Авӑнӑн 26-мӗшӗ Анат Камӑри чӑваш гимназийӗн иккӗмӗш класӗнче вӗренекен ачасемшӗн паллӑ кун пулса юлчӗ. Уроксем хыҫҫӑн вӗсем класа ҫирӗплетнӗ ветеранпа Наталья Александровна Зотеевӑпа Н.А. Атряскин ячӗллӗ музейра тӗл пулчӗҫ.
Ветеран каласа панӑ тӑрӑх Анат Камӑра пурӑнакан чӑвашсемшӗн Николай Александрович нумай паллӑ ӗҫсем тунӑ, чӑваш вырсарни шкулне уҫас тесе нумай вӑй хунӑ: тӗрлӗ шкул директорӗсемпе тӗл пулса чӑваш ачисене вырсарни шкулне пуҫтарас тӗллевпе калаҫу ирттернӗ, чӑваш чӗлхипе чӑваш культурине аталантарас тесе чӑваш ачисен ашшӗ-амӑшӗсемпе те ӗҫленӗ, тӗлпулусем ирттернӗ.
Ҫапла майпа Николай Александрович тӑрӑшнипе 1991 ҫулта чӑваш вырсарни шкулӗ ӗҫлеме тытӑннӑ. 1999 ҫулччен Николай Александрович чӑваш обществин председателӗнче те ӗҫленӗ.
Ку кӑна ҫителӗксӗр пулнӑ, унтан вара чӑваш гимназине уҫма шутланӑ, нумай вӑй хунӑ. Чӑваш гимназине уҫнӑ ҫӗрте Николай Александровичӑн тивлечӗ пысӑк.
Вӑл тӑрӑшнипе халь ачасем чӑваш гимназийӗнче тӑван чӗлхепе вулама-ҫырма вӗренеҫҫӗ, тӑван халӑх культурипе паллашаҫҫӗ.
Патӑрьел тӑрӑхӗ пултаруллӑ ҫыравҫӑсемпе пуян. Вӗсен хушшинче хисеплӗ ята тивӗҫнӗ хӗрарӑмсем те ҫителӗклех. Вӗсенчен пӗри — Юлия Силэм ҫыравҫӑ. Кӑҫал юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче эпир унӑн 60 ҫулхи юбилейне паллӑ турӑмар. Паян пирӗн юратнӑ ҫыравҫӑ хӑйӗн тӑван Патӑрьел тӑрӑхне Валери Тургай, Улькка Элмен ҫыравҫӑсемпе килсе ҫитрӗ. Малтан Патӑрьел вулавӑшӗнче, каярах хӑйен тӑван ялӗнче ентешӗсемпе, вулавҫӑсемпе тӗлпулу ирттерчӗ. Эпир унӑн «Пылпа ҫӑкӑр», «Ҫылӑхлӑ хӗрарӑм», «Хӗрӗхри хӗр», «Юр ҫинчи кӑвайт» тата ытти нумай хайлавӗсене пӗлетпӗр, юратса вулатпӑр.
Чӑвашран тухнӑ Мускаври офицерсен «Тӑван ҫӗршыв ывӑлӗсем» пӗрлешӗвӗнче тӑракансем час-часах республикӑри ҫамрӑксемпе тӗлпулусем ирттереҫҫӗ. Тӗллевӗ — пултаруллӑ яш-кӗрӗме, хӑйсен пурнӑҫне ҫарпа ҫыхӑнтарма палӑртакансене тӗрлӗ сӗнӳ-канаш парса пулӑшасси. Хальхинче делегаци Пӑрачкав районӗнче пулчӗ.
Пухӑва ҫара кайма вӑхӑт ҫитнӗ яшсем, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем, Афганистанри тата Чечняри вӑрҫӑ-хирӗҫӳсене хутшӑннисем, район администрацийӗнче ӗҫлекенсем ҫитрӗҫ, ҫавӑн пекех патриот юхӑмӗн активисчӗсене, ҫамрӑк космонавтсен отрячӗсене ыйхравланӑ. Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Муркаш, Ҫӗмӗрле районӗсенчен кадетсем йышлӑн килнӗ. Пухӑва ҫар ӑслӑлӑхӗн докторӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйсен ҫар академийӗн кафедрин профессорӗ Иван Николаев полковник ертсе пычӗ. Пирваях вӑл офицерсен пӗрлешӗвӗ, унӑн тӗллевӗсемпе ӗҫӗ-хӗлӗ пирки каласа пачӗ.
«Виҫӗ ӑру — виҫӗ пурнӑҫ» ятпа паян, авӑнӑн 29-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ кил-йыш вулавӗн центрӗнче тӗлпулу иртрӗ.
Ӑрусен ҫыхӑнӑвне кӑтартса пама тӗлпулӑва виҫӗ ҫыравҫа чӗннӗччӗ: Валентина Элпине (1913 ҫ.ҫ.), Лидия Саринене (1950 ҫ.ҫ.) тата Лидия Филипповӑна (1967 ҫ.ҫ.). Мероприятие вулавӑшре ӗҫлекен Алина Аркадьевна Сосаева ертсе пычӗ.
Вулакансемпе ҫыравҫӑсем хушшинчи тӗлпулу интереслӗ пулчӗ — кашни хӑйне валли ҫӗнни тупма пултарчӗ. Мероприятие те йӗркелекенсем тӑрӑшса хатӗрленӗ: кунта ятарлӑ курав та, кашни ҫыравҫӑ пирки уйрӑммӑн каласа пани те, ятарласа чӗннӗ ӑсчахсен шухӑшӗсем те пулчӗҫ. Ачасем сӑвӑсем вуласа пани вара пурне те кӑмӑла кайрӗ.
Сӑнӳкерчӗксем (20)
Утӑн 27-мӗшӗнче Михаил Игнатьев республикӑри тата ҫавӑн пекех республика тулашӗнчи мал ӗмӗтлӗ ҫамрӑк журналистсемпе тӗл пулса калаҫнӑ. Палӑртнӑ куна хатӗрленсе ҫамрӑксем Президента хӑйсене куллен кӑсӑклантаракан ыйтусем пама хатӗрленнӗ. Шупашкар районӗнчи Мӑштавӑш ялӗ ҫывӑхӗнчи кӳлӗ хӗррине савӑнӑҫлӑ уяв каҫне пухӑннӑ яшсемпе хӗрсем пӗр саманта та ҫухатмасӑр Михаил Игнатьевран «ҫавра сӗтел» хушшинче республикӑн пуласлӑхӗ ҫинчен ыйтса пӗлме тӑрӑшнӑ.
Кун йышши тӗлпулусене Чӑваш Ен Президенчӗ час–часах тухма тӑрӑшать. Ахальтен мар пулӗ Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырӑвӗнче те ҫамрӑксене шанмалла, ӗненмелле тесе палӑртнӑ. Паян пулас ӑру пурнӑҫ ҫине таса куҫпа пӑхни савӑнтарать.
Тутар Республикинче чӑвашла тухса тӑракан «Сувар» хаҫатӑн редакторне Константин Малышева паянхи пурнӑҫра глобализаци вӑхӑтӗнче чӑваш чӗлхине упраса хӑварас ыйту пӑшӑрхантарнӑ. Михаил Игнатьев нимӗн иккеленмесӗрех темӗнле йывӑрлӑхсем сиксе тухсан та пирӗн сирӗнпе хамӑр ума лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама тӑрӑшмаллине пӗлтернӗ.
Ҫӑвӑн 23-мӗшӗнче Трак енре РФ Патшалӑх Думине Чӑваш Енрен суйланнӑ депутат, Раҫҫей парламенчӗн Ют ҫӗршыв ӗҫӗсен комитечӗн председателӗ Константин Иосифович Косачев пулнӑ. Малтанах Мускав хӑни хӑйӗн пулӑшаканӗпе, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗпе А. Разумовпа, республика парламенчӗн депутачӗпе, Шупашкарти коопераци институчӗн ректорӗпе В. Андреевпа пӗрле район администрацийӗн пуҫлӑхӗ В. Александров, район пуҫлӑхӗ В. Григорьев ертсе пынипе «Хӗрлӗ Сурӑм» (Красное Сормово) хуҫалӑхра, «Чулхула Газпромтрансгаз» ТМЯО филиалӗнче — Заволжски ЛПУМГра пулса курнӑ, вӗсенчи ӗҫ-хӗлпе паллашнӑ. Кӑнтӑрла ҫитеспе К. Косачев районти активпа тӗл пулнӑ.
Малтанах хӑнасем Яманак тӑрӑх ҫӳренӗ, «Хӗрлӗ Сурӑм» ТМЯО сӗт-ҫу ферминче пулса курнӑ.
Асӑннӑ хуҫалӑх Трак енри ял хуҫалӑх предприятийӗсем хушшинче ҫирӗп те тӗреклӗ аталанса пыраканнисенчен пӗри. Вӑл 2008 ҫултан Чӑваш Енри чи лайӑх 100 хуҫалӑх шутне кӗрет. Иртнӗ ҫулхи сӗт пахалӑхӗн кӑтартӑвӗсемпе асӑннӑ общество республикӑра виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Кунта сухаламан пӗр ҫӗр лаптӑкӗ те ҫук. Ҫулленех ҫӗнӗ техника туянаҫҫӗ, уй-хир тата выльӑх-чӗрлӗх продукчӗсен кӑтартӑвӗсем ҫуллен-ҫул ӳссе пыраҫҫӗ.
Паян, пушӑн 30-мӗш кунӗнче, ҫӗнӗ вӗренӳ министрӗ Иванов Владимир Николаевич ЧПГӐИ ӑсчахӗсемпе тӗл пулса калаҫрӗ. Калаҫу министршӑн та, ӑсчахсемшӗн те усӑллӑ пулчӗ. Трофимов А.А. калашле, кун пек тӗлпулусем чӑнах та кирлӗ.
Владимир Николаевич ку учреждени чӑвашлӑха упракан институт пулнине палӑртрӗ, пирӗн республикӑра та, ун тулашӗнче те, тӗнчере те унашкалли урӑх ҫукки пирки пӗлтерчӗ. «Пирӗнпе сирӗн тӗллевсем пӗрешкел, ҫавӑнпа ӗҫе килӗштерсе туса пымалла», — терӗ министр. Ҫавӑн пекех хальхи вӑхӑтра пыракан юхӑма та — пӗр йышши специалистсене кӑларакан, ӗҫсӗрлӗхе ӳстерекен факультетсене тата аслӑ шкулсене катертес йытӑва та — асӑрхануллӑ татса памалла терӗ.
Ӳнер пӗлӗвӗ пайӗн пуҫлӑхӗ, ЧР Президенчӗн канашҫи Кондратьев Михаил Григорьевич институт статусне чакармалла марри пирки ҫирӗппӗн каларӗ. Пӗр вӑхӑтра ӑна вӗренӳ министерствине пӑхӑнтарасшӑн пулнине аса илчӗ, унашкаллине йышӑнмалла мар, хирӗҫлемелле тесе пӗлтерчӗ.
Бойко Иван Иванович грантсене илме тӑратнӑ ӗҫсене тӗрӗс хаклакан, ӑсчахсенчен йӗркеленӗ республика шайӗнчи компитентлӑ комисси кирли пирки асӑнчӗ.
Паян, пушӑн 22-мӗшӗнче Шупашкарти октябрӗн 50 ҫуллӑх урамӗнче вырнаҫнӑ Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ кил-йыш вулавӑшне пирӗн тӗп хуламӑрӑн механикӑпа технологи техникумӗн 2-мӗш курс студенчӗсем пуханчӗҫ. Кунта вӗсене Чӑваш халӑх сайчӗпе унӑн тӗп администраторӗ Николай Плотников паллаштарчӗ.
Программиста вӗренекенсем сайт тытӑмӗпе паллашрӗҫ, унта мӗн-мӗн вырнаҫни пирки пӗлчӗҫ. Тел пулӑва килнӗ яш-кӗрӗме ытларах сайтри паллашу кӗтесӗ, вӗсене вӗренӳре пулӑшма пултаракан информаци пурри кӑсӑклантарчӗ. Програмҫӑ ӑсталӑхне алла илекенсене ҫавӑн пекех сайта епле майпа хатӗрлени, ӑна ӑсталама мӗн чухлӗ вӑхӑт кирлӗ пулни интереслӗ пулчӗ.
Тӗлпулӑва вӗҫленӗ май студенсем тӑрӑшса вӗренме, ҫав шайри сайтсене ӑсталама вӗренсе ҫитме шантарса каларӗҫ.
Эрнекун, пушӑн 11-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Президенчӗ Михаил Игнатьев Электромеханика колледжӗн вӗренӳпе производство мастерскойӗсене, хӑйсемех тытса пыма пултакан системӑсем валли специалистсене хатӗрлекен центра ҫитсе курчӗ, кунти электроника центрӗн ӗҫӗпе паллашрӗ. Колледжра вӗренекен студентсемпе те калаҫу иртрӗ — вӗсем хӑйсен ҫитӗнӗвӗсем пирки каласа пачӗҫ. Михаил Васильевич хӑйӗн сӑмахӗсене: «Ҫамрӑксене шанмалла», — ҫирӗплетсе каларӗ.
Вӗренӳ заведенийӗн конференци пӳлӗмӗнче Президент ҫывӑх вӑхӑтра вӗренсе пӗтерекен студентсемпе тӗлпулу ирттерчӗ. Вӑл вӗсем суйласа илнӗ ҫула ырларӗ, республикӑра пысӑк квалификациллӗ рабочисем кирлине пӗлтерчӗ. Электромеханика колледжӗ ыттисемшӗн те тӗслӗх пулмаллине каларӗ.
Электромеханика колледжӗ Шупашкарта вырнаҫнӑ. Унта пурӗ 2100 ытла студент вӗренет. Унта килӗшӳ туса республикӑри 100 ытла предприяти валли кӑткӑс технологиллӗ производствӑра ӗҫлеме пултаракан специалистсене хатӗрлеҫҫӗ. Пурӗ пуҫламӑш пӗлӳллӗ 9 профессие, вӑтам професси пӗлӳллӗ 12 специальноҫа вӗрентеҫҫӗ кунта.
Паян, кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче, «Ҫатра-Лапсарти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул» муниципиаллӑ вӗренӳ учрежденийӗнче Арсентий Тарасов ҫыравҫӑ, журналист шкул ачисемпе тӗл пулчӗ, вӗсемпе калаҫу ирттерчӗ.
Хӑна шкул вулавӑшне «Тӑван Атӑл» журналӑн номерӗсене, тата «Хресчен сасси» хаҫатӑн каларӑмӗсене парнелерӗ. Тӗлпулӑва йӗркеленӗ Николай Плотников календарьсем парса хӑварчӗ — ЧОКЦ кӑларнӑ авалхи чӑвашсен чаплӑ ҫыннисен календарь-плаката тата «Сувар» фонд хатӗрленӗ календаре. Шкул ачисем те парӑмра юлмарӗҫ — «Юрату.ру» ушкӑна йӗркеленӗ Роза Беляева ертсе пынипе хӗрачасем юрӑ юрласа пачӗҫ. Шкулти халӑх музейӗ те Арсений Тарасова кӑмӑла кайрӗ — ун пуянлӑхӗпе тӗлӗнчӗ.
Шупашкар районӗнчи Ҫатра-Лапсарти шкулта тӗлпулусем ирттересси ырӑ йӑлана кӗнӗ — тӗслӗхрен, шӑп та лӑп ҫулталӑк каялла шкулта Анатолий Смолинпа Владимир Мишан пулсаччӗ. Ун хыҫҫӑн кунтах Лидия Сарине, Борис Борлен, Виталий Станьял тата ыттисем пулчӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.09.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьева Тамара Егоровна, паллӑ чӑваш ветеринарӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сакмаров Владимир Аркадьевич, туба ҫинче вылякан чӑваш музыкҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |