Чӑваш Енри организацисенче тӑрӑшакансене инҫет ҫыхӑну мелӗпе ӗҫлеттерсшӗн. Кун пирки оперштабӑн паян иртнӗ ларӑвӗнче сӑмах хускатнӑ. Капла тума республика ертӳҫм Олег Николаев ыйтнӑ. Ҫавна вӑл малтанах бизнес-пӗрлӗхсен ячӗпе каланӑ.
Элтепер май килнӗ таран ытларах ҫынна килтен ӗҫлеттерме ыйтса каланӑ. Сахалтан та — ҫитес икӗ эрнере. Кӑшӑлвируспа чирлекенсем Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн йышланнӑ иккен. Ҫынсем килте ӗҫлесе ларсан транспортра та халӑх сахалрах ҫӳрӗ.
Халӑха турттаракан транспорт Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта епле ӗҫленине вара ЧР Транспорт министерствине ҫирӗпрех тӗрӗслесе тӑма хушнӑ. Автобуссене вӑхӑтра дезинфекцилемелле, пассажирсемпе водительсен маска тӑхӑнса ҫӳремелле.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви омикрон штампа чирленӗ пӗрремӗш ҫын хӑйне мӗнле туйнине пӗлтернӗ. Республикӑри тӗп терапевт Лариса Тарасова каланӑ тӑрӑх, вӑл 67 ҫулта, республика тулашне тухса ҫӳремен, вакцинациленнӗ пулнӑ. Анчах унтанпа 21 кун ҫитменнипе антителӑсем пулса ӗлкӗреймен.
Пациентӑн чирӗ вӑтам йывӑр иртет, сывлӑхӗ тӗлӗшпе йывӑрлӑхсем сиксе тухман. Сӑмах май, кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗ тӗлне Раҫҫейре 42 регионта 1682 ҫын омикрон штампа чирленӗ. Вӗсен 28 проценчӗ кӑшӑлвирусран икӗ компоненчӗпе те вакцинациленнӗ. Инфекциленнисен 70 проценчӗ чикӗ леш енче пулман.
Лариса Тарасова тӗп терапевт прививка тутарнисем те омикронпа чирленине, анчах вӗсем чире ҫӑмӑллӑнрах ирттернине палӑртнӑ, халӑхӑн пысӑк пайӗ вакцинациленсен тин пандеми пӗтессине каланӑ.
Кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ ӳссе пырать. Юлашки талӑкра 116 ҫын инфекциленнӗ. Кун пирки стопкоронавирус.рф сайтра пӗлтернӗ.
Юлашки талӑкра 7 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ку таранччен республикӑри 4160 ҫын каварлӑ вируса парӑнтарайман. Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, чирленӗ кашни 11-мӗш ҫын вилнӗ. Паянхи кун тӗлне 47721 ҫын чирленӗ, вӗсенчен 41364-шӗ сывалнӑ.
Юлашки талӑкра 67 ҫын сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра стационарта тата килте амбулатори мелӗпе 2197 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Пысӑк Чӑрӑш ялӗнчи фельдшерпа акушер пункчӗ 2015 ҫултанпа культура ҫуртӗнче ӗҫленӗ. Унчченхи авариллӗ лару-тӑрура пулнӑ, ҫавӑнпа ӑна клуба куҫарма йышӑннӑ. Унта ФАП 7 ҫул ӗҫленӗ. Анчах халӗ унӑн ӗҫне чарса лартнӑ.
2021 ҫулхи раштав уйӑхӗнче экспертиза ФАП санитарипе эпидемиологи требованийӗсене тивӗҫтермест тесе йышӑннӑ. Унти пӳлӗмсем санитрии йӗрки ыйтнинчен пӗчӗкрех-мӗн.
Пысӑк Чӑрӑшра ҫӗнӗ ФАП 2024 ҫулта ҫеҫ тума палӑртнӑ. Ку ялти медпункта 5 ялти 370 ҫын ҫӳренӗ.
Шупашкарти Президент перинаталь центрӗнче 24 эрнери, 660 грамм таякан хӗрача ҫут тӗнчене килнӗ. Ачан вар-хырӑмӗ йӗркеллӗ ӗҫлеменрен тухтӑрсем пепкене васкавлӑн операци тума йышӑннӑ. Ҫав тӗллевпе ӑна Республикӑн ача-пӑча клиника больницине куҫарнӑ.
Ача-пӑча хирургӗ Анатолий Павлов, ача-пӑча анестезиологӗ-реаниматологӗ Дмитрий Лукоянов тата тӗп врачӑн хирурги енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Иван Глазыринҫне тӑнипе операци ӑнӑҫлӑ иртнӗ. пыршӑлӑха чакарас енӗпе сайра тӗл пулакан операци ирттернӗ. Ун пек операцие унччен ҫавӑн пек пӗчӗк виҫеллӗ ачасене туман.
Чӑваш Енре санитари авиацийӗ 2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗнченпе ӗҫлет. Ку таранччен чылай пациента унпа пульницӑна илсе ҫитернӗ.
2020 ҫулта 52 ҫынна, ҫав йышра – 1 ачана, эвакуациленӗ. Пӗлтӗр 109 пациента вертолетпа пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вӗсен йышӗнче 3 ача пулнӑ.
Пульницӑна илсе ҫитернӗ кашни 9-мӗш ҫын ҫул-йӗр ҫинчи инкекре шар курнӑскер пулнӑ. Унашкал пациентсене пульницӑран илсе каяҫҫӗ, мӗншӗн тесен авари вырӑнне анса ларма май ҫук.
Республикӑра вертолет анса лармалли ятарлӑ вырӑнсем пур. Кӑҫал унашкаллисене татах тӑвасшӑн.
Лайӑх хыпар: юлашки талӑкра кӑшӑлвирусран пӗр ҫын та вилмен. Унччен 20-шер, 10-шар ҫын пурнӑҫран уйрӑлатчӗҫ. Анчах юлашки кунсенче инфекциленнисен йышӗ тӑрук нумайланнӑ.
Юлашки талӑкра 75 ҫын чирленине палӑртнӑ. 22 ҫын сывалнӑ. Ку таранччен 47415 ҫын кӑшӑлвируспа аптӑранӑ, вӗсенчен 41177-шӗ сывалнӑ. Шел те, 4144 ҫын каварлӑ вируса парӑнтарайман.
Аса илтерер: Чӑваш Енре омикрон штампа чирленӗ пӗрремӗш ҫынна тупса палӑртнӑ. ПЦР-тест биоматериалӗсене Чулхула е Сарӑту облаҫӗсене штама палӑртмашкӑн яраҫҫӗ.
Пӗлетӗр ӗнтӗ: Раҫҫейре 12-17 ҫулсенчи ачасем валли кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли вакцинӑна регистрациленӗ. Вӑл «Спутник М» ятлӑ.
Чӑваш Ен РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерствине ҫак вакцинӑн 25 пин дозине саккас панӑ. Хальхи вӑхӑтра ытти регион та ведомствӑна заявкӑсем ярать. Пӗрремӗш партисем ҫитес эрнере килме тытӑнмалла.
Аса илетер: вакцинӑна «Спутник V»-на тӗпе хурса хатӗрленӗ. Вӑл та икӗ компонентлӑ. Прививкӑна вӑйпах тутармаҫҫӗ тесе пӗлтернӗ. 15 ҫултан аслӑрах ачасем ку йышӑнӑва хӑйсем тӑваҫҫӗ, ыттисем – ашшӗ-амӑшӗ ирӗк парсан ҫеҫ.
Кӑшӑлвирусӑн ҫӗнӗ штамӗ – омикрон – пирӗн пата та ҫитнӗ. Унпа чирленӗ пациента иртнӗ эрне вӗҫӗнче тупса палӑртнӑ. Кун пирки ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтерет.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, пациент омикрон штампа чирленине анализ ҫирӗплетнӗ. Тухтӑрсем каланӑ тӑрӑх, унӑн сывлӑхӗ питех йывӑр мар. Ӑна шурӑ халатлисем сӑнасах тараҫҫӗ. Пациент Шупашкарти пӗр ковид-госпитальте выртать.
Аса илтерер: юлашки вӑхӑтра Раҫҫейре омикрон штамм сарӑлма тытӑннӑ. Вирусологсем вӑл питӗ хӑвӑрт сарӑлнипе уйрӑлса тӑрать.
Чӑваш Енре юлашки эрнере кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ чакнине пӗлтернӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 10-16-мӗшӗсенче республикӑра 372 ҫын кӑшӑлвируспа аптӑранӑ, ҫак тапхӑрта 95 пациент вилнӗ. Кун пирки стопкоронавирус.рф сайт пӗлтерет. Унччен маларах 336 пациент чирленӗ, 140 ҫын вируса парӑнтарайман. Ҫапла республикӑра кӑшӑлвирусран вилесси 47 процент чакнӑ.
Ку таранччен Чӑваш Енре 47340 ҫын инфекциленнӗ, вӗсенчен 41155-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 67 ҫын чирленӗ,38 ҫын сывалнӑ. Пандеми пуҫланнӑранпа пирӗн регионта 4144 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Хальи вӑхӑтра коллективлӑ иммунитет 51,7 процентпа танлашать. Популяци иммунитечӗ валли 80 процент кирлӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |