Шупашкар хулинчи Тӗп хула пульницинче аслисем валли респиратор центрӗ уҫасшӑн. Ку ӗҫе кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫӑнма палӑртнӑ, ӗҫе раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче вӗҫлемелле.
Респиратор центрӗ уҫассине «Паллиативлӑ медицина пулӑшӑвӗ парассин тытӑмне аталантарасси» программӑра пӑхса хӑварнӑ. Документа кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче улшӑну кӗртнӗ.
Программӑра палӑртнӑ тӑрӑх, 2024 ҫул вӗҫне аслисене паллиативлӑ медицина пулӑшӑвӗ кӳрекен 10 пӳлӗм ӗҫлеттерме тытӑнӗҫ. Ҫав тӗллевпе Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницинче, Шупашкарти Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницинче, Канашри тата Ҫӗмӗрлери территорисем хушшинчи медцина центрӗсенче, Патӑрьел тата Елчӗк районӗсенчи тӗп пульницӑсенче ҫавӑн пек тата тепӗр 6 кабинет уҫӑлмалла.
Юлашки талӑкра республикӑра 146 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Ӗнер ку кӑтарту 137 ҫынпа танлашнӑ. Кунашкалли тахҫантанпах пулман.
Юлашки талӑкра 10 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Пӗтӗмпе 2585 ҫын чире парӑнтарайман. Ку таранччен 36233 ҫын инфекциленнӗ, вӗсенчен 31899-шӗ сывалнӑ.
Сывалса пыракансем вара пачах сахал. Юлашки талӑкра 16 ҫын ҫеҫ чире парӑнтарнӑ. Паянхи кун тӗлне стационарсенче тата килте амбулатори мелӗпе 1749 пациент кӑшӑлвирусран сипленет. Кун пек кӑтарту пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнченпе пулман.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ кӑшӑлвирусран прививка тумаллисен списокне анлӑлатас шухӑшлӑ. Республикӑн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнвӗсен министерстви те ку сӗнӗве ырлать иккен.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫин ҫумӗ Вера Головач пӗлтернӗ тӑрӑх, «хӑш-пӗр регионта обществӑлла апатлану предприятийӗсем ҫеҫ мар, мӗнпур суту-илӳ сфери QR-кодсене тӗрӗслет». Тепӗр майлӑ каласан, суту-илӳ центрӗсене те тӗрӗслесе кӗртеҫҫӗ. Тавар туянакансен е ковидран вакцинациленнине ҫирӗплетсе памалла, е кӑшӑлвируспа чирленӗренпе ҫур ҫул иртменнине кӑтартса паракан справка кирлӗ, е ковид ерменнине ӗнентерекен ПЦР-тест ыйтаҫҫӗ.
Прививка тутарма никама та ӳкӗте кӗртме хӑтланмалла мар, вакцинаци тутармаллисен списокне анлӑлатмалла. Ҫапларах татса каланӑ республикӑн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗ Денис Спирин Роспотребнадзор сӗнӗвӗпе килӗшнине палӑртса.
Кардиологи диспансерӗнче кӑшӑлвируспа йывӑр чирленӗ ача амӑшне сиплеҫҫӗ. Унӑн ӳпки 100 проценчӗпех сиенленнӗ.
Ҫамрӑк хӗрарӑм кӑшӑлвируспа ача кӗтнӗ чухне чирленӗ. Сывлӑхӗпе йывӑрлӑхсем сиксе тухнӑран ӑна вӑхӑтсӑр ҫураттарнӑ. Хӗрарӑма пурнӑҫне тытса пыракан аппаратпа сывлаттараҫҫӗ.
Халӗ ӑна талӑкӗпех тухтӑрсем сӑнаса тӑраҫҫӗ. Палӑртмалла: хӗрарӑм кӑшӑлвирусран прививка тутарман. Аса илтерер: юпа уйӑхӗнче ача кӗтекен хӗрарӑмсене 22 эрне хыҫҫӑн вакцинациленме ирӗк панӑ.
Хальлӗхе «кӑшӑлвирус» диагноз лартнӑ 1526 ҫын стационарсенче тата килте амбулатори мелӗпе сипленет. Юлашки вӑхӑтра стационартан сывалса тухакансем сахалланнӑ. Юлашки талӑкра ав 9 ҫын чире парӑнтарнӑ. Вилекенсем вара икӗ хут нумайрах пулнӑ: 18 ҫын.
Ку таранччен 35953 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ, вӗсенчен 31867-шӗ сывалнӑ. Пӗтӗмпе республикӑра 2560 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Ҫапла чирленӗ кашни 14-мӗш ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ку статистикӑна пневмонипе, кӑшалвирус хыҫҫӑн сывлӑх хавшанипе вилнӗ ҫынсем кӗмен.
Юлашки талӑкра 131 ҫын чирленине палӑртнӑ. Юлашки вӑхатра кӑтарту пысӑклансах пырать.
Ҫӗршывӑн вице-премьерӗ Татьяна Голикова Раҫҫей ҫыннисене юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен тытӑнса чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗччен кантарасшӑн. Ку сӗнӳпе вӑл Владимир Путин Президент патне тухас кӑмӑллине пӗлтернӗ. Ҫакӑн пирки вӑл кӑшӑлвируспа кӗрешес енӗпе ӗҫлекен координаци канашӗн президиумӗн паянхи ларӑвӗнче пӗлтернӗ.
Ҫӗршыв Правительствин Председателӗн заместителӗ каланӑ тӑрӑх, хӑш-пӗр регионта кану кунӗсене юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнченех йышӑнмалла.
РФ Правительствин Председателӗ Михаил Мишустин хӑйӗн заместителӗ сӗннипе килӗшнӗ. Ку ыйтӑва ыранхи канашлура Владимир Путин патне ҫитерӗҫ.
Куславкка хулинче сыснасен Африка мурне тупса палӑртнӑ май карантин тесе йышӑннӑ. Документа республика ертӳҫи юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Ӑна республикӑн влаҫ органӗсен офциаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Шӑпах асӑннӑ кунран пуҫланнӑ та карантин тапхӑрӗ. Вӑл ятарлӑ йышӑну тӑвичченех тӑсӑлӗ.
Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, чир паллине Сарту облаҫӗнчен кӳрсе килнӗ какайра асӑрханӑ.
Африка мурӗллӗ аш Куславккари Шоссе урамӗнчи 9-мӗш ҫуртри 8-мӗш сивӗтмӗшре упраннӑ, унта выльӑх-чӗрлӗх какайне вакламалли пӳлӗмре, унти температурӑна тытса тӑракан камерӑра тытнӑ.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви кӑшӑлвируспа йывӑр чирлӗ пациентсене сиплеме кислород ҫителӗксӗр пулни пирки пӗлтернӗ. Паянхи куна республикӑра 3443 ковид-койка пур. Стационарсене 3355 ҫын сипленет. Вӗсенчен 2160-шӗн сывлӑхӗ вӑтам йывӑр, 1025-шӗн йывӑр, 100-шӗн питӗ йывӑр. 106 ҫын ИВЛ аппаратпа сывлать.
Владимир Степанов министр пӗлтернӗ тӑрӑх, РФ промышленноҫпа суту-илӳ министерствине медицина кислорочӗпе тата ытти хӑш-пӗр препаратпа тивӗҫтерме ыйтса ҫырнӑ. Халӗ стационарсенче куллен 50-51 тонна кислород кирлӗ, кашни кун вара 36-38 тонна илсе килеҫҫӗ.
«Лару-тӑру тата япӑхлансан укҫа пур пулсан та кислород пулмӗ», - тенӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Ҫӗмӗрле районӗнчи «Вперед» (чӑв. Малалла) хаҫатӑн тӗп редакторӗ пулнӑ Валентина Хохлова пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.
Хаҫат редакцийӗ Инстаграмри хӑйӗн страницинче вилӗм сӑлтавне пӗлтермен. Анчах «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат хӗрарӑмӑн ҫывӑх ҫыннисемпе ҫыхӑнса вилӗм сӑлтавне уҫӑмлатнӑ. 61 ҫулти экс-редактор пурнӑҫӗ кӑшӑлвируса пула татӑлнӑ-мӗн.
Валентина Хохлова ҫамрӑк чухне хаҫат ӗҫне суйланӑ та Ҫӗмӗрле районӗнчи хаҫат редакторӗнче ӗҫлесех ӗмӗрленӗ. Ҫӗмӗрлере ҫуралса ӳснӗ, Хусанти патшалӑх университетӗнчи журналистика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн малтанах корреспондент-радиоорганизаторта тӑрӑшнӑ, 1996 ҫултанпа – хаҫат редакторӗнче, 1999 ҫулта издательство ҫурчӗ тусан ӑна 2017 ҫулччен ертсе пынӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Виҫикасси ялӗнче пурӑнакан 38 ҫулти арҫынна ҫынна вӗлернӗшӗн явап тыттарӗҫ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Пӑтӑрмах юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Ҫав каҫхине арҫын хӑйӗн килӗнче пулнӑ. Ун патӗнче эрех ӗҫме «туссем» пуҫтарӑннӑ. Ҫав шутра кил хуҫин хӗрӗ тата 54 ҫулти арҫын пулнӑ.
Хӗре кӗвӗҫнипе кил хуҫи арҫыннипе 54 ҫулти арҫын хирӗҫсе кайнӑ. Кӑштахран хӑна ҫывӑрса кайнӑ. Вӑл хуп турттарнӑ самантра кил хуҫи картишне тухса пуртӑ илсе кӗнӗ. Ҫывӑракан ҫынна пуҫӗнчен унпа 4 хутран кая мар ҫапнӑ. Хӑна ҫавӑнтах вилсе кайнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |