуль пулӑшуҫӑсем «ӗҫсер лармаҫҫӗ», хыт ӗҫленипе чунсене лӑплантарма «хӗренкелеҫҫӗ», вара руль умне ларса ҫӳллерех асӑннӑ ӗҫ-пуҫсене лекеҫҫӗ те.
Ӑшӑ ҫу кунӗсем ҫитсе пынӑ май республикӑн тӗп хулин илемӗпе, паллӑ вырӑнсемпе паллашма Шупашкара ют ҫӗршывран килнӗ ҫулҫӳрӗвҫесем килме тытӑнчӗҫ. Чӑваш Республикине килсе курма кӑмӑл тӑвакансем тӑван кӗтесе таврӑниччен асӑнмалӑх чӑваш нацине паллӑртакан пӗр-пӗр символикине туянма манмаҫҫӗ. Ҫакна пула Шупашкар Арбачӗ майӗпен ҫуллахи ӗҫ графикне куҫма тытӑнчӗ. Кунсерен суту-илӳ палаткин шучӗ ӳссех пырать, ӗҫ вӑхӑчӗ вӗсен вара таврана каҫ пусаричченех тӑсӑлать.
Сувенирсен лавкаҫисен ӗҫӗ самаях кӑсӑклӑ. Арбат урамӗ тӑрӑх ҫӳрекен ҫынсем хушшинчен ҫулҫӳреве уйӑрса илме пултарни хӑйне май пӗчек пултаруллӑх. Ҫулҫӳреве калаҫтарса, сувенирсене сӗнсе сутма пултарни те уйрӑмах паха ен.
Иртнӗ ҫулсенче алӑстисемпе сутӑҫӑсем чатӑрта суту-илӳ ӗҫне пурнӑҫланӑ, халӗ вара хула мэрийӗ чатӑрсенче сутса тӑрас ӗҫӗ пӑрахӑҫлантарнӑ. Вӗсен шучӗпе наци сувенирӗсене Шупашкарӑн тӗп вырӑнӗнче чатӑрта сутса тӑни ҫулҫӳревҫӗсем хушшинче ырӑ мар витӗм кӳрет. Ҫакна пула пӗлтӗртен Арбат урамӗнче суту ӗҫӗ пӗр пек пысӑках мар «пӳлемсенче» ирттерме пуҫларӗҫ. Кӑҫал вара сутӑҫӑсене хӑйсене пӗр стилӗ пӑханма ыйтаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.09.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Симаков Александр Иванович, живописец ҫуралнӑ. | ||
| Ямаш Владимир Михайлович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |