Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Пушӑ пучах каҫӑр пулать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: тӗнчере

Ӑслӑлӑх

ArXiv.org пӗлтернӗ тӑрӑх, Австри ӑсчахӗсем тӗпчев ирттернӗ те Ҫӗр чӑмӑрӗ ӗлӗк-авал мӗншӗн шӑнманнине тупса палӑртнӑ. Ӑсчахсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ҫакӑ йӑлтах атмосферӑн ҫӳлти сийӗсенче кӑмрӑк йӳҫеклӗ газ ҫителӗклӗ пулнипе ҫыхӑннӑ.

Хӗвел хӑйӗн историйӗн пӗр тапхӑрӗнче ӑшӑ паман пулин те Ҫӗр чӑмӑрӗ хӑйне мӗнле майпа упраса хӑварнине ӑнланас тесе Австри ӑсчахӗсем Ҫӗр чӑмӑрӗн темиҫе модельне ӑсталанӑ, вӗсенче атмосферӑри тӗрлӗ лару-тӑрӑва туса пӑхнӑ. Ҫапла май вӗсем сӑлтав кӑмрӑк йӳҫеклӗ газ ҫителӗклӗ пулнипе ҫыхӑннине ӑнланса илнӗ.

Ӑсчахсем палӑртнӑ тӑрӑх, Ҫӗр ҫинчи ӑшша упраса хӑварма кӑмрӑк йӳҫеклӗ газӑн шайӗ сахалтан та 40% пулмалла. Ҫакӑ Ҫӗр атмосферин ҫӑралӑхне пӗрпек шайра тытса тӑма пулӑшӗ. Ҫавна пула ӗлӗк-авал Ҫӗр ҫинче парник эффекчӗ йӗркеленнӗ. Вӑл Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи ӑшша тата пурнӑҫ ҫӑлкуҫне, Хӗвел хӑйӗн ҫуттипе ӑшшине ҫителӗклӗ парайман пулсан та, тытса тӑнӑ. Каярах кӑмрӑк йӳҫеклӗ газ шайӗ чакнӑ, Ҫӗр чӑмӑрӗ вара пӑрпа витӗнме пуҫланӑ. Анчах ҫак тапхӑр тӗвӗленме ӗлкӗрнӗ организмсене пӑрлӑх тапхӑрне чӑтса ирттерме май панӑ.

Тӗпчевҫӗсем шутланӑ тӑрӑх, Ҫӗр чӑмӑрӗ 3 млн ҫул ытла каялла пӑрланмалла пулнӑ, анчах та парник эффектне пула ку ӗҫ чылай каярах, 2,2 млн ҫул ӗлӗкрех ҫеҫ пулса иртнӗ.

Малалла...

 

Тӗнчере
Гуань Юй ҫарпуҫӗн капмар кӳлепи. South China Morning Post  вырнаҫтарнӑ сӑн
Гуань Юй ҫарпуҫӗн капмар кӳлепи. South China Morning Post вырнаҫтарнӑ сӑн

26 миллион доллар тӑракан Гуань Юйӑн капмар кӳлепине куҫарса лартма Китайра 24 миллион доллар тӑкаклӗҫ. Монумент вырӑнти ҫынсене килӗшмен — вӗсен шучӗпе вӑл хула сӑн-сӑпатне пӑсать.

Китайри Цзинчжоу хулан влаҫӗсем Гуань Юй легендарлӑ ҫарпуҫӗн 58 метр ҫӳллӗш бронза кӳлепинчен хӑтӑлма 24 миллион доллар уйӑрнӑ. Кун пирки South China Morning Post кӑларӑм ҫырать.

Палӑка 2016 ҫулта лартнӑ, ӑна тума 26 миллиона яхӑн доллар тӑкакланӑ. Ҫапах та монумент хула ҫыннисене килӗшмен — вӗсен шучӗпе вӑл хула сӑн-сӑпатне пӑсать. Вӗсем кӳлепе ҫине пӑхас мар тесе ҫав района ҫӳреме пӑрахни ҫинчен каласа панӑ.

Вырӑнти влаҫсем палӑка вырнаҫтарнине пушӑ тӑкак вырӑнне хунӑ: «Ку 300 миллион юане ахаль тӑкаклани ҫеҫ. Ҫитменнине тата монумента саккуна пӑхӑнмасӑр туса лартнӑ». Кӳлепене вырнаҫтарнӑ Цзинчжоу районӗнче 78 футран ҫӳлерех (24 метра яхӑн) ҫурт-йӗр таврашне тума юрамасть. Анчах палӑка лартакансем саккунра шӑтӑк тупнӑ — вӗсем постамент вырнаҫтарма ирӗк илнӗ, кӳлепене хӑйне ӳнер япали тесе хакланӑ, вӗсене вырнаҫтарас тӗлӗшпе вара ирӗк ыйтма кирлӗ мар.

Правительство монумента сӳтсе урӑх вырӑна куҫарма шут тытнӑ — ӑна унчченхи вырӑнтан 8 ҫухрӑма, туристсемпе вырӑнти халӑх сахалтарах пурӑнакан района, куҫарӗҫ.

Малалла...

 

Тӗнчере
TASS/Imago/Xinhua/Hu Chao
TASS/Imago/Xinhua/Hu Chao

Китайӑн кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчи Юньнань провинцийӗн влаҫӗсем кӑҫалхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа миграцине тухнӑ тискер слон кӗтӗвне пула ҫак тӑрӑхра пурӑнакан 150 пин ытла ҫынна эвакуациленӗ. Кун ҫинчен «Xinhuanet» агентство пӗлтерет.

Унӑн информацийӗ тӑрӑх, ази слонӗсем ҫулҫӳреве кӑҫалхи ака уйӑхӗнче тухнӑ. Ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнчен пуҫласа чӗрчунсем 1,3 пин ытла ҫухрӑм утнӑ, вӗсем ҫывхарнине курсан вырӑнти ҫынсене вӑхӑтлӑха куҫарнӑ.

Пысӑк кӳлепеллӗ чӗрчунсене ҫӗр ҫинчен те, сывлӑшран та, пилотсӑр вӗҫекен аппаратсемпе те сӑнанӑ. Кӗтӳ куҫнӑ май слонсем валли апат хӑварса пынӑ. Агентство палӑртнӑ тӑрӑх, слонсем пӗтӗмӗшле 110 кун хушшинчи ҫулҫӳревре вӗсене валли хатӗрленӗ 180 тонна апата ҫисе янӑ. Слонсене сӑнаса пымашкӑн пурӗ 25 пин ытла полицейскине явӑҫтарнӑ, 973 пилотсӑр вӗҫекен аппаратпа усӑ курнӑ, ку тапхӑрта 15 пин ытла васкавлӑ пулӑшу машини ӗҫленӗ, 150 пине яхӑн ҫынна эвакуациленӗ.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, слонсен ҫакнашкал ҫулҫӳревӗ кӳнӗ сиен тӑкакӗ миллионшар долларпа танлашнӑ. Ҫав вӑхӑтрах, вӗсене Китай патшалӑхӗнче ҫӳллӗ шайра сыхланине пула, слонсене ни вӗлерме, ни транспорт ҫине тиесе куҫарма, унсӑр пуҫне алӑпа тӗкӗнме те юраман пулнӑ.

Малалла...

 

Тӗнчере
Пӑтӑрмах вырӑнӗ. Чехи Республикин полицийӗ тивӗҫтернӗ сӑн
Пӑтӑрмах вырӑнӗ. Чехи Республикин полицийӗ тивӗҫтернӗ сӑн

Чехин кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енче, Домаждице хулинчен инҫех мар, икӗ пассажир пуйӑсӗ ҫапӑннӑ, вуншар ҫын шар курнӑ. Кун пирки Чехи полицийӗ хӑйӗн Twitter-ти страницинче пӗлтернӗ.

Инкеке пула икӗ ҫын вилнӗ, тата 38–шӗ аманнӑ. Шар курнисенчен ҫиччӗшӗ реанимацире питӗ йывӑррӑн выртаҫҫӗ. Поездсем пырса ҫапӑннӑ вырӑна тӑватӑ вертолет — сывлӑх сыхлавӗнчен виҫҫӗ тата пӗрре полицирен — ҫитнӗ.

Минпромторгпа Транспорт министерствин Пуҫлӑхӗ Карел Гавличек каланӑ тӑрӑх пӑтӑрмаха пулнӑ сиене пӗтерес тӗлӗшпе ятарлӑ службӑсен ӗҫне хӑй тӗрӗслесе тӑрӗ.

Гавличек пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмах пӗр поездӑн машинисчӗ йӑнӑшнине пула сиксе тухнӑ. Семафорӑн ҫути хӗрлӗпе ҫутатнӑ пулин те вӑл пуйӑса чарман. Авари хыҫҫӑн пӑтӑрмах вырӑнне ҫитнӗ ҫӑлавҫӑсем пассажирсене пурне те чукун ҫул ҫинчен тата вакунсенчен эвакуациленӗ.

 

Тӗнчере
Сӑн: Winfried Rothermel/imago stock&people/Global Look Press
Сӑн: Winfried Rothermel/imago stock&people/Global Look Press

Кӑнтӑр Корейӑри разведка служби Сеулти правительствӑна Ҫурҫӗр Корейӑн ертӳҫисем инкек тӳсекен халӑх хушшинче сых ятне упранӑ риса валеҫме пуҫлани пирки пӗлтернӗ. Кун ҫинчен NRК кӑларӑм пӗлтернӗ.

Кӑнтӑр Корейӑри разведка пӗлтернӗ тӑрӑх, ДКХРти хӑрушла шӑрӑх ҫанталӑк тата тыр-пул ӑнманни ҫӗршыва выҫлӑх патне ҫитернӗ. Типӗ ҫанталӑка пула рисӑн пысӑк лаптӑкӗсем пӗтнӗ. Апат-ҫимӗҫ тӗлӗшпе ҫурҫӗрте кӗркунне лару-тӑру тата та япӑхланӗ.

Маларах пӗлтернӗ тӑрӑх ДКХР ертӳҫи Ким Чен Ын ҫӗршыври хальхи лару-тӑрӑва вӑрҫӑри нушапа танлаштарнӑ. Политик пӗлтернӗ тӑрӑх ҫӗршыв хальхи вӑхӑтра хӑйӗн историнчи чи йывӑр тапхӑра тӳссе ирттерет. Ҫӗртмен 16-мӗшӗнче республикӑра выҫлӑх хӑрушлӑхӗ пирки пӗлтернӗ, ун сӑлтавне ака планне пурнӑҫлама чӑрмантарнӑ 2020 ҫулхи тайфунпа ҫыхӑнтарнӑ. Унсӑр пуҫне апат-ҫимӗҫ тӗлӗшӗнчен лару-тӑрӑва кӑшӑлвирус та йывӑрлатнӑ. Ким Чен Ын халӑхпа партие ҫӗнӗ «йывӑр похода» тухма чӗннӗ.

Асӑннӑ терминпа пӗрремӗш хут 1990-мӗш ҫулсенче, ДКХР-та экономика кризисӗ йывӑрланнипе ҫыхӑннӑ выҫлӑх алхаснӑ чухне усӑ курнӑ. Чи ансат мелпе шутланӑ тӑрӑх, ун чухне ҫӗршыври йывӑр лару-тӑрӑва пула ДКХР-та пурӑнакан халӑхӑн 15% таран пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Малалла...

 

Тӗнчере
86-90 №-лӗ саккун
86-90 №-лӗ саккун

Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче 1959 ҫултанпа палӑртакан мероприятисен эрни пур — Чуралӑхри халӑхсен эрни (Captive Nations Week). Ӑна кашни ҫул утӑ уйӑхӗн виҫҫӗмӗш эрнинче ирттереҫҫӗ. Кӑҫал вал 18–24-мӗш кунсене лекет.

Чӑн малтан ҫак мероприятисен пӗрлӗхне коммунизмла режимсен тыткӑнне лекнӗ халӑхсен шӑпи ҫине тимлӗх уйӑрас тӗллевпе йӗркеленӗ. Чи малтанхи хут ӑна 1953 ҫулта ирттернӗ, 1959 ҫулта вара ӑна саккун йышӑнса ҫирӗплетнӗ (Public Law 86-90 Captive Nations Week Resolution, 86-90 №-лӗ саккун). Саккунпа килӗшӳллӗн АПШ Президенчӗсен ҫак эрнене ирттересси пирки кашни ҫул йышӑнмалла. СССР арканнӑ пулин те саккуна халӗ те пӑрахӑҫламан. Хальхи вӑхӑтра ӑна ытларах енӗпе авторитарлӑ режимсен пусмӑрӗнче пурӑнакан халӑхсен шӑпишӗн тимлес тӗллевпе ирттереҫҫӗ.

Кӑҫалхи эрнене ирттерни пирки пӗлтернӗ май Джо Байден Белоруссири халӑха, Китайри уйгурсене, Гонконга асӑннӑ. Ҫавӑн пекех хальхи вӑхӑтра иртекен Бирмӑпа Венесуэлӑри тата Кубӑри халӑх пӑлхавӗсем ҫинчен каланӑ. Крымра пулса иртекен пулӑмсем пирки те чарӑнса тӑнӑ: унта крым тутарӗсен, украинсен тата тӗрлӗ пысӑках мар пӗрлӗхсен прависене пӑсаҫҫӗ тенӗ.

СССР вӑхӑтӗнче Чуралӑхри халӑхсен эрнинче Атӑлҫи тӑрӑхӗнче Идель-Урал патшалӑхне асӑннӑ пулнӑ.

Малалла...

 

Тӗнчере
IX ӗмӗрти чи авалхи патша ҫурчӗ
IX ӗмӗрти чи авалхи патша ҫурчӗ

Ӑсчахсем Аслӑ Британире 12 ӗмӗр каялла ҫын аллипе чавса тунӑ ҫӗр хӑвӑлне — авалхи пурӑнмалли вырӑна — тупнӑ. Тӗпчевҫӗсен шучӗпе ӑна «ирӗксӗрлесе тунӑ ваттисен ҫурчӗ» пек ятарласа астултан кӑларса сирпӗтнӗ акӑлчан-саксони патши валли тунӑ.

Акӑлчан-саксонин тӑххӑрмӗш ӗмӗрти пуҫлӑхӗн, ун умӗнхи икӗ патшана вӗлерсе Нортумбри астулне йышӑннӑскерӗн, Нортумбрири Эрдвульф патшан кун-ҫулӗнче, ҫак инҫетри ҫӗр хӑвӑлне ӑсатиччен хӑйне вӗлерме хӑтланни те, икӗ хутчен тронран хӑтарма хӑтланни те пулнӑ.

Ҫиччӗмӗш, саккӑрмӗш тата тӑххӑрмӗш ӗмӗрсенче Англи сахалтан та ҫичӗ пысӑк патшалӑхран тӑнӑ, вӗсене 200 яхӑн патша ертсе пынӑ пулнӑ, вӗсенчен 16% вӗлернӗ, ҫавнашкал процентах ҫапӑҫура пуҫне хунӑ, 33% патнелле ирӗксӗрлемесӗр астула пушатнӑ. Шутласа пӑхнӑ хыҫҫӑн ҫакӑ палӑрнӑ: вӗсенчен пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ кӑна влаҫран хӑйсен вилӗмӗпе кайнӑ.

Пур патшалӑхра та еткерлӗх йӗркине тивӗҫлӗ шайра палӑртман пулнӑ — ҫавна пула вырӑнти дворян ҫемйисем влаҫшӑн ҫуннипе час-часах пӗр-пӗрне вӗлернӗ. Унсӑр пуҫне, лару-тӑрӑва тата ытларах йывӑрлатас тесе, хӑш-пӗр акӑлчан-саксони патшалӑхӗсем (тата ют ҫӗршыври политика пӗрлӗхӗсем) ҫак тупӑшупа усӑ курса хӑйсен витӗмне анлӑлатма тӑрӑшнӑ.

Малалла...

 

Сумлӑ сӑмах Чӑвашлӑх

Ҫулланнӑҫем илемлӗ ҫут тӗнче,

Тӗнче варри — тӑван ҫӗршывӑмӑр.

Петӗр Хусанкай

 

2006-мӗш ҫулта, шӑп 15 ҫул каялла ман Эстони чӑвашӗсем патӗнче пулса курма тӳр килнӗччӗ. Питӗр хулинчи Ленсовет ячӗллӗ театрӑн сцени ҫинче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн икӗ кунлӑх гастролӗ иртрӗ. Вӑл спектакльсене Эстони ҫӗршывӗнчи Нарвӑпа Таллин хулисенче пурӑнакан чӑвашсем те пырса курчӗҫ. Аякри йӑхташсем ҫапла пӗр пулса ӗҫлеме пултарни пире савӑнтарчӗ те, тӗлӗнтерчӗ те. Чӑваш ушкӑнӗсем Эстонире иккӗ: пӗри Нарва хулинче — ӑна Лидия Григорьева (Муркаш районӗнче ҫуралнӑ) ертсе пырать, тепри — Таллинра, ун тилхепине малтан вунӑ ҫул ытла Герман Викторов моряк тытса пынӑ (Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫуралнӑ), халӗ вара тӑватӑ ҫул Ираида Захарова (Елчӗк районӗнчен) йӗркелесе тӑрать. Эстонири Чӑваш культура обществи пӗлтӗр хӑйӗн вунпилӗк ҫулне паллӑ тунӑ, ӑна Эстони ҫӗрӗнче пурӑнакан тӗрлӗ халӑхсен Ассоциацине кӗртнӗ. Ҫак маттур та чипер хӗр Рида (ача чухне ҫапла чӗнме юратнӑ иккен ӑна кукашшӗ) Захарова пуҫарӑвӗпе тата пирӗн Культура министерстви пулӑшнипе, Таллин хулинче СССР халӑх артистки Вера Кузьмина тата эпӗ, Надежда Кириллова, хамӑр пултарулӑх программипе Эстони ҫӗршывӗнче пурӑнакан чӑвашсене паллаштарма ҫула тухатпӑр.

Малалла...

 

Сумлӑ сӑмах Тӗнчере

Паянхи ҫулҫӳреве эпир Кӑнтӑр Америкӑри Рикон дель Бонете кӳлӗ хӗрринче ирттерӗпӗр. Тӗрӗсрех каласан, ҫак кӳлӗ хӗрринче вырнаҫнӑ Сан-Грегорио-де-Поланко хулара ҫӳрӗпӗр.

Википеди пире ӑнлантарса панӑ тӑрӑх ку хула Уругвайӑн Такуарембо департаментӗнче вырнаҫнӑ. Хула статусне вӑл 1994 ҫулта тин илнӗ. Никӗслессе вара ӑна 1853 ҫулхи чӳкӗн 27-мӗшӗнче пуҫласа янӑ. 1963 ҫулта пӗчӗк хула шайне ҫитнӗ. Хулара пурӗ 3415 ҫын пурӑнать. Сӑмах май, XX ӗмер пуҫламӑшӗнче кунта 6 пин ытла ҫын пурӑннӑ тет.

Ятӑнчен паллӑ ӗнтӗ, ку хулара, хӑйне пӑхсан пысӑк ял пек туйӑнать пулин те, ӳкерчӗксем пит нумай. Вӗсем кашни утӑмрах тесен те йӑнӑш пулмӗ. Паллах, хулара вӗсене графити теҫҫӗ-ха, анчах ытларах енӗпе ҫавах ӳкерчӗксем темелле пуль.

Хула темерӗн, кунта стадион та пур иккен.

Малалла...

 

Тӗнчере
Украинӑри Нью-Йорк
Украинӑри Нью-Йорк

Аслӑ Рада Донецк облаҫӗнчи Новгородски хула евӗрлӗ поселокӗн ятне Нью-Йорк ҫине улӑштарасси пирки йышӑну тунӑ. Кун пирки «Интерфакс-Украина» пӗлтерет.

Ку пуҫарупа вырӑнти ҫарпа граждансен администрацийӗ поселокра пурӑнакан халӑх ӗлӗкхи ята тавӑрма ыйтнӑ хыҫҫӑн тухни пирки палӑртаҫҫӗ. Йышӑнӑва парламентри 301 сасӑпа (226 кирлӗ) ҫирӗплетнӗ.

Нью-Йорк поселенине II Катӗрне патшара лартнӑ вӑхӑтра Раҫҫей империне куҫса килнӗ нимӗҫсем никӗсленӗ. 1930 ҫулсенче вӗсен тӑхӑмӗсене РСФСРӑн Инҫет Хӗвелтухӑҫне депортациленӗ, 1951 ҫулта вара влаҫрисем поселока ҫӗнӗ ята пама йышӑннӑ. Халӗ унта 12 пине яхӑн ҫын пурӑнать.

2015 ҫулта Украинӑра декоммунизаци ҫинчен калакан саккуна йышӑннӑ, унпа килӗшӳллӗн, сӑмахран, совет элемӗсемпе усӑ курма чарнӑ, СССР коммунистла режимне айӑплама тата совет вӑхӑтӗнчен юлнӑ ятарлӑ службӑсен архивӗсене уҫма йышӑннӑ. Саккуна пурнӑҫланӑ май хуласемпе урамсен ячӗсене улӑштараҫҫӗ, совет ҫулпуҫӗсен тата деятелӗсен палӑкӗсене кӑларса переҫҫӗ.

2021 ҫулта, сӑмахран, ҫӗршывра Октябрьти пӑлхавӑра йӗркеленӗ Владимир Ленина халалланӑ юлашки палӑка аркатнӑ. Ҫапла май революционерӑн республикӑра урӑх пӗр монумент та, уйрӑм ҫынсен харпӑрлӑхӗнчисемпе Кейӗве пӑхӑнман территорисенче вырнаҫнисене шута илмесен, юлман.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, [9], 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, ... 35
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.11.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑнни савӑнӑҫ парнелӗ. Эсир сирӗнпе юнашар шанчӑклӑ ҫынсем пулнине туятӑр. Тунтикунран вӗсен укҫи-тенкипе, еткерлӗхӗпе е пурлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫсене хӳтӗлеме тивӗ. Эсир хӑвӑрӑн влаҫа тата ҫирӗплӗхе туятӑр: условисем лартма та май килӗ.

Чӳк, 05

1892
133
Ҫӗнӗ Пӑвара шкул уҫӑлнӑ.
1939
86
Лисаев Иван Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1950
75
Тимӗр Акташ, чӑваш публичисчӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1959
66
Сатур Станислав Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1961
64
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗ ҫунса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын