
Чӑваш Енри ӳнерҫӗ Полина Осипова Лондон ҫывӑхӗнче пурӑнать. Унта вӑл 13 тӑваткал метр лаптӑкра вырнаҫнӑ.
Унӑн ӳкерчӗкӗсенче – чӑваш халапӗсем, йӑли-йӗрки, ҫемье историйӗ. Ҫапла вӑл чӑваш ҫӗрӗпе ҫыхӑну тытать темелле.
Полинӑшӑн Аслӑ Британие куҫса каясси ҫӑмӑл пулман. Анчах унта тӗпленсен вӑл йӑх-несӗлсен культурине тӗпчеме пуҫланӑ.
Палӑртмалла: Полина хатӗрленӗ арт-обьектсем тӗнчипех саланаҫҫӗ.

2025 ҫулта та Раҫҫей Абхазие пулӑшӗ. Сӑмах укҫа парса пулӑшни пирки пырать. Ҫитес ҫул пирӗн ҫӗршыв асӑннӑ ҫӗршыва 5,2 млрд тенкӗ уйӑрса парӗ. Кун пирки Абхазин финанс министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлака Владимир Делба пӗлтернӗ.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, укҫан пысӑк пайӗ республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикине аталантарма кайӗ.

Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ, халӗ Мускавра вӗренекен Валентина Алексеева Мексикӑра иртекен илем конкурсне хутшӑнни пирки пӗлтернӗччӗ. Паян ирхине кӑтартусем паллӑ пулнӑ.
Пирӗн ентеш малтан топ-30 йыша кӗнӗ, унтан - топ-12 йыша. Анчах топ-5 йыша Валентина лекеймен. Унта Чили, Перу, Венесуэла, Дани тата Пуэрто Рико пикисем кӗнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне вара Дани хӗрӗ Виктория Кьер тивӗҫнӗ.
Палӑртмалла: конкурса тӗнчери 130 пике хутшӑннӑ.

«Раҫҫей мисӗ», Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ Валентина Алексеева, хальхи вӑхӑтра Мексикӑра Раҫҫей чысне хӳтӗлет.
Шупашкарта ҫуралнӑ хӗр Мексикӑна 6 чӑматан парне илсе кайнӑ. Вӑл конкурса хутшӑнакансене толстовка парнеленӗ. Ун ҫинче – чӑваш эрешӗллӗ вырӑс матрюшки. Ун ҫинчех Анне палӑкӗ курӑнать.
Илем конкурсне хутшӑнӑкансем Валентинӑн парнисене хаваспах йышӑннӑ.

Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем комета вӗҫнине сӑн ӳкернӗ. С/2023 А3 ятлӑскер паян Ҫӗр чӑмӑрӗнчен чи ҫывӑхра вӗҫсе иртет, ҫавна май ӑна ятарлӑ аппаратсӑр, ахаль куҫпах, курма пулать.
Палӑртмалла: ҫак комета юлашки 25 ҫулта чи ҫутти пулнӑ. Кӗҫех комета курӑнми пулӗ, мӗншӗн тесен вӑл майӗпен ҫуттине ҫухатса пырӗ.

«Планета» кондитер производствин заведующийӗ Юрий Сиволоб кулинар пултарулӑхӗнче каллех пысӑк кӑтартусем кӑтартнӑ. GASTRO TUNISIA гастрономи фестивалӗ Тунисра иртнӗ. Сумлӑ мероприятие 20 ытла ҫӗршыври шеф-поварсем, рестораторсем, кулинарсем килнӗ.
Юрий Сиволоб «Арт-класс» номинацире ылтӑн медаль тата диплом ҫӗнсе илнӗ. Сӑмах май, вӑл тӗнче шайӗнчи конкурссенчен яланах тӗрлӗ медальпе таврӑнать. 2022 ҫулта, тӗслӗхрен, Мускавра пекарьсен кондитерсен тата поварсен хушшинче тӗнче шайӗнче иртнӗ конкурсран ылтӑн медальпе таврӑннӑ.

Испанире тӗнчери чи ватӑ ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Мария Браньяс Морера 118 ҫула кайнӑ пулнӑ.
Хӑй Мария мӗнле майпа ҫавӑн чухлӗ ҫул пурӑннине ӑнланман та. Вӑл каланӑ тӑрӑх, лӑпкӑ пурӑннӑ, кӑмӑллах мар ҫынсемпе калаҫма тӑрӑшман. Андрей Кондрахин кардиолог вара ҫапла ӑнлантарать: ҫын нумай пурӑнассин 85 проценчӗ генсенчен килет.
Мария Браньяс АПШра ҫуралнӑ, вӑл 8 ҫулта чухне ҫемйи Испание куҫса килнӗ. Кинемей хӑй ӗмӗтленнӗ пекех пурнӑҫран уйрӑлнӑ: ҫывӑрнӑ чухне лӑпкӑн, пӗр асапланмасӑр.

Олимп вӑййисенче гендер шӑв-шавӗ ҫӗкленнӗ. Хӗрарӑмсен хушшинче бокс енӗпе 1/4 финал пынӑ чухне Итали спортсменки Анжела Карини Алжир спортменкине, хӑйне хӗрарӑм текен арҫынна Имане Хелифа (трансгендер ӗнтӗ), хирӗҫ 46 ҫеккунт ҫеҫ тытӑнса тӑнӑ. Карини малалла кӗрешмен, «Мана питӗ ыраттарать», - тенӗ. Унтан ӑна алӑ та паман.
Сӑмах май, пӗлтӗр Хелифа юнра тестостерон нумай тесе тӗнче чемпионатне кӗртмен, Олимп вӑййисене хутшӑнма вара ирӗк панӑ.
Пресс-конференцире Карини хӗрарӑмсен спортне трансгендерсене хутшӑнмашкӑн чарма чӗнсе каланӑ.

Китайра «TCL» брендпа туса кӑларакан телевизосем Раҫҫей рынокӗнчен ҫухалма пултарӗҫ. Санкцисенчен хӑраса Китай «Квант» и STI Group.Раҫҫейрк контрактпа ӗҫлекен производительсене компонентсемпе тивӗҫтерсе тӑма пӑрахӗ.
«TCL» телевизорсен производствине тата унччен парса тӑма пӑрахнӑ «Xiaomi» брендӑн комплектующийӗсене Казахстанра туса кӑларма тытӑнма пултарӗҫ. Анчах логистикӑна пула тавар хакӗ 10-20 процент ӳсме пултарать.
Раҫҫейри заводсен «TCL» телевизорсен компоненчӗсем чӳк уйӑхӗччен ҫитмелле-мӗн, хӑш-пӗр компани производствӑна чарса лартма шухӑшлать. Апла пулсан асӑннӑ тавар дефицитланса кайма пултарӗ.

Италири Вальдоббьядене хулин мэрӗ, 47 ҫулти Лучано Фрегонезе, кашни эрнерех ытлашши килограмсене ҫунтарас тӗллевпе хула ҫыннисемпе пӗрле уҫӑлса ҫӳрет. Кун пирки The Guardian пӗлтерет.
Ҫӗртме уйӑхӗнче Фрегнонезене виҫҫӗмӗш хут хула мэрӗ пулма суйланӑ, вӑл хӑйӗн сывлӑхне лайӑхлатма тӑрӑшӑп тесе шантарнӑ. Хула пуҫлӑхӗ каланӑ тӑрӑх, ҫак вырӑна йышӑннӑ вӑхӑтра вӑл 50 килограмм мӑнтӑрланнӑ, халӗ 140 таять.
Чиновник мӑнтӑрланса кайнине «халӑхпа пӗрле пулма юратнипе» тата вӑрах вӑхӑт хушши ӗҫлеме тивнипе ӑнлантарать. Мэр вырӑнне йышӑннӑ хыҫҫӑн унӑн спортпа аппаланма тата хусканусем тума вӑхӑт юлман имӗш. «Тепӗр йывӑрлӑх — эпӗ тутлӑ ӗҫсе ҫиме юрататӑп, кунта вара лайӑх ҫитереҫҫӗ, ӗҫтереҫҫӗ, ҫавӑнпа та диетӑна пӑхӑнма ҫав тери йывӑр», — йышӑнать мӑнтӑрлана кайнине Фрегонезе.
Мӑнтӑрланнине пула уншӑн утма та, сывлама та йывӑр пулса кайнӑ, ҫурӑмпа чӗркуҫҫи те ыратма пуҫланӑ. Хула стени ҫинчи граффити ӳкерни юлашки тумлам пулса тӑнӑ — тахӑшӗ хула пуҫлӑхне «мӑн хырӑм» тесе йӗкӗлтесе илнӗ, сӑнӳкерчӗкӗ вара халӑх тетелӗ тӑрӑх саланнӑ.
Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл 90 килограмм таран начарланма шантарнӑ — мэр вырӑнне пӗрремӗш хут йышӑннӑ чухне шӑпах ҫавӑн чухлӗ вӑл тайнӑ.
