Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +26.3 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: тӗнчере

Аш-какай туса илес тӗлӗшпе мӗнле кӑна чӗрчуна ӳстермеҫҫӗ пуль — вӑкӑрсенчен пуҫласа страуссем таранах. Казахстанри пӗр усламҫӑ вара аш валли чӗрӗпсене ӳстерме шутлать.

Акмола тӑрӑхӗнче пурӑнакан Сергей Букушев, иккен, унччен ытти чӗрчунсене те ҫитӗнтернӗ — кӑвакалсене фуа-гра валли, каярах шуйсене. Анчах темшӗн ӗҫӗ кайман ун. «Никамӑн та ҫук бренд йӗркелесшӗн эп», — ӑнлантарать усламҫӑ. — «Чикӗ леш енче анлӑ сарӑлнӑ япалана пирӗн таврана илсе килесси нихҫан та ман шутпа ӑнӑҫлӑ пулмӗ. Мӗн те пулин хамӑрӑннине шутласа кӑларас пулать».

Чӗрӗпсене ерчетес шухӑш патне Сергей хӑйне ҫак чӗрчун ашӗпе хӑналанӑ хыҫҫӑн пырса тухнӑ иккен. Ваттисен каласа панине те аса илнӗ вӑл — вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче чӗрӗпсен ашӗ те апата кайнӑ иккен.

Чӗрӗп ашне усламҫӑ анӑҫри патшалӑхсене сутасшӑн. Хӑй ҫӗршывӗнче туянакансем тупӑнасса шанмасть вӑл — ун шухӑшӗпе Казахстанри халӑх хӑнӑхман апата туянасшӑнах пулмӗ.

 

Лондонра пӗр пӑтӑрмах пулса иртнӗ иккен — Мартин Линдси усламҫӑн урапи ирӗлме пуҫланӑ. Ҫак кун вӑл хӑйӗн машинине «Фенчерч-стрит 20» ҫӳллӗ ҫурт умӗнче хӑварнӑ, ӗҫсене туса пӗтернӗ хыҫҫӑн каялла таврӑнсан Jaguar XJ самай шар курнине асӑрханӑ — пластикран тунӑ пайсем ирӗлнӗ, Jaguar палли те кӳлепине ҫухатнӑ. Хыҫкурӑм тӗкӗрӗ те сиенленнӗ иккен. Иртен-ҫӳренсемшӗн ку пулӑм кӑсӑклӑ туйӑннӑ пулас — вӗсем инкек тӳснӗ урапана сӑн ҫапма пуҫланӑ.

Юрать-ха Лондон Раҫҫейре мар, унти ҫынсем хӑйсен яваплӑхне теприсем ҫине тиентерме хӑтланмаҫҫӗ — Мартин Линдси урапа ҫумӗнче хут татки тупнӑ, унта «сирӗн машин сиенленнӗ, эсир пирӗнпе ҫыхӑнаймастӑр-ши?» ҫырса хӑварнӑ пулать. Ҫӳллӗ ҫурт хуҫисем усламҫӑна юсав тӑкакӗсене саплаштарма килӗшнӗ (1 470 доллар патнелле).

Сӑлтавӗ вара ҫӳлҫурт хурминче иккен — унӑн кантӑкӗсем хӗвел пайӑркисене пӗр вырӑна пухаҫҫӗ имӗш. Урӑх инкек-синкек ан тухтӑр тесе ҫурта ятарлӑ пленкӑпа ҫыпӑҫтарса тухасшӑн.

 

Ҫак кунсенче Австрали ҫӗршӗвӗнче ҫулҫӳревҫе ҫӑлнӑ. Хайхи шеремет икӗ эрне хушши Хӗвеланӑҫ Австрали ҫӗршывӑн штатне кӗрекен утравра ларса пурӑннӑ. Agence France-Presse пӗлтернӗ тӑрӑх, Райан ятлӑ арҫын (хушаматне пӗлтермеҫҫӗ) хӑйӗн киммипе утравран тухса кайма хӑранӑ, мӗншӗн тесен вӑл вырӑнти шывсенче ҫӳрекен пысӑк крокодил тапӑнма пултарасси ӑна самай сехерелтернӗ.

Крокодил тамӑкне лекнӗ Ҫӗнӗ Зеланди ҫулҫӳревҫине Колумбурура пурӑнакан Дон Маклеод асӑрханӑ. Вӑл ҫурлан 31-мӗшӗнче каҫкӳлӗм вӑхӑтӗнче лаптӑка тӗрӗслеме тухнӑ, утравра хунар ҫуттине асӑрханӑ хыҫҫӑн пляж патне пынӑ, ҫапла ӗнтӗ арҫына ҫӑлнӑ та.

Маклеод каласа панӑ тӑрӑх ҫулҫӳревҫӗ крокодил тапӑнассинчен хытах хӑранӑ. Хайхи туралла крокодила ҫынсем пӗр хутчен кӑна мар асӑрханӑ, чӗрчун ҫынсем ҫине тапӑннӑ пулӑмсем ҫинчен вара хальлехӗ никам та илтмен.

Агенство палӑртнӑ тӑрӑх паянхи кун Райан тӳссе ирттернӗ пулӑмран сывалать, хӑйӗн тӑван кӗтесне хӑҫан таврӑнасси вара паяна паллӑ мар-ха.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://lenta.ru/news/2013/09/02/croc/
 

Ҫӗр чӑмӑрӗнче ҫак кунсенче пӗр кӑсӑклӑ пулӑм пулса иртнӗ тет. Арктикӑра (Ҫурҫӗр полюсӗнче), иккен кӳлӗсем йӗркеленме пуҫланӑ. Ҫакна ҫав тӑрӑхри экологи обсерваторийӗ асӑрханӑ имӗш.

Ӑсчахсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх кӳлӗсем ҫанталӑк ӑшӑтнӑран йӗркеленнӗ иккен — Арктикӑра икӗ эрне ӗнтӗ ӑшӑ ҫанталӑк тӑрать. Унти температурӑна сӑнакансем пӗлтернӗ тӑрӑх утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче кунта вӑтам температура 1–3 градус ӑшӑрах тӑнӑ пулать.

Анчах ку вӑхӑтлӑха ҫеҫ иккен — ҫывӑх вӑхӑтра сивӗ сывлӑш таврӑнать, вара кӳлӗсем каллех шӑнса ларӗҫ. Тӗнче океанӗнчи шыв ҫӗкленессинчен те шикленме кирлӗ мар теҫҫӗ ӑсчахсем — мӗн ирӗлни каялла шӑнса ларӗ.

 

Мексикӑра, иккен, нумай пулмасть авалхи кӑвакал сӑмсаллӑ динозаврӑн хӳрине тупнӑ. Ҫак чӗрчун ку тӑрӑхра 72 миллион ҫул каялла пурӑннӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ӑсчахсем пурӗ 50 ҫурӑм шӑмми тупнӑ — вӗсем пурте питӗ лайӑх упранса юлнӑ иккен. Тупнӑ хӳрене 20 кун хушши тасатнӑ — ара ватмасӑр, йӗркеллӗ сыхласа хӑварас тесен питӗ асӑрхануллӑ ӗҫлемелле-ҫке.

Ӑсчахсем каласа панӑ тӑрӑх хӳри кӗлетке тӑршшӗн ҫурри пулнӑ — кӑвакалсӑмсаллӑ динозаврсем 12 метра ҫитнӗ, йывӑрӑшӗ вӗсен 3,5 тоннӑпа танлашнӑ. Палеонтологсем тупнӑ хӳре Мексикӑра пӗрремӗш иккен, маларах ҫакнашкал лайах сыхланса юлнисене асӑрхаман имӗш. Ӑна тӗпченӗ май ӑсчахсем динозаврсем мӗнпе чирленине те пӗлессе шанаҫҫӗ пулас — авалхи чӗрчунсем шыҫӑпа тата артритпа аптрани паллӑ.

Кӑвакалсӑмсаллӑ динозаврӑн ҫак тӗсне — гадрозавра (тӳррӗн куҫарсан — «Мӑн ящер») — чи малтан Нью-Джерсире 1858 ҫулта тупнӑ. Каярах унӑн шӑммисене Австралисӗр пуҫсӑр ытти контитентсенче те асӑрханӑ. Пирӗн патшалӑх лаптӑкӗнче те вӗсем пурӑннӑ имӗш.

 

Япун ҫӗршывӗ утравлӑ пулнӑран вӗсен апат-ҫимӗҫӗнче шыв курӑкӗ сахал марри никама та тӗлӗнтермӗ пулӗ. Унсӑр пуҫне эпир шкул саккинченех астӑватпӑр — ҫӗр айӗнчи пурлӑх тӗлӗшӗнчен вӗсем пирӗнешкелех. Пирӗн пекех чухӑн. Ҫавӑнпах пулӗ вӗсем топливо тумалли тӗрлӗ меслет шыраҫҫӗ.

Тырӑ таврашран топливо тума пуҫлани пирки чылайӑшӗ илтнӗ пуль — биотопливо текеннипе ҫӳрекен урапасем те тӗнчере сахал мар. Японири AHI корпораци вара ҫавна валли шыв курӑкӗпе усӑ курасшӑн иккен. Ҫитес вӑхӑтра тума та тытӑнмалла.

Шыв курӑкӗ ҫине куҫни, паллах, лайӑх пурнӑҫран мар. Авиатопливо хакланса та хакланса пырать, ҫӗр сахал пулнипе яппунсене тырӑран та топливо туса илме йывӑр. Шыв курӑкӗ вара — ҫителӗклӗ пулас. Тата 10 хут йӳнӗрех те ларать имӗш (тырӑран хатӗрленинчен).

 

«Эмоция» ташӑ ушкӑнӗ Пӑлхарта пӗчӗк хрусталь кӳлепине тивӗҫнӗ. Вӗсем ташланӑ чӑваш ташши жюри членӗсемпе куракансене хытах килӗшнӗ.

— Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен конкурса килсе ҫитнӗ пултаруллӑх ушкӑнӗсем 5 кун хушши фестиваль хӑнисене савӑнтарнӑ. Эпир вара икӗ ташӑпа конкурса хутшӑннӑ: «Тутар вӑййи» тата «Наци йӑли-йӗркисенчен тытӑнса тӑракан чӑваш наци ташши». Юлашки ташӑна куракансем тӳрех тимлерӗҫ, ют ҫӗршыв ҫыннисем валли вара ташӑ чӑн та ҫӗнӗлӗх пулчӗ, — пӗлтерет хорэографи ушкӑнне ертсе пыракан Пётр Пашков.

Конкурса йӗркелесе пыракансем пирӗн ентешсене Украина тата Испани ҫӗршывӗсенче пулса иртекен ташӑ мероприятийӗсене хутшӑнма чӗннӗ. Ку шанӑҫа ҫамрӑк ташӑҫӑсем хаваспах йышӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/63871.html
 

Асамат Палтай ҫамрӑк ӳнерҫӗ — Микуҫ Палтай ывӑлӗ — 40 крона виҫеллӗ вак акҫа сӑнне ӑсталанӑ иккен. Ӗҫӗ-пуҫӗ иртнӗ кӗркуннех пулса иртнӗ пулин те кун пирки хыпар пирӗн тӑрӑха халь кӑна ҫитнӗ.

Асамат чылай конкурса хутшӑнса ҫӗнтернӗ, ҫапла май ӑна кунта чи ҫамрӑк пултаруллӑ ӳнерҫӗсен йышне кӗртеҫҫӗ.

Вак укҫа питӗнче Асамат вырӑнти икӗ кармана ӳкернӗ — Тройски тата Безьеж ятлисене. Хӑй каласа панӑ тӑрӑх икӗ карманӗ те ӑна пите килӗшеҫҫӗ, кунта, Чӑвашра, вӗсем юлманнишӗн питӗ куллянать иккен ӳнерҫӗ.

Хальхи вӑхӑтра Асамат Яблонец-над-Нисоу хулари ӳнерпе промышленность колледжӗнче вӗренет, иккӗмӗш курс студенчӗ вӑл. Пӗлӗвне малалла Питерти Штиглиц ячӗллӗ ӳнерпе промышленность академинче туптасшӑн.

Чӑваш ятне инҫетри ҫӗршывра ҫӗкленӗшӗн вӑл чӑн та мухтава тивӗҫ. Ӑнӑҫу сунар ӑна!

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1005.html
 

Ереван хулинче «Чӑваш юмахӗсемпе халапӗсем» эрменле пичетленсе тухнӑ, кӑлараканӗ — «Цицернак» издательство.

Ку кӗнеке хӑйне евӗр хурав. 2011 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательстви «Патвар Назар» кӗнеке кӑларнӑччӗ — унта эрменсен юмахӗсем чӑвашла пичетленнӗччӗ. Ҫапла май эрменсем те парӑмлӑ юлас темен — пирӗн юмахсене хӑйсен чӗлхипе кӑларнӑ.

Ереванта тухнӑ кӗнекене ҫак халапсем кӗнӗ: «Улӑп ҫӗрӗ», «Сармантей», «Уйӑх ҫинчи хӗр», «Ылтӑн хутаҫ» тата ыттисем. Эрменле вӗсене Ованес Айвазян куҫарнӑ.

Икӗ халӑх хушшинчи хутшӑну малашне аталанса пырӗ кӑна — Чӑваш кӗнеке издательстви хальхи вӑхӑтра эрмен кулӑшӗсен пуххине хатӗрлет, Ереванра вара Юрий Скворцовӑн суйласа илнӗ хайлавӗсем пичете кӗтеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i793.html
 

Нумай пулмасть, раштавӑн 16–19-мӗшӗсенче Турцири Истамбулта Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк ҫамрӑкӗсен 15-мӗш Аслӑ пухӑвӗ-курултайӗ иртрӗ. Маларах пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ, унта Чӑваш Республикинчи делегатсем те хутшӑнчӗҫ. Пирӗн тӑрӑхран Чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сӑвар» пӗрлешӗвӗн пайташӗсем кайрӗҫ — Олег Цыпленков, Илтимер Ефремов, Николай Плотников тата Светлана Иванова юрӑҫ.

Кӑҫалхи пухура Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк ҫамрӑкӗсен курултайне ирттерме пуҫланипе 20 ҫул ҫитнине паллӑ турӗҫ, хӑй пухӑвӗ те шучӗпе 15-мӗш пулчӗ.

Курултайра ҫамрӑк журналистсен тата тӗрӗк хӗрарӑмӗсен пӗрлешӗвӗсене йӗркелерӗҫ, ытти ыйтусене сӳтсе яврӗҫ. Ытти ыйтусене илес пулсан кунта уйгурсен йывӑрлӑхӗ ҫинчен (Китай вӗсене хӑйсен саккунӗпе пурӑнтарас тесе вӑйлӑ пусмӑрлать иккен), Раҫҫейре йышӑнма палӑртнӑ вӗренӳ саккунӗ пирки, Ирак патшалӑхӗнчи турккӑсен йывӑрлӑхӗ ҫинчен (курдсем хуҫаланнӑ май вӗсене йывӑр килет), карачайсемпе черкессен ҫӗрӗсене туртса илни ҫинчен, якутсен ҫӗрӗнчи экологи пирки калаҫрӗҫ. Лайӑх пурнӑҫпа, пӗр йывӑрлӑхсӑр пурӑнакансем те пулчӗҫ — сӑмахран, Румыни тутарӗсем хӑйсене патшалӑхра лайӑх туяҫҫӗ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, 28, [29], 30, 31, 32, 33
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2024 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере шăпа янă паллăсене сăнамалла. Анчах вĕсе хăрушлăх пирки асăрхаттараççĕ-и е лайăххине калаççĕ-и - маларах калаймăн. Юнкун тупăшлă сĕнÿ илме пултаратăр. Эрнекун ĕçе пуçĕпех путăр - çапла элекрен хăтăлатăр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ