Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: такси

Тӗнчере
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарта «Раҫҫейри чи лайӑх такси водителӗ» конкурсӑн финалӗ иртӗ. Ӑна Пӑр керменӗнче йӗркелӗҫ.

Конкурса 32 регионти таксист хутшӑнӗ. ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ таксиста машина парнелӗҫ тата 150 пин тенкӗпе хавхалантарӗҫ. Иккӗмӗш вырӑн йышӑнакана 100 пин тенкӗ парӗҫ. Виҫҫӗмӗш вырӑншӑн вара 50 пин тенкӗ лекӗ.

Водительсем 3 тур витӗр тухӗҫ: теори, ӑсталӑх тата пултарулӑх.

 

Республикӑра
RUSSIA-DRIVER.TAXI сайтри сӑн
RUSSIA-DRIVER.TAXI сайтри сӑн

Шупашкарти Юханшыв портӗнче кӑҫал 28 таксист чи лайӑххи пулассишӗн тупӑшнӑ. Вӗсем ҫул-йӗр правилисене, республикӑри паллӑ вырӑнсене мӗнле пӗлнине кӑтартнӑ. Ҫавӑн пекех водитель ӑсталӑхӗпе паллаштарнӑ.

Чи лайӑх таксист ятне Артур Михайлов тивӗҫнӗ. Сӑмах май, вӑл ку ята пиллӗкмӗш хут илнӗ. Иккӗмӗш вырӑна Георгий Никоноров тухнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑнта - Дмитрий Иванов. Малти вырӑнсене йышӑннисене 15, 10 тата 5 пин тенкӗпе хавхалантарнӑ. Ҫавӑн пекех конкурс партнерӗсенчен парнесем пулнӑ.

 

Хулара
"Про Город" сайтӗнчи сӑн
"Про Город" сайтӗнчи сӑн

Шупашкарта Хӗл мучи пек ҫӳрекен таксист пур. Унӑн машининче юрӑ-кӗвӗ янӑрать, ӑна гирляндӑпа илемлетнӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫата хыпарлать.

Хӑйне евӗр такси нумаях пулмасть ҫӳреме тытӑннӑ. Хитре машина ҫынсене питӗ илӗртет. Водитель «Ренона» ҫутӑ кӗввипе илемлетнӗ.

Ку кӑна мар-ха, Хӗл мучи таксист хӑйӗн пассажирӗсене пылак ҫимӗҫпе хӑналать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/83641
 

Хулара
spb.doctorbormental.ru сайтри сӑн
spb.doctorbormental.ru сайтри сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарти таксист патне саккас килнӗ: йӗрке хуралӗн ведомстви патне апат-ҫимӗҫ тата эрех-сӑра илсе килмелле-мӗн. Кунсӑр пуҫне ӑна телефон номерӗ ҫине 10 пин тенкӗ хума каланӑ. 23-ри таксист хушнине пурнӑҫланӑ.

Анчах каланӑ адреспа ҫитнӗ, ҫав телефон номерӗпе шӑнкӑравланӑ та - ӑна вара сӳнтернӗ. Учреждени ӗҫченӗсем вара унашкал нимӗнле саккас та туманнине каланӑ.

Ҫавнашкал саккасах 25-ри каччӑ йышӑннӑ, вӑл та ҫав телефон номерӗ ҫинех укҫа хунӑ.

Халӗ йӗрке хуралҫисем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

 

Хулара
proprikol.ru сайтри сӑн
proprikol.ru сайтри сӑн

Шупашкарти Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене, сусӑрӗсене, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче юлашки призыва хутшӑннисене таксипе тӳлевсӗр илсе ҫӳрӗҫ.

Ветеранӑн е унӑн официаллӑ представителӗн телефон номерне Пенси фондӗнче регистрацилемелле. Такси чӗнмешкӗн ветеран ҫумне ҫирӗплетнӗ соцӗҫчен патне шӑнкӑравламалла.

Пӗр ҫын пуҫне 3 пин тенкӗ таран субсиди уйӑрса парӗҫ. Акци ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пуҫланнӑ, ҫулталӑк вӗҫлениччен парнӑҫланӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/79002
 

Хулара
zr.ru сайтри сӑн
zr.ru сайтри сӑн

Ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче арҫын шыравҫӑсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Ҫав кун унӑн амӑшӗ ҫухалнӑ. Вӑл 18 сехетре килтен тухнӑ та таврӑнман. Ывӑлӗ каланӑ тӑрӑх, вӑл амӑшӗн тыткаларӑшӗнче улшӑнусем асӑрхаман. Вӗсем яланах пӗрле пӗр вырӑнсенче уҫӑлса ҫӳренӗ.

Шыравҫӑсем ҫак ватӑ хӗрарӑма унччен те, кӑрлач уйӑхӗнче, шыранине аса илнӗ. Хальхинче те кинемей ҫав тумах тӑхӑнса тухса кайнӑ. Юрать-ха, ӑшӑ тумланнӑ.

Шыравҫӑсем чи малтан кинемей уҫӑлса ҫӳренӗ вырӑнсене тӗрӗсленӗ, ҫур ҫӗр иртсен пульницӑсене шӑнкӑравланӑ. Ирхине тӑванӗсене пытарнӑ ҫӑва ҫине те, дачӑсене те ҫитсе килнӗ. Кинемей ниҫта та курӑнман. Ӑна ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче каҫхине ҫеҫ тупнӑ. 17 сехетре таксист шӑнкӑравланӑ, кинемее полицие илсе кайнине пӗлтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/78563
 

Республикӑра

Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче "Раҫҫейри чи лайӑх таксист" Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӑн регионти тапхӑрӗ иртнӗ. Кӑҫал унта 12 таксист хутшӑннӑ.

Конкурс икӗ пайран тӑнӑ. Теори пайӗнче водительсем ҫул-йӗр правилисемпе, хулари паллӑ вырӑнсемпе ҫыхӑннӑ ыйтусене хуравланӑ, аманнисене пӗрремӗш медпулӑшу панӑ. Практика пайӗнче таксистсем машинӑпа ҫӳрес ӑсталӑха кӑтартнӑ.

Пӗрремӗш вырӑна "Движок" таксопарк водителӗ Артур Михайлов йышӑннӑ. Вӑл регион шайӗнчи конкурсра пӗрре мар мала тухнӑ, 2019 ҫулта вара Раҫҫей шайӗнчинче кӗмӗл призер пулнӑ. Иккӗмӗш вырӑна Евгений Мурзин тухнӑ, виҫҫӗмӗшне - Дмитрий Осипов. Мала тухнисене 15, 10 тата 5 пин тенкӗ преми панӑ.

Кӑҫал конкурс финалӗ Чечняра ҫу уйӑхӗн 16-18-мӗшӗсенче иртӗ.

 

Республикӑра
чувашинформ.рф сӑнӳкерчӗкӗ
чувашинформ.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре йӗркене пӑсса, тепӗр майлӑ каласан, ятарлӑ ирӗк илмесӗр ҫынсене турттаракан таксистсене ҫаплипех тупса палӑртаҫҫӗ.

Чӑваш Енри ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем Канаш районӗнче рейд ирттернӗ. Ҫавӑн чухне пассажирсене турттаракан таксиста тытса чарнӑ. Арҫыннӑн ятарлӑ ирӗк пулман.

Машинӑна ятарлӑ стоянкӑна ӑсатнӑ.

Ҫакӑн пек рейдсем Чӑваш Енри ытти вырӑнта та иртеҫҫӗ. Республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствинче ӗнентернӗ тӑрӑх, ун пек тӗрӗслевсене кашни кунах йӗркелеҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Шупашкарта "Волжский-3" микрорайонта таксист 9 ҫулти хӗрачан урине таптанӑ. Хӑй вара тарса ҫухалнӑ. Ку пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пулнӑ.

Ун чухне таксист хӗрачана шкул умне илсе ҫитернӗ. Хӗрача аннӑ, таксист вара хускалса кайнӑ та ачан урине таптанӑ. Вӑл ӑна пулӑшман, вырӑнтан тарнӑ. Хӗрача хӑйех пульницӑна кайса тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Ӑна медпулӑшу панӑ хыҫҫӑн киле янӑ.

Йӗрке хуралҫисем таксиста часах шыраса тупнӑ. Водитель ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл хӗрачана асӑрхаман, часрах тепӗр клиент патне кайнӑ.

 

Хулара
kbrria.ru сайтри сӑн
kbrria.ru сайтри сӑн

Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм телефонне таксире хӑварнӑ та пӗтӗм укҫисӗр тӑрса юлнӑ. Унра вара таваршӑн тӳрех тӳлемелли программа пур.

Телефона хӑварнине вӑл тӳрех сиснӗ, такси службине шӑнкаравланӑ. Анчах лешсем ят-шывне пӗлтерме хирӗҫленӗ. Ҫапах ҫав таксистӑн номерне вӑл вӗсенчен илнех. Шӑнкӑравланӑ та лешӗ тытман.

Тепӗр кунхине хӗрарӑм полицие пӗлтернӗ. Унӑн счечӗсем ҫинчен пӗтӗм укҫи – 667 пин тенкӗ – ҫухалнӑ. Вӑл телефонӗ ҫине пароль лартман ҫав.

Телефона ун хыҫҫӑн ларнӑ пассажирсем илнӗ-мӗн. Вӗсем банк сарӑмне кӗме пин-кода тӗрӗс ҫырнӑ. Хӑйсем питне хуплас тесе маска, хура куҫлӑх тӑхӑннӑ. Ку ҫӗрле пулнӑран таксист вӗсене астуса юлнӑ.

Вӑрӑсене тупнӑ. Укҫана вӗсем тавӑрса панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/71860
 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.12.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, -9 - -11 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫре ҫӗнӗ тивӗҫсемпе пӗлтерӗшлӗ тӗллевсем тупӑнма пултараҫҫӗ, сирӗн вӗсене пӗчченех пурнӑҫлама тивӗ. Йӑнӑшас мар тесен тимлӗ пулӑр. Ҫӗнӗ пӗлӗшсемпе калаҫнӑ чухне асӑрханни те ытлашши пулмӗ, хӑвӑрпа усӑ курма ан парӑр.

Раштав, 16

1821
204
Михайлов Спиридон Михайлович, чӑваш историкӗ, этнографӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть