Чӑваш Енре шӑматкунсерен Пӗрлехи диспансеризаци кунӗ ирттерме пуҫлӗҫ. Ҫитесси нарӑсӑн 8-мӗшӗнче иртӗ. Кун пирки ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтерет.
Кӑҫал диспансеризацие ҫак кунсенче тухма пулать: пушӑн 7-мӗшӗ, акан 4-мӗшӗ, ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗ, ҫӗртмен 6-мӗшӗ, утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗ, ҫурлан 1-мӗшӗ, авӑнӑн 5-мӗшӗ, юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗ, чӳкӗн 7-мӗшӗ, раштавӑн 5-мӗшӗ.
Кунсӑр пуҫне диспансеризацие ӗҫлемелли кунсенче каҫхине тухма пулать. Пульницӑсем мӗнле ӗҫленипе Сывлӑх сыхлавӗн сайтӗнче паллашма май пур. Сӑмах май, халӗ ӗҫлекенсене сывлӑхне тӗрӗслеттерме каймашкӑн пӗр кун канма ирӗк параҫҫӗ.
Ҫак кунсенче Китайран Чӑваш Ене пилӗк ҫын таврӑннӑ. Вӗсем хӑрушлӑх кӑларса тӑратмаҫҫӗ, коронавирус тупса палӑртман. Палӑртмалла: халӗ Китайра ҫак вирус анлӑ сарӑлнӑ, чирлекен нумай, 300 ытла ҫын вилнӗ.
ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Викторов пӗлтернӗ тӑрӑх, ОРВИ сиптомӗсемпе виҫӗ ача пульницӑра выртать (иккӗшӗ Китайра каннӑ, теприн ашшӗ-амӑшӗ ҫав ҫӗршывра пулнӑ). Васкавлӑ медпулӑшу пульницинче Китайра каннӑ икӗ ҫын выртать, вӗсене тухтӑрсем сӑнаса тӑраҫҫӗ.
Кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче Чӑваш Ене тепӗр икӗ ҫын Китайран таврӑннӑ. Вӗсен сывлӑхӗ чиперех, коронавирус ҫуккине палӑртнӑ. Министр каланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енри пульницӑсенче грипа тата коронавирус инфекцийӗсене сиплемелли хатӗр-хӗтӗр пур.
«Тӗнчесем каллех ӑҫталла вӗҫеҫҫӗ?» — ҫакӑн пек пуҫ ватнӑччӗ Софья Савнеш маларах. Унта сӑмах паллӑ велоҫулҫулҫӳревҫӗн Никита Тӗнчен ҫемйи пирки пыратчӗ.
Тӗнчесен пурнӑҫӗпе кӑсӑкланса ҫак йӗркесен авторӗ Никитӑпа Настьӑн тӗнче тетелӗнчи старницисене тишкерчӗ. Ҫапла вара хурава вӑрах шырама тивмерӗ. Нью-Йорк ҫывӑхӗнче пӳлӗм тара илсе пурӑннӑ ҫемье Ҫурҫӗр Америкӑран Сан-Антонио хулине вӗҫсе кайнӑ.
Хӗрӗпе Аяранпа Техас штатӗнче ӳкерӗннӗ сӑнӳкерчӗке Настя паян Интсаграма вынаҫтарнӑ. «Кӗтмен ҫӗртен эпир пӗр сезонтан теприне куҫрӑмӑр. Кӗркуннеччӗ, халӗ кунта ҫулла», — ҫырса хунӑ хавас сӑнлӑ Настя.
Халӑх ушкӑнӗнчисем ача ҫанталӑк ылмашнине епле йышӑннипе кӑсӑкланнӑ. Настя ӗнентернӗ тӑрӑх, вӑл енӗпе йывӑрлӑх ҫук.
Чӑваш Енре пурӑнакан 9 уйӑхри ачана хаклӑ йышши эмел кирлӗ пулнӑ. Медицина комиссийӗ вӑл чирлӗ пулнине, унӑн пурнӑҫне тытса пыма эмел кирлине палӑртнӑ. Анчах ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствине пула вӑл ҫак эмеле, спинраза ятлӑскере, тивӗҫмен.
Прокуратура айккинче юлман, ача правине хӳтӗленӗ. Кун хыҫҫӑн министерство ача валли эмел туяннӑ. Вӑл йӳнех тӑмасть: 23 миллион тенкӗ.
Прокуратура ачана ҫак эмелпе вӑхӑтра тивӗҫтерменнине тупса палӑртнӑ, ку вара унӑн пурнӑҫӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратать. Прокуратура министерство тӗлӗшпе эмеле пӗр тӑхтамасӑр туянмаллине палӑртса представлени ҫырнӑ. Министерство кун хыҫҫӑн 23 миллион ытла тенкӗ тӑракан препарата туяннӑ.
Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн ертӳҫи Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствине тӗрӗслеме хушнӑ. Кун пирки Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтереҫҫӗ. Вӗсем министерствӑри яваплӑ ҫынсем 9 уйӑхри тата 6 уйӑхри икӗ ачана «спинраза» препаратпа тивӗҫтерменнин сӑлтавне тӗрӗслеҫҫӗ.
Чирлӗ ҫав икӗ пепкене питех те кирлӗ эмеле вӑхӑтра туянассишӗн респуликӑн Сывлӑх сыхлав министерстви яваплӑ. Кирлӗ препарата унччен пирӗн ҫӗршывра кӑларман. 2019 ҫулта «спинраза» препарата Раҫҫейре регистрациленӗ. Хаклӑ эмел кирлӗрен ачасен ашшӗ-амӑшӗ Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствине ҫитнӗ. Анчах кирлӗ препарата вӗсем илеймен.
Ку ӗҫе тӗпчевҫӗсем тишкерме тытӑннӑ. Министерствӑрисем эмеле туянса пама шантарнӑ.
Паян Шупашкар районӗнче тӑватӑ пассажир аманнӑ. Ҫул ҫинчи инкек ирхи 8 сехет те 25 минутра пулнӑ. Аварие виҫӗ машина лекнӗ.
Йӗрке хуралҫисем малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «Муркаш-Шупашкар» маршрутка Шупашкар районӗнчи Хыркасси ялӗ патӗнче ҫынсене каҫмалли вырӑнта чарӑннӑ. Ун ҫине «Скания» грузовик пырса кӗнӗ. Светофор патӗнче ларакан «Ауди» автомашина водителӗ пысӑк машина пырса кӗнине тӗкӗр ҫинче асӑрхасан ҫул айккине пӑрӑнма хӑтланнӑ, анчах ӗлкӗреймен. Машинӑсем пурте лапчӑннӑ. Маршруткӑри 12 пассажиртан тӑваттӑшӗ, ҫав шутра 16-ри хӗрача та пулнӑ, аманнӑ.
Инкек вырӑнне ҫул-йӗр инспекторӗсем пырса ҫитнӗ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, авари сӑлтавне тӗпчевҫӗсем палӑртӗҫ.
Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре ОРВИпе тата гриппа чирлекенсен йышӗ ӳснӗ. Иртнӗ эрнепе танлаштарсан, чирленисен йышӗ 1,8 хут нумайланнӑ.
Кӑҫал ОРВИпе тата гриппа чирленӗ 4447 тӗслӗхе шута илнӗ. Вӗсенчен 60 проценчӗ – 17 ҫула ҫитмен ачасем. 124 ҫын пульницӑна лекнӗ, вӗсенчен 93-шӗ – ачасем.
Чирлес мар тесен мӗн тумалла? Роспотребнадзор акӑ мӗн сӗнет: ҫын нумай пухӑннӑ вырӑнсене ҫӳреме тӑрӑшмалла мар, медицина маски тӑхӑнмалла, тутана, сӑмсана, куҫа алӑпа тытмалла мар, урамран кӗрсен тата апатланас умӗн алла супӑньпе ҫумалла. Ҫавӑн пекех килте тусан сӑтӑрмалла, пӳлӗме уҫӑлтармалла, урама уҫӑлма тухмалла, апатлану тата кану йӗркине пӑхӑнмалла.
Ыран, кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Шупашкарти пульницӑсенче Уҫӑ алӑксен кунӗ иртӗ.
Республикӑн клиника пульницин консультаци поликлиникинче (вӑл Мускав проспектӗнчи 11-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) поликлиника заведующийӗ — Пимен Иванов врач-уролог, Татьяна Воробьёва гематолог, Тамара Григорьева ревматолог тата Анна Никифорова гастроэнтеролог йышӑнӗ. Консультаципе диагностика центрӗнче (Мускав проспекчӗ, 19/4-мӗш ҫурт) Екатерина Сидякина терапевт, Галина Россейкина невролог-эпилептолог, Оксана Петрова гастроэнтеролог йышӑнӗҫ.
Республикӑн кардиологи диспансерӗнче пациентсене 8 сехетрен 13 сехетчен пулӑшӗҫ. Ыран чӗрепе юн тымарӗсен хирургӗ те йышӑнӗ. (8352) 70-95-90 телефон номерӗпе регистратурӑна шӑнкӑравласа ҫырӑнма кая юлман-ха.
Республикӑн наркологи диспансерӗ те ыран Уҫӑ алӑксен кунне ирттерет. Наркологсемпе психологсем сиенлӗ йӑларан хӑпма сӗнӳ-канашпа пулӑшӗҫ. Тухтӑрсем Пирогов урамӗнчи 6-мӗш уртра (тел. 23-41-68), Ленин проспектӗнчи 25-мӗш ҫуртра (тел. 62-63-63), Ҫӗнӗ Шупашкарти Коммунистсен урамӗнчи 27-мӗш ҫуртра (тел. 73-29-83), Ҫӗмӗрлери МОПР урамӗнчи 6-мӗш ҫуртра (тел. (83536) 2-14-30) 8 сехетрен тытӑнса 14 сехетчен йышӑнӗҫ.
Снюс сутнине тата унпа усӑ курнине прокуратура тӗрӗсленине те, снюспа минренӗ 20 ҫын тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнине те Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ.
Халӗ вара ырӑ хыпар пӗлтӗмӗр. Чӑваш Енре ҫул ҫитмен ачасемпе ҫамрӑксене снюс сутма чарӗҫ. Республикӑн наркологи пульницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ятарлӑ саккун проектне прокуратура хатӗрленӗ.
Техника регламенчӗн 6-мӗш статйинче пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, пӗр сигаретра никотин виҫи 1 миллиграмран пысӑк пулмалла мар. Табак шутланман снюсра вара ун виҫи 10-20 миллиграмм таран. Ӑна чӑмлани ҫын сывлӑхне епле витӗм кӳнине тавҫӑрма йывӑр мар. Снюса сутма чаракан саккун ҫукран ҫамрӑксем унпа иртӗхме пуҫланӑ. Теприсем унӑн сиенне пӗлсе пӗтерейменни те пӗтерет.
Шупашкарти общежитисенчен пӗринче икӗ ача амӑшне вӗлернӗ. 33 ҫулти хӗрарӑм унта пӗлтӗрхи раштавӑн 30-мӗшӗнче хӑнара пулнӑ. Алла ҫӗҫӗ ярса илнӗ 35 ҫулти арҫын та ҫавӑнта хӑналаннӑ. Тахӑш самантра арҫын алла ҫӗҫӗ ярса илсе хӗрарӑм-хӑнана кӑкӑр тӗлӗнчен чикнӗ. Сурана пула лешӗ кӑштахран вырӑнтах вилсе кайнӑ.
Халӗ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ӑна малалла тӗпчеҫҫӗ, тӗрлӗ экспертиза ирттерӗҫ. Инкек пирки полицейскисене арҫын хӑех шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Халӗ вӑл пӑтӑрмахшӑн кулянать иккен. Анчах, паллӑ ӗнтӗ, чавса ҫывӑх та — ҫыртма ҫук.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑмӑн икӗ ачи тӑлӑха юлнӑ. Вӗсем халӗ кукамӑшӗпе кукашшӗ патӗнче пурӑнаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |