Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: тӗлпулусеМ

Паян, кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче, «Ҫатра-Лапсарти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул» муниципиаллӑ вӗренӳ учрежденийӗнче Анатолий Смолин тата Владимир Мишан (тулли ячӗ — Васильев Владимир Михайлович) сӑвӑҫсемпе тӗлпулу иртрӗ. Шкул ачисем хаклӑ хӑнасене тараватлӑн кӗтсе илчӗҫ. Сӑвӑҫсем хӑйсен кун-ҫулне уҫса панӑ хушӑра ыйтусем парса вӗсен ӗҫ-хӗлӗпе, хальхи пурнӑҫӗпе кӑсӑкланчӗҫ. Владимир Мишан, пенсие тухиччен шалти ӗҫсен министерствин ӗҫтешӗ пулнӑран, хӑйӗн ӗҫӗнче пулса иртнӗ тӗслӗхсемпе паллаштарчӗ, ачасене йӗркене пӑхӑнма сӗнчӗ. Анатолий Смолин вара ҫар хӗсметне мӗнле лекни пирки каласа пачӗ — унта вӑл, ыттисенчен юлас мар тесе (ӑна ҫара илесшӗн пулман иккен) виҫӗ енпе чемпиона тухнӑ иккен — пӗчӗк дистанцие чупассипе, сӗтел тенисӗпе тата самбо кӗрешӗвӗпе. Сӑвӑҫсем хӑйсен пӗрремӗш сӑввисем пирки те, ҫӗннисем пирки каласа пачӗҫ. Хӑшӗ-пӗрине вуласа та пачӗҫ. Сӑвӑ туйӑмӗ пур пулсан, ӑна пытармалла мар терӗҫ, вӑтанмасӑр аталантармалла терӗҫ.

Шкул ӗҫченӗсем сӑвӑҫсене ыркӑмӑллӑн та тараватлӑн кӗтсе илчӗҫ — шкул историйӗпе, унӑн кун-ҫулӗпе паллаштарчӗҫ. Шкул музейӗ хӑнасене самай тӗлӗнтерчӗ — вӗсем унти экспонатсене ырларӗҫ кӑна мар, ӑна ҫӗнетес, хальхи сӑна кӗртес тӗлӗшпе пулӑшма шантарчӗҫ, сӗнӳсем пачӗҫ.

Малалла...

 

Юпан 15-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ Ҫатра-Лапсар тӗп пӗлӳ паракан шкулта Светлана Асаматпа тӗлпулу иртрӗ.

Паллӑ юрӑҫ, композитор тата сӑвӑҫ шкул ачисене хӑйӗн ҫинчен каласа пачӗ, сӑввисемпе паллаштарчӗ. Унсӑр пуҫне ку шкулта вӗренсе тухнӑ Николай Плотниковпа пӗрле, слайдсем усӑ курса, кӑҫал Чӑваш Ен, Самар Ен, Пушкӑртстан тата Тутарстан тӑрӑх иртнӗ чунҫӳрев пирки тӗплӗн каласа пачӗ. Ачасем тимлесе итлесе ларчӗҫ.

Тӗлпулу хыҫҫӑн викторина иртрӗ — шкул ачисем чӑваш историпе тата тӑван тавралӑхпа ҫыхӑннӑ ыйтусем ҫине хуравларӗҫ. Чи пултаруллисем парнеллӗ пулчӗҫ.

Светлана Асамат шкулти историпе таврапӗлӳ музейӗпе паллашрӗ — вӑл экспонатсемпе пуян пулнине, ӑна тӑрӑшса йӗркелени куҫа курӑнни пирки пӗлтерчӗ. Шкул ачисене тӑрӑшса вӗренме, аслисене итлеме хушса хӑварчӗ.

 

Сӑнӳкерчӗксем

 

Район пуҫлӑхӗ С.А.Николаев Пенза облаҫӗнчи чӑваш наципе культура автономийӗн председательне Н. Н. Чирков юлташа йышӑннӑ. Николай Никифорович — Ҫӗмӗрле районӗнче ҫуралса ӳснӗ, Хутар шкулне вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнче пӗлӳ пухнӑ. 1981 ҫултанпа Пенза хулинче ӗҫлесе пурӑнать. Н.Н.Чирков чӑваш культурине тулай чӑвашӗсем хушшинче упраса хӑварас тӗллевпе нумай тӑрӑшать. Халӗ облаҫре 10 чӑваш ялӗ. Вӗсенче 7 пин ытла чӑваш пурӑнать. Вӗсенчен иккӗшӗ — Социализмла Ӗҫ Геройӗ, Петр Константинович Чернов — Ленин орденӗн кавалерӗ. Елена Ильдебейкина — тӗнче класлӑ спорт мастерӗ. Николай Архипкин — чаплӑ гармонист. Автономи ҫумӗнче «Асамат» ансамбль пур, вӑл хӑйӗн концерт программисен репертуарне чӑваш халӑх юррисемпе чӑваш композиторӗсен хайлавӗсене кӗртме тӑрӑшать.

Станислав Андреевич хӑнана кӗскен район аталанӑвӗпе паллаштарнӑ, районта ҫуралса ӳснӗ паллӑ ҫынсемпе паллаштаракан «Красноармейский район.

Малалла...

 

Михаил Сунтал, Сарри Мишши, Михаил Желтов — ҫакӑ йӑлтах пӗр ҫын. Журналистикӑра тата литературӑра палӑрнӑ хыҫҫӑн вӑл ӑслӑлӑха парӑнтарма тӗв тунӑ та, малтан кандидат ӗҫне, каярах доктор диссертацине хӳтӗлесе философи наукисен тухтӑрӗ пулса тӑнӑ. Раштавӑн 22-мӗшӗнче ЧПУри чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче литература ӗҫне алла илекен 2 курс студенчӗсем шӑпах унпа тӗл пулу ирттерчӗҫ те ӗнтӗ. Михаил Павлович хайлав ҫырассин вӑрттӑнлӑхӗсемпе кӑсӑкланакан ҫамрӑксене хӑйӗн пурнӑҫӗн тӗрлӗ саманчӗсем ҫинчен питӗ интереслӗ каласа кӑтартрӗ. Литературӑна килекен кашни ҫыравҫӑн хӑйӗн шӑпи. Паллах, пурнӑҫра йывӑрлӑхсемсӗр те пулмасть, вӗсене ҫӗнтерме вӗренмелле тата шалти сасса итлеме те пӗлмелле. «Ҫын хӑй ҫак тӗнчене мӗншӗн килни пирки шутлама пуҫларӗ тӗк, вӑл пӗтмест, хӑйӗн тӗллевне шыраса тупатех. Анчах та хӑй ку тӗнчере мӗн туса пурӑнни пирки пӗри ҫирӗмре, тепри хӗрӗхре е тата каярах шута ӳкет», — палӑртрӗ прозаик, поэт, философ. Анлӑ тавра курӑмлӑ ҫынпа хутшӑнма студентсене чӑннипех те кӑсӑк пулчӗ.

 

Эрнекун, раштавӑн 19-мӗшӗнче, Ҫатра-Лапсарти пӗтӗмешле пӗлӳ паракан тӗп шкулта ачасемшӗн асӑмра юлмалли мероприяти иртрӗ, вӗренекенсемпе ача-пӑча ҫыравҫи Ева Николевна Лисина тӗл пулчӗ.

Паллӑ ҫыравҫӑ хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарчӗ, кулленхи пурнӑҫ ҫинчен каласа пачӗ. Ачасем тӗлпулӑва лайӑх хатӗрленнӗ — Ева Николаевнӑн пултарулӑхӗпе паллашнӑ, пӗр калавне ушкӑнпа вуланӑ. Ҫыравҫӑ ачасене уйрӑмах тӑван чӗлхене упрамалла терӗ. Тӗлпулу лайӑх иртрӗ, пурте кӑмӑллӑ юлчӗҫ — ачасем те, ҫыравҫӑ та.

Мероприяти хыҫҫӑн Ева Николаевна шкул музейӗпе паллашрӗ — ӑна унта питӗ килӗшрӗ, уйрӑмах, авалхи япаласем пурри кӑмӑла кайрӗ.

 

Сӑнӳкерчӗксем

 

Ҫӗртмен 28-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрринчи 1-мӗш шкулта 1988 ҫулта вӗренсе тухнӑ вӗренекенсем пуҫтарӑнчӗҫ. Малтанхи вӗренекенсем шкулпа паллашрӗҫ, хӑйсем ларнӑ классене курчӗҫ.

Кашнин хӑйӗн шӑпи — кам кунтах, хулара ӗҫлет, кам — ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтессине кайнӑ. Ҫапах та кашни пилӗк ҫул вӗсем пурте пухӑнаҫҫӗ, хыпарсем пӗлтереҫҫӗ. Тӗлпулӑва ҫӑвӑн пекех вӗсене вӗрентнӗ вӗрентӳҫӗсем те килчӗҫ — Кулясова В.А., Жидкова В.А., Титова Г.А., Ильина А.Г.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Страницӑсем: 1 ... 51, 52, 53, 54, 55, 56, 57, 58, 59, 60, [61]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере кӑштах хӑвартлӑха чакарса пӗччен пулас, тӗллевсем пирки шутлас килӗ. Шлати сасса итлесе тӗрӗс йышӑну тӑвӑр — кайран ӳкӗнмелле ан пултӑр. Пулӑмсене ан васкатӑр — кашнин хайӗн вӑхӑчӗ.

Пуш, 25

1897
129
Трофимов Захар Трофимович, генерал-майор ҫуралнӑ.
1898
128
Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор ҫуралнӑ.
1909
117
Иванова Мария Петровна, чӑваш актриси, режиссёрӗ ҫуралнӑ.
1923
103
Кариков Порфирий Герасимович, полковник, Мухтав орденӗн кавалерӗ ҫуралнӑ.
1926
100
Николаев Георгий Николаевич, доцент, РСФСР тава тивӗҫлӗ строителӗ ҫуралнӑ .
1927
99
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1933
93
Харитонов Владимир Eгорович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1936
90
Юрьев Элли Михайлович, чӑваш халӑх художникӗ ҫуралнӑ.
1951
75
Алферова Надежда Валентиновна, чӑваш халӑх артистки ҫуралнӑ.
1952
74
Виноградова Людмила Геннадьевна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ промышленность ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1960
66
«Шупашкар керамики» савута хута янӑ.
1961
65
Гордеев Николай Васильевич, театр актёрӗ, чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ.
1971
55
Красноармейски районӗнче Ҫурткасси ялне пӗтернӗ.
1977
49
Марков Борис Семёнович, чӑваш артисчӗ, режиссёрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1993
33
Улатӑрти ӳнер музейне уҫнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи