Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.7 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: тӗрӗслевсем

Хулара
admkrai.krasnodar.ru сайтри сӑн
admkrai.krasnodar.ru сайтри сӑн

Ыран Шупашкарта каллех сирена янӑрӗ. Хальхинче те ку тытӑма тӗрӗслени пулӗ, ҫавӑнпа хӑраса ан ӳкӗр.

Сирена 10:30-11:00 сехетре янӑрӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑрушсӑрлӑх тытӑмне тестировани тӑвӗҫ. Лӑпкӑ пулӑр: сирена сассине илтсен килтех юлӑр, ӗҫ вырӑнне пӑрахса ан кайӑр.

 

Республикӑра
чувашинформ.рф сӑнӳкерчӗкӗ
чувашинформ.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри ветеринари инспекторӗсем ҫак енӗпе саккуна пӑхӑннине пилотсӑр вӗҫекен аппаратсемпе тӗрӗслеҫҫӗ. Ку ӗҫе вӗсем кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче тытӑннӑ.

Кӗске вӑхӑтрах Муркаш, Патӑрьел, Елчӗк, Сӗнтӗрвӑрри тата Шупашкар тӑрӑхӗсенчи 14 объекта тӗрӗсленӗ. Тӑхӑр объектра дезинфекци хӳтлӗхӗ, ятарлӑ карта пулман. Пӗр хуҫалӑхра шута илмен 15 выльӑха тупса палӑртнӑ.

Кӑлтӑк тӗлӗшпе хуҫалӑхсен ертӳҫисем ячӗпе асӑрхаттару хучӗсем ҫырса панӑ.

 

Республикӑра
vk.com/gov_cap_ru видеовӗнчен илнӗ скриншот
vk.com/gov_cap_ru видеовӗнчен илнӗ скриншот

Чӑваш Енре 6 пин ытла водитель таксире ӗҫлет иккен. Кун пирки республикӑн Транспорт министерствинче пӗлтернӗ. Анчах асӑннӑ йышран йӗркене пурте пӑхӑнмаҫҫӗ-мӗн.

Таксистсене пула ҫул ҫинче инкексем те пулса иртеҫҫӗ. Кӑҫал ун пек пӑтӑрмах 10 хут пулнӑ, ҫав шутран виҫҫӗшӗнче пассажирсем шар курнӑ.

Республикӑн Транспорт министерстви 112 терӗслев ирттернӗ, йӗркене пӑснӑ 141 тӗслӗхе тупса палӑртса административлӑ майпа явап тыттарнӑ.

Вал е ку таксие суйланӑ чухне лицензи пуррине шута илме сӗнеҫҫӗ.

 

Ҫул-йӗр
«За рулем» порталти сӑн
«За рулем» порталти сӑн

Елчӗк округӗнче пурӑнакансем Чӑваш Ен прокурорӗ Эдуард Гиматов патне йышӑнӑва кайсан тин хӑйсене тахҫантанпах канӑҫ паман ыйтӑва уҫӑмлатнӑ. Кун хыҫҫӑн «Елчӗк – Курнавӑш» ҫула юсама тытӑннӑ.

Тӗрӗслев ирттерсен ҫул ҫинче чӑнах та шӑтӑк-путӑк нумай пулнине палӑртнӑ. Кун хыҫҫӑн прокуратура вырӑнти администраци тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Ҫапла пӑр вырӑнтан тапраннӑ: ҫула саплама тытӑннӑ. Ку ӗҫе «Эльбрус» тулли мар яваплӑ общество пурнӑҫланӑ.

Подрядчик ӗҫе палӑртнӑ вӑхӑтран маларах вӗҫленӗ. Анчах тӗрӗсленӗ те – асфальт пӗр вырӑнта 5 см мар, 4,8 см кӑна пулнӑ. Прокуратура ыйтнипе ҫулӑн ҫак пайне йышӑнассине вӑхӑтлӑха чарса лартнӑ.

 

Республикӑра

Халӑх тӗтелӗсенче Кӳкеҫри «Крепыш» ача пахчинчи видео сарӑлма тытӑннӑ. Унта физкультура инструкторӗ ачасене алӑран кӑнттаммӑн тытса сӗтӗрни курӑнать.

Кун пекки унта пӗрре кӑна мар пулнӑ иккен. Видео ҫинче ку хӑш кун пулса иртнисем паллӑ.

Шупашкар районӗн прокуратури ҫак тӗслӗх тӗлӗшпе тӗрӗслев пуҫарнӑ. Ку ӗҫе вырӑнти хӑйтытӑмлӑх тата йӗрке органӗсене те явӑҫтараҫҫӗ.

 

Ҫурт-йӗр
Телеграмри t.me/gorod_Shumerlya каналта вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗкӗ
Телеграмри t.me/gorod_Shumerlya каналта вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗмӗрлере пурӑнакансем ӑша шыва хваттере ӑшӑтмалли батарейӑран илеҫҫӗ иккен. Вырӑнти муниципалитетра тӑрӑшакансемпе «Чӑвашгаз», управляющи компани тата шалти ӗҫсен ӗҫченӗсем нумаях пулмасть тӗрӗслеве тухнӑ.

Чылай хваттерте батарейӑна кран вырнаҫтарнӑ иккен, вӗри шыв ҫынсем унтан илсе пурӑнаҫҫӗ.

Йӗркене пӑсакансене яваплисем кӑлтӑка ҫийӗнчех пӗтерме хушса хут ҫырса панӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
sputnikglobe.com сайтри сӑн
sputnikglobe.com сайтри сӑн

Муркаш округӗнчи Исетерккӗ ялӗнче тыр-пул пухса кӗртнӗ вӑхӑтра хӗрарӑм сарӑмсӑр вилнӗ.

Ку ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Чкалов ячӗллӗ ЯХПКра пулнӑ. Самосвал черетлӗ хут тырӑ тиесе килсен ӑна тӑкма тӑнӑ, каялла чакнӑ чухне унта ҫын пуррипе ҫуккине тӗрӗслемен — хыҫалта пулнӑ хӗрарӑм ҫине тырӑ тӑкнӑ. Вӑл ҫавӑнтах вилнӗ.

Ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев вӗсленнӗ. Ку инкек Мигушов харпӑр усламҫӑ айӑпӗпе пулнӑ тесе йышӑннӑ: кооператив ӗҫе тивӗҫлипе йӗркелемен. Ҫавӑн пекех ҫакӑ паллӑ: хӗрарӑма ӗҫ сыхлавӗпе инструкцие вӗрентмесӗрех ӗҫлеме ирӗк панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-216412417_1481
 

Республикӑра
gazeta.ru сайтри сӑн
gazeta.ru сайтри сӑн

Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче сирена янӑранине илтсен хӑраса ан ӳкӗр. Ҫак кун республикӑра ӑна тӗрӗслӗҫ кӑна.

Ҫак кун сирена икӗ хутчен янӑрӗ: 10 сехет те 30 минутра тата 10 сехет те 40 минутра.

Халӑха лӑпкӑ пулма ыйтаҫҫӗ. Ытти чухне, ку тӗрӗслев мар пулсан, сирена янӑрасан часрах телевизор е радио ҫутмалла, унта мӗн каланине пурнӑҫламалла. Кун пирки май пур таран ытларах ҫынна пӗлтермелле.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14873
 

Республикӑра

Муркаш районӗнчи прокуратура ачасем валли чарӑну тума хистенӗ.

Калайкассинчи вӑтам шкул умӗнче автобус кӗтсе тӑма ятарлӑ вырӑн пулман. Юр-ҫумӑр ҫунӑ чухне автобус кӗтсе тӑма пушшех те япӑх.

Прокуратура шкул умӗнче чарӑну туса пама хистенине кура халӗ район администрацийӗ ӑна вырнаҫтарнӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Туппай Сӗмӗл ялӗнче чылай вӑхӑт шывсӑр ларнӑ. Ҫавӑн пирки тӗнче тетелӗнче те пӑшӑрханса ҫыракансем пулнӑ. Пӑтӑрмах пирки пӗлсен вырӑнти прокуратура тӗрӗслев ирттерме йышӑннӑ.

Ялта ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗччен шыв пулман. Унӑн сӑлтавӗ — шыв башнин насусӗ ҫунса кайни.

Прокуратура тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн «Мариинский» муниципалитетӑн унитарлӑ предприятийӗ ҫине тӑманнине палӑртнӑ. Уншӑн предприяти директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакана административлӑ майпа явап тыттарса штрафлама йышӑннӑ. Унсӑр пуҫне шыв укҫине ҫӗнӗрен шутласа пама хистенӗ.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 58
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ӗмӗтленетӗр, пултарулӑхпа аппаланатӑр, кулленхи ыйтусем иккӗмӗш плана куҫӗҫ. Ҫӗнӗ туйӑмсенче тата пӗр шухӑшлисемпе хутшӑннинче хавхалану шырӑр. Халӗ тематика клубӗсене кайма тата туссемпе тӗл пулма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ