Пирӗнтен ытлашшиех инҫе те мар вырнаҫнӑ Удмурт Республикинче пӑтӑрмах сиксе тухнӑ — монополипе кӗрешекен вырӑнти тӳре-шара удмуртла тухакан рекламӑна вырӑсла кӑларттарасшӑн. Ку удмуртсене питӗ килӗшмен тет.
Ӗҫ-пуҫа Роскомнадзор пуҫарнӑ пулать. Пӗрре ҫапла удмуртсен хаҫатне пӑхнӑ май вӗсем реклама курнӑ та анчах вӑл вырӑсла пулманни тӳре-шарасене сисчевлентернӗ. Реклама пирки калакан саккуна туртса кӑларнӑ та унашкал хӑтланни ҫав саккуна пӑсать тесе пӗлтернӗ. Пӗлтерӳ вара Удмуртири наци театрӗнче Галина Романова вырӑнти сӑвӑҫӑн пултарулӑх каҫӗ пуласси пирки пулнӑ. Тӳре-шара шухӑшӗпе вырӑсла _кӑна_ пӗлекен ҫын капла пӗлтерӗве ӑнланмасть, ҫапла май вара вӑл пултарулӑх каҫне лекеймен.
Хаҫӑтӑн тӗп редакторӗ Зинаида Рябинина ӑнлантарнӑ тӑрӑх УФАС ӑнлантарӑвӗ ытла та ухмахла. Удмурт чӗлхипе тухакан хаҫата вырӑсла кӑна пӗлекен ҫын мӗн ӑспа алла илтӗр? Кунашкал йышӑну кӑларни вара удмурт чӗлхине хисеплеменни кӑна пулать имӗш.
«Удмурт Дунне» хаҫат 1915 ҫултанпа тухать. Нумай пулмасть вӑл хӑйӗн 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Хаҫат ӗмер тӑршшӗ удмуртла кӑна тухса тӑнӑ, унччен вӗсене унашкал пӗрре те айӑпламан.
ЧР Пенси службине ҫынсем тӑтӑшах шӑнкӑравлама тытӑннӑ-мӗн. Хваттерсем тӑрӑх ҫамрӑк ҫынсем ҫӳренине пӗлтернӗ вӗсем. Вӗсем хӑйсене Пенси фончӗн ӗҫченӗсем тесе паллаштараҫҫӗ иккен. Хайхискерсем 50 ҫултан ҫамрӑкрах ҫынсене пухӑнакан пенси пирки шухӑшлама ыйтаҫҫӗ-мӗн, килӗшӳ алӑ пусма сӗнеҫҫӗ.
РФ Пенси фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗнче ку патшалӑхӑн мар пенси фончӗсем нумайланнипе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Акӑ пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче кӑна 24 пенси фончӗ тытӑма кӗнӗ. Вӗсен элчисем клиентсен базине анлӑлатнӑ. Ҫав шутра — хваттерсем тӑрӑх ҫӳремелли те.
Чӑваш Енри пенси фончӗ ҫынсене хваттер тӑрӑх ҫӳрекенсенчен удостоверени ыйтма сӗнет. Килӗшӳ алӑ пусмалла-и? Кӑна вара кашни хӑй йышӑнать.
Раҫҫейӗн Федераци миграци службин Чӑваш Енри управленийӗн территорисенчи пайӗсем хӑйсен адресне ылмаштараҫҫӗ. Ҫакӑ вӗсем унччен тӗпленнӗ вырӑнтан урӑх ҫӗре куҫнипе ҫыхӑннӑ.
Аса илтеретпӗр, паспорт паракансем унччен шалти ӗҫсен пайӗсемпе пӗр ҫуртра ларатчӗҫ. Халӗ вӗсем тахҫантанпах расна тытӑмсем пулса тӑчӗҫ. Миграци тытӑмӗ паян паспорт панипе кӑна ӗҫлемест.
Пӗлтӗр Вӑрнар поселокӗнчи, Патӑрьелти, Хӗрлӗ Чутайри, Ҫӗмӗрлепе Куславкка хулисенчи пайсем урӑх вырӑна куҫса кайнӑ. Кӑҫал Комсомольскинчи, Шӑмӑршӑри, Вӑрмарти подразделенисем урӑх ҫуртсенче тӗпленнӗ.
Ҫӗнӗ ҫӗре Сӗнтӗрвӑрринчи, Кӳкеҫри, Йӗпреҫри, Пӑрачкаври уйрӑмсем те куҫса каймалла. Ку ӗҫе вӑраха хӑварасшӑн мар, ыйтӑва ытлашши тӑсса ямасӑр татасшӑн.
Путин ҫакӑн йышши ҫӗнӗ ведомство уҫма палӑртни пирки эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Халь вара ҫак агентствӑна кам ертсе пырасси пирки паллӑ пулнӑ — Путин хушӑвӗпе ҫак ҫемҫе пукана хальччен регионти «Альфа» ушкӑнӗн ертӳҫине Игорь Баринова шанса панӑ иккен. Вӑлах — Патшалӑх Думинче хӳтӗлев енӗпе ӗҫлекен комитетӑн председатель ҫумӗ те.
Ҫӗнӗ пуҫлӑх шухӑшӗпе наци тӗлӗшӗпе хальхи вӑхӑтра чи ҫивӗч лару-тӑру Кавказ тӑрӑхӗнче тӑрать. Чечня республикине вара ҫак ыйтупа ҫитӗнӳсем тунисен йышне кӗртнӗ.
Экспертсем палӑртнӑ тӑрӑх енчен те малтан нацисен хутшӑнӑвне ытларах культура тӗлӗшӗпе пӑхнӑ пулсан хальхи вӑхӑтра ку ыйту — наци хӑрушсӑрлӑхӗ.
Игорь Баринов Новочеркасскра ҫуралнӑ. 1990 ҫулта Ҫӗнӗ Ҫӗпӗрти аслӑ ҫар командовани училищине лайӑх вӗренсе пӗтернӗ. 1990–93 ҫулсенче 103-мӗш сывлӑш-десант дивизинче хӗсметре тӑнӑ, кайран ФСБ-ра ӗҫленӗ, регионти «Альфа» ушкӑнӗн ертӳҫи пулнӑ. Чечня Республикинче террористсене хирӗҫ операцисем ирттернӗ. 2003 ҫулта Патшалӑх Думине суйланса депутат вырӑнне йышӑннӑ.
Чӑваш Енӗн Финанс министерствин специалисчӗ Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра ҫӗнтернӗ. «Финанс пуҫламӑшӗ» конкурса «Раҫҫейӗн финансисчӗсен пӗрлӗхӗ» коммерцилле мар юлташлӑх йӗркеленӗ. Конкурса Раҫҫейӗн регионӗсен финанс тытӑмӗсен тата муниципалитетсенчи специалисчӗсем хӑйсен пултарулӑхне тӗрӗсленӗ.
Ҫӗршыв шайӗнчи конкурса кайма хӑюлӑх ҫитернисен хушшинче Чӑваш Енӗн Финанс министерствин виҫӗ специалисчӗ пулнӑ, Владимир Миронов, Ирек Ямалиев тата Алена Постнова. Вӗсем «Профессире чи лайӑххи» ятшӑн «Чи лайӑх ҫамрӑк финансист» номинацире тупӑшнӑ. Конкурса хутшӑннисен «2015-мӗш ҫулта тата 2016–2017-мӗш ҫулсенче хыснан тупӑш пайне ҫул-йӗрпе майсем» темӑпа ӑслӑлӑхпа практика ӗҫӗ ҫырма тивнӗ. Конкурсра Алена Постнова лауреат пулса тӑнӑ.
Раҫҫей Президенчӗ Наци ӗҫӗсемпе тимлекен федерации агентстви йӗркелеме сӗннӗ. Кун пирки Кремлӗн пресс-служби хыпарлать. Владимир Путин ҫӗршывӑн премьер-министрне Дмитрий Медведева ҫакна пӑхса тухса акан 15-мӗшӗ тӗлне сӗнӳсем тӑратма хушнӑ.
Наци ӗҫӗсем енӗпе тимлекен федераци агентстви наци тата конфесси хушшинчи хутшӑнусене мала кӑларса тӑратнӑ май Раҫҫейӗн нумай нациллӗ халӑхӗн пӗрлӗхне ҫирӗплетессипе ҫине тӑмалла. Кунсӑр пуҫне агентство халӑхсен этнокультурине аталантарассипе тӑрӑшмалла. Ҫак ыйтусемпе ҫыхӑннӑ федерацин тӗллевлӗ программисем те асӑннӑ агентство яваплӑхӗ шутланӗҫ.
Маларах ҫӗршывра кун пек ведомство пулнӑ. 2001 ҫулта ӑна пӗтернӗ. Унӑн тивӗҫне темиҫе министерствӑна пайласа янӑ. Патшалӑхӑн наци политикипе Регионсен аталанӑвӗн министерстви тимлеме пуҫланӑ. Пӗлтӗр вӑл министерствӑна пӗтерсе наци ыйтӑвне Культура министерствине панӑ.
Республикӑра кӑна мар, ҫӗршывӗпех коррупципе вирлӗн кӗрешеҫҫӗ. Ҫитес вӑхӑтра вара Чӑваш Енре «хӗрӳ лини» ӗҫлеттерсе ярасшӑн. Унта шӑнкӑравласа коррупци пирки пӗлтерме май пулӗ. Кун пирки Правительство ҫуртӗнчи ларура нумай пулмасть каланӑ.
Палӑртмалла: чылай ведомствӑра «шанӑҫ телефонӗ» пур. Вӗсен номерӗсемпе шӑнкӑравласа йӗркене пӑсни ҫинчен пӗлтерме пулать. Ҫав шутра — коррупци пирки те.
Тӗслӗхрен, РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗнче юлашки 2 ҫулта кунашкал шӑнкӑравсен шучӗ 30 процента яхӑн сахалланнине палӑртаҫҫӗ. Анчах пуҫиле ӗҫсен йышӗ улшӑнман.
Ведомство ертӳҫи шутланӑ тӑрӑх, ку тухӑҫлӑ ӗҫ кӑтартӑвӗ. Пӗлтӗр коррупци преступленийӗсем 540 миллион тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ. Хыснана ҫакӑн 60 процентне ҫеҫ тавӑрма май килнӗ.
Йӗрке хуралҫисем айӑплисене явап тыттарасшӑн кӑна мар, тӑкака хыснана тавӑрттарасшӑн та.
«Ҫыхӑнура» канашлура темӗнле ыйту тавра та калаҫаҫҫӗ. Халӗ акӑ Канаш хулипе ҫыхӑнни куҫа тӑрӑнчӗ.
Унта пӗлтернӗ тӑрӑх, Канаш хулин администрацийӗ ҫутҫанталӑкӑн черчен пайне, килсӗр-ҫуртсӑррисене ӗнтӗ, Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе «хӑйне евӗр парне» тунӑ.
Канашри Ӗҫ урамӗнчи ҫӳп-ҫапа пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен пуҫласа илсе тухма пӑрахнӑ-мӗн. Халӗ унта пӗр купа ҫӳп-ҫап йӑваланать-мӗн.
Канашлӑва хутшӑннисенчен хӑшӗ-пӗри айӑпа Шантенковӑпа Жураева ҫине йӑвантараҫҫӗ. Вӗсем Атӑлҫи экологи компанийӗнчен илсе хулари Хӗвелтухӑҫри ҫӳп-ҫап пемелли вырӑнпа хуҫаланасшӑн пулнӑ-мӗн. Анчах ӑна пачах хупса лартнӑ-мӗн.
Халӗ канашлуҫӑсем Шатенковӑпа Жураевӑна хулари ҫӳп-ҫапшӑн «тав тӑваҫҫӗ». Ҫынсем хулара кун пек ӳкерчӗк хуҫаланнӑшӑн намӑс пулнине пӗлтереҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн ӗҫлӗх службине 40 ҫулти Сергей Викторов ертсе пыма тытӑннӑ. Тивӗҫлӗ хушӑва республика Элтеперӗ пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ку тытӑмра Викторов 2011 ҫултанпа тӑрӑшма пуҫланӑ. 2013 ҫулхи кӗркунне ӑна Ӗҫлӗх службин ертӳҫин ҫумӗ пулма лартнӑ.
Ӗҫ биографине Викторов 1997 ҫулта Патӑрьел районӗнчи налук инспекцийӗнче пуҫланӑ. Тепӗр икӗ ҫултан вӑл Чӑваш патшалӑх университечӗн Патӑрьелти филиалӗне преподавателе, инженер-программиста куҫнӑ. Чӑваш Енӗн финанс министерствин Патӑрьел районӗнчи финанс расчечӗн автоматика тытӑмӗн программистӗнче те ӗҫленӗ. 2005 ҫулта ӑна Патӑрьел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне лартнӑ. Кайран темиҫе ҫул район администрацийӗнче ӗҫленӗ.
Икӗ хутчен аслӑ пӗлӳ илнӗ. Пӗрремӗшӗнче физикӑпа информатика специальноҫне алла илнӗ, кайран — укҫа-тенкӗпе кредит енӗпе. 2013 ҫулта Липецкри патшалӑх педуниверситетӗнче «Информацие хӳтӗлессин технологийӗ» специальноҫа вӗреннӗ.
Ӗнер Чӑваш Енӗн культура министрӗ Вадим Ефимов наци автономийӗсен ертӳҫисемпе тӗл пулнӑ.
Вӗсемпе министр Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине тивӗҫлӗ шайра ирттересси ҫинчен калаҫнӑ тесе хыпарлать Чӑваш наци конгресӗн пресс-служби.
Вадим Ефимов Ҫӗнтерӳ кунӗ тӗлне республикӑра епле мероприяти ирттерме палӑртнине каласа кӑтартнӑ. Сӑмахран, «Георгий ленти», «Вилӗмсӗр полк», «Салтак пӑтти» тата ытти акци ирттермелле. Вӑрҫа хутшӑннисен сӑнӳкерчӗкӗсене «Листок» ятлӑ организаци укҫасӑрах пичетлесе парассине пӗлтернӗ.
Автономисен ертӳҫисемпе ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ветерансем валли пысӑк концерт хатӗрлесси тата туслӑх аллеи уҫасси пирки калаҫса татӑлнӑ.
Наци пӗрлӗхӗсен ертӳҫисем хӑйсем ҫывӑх вӑхӑтра йӗркелеме палӑртнӑ мероприятисен планӗпе паллаштарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кашкӑр Микули, чӑваш сӑвӑҫи, юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Хусанта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи вырӑс мар халӑхсен пӗрремӗш пухӑвӗ иртнӗ. | ||
| Андреев Иван Андреевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Павлова Надежда Васильевна, чӑваш балерини ҫуралнӑ. | ||
| Парамонов Тимофей Парамонович, халӑх пултарулӑхне пухакан вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |