Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульници 60 ҫултан аслӑрах пациентсен хушшинче конкурс ирттерт. Анчах унта кӑшӑлвирусран вакцинациленнисем ҫеҫ хутшӑнаяҫҫӗ.
Конкурса хутшӑнас тесен пульницӑн кирек хӑш прививка тумалли пунктӗнче пӗрремӗш компонентпа вакцинациленмелле. Кайран вӗсене код ҫырнӑ флаер параҫҫӗ.
Конкурса кашни тунтикун пулӗ, ӑна пульницӑн Инстаграмри страницинче тӳрӗ эфирта ирттерӗҫ. Ҫынсен тонометр, дезинфекци тумалли хатӗр, ытти япала выляса илме шанчӑк пур. Конкурс кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗччен пырӗ.
Паян, раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Шупашкарта ҫул урлӑ каҫакан икӗ ачаллӑ хӗрарӑма машина ҫапса хӑварнӑ. Инкек 11 сехет те 30 минут тӗлӗнче Ленин проспектӗнчи 22-мӗш ҫурт тӗлӗнче ҫуран ҫӳрекенсене каҫмалли ятарлӑ вырӑнта пулнӑ. Унта светофор ҫук.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Kia Rio» ҫул урлӑ каҫакансене курман имӗш. Икӗ хӗрачапа хӗрарӑма ҫул урлӑ каҫса кайма автобус чарӑнса ларнӑ, ҫӑмӑл машина вара чарӑнман.
Суранланнӑ хӗрарӑмпа икӗ хӗрачана пульницӑна ӑсатнӑ. Инкек сӑлтавне тӗпчевҫӗсем палӑртӗҫ.
Республикӑра иккӗмӗш кун ӗнтӗ 20 ҫын кӑшӑлвируса пула вилет. Кун пирки федераци информаци центрӗ пӗлтерет.
Юлашки вӑхӑтра чирлекенсем майӗпен чакса пыраҫҫӗ. Анчах вилекенсем ҫаплипех нумай. Раштав уйӑхӗ пуҫланнӑранпа республикӑра 373 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Пандеми пуҫланнӑранпа 3679 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Юлашки талӑкра 84 ҫын чирленӗ. Ку таранччен кӑшӑлвирус ҫаклатнӑ 45647 ҫынран 39872-шӗ сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра стационарсенче тата килте амбулатори мелӗпе 2096 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра пӗр эрнере 11 ҫын гриппа чирленӗ. Кун пирки оперативлӑ штаб ларӑвӗнче каланӑ.
Эпидсезон пуҫланнӑранпа республикӑра 19 ҫын гриппа чирленине палӑртнӑ. Вӗсенчен 11-шӗ – иртнӗ эрнере. Лабораторире тӗпченӗ 100 ҫынран 11-шӗн грипп пулни палӑрнӑ.
Грипп сарӑлнӑ май оперштаб ларӑвӗнче вакцинациленмелли пирки аса илтернӗ. Куславкка районӗнче ку енӗпе ӗҫ начартарах пырать. Ҫавӑн пекех Ҫӗнӗ Шупашкарта, Ҫӗмӗрле районӗнче, Ҫӗмӗрлере, Красноармейски районӗнче, Шӑмӑршӑ районӗнче кӑтартусем пӗчӗкрех.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи тӗп больницӑн тӗп тухтӑрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ Анастасия Белова ҫынсене суя сертификатсемпе тивӗҫтернӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫамрӑк хӗрарӑма Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ 2 уйӑхлӑха СИЗОна ӑсатнӑ.
Шур халатлӑскер кӑшӑлвирусран вакцинаци тунӑ пек сертификат илме 10 пациента пулӑшнӑ теҫҫӗ. Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ахальтен «ырӑ туман» вӑл. Укҫалла. Суя сертификат хакӗ 5 пин тенкӗ тӑнӑ тесе тӗшмӗртеҫҫӗ.
Асӑннӑ тухтӑр Сӗнтӗрвӑррине «Земство тухтӑрӗ» программӑпа лекнӗ. Вӑл Чӑваш патшалӑх университетӗнчен 2007 ҫулта вӗренсе тухнӑ, Пирогов ячӗллӗ медицина университетӗнче квалификацие ӳстернӗ. Анастасия Белова — анестезиолог-реаниматолог, невролог. Шупашкарта Пепкелӗх центрӗнче, Хулари иккӗмӗш больницӑра, 7-мӗш больницӑра ӗҫленӗ.
Нумаях пулмасть Патӑрьел районӗнче пӗр кунра 5 ФАП уҫӑлнӑччӗ. Вӑрнар районӗнче те пӗр кунра харӑсах 5 фельдшерпа акушер пункчӗ ӗҫлеме тытӑннӑ.
ФАПсем Шӗнер Ишек, Ҫӗньял Явӑш, Туҫи Ҫармӑс, Пӑваялӗнче, Кивӗ Мӗлӗш ялӗсенче уҫӑлнӑ.
Сӑмах май, юлашки 5 ҫулта Вӑрнар районӗнче 6 ФАП хута янӑ. Пӗлтӗр пиллӗкӗшӗ алӑкӗсене уҫнӑ. Сывлӑх сыхлавӗн тытӑмне ҫӗнетес тӗллевпе Вӑрнар районӗ валли 221 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Пӗтӗмӗшле илсен, кӑҫал республикӑра 55 фельдшерпа акушер пункчӗ хута кайнӑ.
Паянхи статистика та лӑплантармасть: кӑшӑлвирусран вилекенсен йышӗ ҫаплах чакмасть. Раштав уйӑхӗн пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 244 пациент ҫак амака парӑнтарайман. Юлашки талӑкра 20 ҫын вилнӗ. Ку таранччен кӑшӑлвирус 3550 пациентӑн пурнӑҫне татнӑ
Ҫав вӑхӑтрах чирлекенсен йышӗ майӗпен чакса пырать. Паянхи кун тӗлне 44813 ҫын кӑшӑлвируспа чирлнӗ. Вӗсенчен 135-шӗ – юлашки талӑкра. 39155 ҫын сывалнӑ. Юлашки талӑкра 113 ҫын чире парӑнтарнӑ. Хальхи вӑхӑтра ку амакран 2108 ҫын сипленет.
Юлашки талӑкра 20 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Кун пирки федераци информаци центрӗ пӗлтерет.
Ку таранччен республикӑра 3530 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтарайман. Паянхи кун тӗлне 44678 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 39042-шӗ сывалнӑ.
Юлашки талӑкра 138 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Сывалакансем 111 ҫын пулнӑ. Юлашки кунсенче чирлекенсен йышӗ чакнӑ. Анчах вилекенсен йышӗ ҫаплах нумай. Хальхи статистикӑна илес тӗк, чирленӗ кашни 7-8 ҫын вилме пултарать.
19 ҫын вилнӗ, 140 ҫын инфекциленнӗ, 119 ҫын сывалнӑ. Ку – кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ юлашки статистика.
Паянхи кун тӗлне республикӑра 3510 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтарайман. Пневмонирен тата кӑшӑлвируспа аптӑранӑ хыҫҫӑн йӑл илнӗ чирсене пула вилнӗ ҫынсем ку статистикӑна кӗмеҫҫӗ. Ку таранччен 44540 ҫын чирленӗ, вӗсенчен 38931-шӗ сывалнӑ. Ку 87,4 процентпа танлашать.
Хальхи вӑхӑтра республикӑра стационарсенче тата килте амбулатори мелӗпе 2099 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет.
Раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнче 5 ФАП тата тухтӑр амбулаторийӗ уҫӑлнӑ. Кӑҫал республикӑра пӗтӗмпе 54 ФАП хута ямалла.
Патӑрьел районӗнче фельдшерпа акушер пункчӗсем Кӗҫӗн Патӑрьелте, Ишлӗре, Каншелте, Тӗрӗньелте, Тӑрӑнта уҫӑлнӑ. Ҫав кунах Шӑнкӑртамра ҫӗнӗ микрорайонта тухтӑр амбулаторийӗ ҫынсене пӗрремӗш хут кӗтсе илнӗ. Унта 2 пине яхӑн ҫын ҫӳрӗ. Сӑмах май, Шӑнкӑртамра 6 пине яхӑн ҫын пурӑнать.
Амбулаторире пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗ, педиатр, гинеколог пулӗҫ, процедура, вакцинаци пӳлӗмӗ ӗҫлӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |