Тӗнчере коронавирус анлӑ сарӑлнӑ май ҫӗршывсенче ку тӗлӗшпе мерӑсем йышӑнаҫҫӗ. Раҫҫей Европӑри ҫӗршывсемпе вӑхӑтлӑха авиаҫыхӑну тытма пӑрахасшӑн. Сӑмах май, Италире короновируспа чирленӗ тӗслӗх нумай.
Инфекци чирӗ ересрен сыхланас тӗлӗшпе Роспотребнадзор кӗсье телефонӗсене, гаджетсене общество вырӑнӗсенче пулнӑ хыҫҫӑн дезинфекцилеме сӗннӗ. Ку сӗнӗве ведомствӑн сайтӗнче те пичетленӗ.
Роспотребнадзор палӑртнӑ тӑрӑх, телефонсене кашни кун антисептикпа тасатмалла. Уйрӑмах – пит ҫине лекнӗ вырӑнтине. Телефонӑн чехол пур тӑк ӑна хывсах антисептикпа сӑтӑрмалла.
Коронавирус инфекцине тупса палӑртнӑ ҫӗршывсенчен килнӗ ҫынсем валли Чӑваш Енре «хӗрӳ лини» йӗркеленӗ. Ҫакӑн пирки республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗнче эпидемиологсем ҫынсен ыйтӑвӗсене 8 (8352) 58-24-48, 58-51-66 телефон номерӗсемпе йышӑнаҫҫӗ.
Ҫӗнӗ коронавирус инфекцийӗн ыйтӑвӗпе ҫыхӑннӑ самантсене уҫӑмлатма тата асӑннӑ инфекци сарӑлнӑ ҫӗршывсенчен таврӑннисем пирки хыпарлама Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствинче «хӗрӳ лини» уҫнӑ. Унӑн телефон номерӗ — 8 (8352) 26-14-14.
Паян, сӑмах май, коронавирус ыйтӑвӗпе Чӑваш Енре пысӑк канашлу иртнӗ. Пирӗн республикӑра ку чирпе аптӑракансем ҫук тесе ӗнентереҫҫӗ. Ҫакӑн пирки республика Элтеперӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев та каланӑ.
Паян, пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Шупашкарти пӗр шкулти темиҫе ача тата вӗрентекенсем чирлесе ӳкнӗ. Кун пирки республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ. Ирхи 9 сехет тӗлӗнче 20 ҫынна: 18 ачапа 2 вӗрентекене — пулӑшу кирлӗ пулса тухнӑ. Вӗсен амакӗ вар-хырӑм инфекцине аса илтернӗ. Маларах асӑннӑ министерствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем патне васкавлӑ пулӑшӑвӑн 10 бригади пырса ҫитнӗ.
Пульницӑна 14 вӗренекенпе икӗ ҫынна илсе кайнӑ. Сакӑр ача хулари 2-мӗш ача-пӑча пульницинче выртать, икӗ вӗрентекенпе 6 ача — васкавлӑ медицина пульницинче. Тӑватӑ ача килте сипленет.
Ачасемпе вӗренекенсем мӗнпе чирленине палӑртассипе ҫине тӑнине пӗлтернӗ. Ку ыйтупа Роспотребнадзорӑн управленийӗ те ӗҫе кӳлӗннӗ.
Юлашки 10 ҫулта пуҫ ывӑннипе 30 ҫултан пуҫласа 50 ҫул таранчченхисем аптӑрама тытӑннӑ.
«Окумура» астӑвӑм клиникин (вӑл Японире вырнаҫнӑ) директорӗ тата нейрохирургӗ Аюми Окумура пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ вӑй питтисемех манса кайнипе аптӑраҫҫӗ. Кун пирки «Nikkei Style» журнал хыпарланӑ.
Маларах ватӑ ҫынсем манса кайнипе нушаланнӑ пулсан, халӗ ку амакпа ҫамрӑксемех аптӑраҫҫӗ. Компьютерсемпе тата смартфонсемпе усӑ курасси йышланнӑ, пуҫ нумай информацие (ҫырусене, халӑх ушкӑнӗсене, сӑнӳкерчӗксене тата видеосене) йышӑнса пӗтереймест.
Васэда университечӗн профессорӗ Есикуни Эдагава (вӑл та неврологи специалисчӗ) ытлашши нумай информаци пуҫ мимине сиенлетнине ӗнентерет. Ҫын манма, тарӑхма тата канӑҫсӑрланма пуҫлать.
Хабаровск тӑрӑхӗнче Китай ҫыннисене пулӑшасшӑн. Унтисем 56 курупка гуманитари пулӑшӑвӗ пухнӑ. Хӗрлӗ Хӗресӗн регионти уйрӑмӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫтарнӑ япаласене Китайри Ухань хулине ӑсатӗҫ. Аса илтерер: пӗлтӗрхи раштав вӗҫӗнче шӑп ҫав хулара короновирус пуҫласа тупса палӑртнӑччӗ.
Гуманитари пулӑшӑвне Хабаровск тӑрӑхӗнче пӗр уйӑха яхӑн пухнӑ. Ырӑ ҫынсем те, организацисем те Ухань ҫыннисене хӗрхеннӗ. Вырӑнтисемсӗр пуҫне Мускаври тата ҫӗршывӑн ытти хӑш-пӗр регионӗнчисем пулӑшнӑ.
Китая медицина халачӗсем, калпаксем, перчеткесем, бахилӑсем, антисептиксем ӑсатӗҫ. Посылкӑна Китайӑн Хабаровскри тӗп консулӗ урлӑ парса ярӗҫ. Ухань хулинче, сӑмах май, короновируспа 8,8 пин ҫын чирленӗ тесе ӗнентереҫҫӗ. 3 пин ытла ҫын вилнӗ имӗш, вӗсенчен чылайӑшӗ — унччен ааптӑратнӑ амак ҫивӗчленнӗрен. 60 пине яхӑн ҫын сывалнӑ.
Юлашки талӑкра Раҫҫейре тепӗр ултӑ ҫын коронавируспа чирленине палӑртнӑ. Пилӗк ҫын – Мускавра, тепри – Чулхулара. Чирлесе ӳкнӗ ҫак ҫынсем юлашки 2 эрнере Италире пулнӑ.
Палӑртмалла: Италире коронавируспа чирлекенсем нумайланнӑ. Китайра ку амакпа кӗрешеҫҫӗ, унта 10 кунра пульница та туса лартнӑ. Diamond Princess круиз ларнерӗнчен эвакуациленӗ Раҫҫей ҫыннисен те коронавирус пулни палӑрнӑ. Вӗсене Хусана 14 кунлӑха карантина илсе килнӗ.
Коронавирус тӗнчипех сарӑлнине кура ҫынсене ют ҫӗршыва тухса ҫӳреме сӗнмеҫҫӗ.
Вӑрнарта ватӑ арҫынна япӑх пулса кайнӑ. Кӑкӑр тӗлӗнче хӗртсе ыратнӑран васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Ку – инфаркт палли.
Васкавлӑ медпулӑшу бригади арҫынна пулӑшнӑ чухне вӑл тӑнне ҫухатнӑ, сывлама пӑрахнӑ. Владимир Степанов фельдшер ҫийӗнчех чӗрине массаж тума тытӑннӑ, ӳпкине искусственнӑй майпа сывлаттарнӑ, уколсем тунӑ. Тепӗр 7 минутран арҫыннӑн чӗри тапма пуҫланӑ. Тӑна кӗрсен ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
Владимир Степанов Вӑрнарти васкавлӑ медпулашу постанцийӗнче 33 ҫул ӗҫлет. Пӗлтӗр вӑл 600 ытла пациента пулӑшу кӳнӗ.
Сӗтпе ӳстерекен чӗрчунсен (вӗсен шутне этем те кӗрет) амисем ялан тенӗ пекех аҫисенчен ытларах пурӑнаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах, кайӑк-кӗшӗк амисем пурнӑҫ вӑрӑмӑшӗпе мухтанаймаҫҫӗ, ҫапла май ҫунатлисен ку тӗлӗшпе пач урӑхла. Сӗтпе ӳстерекен амасемпе кайӑксен аҫисен те пӗрешкел арлӑх хромосоми пуррине асӑрханӑ хыҫҫӑн ӑсчахсем ҫакӑ пурнӑҫ вӑрӑмӑшне витӗм кӳме пултарни пирки шухӑшласа илнӗ.
Вӗҫен кайӑксен, сӗтпе ӳстерекенсемпе танлаштарас пулсан, пӗрешкел арлӑх хромосомӗсем аҫисенче пулни пирки сахалӑшӗ пӗлет — сӑмах кунта аҫисенче ҫеҫ тӗл пулакан икӗ Z-хромосома пирки пырать. Кайӑк амисен арлӑх хромосомисем вара Z-хромосомӑпа тата W-хромосомӑран тӑраҫҫӗ.
Пӗрешкел арлӑх хромосомӑсемпе пурнӑҫ вӑрӑмӑшӗ хушшинче ҫыхӑну пурри пирки тавҫӑрса илне хыҫҫӑн Ҫӗнӗ Кӑнтӑр Уэльс университечӗн (Австрали) ӑсчахӗсем 229 чӗрӗ чун тӗсӗсен — хурт-кӑпшанкӑран пуҫласа пулӑ таранах — даннӑйӗсене тишкернӗ. Тӗпчевре гермафродитсемпе, ҫавӑн пекех эмбрионӑн арлӑх палли ӳснӗ вӑхӑтри тавралӑх температурине пула палӑракан тӗссемпе усӑ курман.
Тӗпчев кӑтартса панӑ тӑрӑх, мӑшӑрлӑ арлӑх хромосомсем пурнӑҫ вӑрӑмӑшне вӑтамран вунҫичӗ процент ҫурӑ ӳстереҫҫӗ.
Пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 15 ҫулти хӗрачана япӑх пулса кайнӑ. Ачан пуҫӗ ҫаврӑннӑ, ӑш хыпнӑ, ӑшӗ пӑтраннӑ. Васкавлӑ медпулӑшу ун патне 8 минутран ҫитнӗ.
Алексей Сурнаев фельдшер хӗрачана часрах пӗрремӗш пулӑшу панӑ. Унтан ачана машинӑна хурса пульницӑна илсе кайнӑ. Вӑхӑтра пулӑшу пани ачан пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Унӑн сахӑр диабечӗ пулнӑ.
Тухтӑрсем палӑртнӑ тӑрӑх, чылай чухне ашшӗ-амӑшӗ ҫак чирӗн пӗрремӗш паллисене шута илмест, ача кайран реанимацие лекет. Шӑпарлан нумай ҫиет, анчах хӑвӑрт начарланать, яланах шыв ӗҫет, «пӗчӗккипе» нумай каять пулсан тухтӑр патне ҫитмеллех.
«Известия» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ коронавирус ачасемпе ҫамрӑксене сайра хутра ерет. Ҫакна Китай Халӑх Республикинчи чирсене тӗрӗслекен тата вӗсен тӗлӗшпе профилактика ирттерекен центр тӗпченӗ.
Экспертсем чирленӗ 70 пин ытла тӗслӗхе тишкернӗ. 0-10 тата 10-19 ҫулсенчи ҫынсем чирлес хӑрушлӑх 1 процент ҫеҫ-мӗн. Анчах вирус ачасемпе ҫамрӑксемшӗн чӑннипех те хӑрушлӑх кӑларса тӑратманни пирки 100 проценчӗпех ҫирӗплетсе калама пулмасть-ха, ку ыйтӑва тӗплӗнрех тишкермелле.
Чулхулари патшалӑх университечӗн биологи тата биомедицина институчӗн директорӗ Мария Ведунова шутланӑ тӑрӑх, ачасемпе ҫамрӑксен организмӗ коронавирусран лайӑхрах хӳтӗленет. Кун пек ватӑ ҫынсем пирки калама ҫук: ҫулсем иртнӗҫемӗш ҫыннӑн организмӗ хавшаса пырать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |