Республикӑра ҫӑмарта туса илесси чакнӑ. «Юрма» пысӑк агрохолдинг ку енӗпе ӗҫлеме пӑрахса бройлер ӳстерме тытӑннӑ. Анчах ЧР Ял хуҫалӑх министерствинче шутланӑ тӑрӑх, ку лару-тӑру вырӑнти аграрисене аталанма май парать. Тӗслӗхрен, Муркашри чӑх-чӗп фабрики кун тӗлӗшпе ӗҫлеме пуҫланӑ.
Пӗлтӗр вӗсем 78 миллион ытла ҫӑмарта туса илнӗ. Ку — рекорд. Кунашкалли планра та пулман-мӗн. Халӗ предприяти ҫӑмарта тӑвакан шурӑ Хайсекс чӑхсем ҫине куҫнӑ. Вӗсене пӑхма йывӑр мар, ҫӑмарта нумай тӑваҫҫӗ.
Пӗлтӗр кӗркунне тырӑ, витамин хушкӑчӗ тата ытти компонент хакланнӑ май предприятие йывӑр килнӗ. Ҫӑмарта та хакланнӑ. Предприятин тӗп директорӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Сергей Шпарев каланӑ тӑрӑх, вӗсем продукцие хаклатма тӑрӑшмаҫҫӗ.
Ҫӑмартан ҫурри Чӑваш Ен пасарӗсене каять. Ыттисем — федераци сечӗсене. Предприяти гипермаркетсемпе пӗр чӗлхе тупнӑ. Муркашра туса илнӗ ҫӑмартасене Чулхула облаҫӗнче, Тутарстанра, Мари Республикинче, Мускавра курма май пур.
Фабрикӑра 150 ҫын ӗҫлет. Вӑтамран вӗсем 17700 тенкӗ укҫа илеҫҫӗ-мӗн. Унта малашне тӑватӑ цехри оборудование ылмаштарма палӑртаҫҫӗ.
Шупашкарти суту-илӳ сечӗн пекарӗсем Аслӑ Ҫӗнтерӳ ҫывхарнӑ май хӑйне евӗр курав йӗркеленӗ. Унта — илемлетнӗ ҫӑкӑрсем.
Ҫӑкӑра ҫулҫӑ, чечек евӗр илемлетнӗ. Питӗ кӑткӑс ӗҫ ку. Вӗсене чустаран тата мастикӑран тунине ӗненме те ҫук.
«Смак» сеть ку курава пӗр уйӑх маларах хатӗрленме тытӑннӑ. Пекарьсен шухӑшӗсем кӑпӑшка ҫӑкӑр ҫине куҫнӑ.
Курав «Ҫӗнтерӳҫӗсене кӗтетпӗр» ятлӑ. Ара, Раҫҫейре ҫӗнтерӳҫӗсене яланах ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ-ҫке. Пекарьсем ҫӑкӑра йӑлана кӗнӗ рецептсемпе пӗҫернӗ.
Ҫӑкӑрсем ҫинче — Ҫӗнтерӗве тата тӑнӑҫ пурнӑҫа кӑтартакан паллӑсем: гвоздика, Георги хӑйӑвӗ, шурӑ кӑвакарчӑн, тулӑ пучахӗ.
Шупашкарти 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи курав ҫынсене ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗччен савӑнтарӗ.
Чӑваш Енӗн Культура министерствин Культура программисен республикӑри дирекцийӗ «Ҫеҫпӗл» кинотеатр шӑпине татса парӗ. Ӑна вӑл тара парасшӑн. Кинотеатр ҫуртне тара илекене палӑртмалли аукциона ҫитес уйӑхӑн 5-мӗшӗнче ирттерӗҫ.
Аукциона хутшӑнса кинотеатра тара илес шухӑшлисен заявкӑна акан 30-мӗшӗччен парса ӗлкӗрмелле. Кино кӑтартакан ҫуртпа пӗрлех вӑл вырнаҫнӑ ҫӗр та ҫӗнӗ хуҫана куҫӗ.
Ҫуртӑн пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ — 3208,5 тӑваткал метр. Ҫулталӑклӑха тара илес текенӗн 1,1 миллион тенкӗ кӑларса хумалла. Анчах ку вӑл — татӑклӑ хак мар-ха. Ку вӑл — аукционӑн пуҫламӑш хакӗ кӑна. Кам ытларах сӗнет, ҫавӑ выляса илӗ. Ҫуртӑн ҫӗнӗ хуҫин кинотеатра культурӑпа кану центрӗ евӗр усӑ курмалла, кино та унӑн кӑтартма пӑрахмалла мар.
Шупашкарта ӗнер «Hyundai» автоцентр уҫӑлнӑ. Хӗрлӗ хӑйӑва савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи — республикӑн Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильев, экономика, промышленноҫ тата суту-илӳ министрӗ Владимир Аврелькин, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов тата асӑннӑ предприятин элчисем хутшӑннӑ.
Автоцентра уҫма хутшӑннӑ Юрий Васильев хальхи вӑхӑтри дилер центрӗпе Чӑваш Ен Правительстви килӗштерсе ӗҫлессе шаннине палӑртнӑ. Вӑл пирӗн республикӑра дилер центрӗсем татах пуррине пӗлтернӗ. «ТрансТехСервис» компанисен ушкӑнӗ вӗсене уҫма 1,5 миллиарда яхӑн тенкӗ хывнине палӑртнӑ ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫи. Унӑн предприятйиӗсенче 350 ҫын ӗҫ вырӑнӗ тупнӑ-мӗн.
«Хендэ Мотор СНГ» предприятин гендиректорӗ Ку Йон-Ги «Hyundai» машинӑсен 10 проценчӗ Раҫҫейре сутӑннине пӗлтернӗ май Шупашкарти дилер центрӗ хальхи вӑхӑт ыйтнипе килӗшсе тӑнине ӗнентернӗ.
Елчӗкри пӗр лавккара контрафактлӑ эрехпе суту-илӳ тунӑ. Ку тӗрӗслев вӑхӑтӗнче тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ.
Лавккана полици ӗҫченӗсем, район прокурорӗсем ҫитнӗ. 400 ытла кӗленчене лицензисӗр, продукци пахалӑхне ҫирӗплтекен документсемсӗр сутнӑ. Акциз маркисем йӗркеллӗ пулман.
Тӗлӗнмелле те, контрафактлӑ эрехпе сутӑ тӑвакан лавкка полици участокӗпе, автовокзалпа юнашар вырнаҫнӑ. Анчах ку усламҫа нихӑш енчен те пӑшӑрхантарман. Ахӑртнех, вӑл эрех хӑвӑрт сутӑнса пӗтессе, ҫакна никам та асӑрхамасса шаннӑ.
Тӗрӗслев хыҫҫӑн эрехӗн партине экспертиза тумашкӑн ӑсатнӑ. Вӑл ГОСТпа килӗшсе тӑрать-и? Ҫын сывлӑхӗшӗн хӑрушӑ мар-и? Экспертиза палӑртӗ.
Елчӗк районӗн прокуратури усламҫӑ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Кун пирки Елчӗк районӗн прокурорӗ Василий Николаев хыпарланӑ.
Ҫак уйӑхӑн 1-мӗшӗнчен Ҫӗр кодексӗнче улшӑну пулса иртнӗ. Патшалӑх е муниципалитет харпӑрлӑхӗнчи ҫӗр ҫине киоск лартассинче йӗрке ылмашӗ.
Суту-илӳ киоскӗ е палатка вырнаҫтарас тесен ҫӗре тара илесси пирки администраципе килӗшӳ е сервитут ҫинчен калакан килӗшӳ алӑ пусмалла мар. Стационарлӑ мар суту-илӳ объекчӗсем вырнаҫтарма вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем ятарлӑ схемӑсем йӗркелесе ҫирӗплетме тытӑнӗҫ.
Ҫулталӑкран ытла пыман инженери ӗҫне пурнӑҫлас, лини объектне юсас пулсан та ҫӗре аукцион ирттерсе уйӑрни кирлӗ мар. Вӑхӑтлӑх е пулӑшу тӗллевӗллӗ хуралтӑсем (кунта карта тавраш, рабочисене кӗрсе лармалли пӗчӗк ҫурт тата ытти кӗрет) тума та аукционта ирӗк илме хӑтланмалла мар. Ҫӗр айӗнчи пурлӑха геологи тӗпчевӗпе усӑ курнӑ чух та аукцион ирттерме тивмӗ. Ыйтӑва татма муницпалитетсене ҫитмелле, вӗсен ирӗк памалла.
Китайра темӗн те туса кӑларнине пурте пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Spring Forward меропияти (унта Apple Watch сехете хӑтланӑ) иртнӗренпе 2 кун ҫитрӗ кӑна Китайра унӑн копийӗсене сутма та пуҫланӑ. Тухӑҫри патшалӑхра Apple фирмӑн ӑслӑ сехечӗ евӗрлисем самай йӳнӗрех. Чи пуҫламӑш шайри сехет 259 юань тӑрать (е 40 доллар). Лайӑхрах пахалӑхри вара хаклӑрах ларӗ — 3000 юане е 480 доллара.
Китайсен таварне тутӑхман корпуса вырнаҫтарнӑ. Хура тӗсе кӑмӑллакансем валли ятарлӑ вариант пур. Спорт версин корпусне алюминирен ӑсталанӑ, циферблатне Ion-X кантӑкпа хӳтӗленӗ. Китайра ӑслӑ сехетӗн ылтӑн версине те сутаҫҫӗ, анчах унӑн хакӗ Apple фирмӑнни пекех — 10 000 доллар. Ку сехете вара питӗ ҫирӗп сапфирлӑ кантӑр хӳтӗлет. Китайсен копийӗсенче мӗнле операци системи ӗҫлени пирки сехет хатӗрлесе кӑларакансем каламан.
Чӑн-чӑн Apple Watch сехете вара сутлӑха ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче кӑларӗҫ. Пурӗ 3 верси хатӗрленӗ: Apple Watch Sport, Apple Watch тата Apple Watch Edition. Чи йӳннине, спорт валли тунӑскерне, 349 долларпа туянма пулать, чи хаклине — Apple Watch Edition ятлине — 17 пин долларпа. Ку сехетсем пӗрре авӑрласан 18 сехет хушши ӗҫлейреҫҫӗ.
Крым Республикин Ял хуҫалӑх министерствипе Чӑваш Ен аграри ведомстви калаҫу ирттернӗ. Унта мӗн пирки сӑмах хускатнӑ?
Сӑмах май, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пынӑ делегаци нумай пулмасть Крымран, Севастопольтен таврӑннӑ. Иҫӗм ҫырли, панулми, ытти улма-ҫырла, пахча-ҫимӗҫ Чӑваш Ене Крымран килме пуҫлӗҫ. Вӗсем патне кунтан чӑваш ҫӗрулмине ӑсатма тытӑнӗҫ.
Чӑваш Енре ял хуҫалӑх экономикӑри тытӑмра пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Пирӗн республика ял хуҫалӑх культурине ӳстерес енӗпе опытпа та пайланать. Халӗ ав крымсене ҫӗрулмипе пулӑшас енӗпе ӗҫлеҫҫӗ. Унта «иккӗмӗш ҫӑкӑра» ӳстерме йывӑр-мӗн. Сӑлтавӗсем пур. Чи малтанах Украина Ҫурҫӗр Крым каналне хупнӑран уйсене шӑварма май ҫук.
Чӑваш Ене вара Крымран хаклӑ мар, тутлӑ улма-ҫырла килме тытӑнӗ. Халӗ ҫурутравра ял хуҫалӑх техники ҫителӗксӗр. Унччен крымсем ӑна Украинӑран тара илнӗ, паян вара ҫурмаутрава хӑйне тракторсем, комбайнсем кирлӗ. Чӑваш Ен Крыма ку енӗпе пулӑшма пултарӗ-мӗн. Унти ведомство Чӑваш Енре «Енисей» комбайнсем кӑларнипе кӑсӑкланаҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн министерстви И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗпе студенстене лавккана яма калаҫса татӑлнӑ. Аслӑ пӗлӳ илекен ҫамрӑксен тӗллевӗ — ӑҫта мӗн хак тӑнине министерствӑна пӗлтерсе тӑрасси.
Нарӑсӑн 16-мӗшӗнче асӑннӑ министерство «Чӑваш Ен фончӗ» общество организацийӗн волонтерӗсем, унта И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУ студенчӗсем кӗреҫҫӗ те, канашлу ирттернӗ. Унта тӳре-шарапа ҫамрӑксем килӗштерсе ӗҫлесси пирки калаҫса татӑлнӑ. Волонтерсен тавар хакӗ ӑҫта йӳнӗреххине палӑртса ҫынсем патне министерство урлӑ ҫитермелле.
Студентсем тавара йӳнетсе сутмалли акцисене хӑш лавккасем ирттернине те систерсе тӑрӗҫ. Кирлӗ информацие Экономика аталанӑвӗн министерствин сайтӗнче шырамалла.
Прокуратура, Роспотребнадзор, Россельхознадзор ӗҫченӗсем лавккасенче пысӑк акци ирттернӗ. Вӗсем апат-ҫимӗҫ хакне, вӗсен срокне тӗрӗсленӗ. Ҫавӑн пекех Раҫҫее кӳрсе килме юраман таварсем лавкка сентрисем ҫинче пулнипе пулманнине пӑхнӑ.
Прокурорсем темиҫе кунра Ҫӗмӗрлери кашни лавккана тенӗ пекех тӗрӗсленӗ. Пур ҫӗрте те пӗрешкел ыйту панӑ: ҫӗрулмине, купӑстана ӑҫтан илсе килнипе кӑсӑкланнӑ.
Ҫӗмӗрлери лавккасенчи улма-ҫырла, пахча ҫимӗҫ сывлӑхшӑн хӑрушӑ пулманни палӑрнӑ. Темиҫе лавккара карантинри продукцие сутни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Израильтен кӳресе килнӗ мандаринра, Эквадорти бананра, Египетри апельсинра организмшӑн сиенлӗ япаласем тупнӑ. Вӗсене ҫӳп-ҫап купине ывӑтнӑ.
Халӗ специалистсем улма-ҫырла фитосанитари сертификачӗсӗр сентре ҫине епле лекнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Аш-какая та ветеринари сакунне пӑсса сутни паллӑ пулнӑ. Ытларах ку кайӑк-кӗшӗк ашне, ҫурмафабрикатсене пырса тивнӗ.
Пӗтӗмпе йӗркене пӑснӑ 20 тӗслӗх шута илнӗ. Вырӑнти прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, лавккасенче срокран тухнӑ тавар та сахал мар. Тӗрӗслев хыҫҫӑн ҫӳп-ҫап купине сӗт, ҫӑмарта, ҫӑкӑр ывӑтнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.09.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Симаков Александр Иванович, живописец ҫуралнӑ. | ||
| Ямаш Владимир Михайлович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |