Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: суту-илӳ

Хулара

Утӑ уйӑхӗн ҫурринче Шупашкар хулин заливӗ патӗнче «Чӑвашрине туян» акци ирттерме йышӑннӑ. Кун пек шухӑш патне республикӑн тӗп хулин администрацийӗнче иртнӗ канашлура пырса тухнӑ. Унта ҫуллахи вӑхӑтра урамра суту-илӳ тума ирӗк илнисене пухнӑ. Ирӗкне конкурс ирттерсе панӑ-мӗн.

Шупашкар хула администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ акцие мороженӑй сутакансем чи малтан килӗшнӗ. Акци ят панӑ суту-илӳ хула кунӗччен тӑсӑлмалла иккен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://sovch.chuvashia.com/?p=112062
 

Хулара

Шупашкарта ҫӗртме уйӑхӗн 22, 23 тата 23-мӗшӗсенче «типӗ саккуна» пӑхӑнма тиветех. Ҫак кунсенче лавккасенче эрех-сӑра сутмӗҫ.

Ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарти 3-мӗш лицейре вӗренӳ ҫулӗ вӗҫленнӗ ятпа мероприяти иртӗ. Тепӗр кун хулари шкулсенче вӑтам пӗлӳ илнине ӗнентерекен аттестатсем парӗҫ.

Ҫӗртмен 27-мӗшӗнче — Ҫамрӑксен кунӗ. Ун чухне те «хаяррине» туянма май пулмӗ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтерет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://sovch.chuvashia.com/?p=110669
 

Республикӑра Аукцион вӑхӑтӗнче
Аукцион вӑхӑтӗнче

Чӑваш Енӗн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерстви хӑйӗн балансӗ ҫинчи учрежденисен автотранспортне тата оборудованине (кирлӗ маррине кура) сутассипе ӗнер аукцион ирттернӗ.

Аукциона 5 лот илсе тухнӑ. Ку вӑл пилӗк йышши пурлӑх тенине пӗлтерет ӗнтӗ. Малтанласа пурлӑхшӑн 110 пин те 800 тенкӗ ыйтнӑ. Пӗтӗмӗшле хак аукцион тӑрӑх 15 пин те 300 тенкӗлӗх хӑпарнӑ. Уйрӑмах хаклӑпа 1999 ҫулта кӑларнӑ «УАЗ-39099» урапана (машина) сутӑннӑ. Ӑна малтан палӑртнинчен 1,7 хут хаклӑрахпа туянма кӑмӑл тӑвакан тупӑннӑ. 2004 ҫулта кӑларнӑ «ГАЗ-3102» автомашина тата 2000-мӗшӗнче кӑларнӑ «ГАЗ-3110» малтан ыйтнинчен 1,4 хут хаклӑрахпа ӑсаннӑ. Аукцион утӑмне те вӗсемпе 10 хут ытла тунӑ иккен. Кивелнӗ машинӑсене сутассипе маларах асӑннӑ министерство кӑҫал 7 аукцион ирттернӗ. Вӗсенче 88 транспорт сутнӑ. Ҫитес аукциона утӑ уйӑхӗн 15-мӗшне палӑртнӑ. Мӗнпур информаципе www.torgi.gov.ru сайтра паллашма пулать.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкар хулинчи Мускав районӗнче вырнаҫнӑ суд приставӗсем патне Шупашкарти кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районта вырнаҫнӑ гриль-чӑх сутакан суту-илӳ киоскне хупмалли суд йышӑнӑвӗ ҫитсе выртнӑ.

Киоска хуҫи хӑй тӗллӗн, яваплисенчен саккунпа килӗшӳллӗн ирӗк илмесӗр, вырнаҫтарнӑ имӗш. Суд йышӑнӑвне усламҫӑ кӑмӑлпа куҫарса кайма килӗшмен. Унтан та ытларах — автоприцеп евӗр киоска суд йышӑнӑвӗ хыҫҫӑн тепӗр ҫынна ярӑнтарнӑ.

Суд йышӑнӑвне пурнӑҫламаншӑн усламҫӑ тӗлӗшпе исполнительнӑй ӗҫ пуҫарнӑ та 5 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн кӑна усламҫӑ тӑна кӗнӗ пек пулнӑ — киоска илсе кайнӑ.

 

Экономика

Шупашкар районӗнчи суту-илӳ предприятийӗсем тата уйрӑм усламҫӑсем хӑйсен суту-илӳ точкисенче «фанфурик» сутмасси пирки меморандум йышӑннӑ. Кун пирки республикӑн Экономика министерстви пӗлтернӗ.

Ун пек хута шӑрҫалас шухӑш патне нумаях пулмасть унта иртнӗ ларура пырса тухнӑ. Канашлӑва Шупашкар район пуҫлӑхӗ, вӑл Пенси фончӗн районти управленийӗн пуҫлӑхӗ, Алевтина Исаева ертсе пынӑ. Унта суту-илӳ предприятийӗсен тата аптекӑсен ертӳҫисене пухнӑ.

Ларура спиртлӑ шӗвек сутнин ыйтӑвне те сӳтсе явнӑ. «Фанфурик» текеннисем пирки сӑмах пырать-ха кунта. Республикӑри хӗрарӑмсен канашӗн чӗнӗвне пурнӑҫласа Шупашкар районӗнчи хастарсем те асӑннӑ шӗвеке сутма чарӑнасси пирки меморандум хатӗрлеме сӗннӗ. Усламҫӑсем ку шухӑша ырланӑ пулать.

 

Пӑтӑрмахсем

Тавар сутакансем хӑйсен таварне ярӑнтарас тесе паллӑ маркӑсем хыҫне пӗркенме хӑтланнӑ тӗслӗхсем пулакалаҫҫӗ-ха. Пӗринче, астӑвасса, пылак пӑр (мороженӑй) тӑвакансем Шупашкарта кӑларнӑҫи пулнӑччӗ. Халӗ, ав, машинӑпа ҫыхса пир-авӑр кӑларакансем чӑлхапа трикотаж хапрӑкӗн хыҫне пытарӑнма шут тытнӑ. Ҫакна вӗсем хӑйсен продукцине халӑхра анлӑрах сарас тӗллевпе тунӑ ӗнтӗ.

«Чӑлхапа трикотаж хапрӑкӗ» тулли мар яваплӑ обществӑна чылайӑшӗ аван пӗлет. Шупашкарти предприяти, хӑй ятне тахҫанах ҫӗнсе илнӗ. Ҫавна унӑн конкуренчӗсенчен пӗри «Трикотаж йӑли-йӗркин суту-илӳ ҫурчӗ» общество хӑйӗн лавккисене маларах асӑннӑ лавкка евӗртерех илемлетсе хунӑ. Тавар паллине те малтан каланӑ хапрӑкӗнни евӗр усӑ курнӑ.

Ҫакна асӑрханӑ хыҫҫӑн чӑлхапа трикотаж хапрӑкӗ монополипе кӗрешекенсем патне пулӑшу ыйтса ҫитнӗ. Енсен ӑнланманлӑхне асӑннӑ служба пӑхса тухма тытӑнсан хайхи конкурент чӑлхапа трикотаж хапрӑкӗпе пӗр чӗлхе тупнӑ, тек унӑн ячӗпе пытарӑнса хӑйӗн таварне сӗнме пӑрахнӑ.

 

Экономика

Ҫакӑн пирки пяан вӗсем Суту-илӳпе промышленноҫ палатине пухӑнса сӳтсе явнӑ. Унта усламҫӑсем тата банкирсем пырса ҫитнӗ. Укҫа хӑй хайне ҫухатса пыни, тенке долларпа тата европа танлаштарса пӑхсан унӑн тӑрӑмӗ епле пуласси, банкран кредит илме ҫӑмӑллипе йывӑрри, монополилле ура хуракан самантсем пирки те унта калаҫнӑ.

Тинтерех усламҫӑ ҫулӗ ҫине тухнисене ҫӑмӑл маррине, сӑмахран, Ҫӗмӗрлери сӗтел-пукан хапрӑкӗнчен килнӗ Андрей Кузнецов палӑртса хӑварнӑ. Хастар кредит ставкисем пысӑккишӗн тата усси сахалтарах патшалӑх программисемшӗн пӑшӑрханса калаҫнӑ.

Банксен вара яланхиллех хӑйсен сӑмах-юмахӗ. «Кивҫен илекен шанчӑклӑ заемщиксем республикӑра паян сахал», — тенӗ пӗр банкӑн управляющийӗн ҫумӗ Роман Барабанов.

Усламҫӑсем те, банкирсем те Украинӑри кризис Раҫҫее витӗм кӳретех тенӗ. Анчах ҫавӑнтан епле тупӑш курасси пирки шухӑшламалла. Суту-илӳ палатин вице-президенчӗ Анатолий Князев шучӗпе ҫынсенчен ытларахӑшӗ хамӑр патра туса илекен тавара куҫ хывма тытӑнӗ. Ҫав вӑхӑтрах сӑнавҫӑсем тавар хакӗ ӳсессине, тавар туянаслӑх шайӗ чакассине палӑртаҫҫӗ иккен.

Малалла...

 

Хулара

Ӗнер, пушӑн 11-мӗшӗнче, Шупашкарти ҫӗр лаптӑкӗсемпе усӑ курас ыйтӑва сӳтсе явнӑ.

Чи малтан хула администрацин архитектурӑпа хула строительствин управленийӗ панӑ заявкӑна — Энгельс урамӗнчи икӗ хутлӑ ҫурта (18-мӗш ҫурт) реконструкцилесе нумай функциллӗ центр тӑвассине — пӑхса тухнӑ. Вӑл Шупашкар центрӗнче вырнаҫнӑ, ҫавӑнпа унӑн хулари Мускав районӗн ҫыннисене тӗрлӗ пулӑшу памалла.

Унтан Богдан Хмельницкий урамӗнчи автозаправка пирки калаҫнӑ. Унта газ блокӗ вырнаҫтарма ыйтнӑ. Виҫҫӗмӗш ыйту — Граждан урамӗнчи 53-мӗш ҫуртри кафе тӗлӗшӗпе. Ҫурт хуҫисем каланӑ тӑрӑх, ӑна ҫӗнетмелле.

Шупашкарти электроаппарат завочӗн пулнӑ производство ҫуртне (унӑн чӳречисем «Каскад» суту-илӳ центрӗ еннелле тухаҫҫӗ) суту-илӳ офис центрӗ тума шухӑшланӑ. Ҫавӑн пекех Мичман Павлов урамӗнчи пушӑ ҫӗр лаптӑкне гараж боксӗ валли уйӑрма ыйтнине пӑхса тухнӑ.

 

Экономика

Шупашкарти паллӑ суту-илӳпе кану центрӗсенчен пӗри, «Каскад-Сити», мускавсен аллине куҫнӑ. Ҫакӑн пирки Раҫҫейӗн коммерцилле куҫман пурлӑх сайчӗ «Арендатор.ру» пӗлтернӗ иккен.

«Каскад-Ситин» ҫӗнӗ хуҫи «Praktika Development» ятлӑ Мускаври компани малашне ҫуртпа хуҫаланма тытӑнӗ. Ҫав шута, паллах, тара парасси тата пурлӑхпа ытти майпа усӑ курасси йӑлтах кӗрет. Маркетинг ӗҫ-хӗлне те мускавсем йӗркелесе пырӗҫ. Ҫӗршывӑн тӗп хулинчи компание Булат Шакиров юрист-правовед (хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Интерполта 5 ҫул ӗҫленӗ, каярах IKEA текен компанире тӑрӑшнӑ) ертсе пырать. Асӑннӑ предприяти стратегилле консалтинг, коммерци концепцине хатӗрлес, ҫурт-йӗре проектлас тата тӑвас, эксплуатацилес тата профессилле управлени ыйтӑвӗсемпе ӗҫлет.

 

Республикӑра

Красноармейски районӗнчи «Восход» тулли мар яваплӑ обществӑра контрафактлӑ пулӑ ҫӑвӗ тупса палӑртнӑ. Асӑннӑ учреждени — ветеринари препарачӗсемпе суту-илӳ тӑваканскер. Регистрацилемен пулӑ ҫӑвӗ нумай та пулман — 100-шер миллилитр кӗрекен савӑтсенче пурӗ тӑватӑ флакон.

Контрафактлӑ продукци сутлӑха кӑларнӑшӑн предприятие нумаях пулмасть 4 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Пулӑ ҫӑвне унӑн каяшсем пухакан организацие ҫитерсе памалла. Унта ӑна сиенсӗрлетнишӗн те «Восходӑн» хӑйӗн шучӗпе тӳлеме тивӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, [26], 27, 28, 29
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне тухӑҫлӑ иртӗ. Карьерӑна тата укҫа-тенкӗ пырса тивекен ыйтусене татса пама тивӗ. Тен, паллашусем е интереслӗ тӗлпулусем пулӗҫ, вӗсем пуласлӑха витӗм кӳрӗҫ. Ӗҫпе канӑва шайлаштарӑр, сывлӑха тимлӗх уйӑрӑр. Финанс лару-тӑрӑвӗ йӗркеллех — тен, хушма тупӑш пулӗ.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын