Чӑваш Ене маска кӳрсе килнӗ. Кун пирки республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Инстаграмра паян пӗлтернӗ.
«Малтан шантарнӑ пекех республикӑна медицина маскисемпе тивӗҫтертӗмӗр. Паян Чӑваш Ене пысӑк парти –326 пин – килчӗ. Раҫҫейӗн Промышленность министерствипе калаҫу ирттернин усси пулчӗ», – тесе ҫырнӑ Олег Николаев.
Маскӑсене республикӑн патшалӑх аптекисене сутма парӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах маскӑсемпе чи малтан тивӗҫтермелли категорие те асӑннӑ. Кунта – пульницӑсенче тӑрӑшакансем, полици тата Росгварди ӗҫченӗсем. Юлашкинчен асӑннисем пирки республика ертӳҫи Олег Николаев урамсемпе ҫулсем ҫинчен йӗрке тӑваҫҫӗ тесе палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне нимеҫӗсене маскӑпа тивӗҫтерӗҫ.
Паян, ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлӗ тата тепӗр 15 ҫынна шута илнӗ, ҫав шутра — 2 ача.
Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствинче ку цифрӑсенчен тӗлӗннине палӑртмаҫҫӗ. «Чирлисен йышӗ ҫакӑн пек хӑвӑрт ӳснине кӗтме пултарнӑ», — тесе ҫырнӑ министерствӑн сайтӗнче.
Пациентсене вируса Чулхулари лабораторинче ҫирӗплетичченех мӗнпур йӗркене пӑхӑнса пульницӑна вырттарнине ӗнентереҫҫӗ.
Чирлисемпе хутшӑннӑ тӑхӑр ҫынна, аякран килнӗ ултӑ ҫынна Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницине тата Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницине вырттарнӑ. Вӗсене пурне те сиплеҫҫӗ. Чирлисемпе хутшӑннисене те шута илнӗ, кӑшӑлвирус анализӗ илнӗ.
Ҫапла вара ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнчи 15 сехет тӗлне пирӗн тӑрӑхра кӑшӑлвируспа чирлӗ 34 ҫынна шута илнӗ, вӗсенчен пӗри ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче пульницӑран сипленсе тухнӑ.
Кӑҫалхи икӗ уйӑхра пирӗн республикӑра 1743 ача ҫуралнӑ. Ку вӑл пӗлтӗрхи кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенчинчен 110 ача сахалрах. Республикӑра 2531 ҫын вилнӗ. Ҫакӑ пӗлтӗрхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен 48 ҫын сахалрах. Ҫуралнисен йышӗ вилнисенчен 45,2 % сахалрах.
Халӑхӗн самай пайӗ юн ҫаврӑнӑшӗн чирӗсене пула нумай вилет. Ун пеккисене кӑҫалхи икӗ уйӑхра 1038 ҫынна шута илнӗ. Усал шыҫҫа, тулаш сӑлтавсене, сывлӑш ҫулӗсен, апат ирӗлтерекен органсен чирӗсене, инфекци чирӗсене пула пурнӑҫран уйрӑлаҫҫӗ.
Кӑҫалхи кӑрлач-нарӑс ҫулталӑка ҫитичченхи виҫӗ ача вилнӗ. Ҫак цифрӑсене Чӑвашстат пӗлтернӗ.
Чӑваш Енре пирус туртмалли вырӑнсене чакарӗҫ. Ҫак ыйтӑва паян иртнӗ республикӑн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче тишкернӗ.
Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви пирус туртма юраман вырӑнсен списокне анлӑлатма сӗннӗ.
ЧР Сывлӑх сыхлав министерстви хатӗрленӗ саккун проектӗнче пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, ҫыран хӗрринче, парковкӑсенсе, муниципалитет тата патшалӑх влаҫӗн ҫурчӗсене кӗмелли алӑксенчен, суту-илӳ, пасар, общество апатланӑвӗн, суту-илӳ вырӑнӗсенчен 15 метртан ҫывӑхра туртма чармалла.
Сӑмах май каласан, пирус туртакансен шучӗ пирӗн тӑрӑхра чакнӑ-ха. Ҫапах та халӑхӑн 20 проценчӗ туртни паллӑ. Пирус туртманнисем асӑннӑ 20 процент ҫывӑхра мӑкӑрлантарнине те чӑтма пултарайманнине ӑнланма пулать.
Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлисен шучӗ ӳссе пырать. Лабораторинче ҫирӗплетнисен йышӗ ӗнер 17-пе танлашнине пӗлтернӗччӗ. Паян тата тепӗр икӗ ҫын тупӑннӑ.
Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ пациентсен малтанхи анализӗ иккӗленӳллӗ тухнӑ. Ҫавна кура анализсене Чулхулари лабораторире ҫӗнӗрен тӗрӗсленӗ. Пирӗн патри лаборантсем иккӗленни кӑлӑхах пулман — диагноз ҫирӗпленнӗ.
Тӳрех палӑртар: кӑшӑлвирус анализӗ шанчӑксӑррине пӗлсенех ҫав икӗ ҫынна пульницӑна илсе кайнӑ. Вӗсен ҫывӑх ҫыннисене те халӗ тухтӑрсем тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ.
Асӑннӑ ҫак икӗ пациентран пӗри чирлӗ ҫынпа хутшӑннӑ, тепри Мускавран Комсомольски районне килнӗ.
Ҫапла вара пирӗн республикӑра кӑшӑлвируспа чирлисене 19 ҫынна шута илнӗ, ҫав шутран пӗри сывалнӑ.
Иртнӗ эрнере массӑллӑ информаци хатӗрӗсем «Макдоналдс» тухтӑрсене тӳлевсӗрех апат ҫитерни пирки ҫырнӑ. Кофе тата чизбургер илме шурӑ халатлисем служба машинипе кӗрсе тухаҫҫӗ.
Чӑваш Енри общепит хушшинче тухтӑрсене пулӑшма хатӗррисем татах пур. Тунтикун Шупашкарти пӗр васкавлӑ медпулӑшу станцине вӗри апат илсе ҫитернӗ. вӗсене уйрӑм бокса тултарнӑ.
Тухтӑрсем талӑкӗпех ӗҫлеҫҫӗ, ҫавна май вӗсене кунне виҫӗ хутчен ҫитерме палӑртнӑ. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, кунашкал акци ака уйӑхӗн 21-мӗшӗччен пулӗ.
Чӑваш Ене ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчен килекен ҫынсен ик эрне килте лармалла. Ҫапла йышӑнӑва республикӑн Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян, ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Ку йышӑну паян вӑя кӗнӗ. Апла пулсан сӑмах паянтан пирӗн тӑрӑха урӑх хуласенчен килекенсем пирки пырать. Ют регионтан пирӗн республикӑна килекенсене ик эрне е килте, е дачӑра пурӑнмалла.
Ҫак чару сывлӑх сыхлав учрежденийӗсенче ӗҫлекенсене тата ӗҫе тухмаллисен йышӗнчисене пырса тивмест. Ытти ҫынна та килтен тухса ҫӳреме хушмаҫҫӗ. Вӗсен лавккана ҫитсе килме, кил ҫывӑхӗнче (100 метртран инҫете каймасӑр) йытӑ уҫӑлтарса ҫӳреме, ҫӳп-ҫап тӑкма тухса кӗме, аптекӑна кайма юрать.
Паян пирӗн республикӑра ҫӗнӗ кӑшӑлвирус инфекцийӗпе чирлӗ тата тепӗр 9 ҫынна тупса палӑрнӑ. Ҫапла вара COVID-19 диагноза 17 ҫынӑнне лартнӑ. Ҫав шутран пӗр ҫын сывалнӑ. Аса илтерер: вӑл Бразилирен таврӑннӑччӗ. Нумаях пулмасть ӑна пульницӑран кӑларнӑ.
Халь ҫӗнӗрен тупса палӑртнӑ чирлисене федераци лабораторийӗнчен киличченех пульницӑна вырттарнӑ.
«Хальхи статистика кӗтменлӗх мар, мӗншӗн тесен инфекци лекнӗ сакӑр ҫын COVID-19 вирусӗллӗ Шупашкар ҫыннипе хутшӑннӑ. Канаш районӗнчи пӗр ҫынна Мускавран килсен тӗрӗсленӗ. Вӗсене пурне те васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницин инфекци стационарне вырттарнӑ. «Вӗсене сиплеҫҫӗ, рациентсем хӑйсене япӑх мар туяҫҫӗ», — пӗлтернӗ ЧР Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-службинче.
Ҫак кунсенче кӑшӑлвирус саманинче пурӑнатпӑр та, ку хыпар та ҫав чирпе ҫыхӑннӑскерех. Килтен тухмасӑр ларсан амакран асӑрханма пулать тесе ӗнентернипе ватти-вӗтти урама тухма шикленет. Влаҫрисем йӗркене ҫирӗплететпӗр тесе саккунсене хытарчӗҫ. Карантин йӗркине пӑсакансене тата кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ суя хыпар саракансене ҫирӗп явап тыттарма йышӑнчӗҫ.
«Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Мы из Чувашии» (чӑв. Эпир Чӑваш Енрен) пӗрлӗхре «Ырантан хулана кӗртме тата унтан тухма чарӗҫ... Ятарлӑ ирӗк кирлӗ пулӗ. Протоколсем ҫырӗҫ… Штраф виҫи 40-70 пин тенкӗ…», – тесе ҫырнине прокуратура асӑрханӑ. Шупашкар хула администрацийӗнче ҫавӑн пек чаруллӑ хушу пулман. Апла пулсан тӗнче тетелӗнчи ҫӳлерех асӑннӑ хыпар суя шутланать.
Шупашкарта Хулари иккӗмӗш пульницӑн стационарне карантина хупнӑ. Унтан никама та кӑлармаҫҫӗ, никама та кӗртмеҫҫӗ. Ҫакӑн пирки ЧР Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-служби пӗлтернӗ. Стационарта кӑшӑлвируспа чирлӗ ҫынна пулнӑ. Поликлиника вара унчченхиллех ӗҫлет-мӗн.
Вӑрмарти район пульницинче 1-мӗш тата 2-мӗш корпуссенче обсерватори туса хунӑ. Ирӗксӗр тесен те йӑнӑш мар-тӑр. Асӑннӑ пульницӑн терапи уйрӑмӗнче сипленекен пӗр хӗрарӑм covid-19 чирли палӑрнӑ. Пациенткӑпа пӗр уйрамра выртнӑ 26 пациента тата медорганизацире ӗҫлекен 20 ҫынна обсерватора вырттарнӑ. ЧР Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пульницӑн ытти стационарӗнчи ҫынсенне те анализ илнӗ. 12 тухтӑра киле карантина янӑ.
Ытти уйрӑмри специалистсем унчченхиллех ӗҫлеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |