
Туристсене илӗртес тесе шывра ишекен хаусботсем хута ярасшӑн. Вӗсене Ҫӗмӗрлери ятарлӑ автомобильсен савучӗ туса кӑларӗ.
Юханшыв-пӗвере ишсе ҫӳремелли ҫуртсене пуҫтарма тытӑннӑ ӗнтӗ. Хаусбосенче талӑкӗпех пурӑнма пулать. Вӑл электричествӑпа кӑна ӗҫлет.
Сӑмах май, Ҫӗмӗрлери ятарлӑ автомобильсен савучӗ ҫӗршыври хӳтӗлевпе промышленноҫ комплексӗ валли ятарлӑ техника туса кӑларакан предприяти шутланать.

Раҫҫейре плацкарт вакунсене сарлакарах туса кӑларма тытӑнасшӑн. Ҫӗнӗ состав 2024 ҫул вӗҫӗнче ҫула тухӗ.
Плацкарт вакунсене анлӑлатсан пассажирсене ҫул ҫӳреме тата меллӗрех пулӗ. Кун пирки «ТМХ Пассажирский транспорт» компанин гендиректорӗн ҫумӗ Валерия Шарафутдинова пӗлтернӗ.
«Вакунти ҫывӑрмалли вырӑн 28 сантиметр сарлакарах пулӗ. Инҫе ҫула тухакансемшӗн ҫывӑрмалли вырӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ», — тенӗ Шарафутдинова.
Вакуна кӗмелли алӑк 5 сантиметр сарлакарах пулӗ. Вӑл пысӑк чӑматанлисемшӗн меллӗ пулӗ.

Раҫҫейри туроператорсен ассоциацийӗн вице-президенчӗ Тарас Кобищанов шухӑшланӑ тӑрӑх, Раҫсей ҫыннисем кӑҫал ют ҫӗршывсене сахалрах кайӗҫ. Ку вӑл, сӑмахран, халӑх йышлӑ ҫӳрекен Египета пырса тивӗ. Хак пысӑк пулни тата сервис питех марри Раҫҫей ҫыннисене ҫӗнӗ вырӑнсене суйлама хистӗ.
Ют ҫӗршывсенчен Раҫҫей ҫыннисем малтанхиллех ҫапах та Турцие, Таиланде, Арабсен Пӗрлештернӗ Эмиратне, ҫавӑн пекех Египета суйлаҫҫӗ.
Ют ҫӗршыври отельсен хуҫисем хаксене йӳнетме тӑрӑшнине те палӑртса хӑварнӑ маларах асӑннӑ эксперт.

Ҫӗнӗ ҫул тӗлӗнчи канмалли кунсенче Чӑваш Ене 40 пине яхӑн турист килнӗ. Ку цифрӑна республикӑн Правительствинче эрнесерен иртекен канашлура экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов асӑнса хӑварнӑ.
«2023 ҫулти Ҫӗнӗ ҫул уявӗсен тӗлӗнче пирӗн тӑрӑха 22 пин ҫын килнӗ пулсан, хӑна ҫурчӗсем кӑҫал пӗлтернӗ тӑрӑх, 40 пине яхӑн турист килнӗ. Унччен хӑна ҫурчӗсенчи номерсенчен 40 процентӗнче ҫынсем йышӑннӑ пулсан, халӗ — 55 процента яхӑн. Ку вӑл Шупашкар тата Чӑваш Республики туристсене илӗртнине пӗлтерет», — тенӗ министр.

Чӑваш Енре туристӑн цифра профильне йӗркелеме палӑртаҫҫӗ. Кун пирки республика Элтеперӗ Олег Николаев «Мегафон» компанин регионти уйрӑмӗн ҫӗнӗ директорӗпе Антон Перцевпа тӗ пулсан сӑмах хускатнӑ.
Компани ҫынсем ӗҫлеме тата канма ытларах ӑҫта тухса ҫӳренине геоданнӑйсем тӑрӑх пӗлсе тӑрать. Ятарлӑ тытӑм сим-картӑсен информацийӗ тӑрӑх ҫапла пӗтӗмлетет. Асӑннӑ сим-карттӑ хӑш компанин пулни пӗлтерӗшлӗ мар.
«МегаФон» пухнӑ информаципе усӑ курса республикӑн транспорт тата туризм ифраструктурине аталантарма аван.

Чӑваш Ене туристсем йышлӑн килсе ҫӳреҫҫӗ.
Пӗлтӗрхи пӗрремӗш кварталтипе танлаштарсан кӑҫалхи кӑрлач-пуш уйӑхӗсенче пирӗн пата туристсем килесси 45 процент нумайланнӑ, 147 пин ҫынпа танлашнӑ.
Юлашки икӗ ҫулта пирӗн тӑрӑха туристсем килнин йышӗ 2,5 хут ӳснӗ, пӗтӗмӗшле цифрӑна илсен пирӗн тӑрӑхпа 546 пин турист паллашнӑ.
Круиз турисчӗсен йышӗ 23 пин ҫын чухлӗ нумайланнӑ. Ҫак тата ытти цифрӑна республикӑра туризма аталантарассипе ӗҫлекен координаци канашӗн ларӑвӗнче асӑнса хаварнӑ.

Чӑваш Ене кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта туристсем ытларах килнине палӑртнӑ. Ҫакна пӗлтӗрхи пӗрремӗш кварталпа танлаштарнӑ. Кӑҫал туристсен хисепӗ 2,2 хут ытларах пулнӑ.
Отельсенче, хӑна ҫурчӗсенче те ҫӗр каҫакансем 82 процент нумайрах пулнине палӑртнӑ.
Сӑмах май, пӗлтӗр Шупашкарти юханшыв порчӗ 449 теплохода йышӑннӑ. Пӗтӗмпе вӗсемпе 65133 турист килнӗ.

Истори астӑвӑмӗ — иртнӗ вӑхӑт мар вӑл, вӑл пуласлӑхӑн никӗсӗ. Ҫакӑн пек шухӑшлать Чӗмпӗрти Николай Кондрашкин скульптор. Раҫҫейре патриотизма аталантармалли сӑлтав — аслӑ пулӑмсемпе пирӗн несӗлӗмӗрсен паттӑрлӑхӗ тесе шухӑшлать.
Скульптор пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейӗн историлле туризмӗ паян асӑннӑ авторӑн пултарулӑх центрӗ хатӗрленӗ лаша монуменчӗсемпе те пуянланать. Вӗсене Патӑрьел, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле районӗсенче вырнаҫтарнӑ. Асӑннӑ ӗҫсемпе туристсем те кӑсӑкланса паллашаҫҫӗ иккен.
Николай Кондрашкин хӑйӗн ӗҫӗсенче 434-453 ҫулсенчи хунсен ертӳҫине Аттилӑна кӑтартса парать.

Шупашкара теплоходсем килме пуҫланӑ. Черетлӗ туризм сезонӗ ака уйӑхӗн вӗҫӗнче пуҫланнӑ.
Ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарти юханшыв портне «ВодоходЪ» туркомпанин икӗ теплохочӗ: «Кронштадт» тата «Мстислав Рострапович» — килсе чарӑннӑ.
Атӑл юханшывӗ тӑрӑх ҫулҫӳреве тухнӑ туристсене шурӑ Шупашкарӑмӑрти экскурсоводсем тата «Ҫавал» фольклорпа эстрада ансамблӗ юрӑ-ташӑпа ӑшшӑн кӗтсе илнӗ. Хӑнасем валли икӗ экскурси: ҫуран ҫӳресе, ҫавӑн пекех ҫуран тата автобуспа ҫӳресе паллашмалли экскурсисем йӗркеленӗ.
Туристсем Шупашкарпа ырӑ аса илӳсемпе сывпуллашнӑ.

Чӑваш Енри йӑрӑ та вӑр-вар ҫынсем хӑвӑрт сӳтсе ҫӑмхаламалли хӑна ҫурчӗсем тумалли конкурса хутшӑнма пултарӗҫ.
Республикӑн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурса Раҫҫейӗн Экономика аталанӑвӗн министерстви ирттерет.
Глэмпинг, кэмпинг тата модульлӗ отельсем хӑпртса лартас ӗмӗтлисене ҫавӑн йышши хӑна ҫурчӗсен кӑшкарне туяннӑ тӑкакӑн 50 процентне патшалӑх хысна шучӗпе саплаштарӗ.
