Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче эпир Раҫҫей кунне уявлӑпӑр. Ҫав кун шӑматкуна лекнӗрен уншӑн тунтикун канӑпӑр. Анчах тухтӑрсем яланхиллех хӑйсен графикӗпе ӗҫлӗҫ.
Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствинче палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗртмен 11-мӗшӗнче ӗҫ кунӗ 1 сехет кӗскерех пулӗ.
Стационарта тата амбулаторисенче васкавлӑ тухтӑр пулӑшӑвне ҫӗртмен 12 тата 13-мӗшӗсенче ирхи 8 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен кӳрӗҫ. Тухтӑра киле чӗнсе илес тесен 13 сехетчен шӑнкӑравламалла.
Тунтикун пульницӑсем шӑматкунхи ӗҫ графикӗпе йышӑнӗҫ. Вӗсем 8 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен ӗҫлӗҫ. Поликлиникӑри тухтӑра киле чӗнсе илес тесен 12-ччен шӑнкӑравламалла.
Президент пепкелӗх центрӗнче ҫамрӑк мӑшӑрсем хӑйсен сывлӑхне тӗрӗслеттерме пултараҫҫӗ.
«Ҫамрӑк мӑшӑрсен сертификачӗн тӗллевӗ — сывлӑха вӑхӑтра ҫирӗплетсе телейлӗ ашшӗ-амӑшӗ пулса тӑма пулӑшасси. Ҫак программӑна пула ҫамрӑк мӑшӑрсем паха медицина пулӑшӑвне вӑхӑтра илеҫҫӗ», – палӑртнӑ Президент пепкелӗх центрӗн тӗп врачӗ Ольга Рябухина.
Пациентсене пысӑк квалификациллӗ акушер-гинекологсем, урологсем йышӑнаҫҫӗ. Тухтӑрсем патне кайиччен малтан ҫырӑнмалла.
Ҫумра ҫамрӑк мӑшӑрсен сертификачӗ (оригинал тата копи), паспорт, страхлакан полис, СНИЛС пулмалла. Сертификатпа мӑшӑрланнӑ хыҫҫӑн ҫулталӑк хушшинче усӑ курмалла.
Чӑваш Енре васкавлӑ медпулӑшу бригадисене видеорегистраторсемпе тивӗҫтерӗҫ. Ҫакна вӗсен хӑрушсӑрлӑхӗ тӗлӗшпе тӑваҫҫӗ. Ҫапла васкавлӑ медпулӑшу тухтӑресене онлайн-режимра сӑнмама та май пулӗ.
Республикӑри катастрофа медицинин тата васкавлӑ медпулӑшу центрне пӗтӗмпе 160 видеорегистратор парӗҫ. Вӗсем васкавлӑ медпулӑшу каретисене тата медицина бригадисене лекӗҫ.
ЧР Экономика министерстви ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫапла пӗрремӗш медицина пулӑшӑвне парасси тата тухтӑрсен хӑрушсӑрлӑхӗ онлайн-режимра пулӗҫ.
Тӳре-шара та халӑх тетелӗсенче страница уҫнӑ. Юлашки вӑхӑтра «Инстаграм» анлӑ сарӑлчӗ. Тик-Ток та унран юлмасть. Тӳре-шара ку халӑх тетелӗнче те ларать.
Чӑваш Енри васкавлӑ медпулӑшу та Тик-Токра видеосем вырнаҫтарма тытӑннӑ. Тухтӑрсем реанимобильте экскурси ирттереҫҫӗ, искусственнӑй майпа сывлаттармалли аппарат мӗнле ӗҫленипе паллаштараҫҫӗ, вертолетран курӑнакан тавралӑха та ӳкереҫҫӗ.
Васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрсем аккаунта нумаях пулмасть уҫнӑ. Апла пулин те унта видеосене пӑхакансем самай. Медсестрасем экскурси ирттернине, тӗслӗхрен, 116 пин ҫын пӑхнӑ.
Паллах, шурӑ халатлисем видеосене ӗҫ вӑхӑтӗнче мар, ун хыҫҫӑн е канмалли кун ӳкереҫҫӗ. Кӗҫех вӗсем пӗрремӗш медпулӑшу мӗнле памаллине вӗрентӗҫ.
Ӗнертен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗччен Шупашкарти Тӗп пасарта кӑшӑлвирусран вакцинаци тума пулать. Тухтӑрсем 11-17 сехетсенче ӗҫлеҫҫӗ.
Ку ӗҫе Хулари тӗп пульница специалисчӗсем пурнӑҫлаҫҫӗ. 18 ҫултан иртнӗ кирек мӗнле ҫын та прививка тӑваять. Ҫумра паспорт, СНИЛС, страхлав полисӗ пулмалла.
Хулари тӗп пульницӑра та кунсерен вакцинаци тӑваҫҫӗ. Вӑл Ленин проспектӗнчи 1-мӗш тата 12-мӗш ҫуртсенче, Ҫырла тӑкӑрлӑкӗнчи 2-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Ыйтса пӗлмелли телефон: 23-45-63, 26-00-33, 23-46-69, 35-03-55.
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри сывлӑх енчен хавшак ачасен шкул-интернатӗнче Ҫар тата ӗҫ мухтавӗн музейӗ уҫӑлнӑ. Ку хыпара Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗн тӗп врачӗ, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Николаев Инстаграмра пӗлтернӗ.
«Кӳкеҫри шкул-интернатпа вунӑ ҫул ытла туслӑ ҫыхӑну тытатпӑр. Кунта эпӗ час-часах пулатӑп: Ҫӗнӗ ҫулта, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, юлашки шӑнкӑрав чухне. Музей тӑвас шухӑша педагогсем, шкул директорӗ пӗлтӗр сӗнчӗҫ. Эпир ырласа йышӑнтӑмӑр. Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗн профсоюзӗ музей валли кантӑк витринӑсем туянса пачӗ», — хыпарланӑ Николай Станиславович.
⠀
Ҫу уйӑхӗн 1-10-мӗшӗсенче пирӗнтен, ӗҫлекен ҫынсенчен, хӑшӗсем канӗҫ. Кун пек йышӑнӑва ҫӗршыв Президенчӗ шайӗнче тунӑччӗ. Ҫав вӑхӑтрах теприсен вӑл вӑхӑтра та ӗҫлеме тивӗ. Сӑмахран, тухтӑрсен.
Канмалли тата уяв кунӗсенче амбулатори тата стационар пулӑшӑвне вӗсем ҫакӑн пек йӗркепе кӳрӗҫ: ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ӗҫ кунӗ 1 сехет кӗскерех пулӗ; ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче – ӗҫлемелли мар уяв кунӗ; ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче – канмалли кун; ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче шӑматкунхи графикпа ӗҫлӗҫ; ҫу уйӑхӗн 4, 5, 6, 7-мӗшӗсенче – ӗҫ кунӗсем; ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче шӑматкунхи график пулӗ; ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче – ӗҫлемелли мар уяв кунӗ; ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче – канмалли кун.
Республикӑра 7 ҫулти ачан пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра пулнӑ. Уншӑн тухтӑрсем кӗрешнӗ. Уйрӑмах – икӗ пульницӑри икӗ хирург.
Ачасем ӑнсӑртран пӳлӗм алӑкне ҫӗмӗрнӗ. Арҫын ачан хулпуҫҫи ҫинчи артери сенленнӗ. Ку ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пулнӑ. Кашни минут хаклӑ пулнӑ. Арҫын ача вилме е алӑсӑр тӑрса юлма пултарнӑ. Ӑна часрах операци сӗтелӗ ҫине вырттарнӑ, ҫав вӑхӑтрах Республикӑри кардиологи диспансерӗн чӗрепе юн тымарӗсен хирургне Андрей Драгунова чӗнсе илнӗ.
Икӗ хирург операцие вӑхӑтра туса ӗлкӗрнӗ. Юна чарнӑ, аллине сыхласа хӑварнӑ. Халӗ арҫын ача хӑйне чиперех туять, сывалса пырать.
Канмалли кунсенче васкавлӑ медпулӑшу ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ виҫӗ ҫын патне вырӑна ҫитнӗ. Шел те, пӗри вилмеллех суранланнӑ.
Пӗр арҫын ялта пӳрт тӑрринчен ӳкнӗ, тепри – нумай хваттерлӗ ҫурт чӳречинчен. Вӑл вилнӗ.
Шар курнӑ тепӗр ҫын – 8 ҫулти арҫын ача. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти нумай хваттерлӗ ҫуртӑн пӗрремӗш хут чӳречинчен ӳкнӗ. Ача москитлӑ сетка ҫине таяннине иртен-ҫӳрен курнӑ та васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Сетка чӑтайман, арҫын ача аялалла ӳкнӗ. Тухтӑрсем ачана пульницӑна илсе ҫитернӗ. Унӑн пуҫ мими чӗтреннӗ, пуҫӗ тата чӗркуҫҫи суранланнӑ. Ачана аслисем асӑрхаса ҫитерейменни паллӑ.
Паян ир-ирех, 6 сехетре, васкавлӑ медпулӑшу ача ҫуратма хатӗрленнӗ хӗрарӑм патне ҫитнӗ. Арӑмӗ ҫӑмӑлланма хатӗрленни пирки упӑшки шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти бригада кӑтартнӑ адреспа хӑвӑрт, 8 минутран, ҫитнӗ. Вӗсем ҫитнӗ тӗле хӗрарӑм ҫуратма пуҫланӑ ӗнтӗ. Фельдшерсен вӑхӑт юлман – хӗрарӑма вырӑнтах пулӑшма тивнӗ. Тепӗр 9 минутра тухтӑрсем алӑра сывӑ ачана тытнӑ. Вӑл ҫуралсанах кӑшкӑрса янӑ.
Хӗрарӑма ҫӑмӑлланма Мария Лысова тата Иван Орлов фельдшерсем пулӑшнӑ. Иван ӗҫленӗ вӑхӑтрах ЧПУра тухтӑра вӗренет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.07.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Григорьев Пётр Григорьевич, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кульков Юрий Петрович, философи ӑҫлӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Ҫӗрпӳ хыпарҫи» хаҫатӑн 1000-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Сизов Пётр Владимирович, чӑваш ӳнерҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Петров Сергей Николаевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |