Паян культура министрӗпе наци юхӑмӗн шурсухалӗсем тӗл пулчӗҫ. Асаилтеретпӗр, ку тӗлпулӑва иртнӗ эрнекун, юпан 4-мӗшӗнче планланӑччӗ — элчӗ пулса кайма ҫавра сӗтелте Виталий Станьяла, Николай Егорова, Фёдор Мадурова тата Николай Максимова суйланӑччӗ. Тӗлпулӑва Фёдор Мадуров ҫеҫ ҫитеймен, вӑл хӑйӗн ӗҫӗсемпе паян тӑван тӑрӑхне тухса кайнӑччӗ.
Калаҫу ытларах енпе Чӑваш наци конгресӗ тавра пычӗ. Николай Егоров пулас «Амазония» парк пирки сӑмах хускатрӗ, анчах ку ыйтупа министр ӑна тепӗр хут каярах уйрӑммӑн тӗл пулма шантарчӗ.
— Калаҫу хӗрӳ пычӗ — тесе пӗлтерет Тимӗр Тяпкин. — Министрсем ҫине Станьял вӑйлӑ тапӑнчӗ, конгреса хатӗрленес ӗҫ питӗ сӳрӗккен пынипе кӑмӑлсӑр пулнине палӑртрӗ.
Виталий Станьял хальхи вӑхӑтра та ни кун йӗрки ҫуккине, ни резолюци проектне хатӗрлеменнине асӑнчӗ. Мандат, секретариат комиссийӗн проектне те никам курман пулас. Аслӑ пуху умӗн 2 эрне юлнӑ тӗле регионсене ЧНК Президенчӗн отчётне ярса пама вӑхӑт та тахҫанах ҫитнӗ — нихӑш наци культурин автономийӗн ертӳҫи те вӑл хута курман.
Федерацин миграци службин Чӑваш Енти управленине ӳлӗмрен ҫӗнӗ пуҫлӑх ертсе пырӗ.
Аса илтеретпӗр, асӑннӑ тытӑмӑн унчченхи ертӳҫи пирки сӗтев илнӗ, улталанӑ, ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе ӗҫ пуҫарнӑ хыҫҫӑн кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче ӗҫрен хӑтарнӑ.
Миграци службин ҫӗнӗ пуҫлӑхӗ Виталий Черничкин полковник унччен Чулхула облаҫӗнче ҫак тытӑмӑн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ. Вӑл 1971 ҫулта Казахстанри Кустанай облаҫӗнчи Затобольский поселокра ҫуралнӑ. 1992 ҫулта Алма-Атари ҫар училищине вӗренсе пӗтернӗ, тепӗр 11 ҫултан ШӖМӗн Чулхулари академийӗнче «Юриспруденци» специальноҫа алла илнӗ. Чылай ҫул ШӖМ тытӑмӗнче ӗҫленӗ.
Вӗсем ытти чух та хутпа ручкӑсӑр пурӑнмаҫҫӗ-ха. Анчах ҫав атрибутсене хальхинче вӗсем парта хушшине ларнӑ май тытнӑ.
Хӑйне евӗр пӗлӳ тӗнчине кӗрекеннисем — республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн специалисчӗсем. Вӗсен тӗллевӗ — хӑйсен квалификацине ӳстересси. 30 сехет хушшинче вӗсем мӗн вӗреннине кайран тепӗр хут аса илме тивӗ — ара, курс хыҫҫӑн вӗсен аттестаци витӗр тухмалла-ҫке. Тӗп тема — управлени ӗҫне хутсемпе тивӗҫтересси иккен.
«Чӑваш Ен аграрийӗсем ҫӗрле те ҫӗрулми кӑлараҫҫӗ», — тесе хыпарланине курма тиврӗ тӗнче тетелӗнчи ресурссенчен пӗринче ҫак кунсенче. Мӗн тӑвӑн ӗнтӗ, ҫанталӑкӗ ҫула пӳлсе пычӗ те, ҫак кунсенчи уяр ҫанталӑкпа хресчен ҫӗрле те усӑ курма ӑнтӑлнинчен тӗлӗнмелли ҫук ӗнтӗ. Ара, лартса ӳстерсе, ҫумласа-эмеллесе тӑкаклан-тӑкаклан та кайран хирте хӑвар-ха...
Ял хуҫалӑх предприятийӗсене аслӑ классенче вӗренекенсем, социаллӑ сферӑра тата ытти хӑш-пӗр отрасльте тӑрӑшакансем пулӑшма тухнӑ. Республикӑн аграри ведомстви те айккине пӑрӑнман. Унта ӗҫлекенсем иртнӗ шӑматкун Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Смак-Агро» тулли мар яваплӑ обществӑна тухса кайнӑ. Унта вӗсем 12 тонна кишӗр кӑларнӑ.
Чӑваш Енӗн аграрийӗсем нумаях пулмасть Чехи Республикине тухса кайнӑ. Официаллӑ йыша ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов ертсе пырать иккен. Делегацине вара пурӗ 12 ҫын кӗнӗ. Вӗсен шутӗнче республикӑн Суту-илӳпе промышленность палатин президенчӗ Игорь Кустарин, ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисем, фермер тата врач кӗнӗ.
Чехинче йыш асӑннӑ ҫӗршывӑн Аграри палатин президенчӗпе Ян Велебпа, суту-илӳ палатин вице-президенчӗпе Жосеф Силикпа тӗл пулнӑ. "Zemedelec» текен ял хуҫалӑх куравне уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ, пахча ҫимӗҫ тата чечек ҫстееркен предприятие ҫитсе курнӑ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, енсем килӗштерсе ӗҫлесси пирки ал пусмалла.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ пулма пилӗк ҫын — ҫав шутра республикӑн вӗренӳ министрӗ те пур — ӗмӗтленеҫҫӗ иккен. Кандидатсене аслӑ шкулӑн ӑсчахсен канашӗ тата Чӑваш Енти университетсемпе институтсен реткорӗсен канашӗ ырланӑ-мӗн.
Ректор пуканне куҫ хывнисем, тӳррипе, тата ытларах пулнӑ иккен. Анчах вӗсенчен пӗрне, улттӑмӗшне, Мускаври автотранспорт институчӗн Атӑлҫи филиалӗн директорӗн ҫумӗ Виталий Михайлов кирлӗ мӗнпур хута хатӗрлесе паман иккен. Ҫавна пула ӑна списока кӗртмен. Ҫапла вара кандидатсен йышӗнче — Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн диреткорӗ Юрий Исаев, Раҫҫейӗн халӑх хуҫалӑхӗн тата патшалӑх службин Шупашкарти филиалӗн кафедрин пуҫлӑхӗ Нина Семедова-Полупан, республикӑн вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов, Чӑваш патшалӑх университечӗн проректорӗ Андрей Александров, юлашкинчен асӑннӑ университетӑн кафедра пуҫлӑхӗ Анатолий Яковлев.
Сӑнавҫӑсен шучӗпе ректор пулас шанчӑк пилӗк кандидатран иккӗшӗн уйрӑмах пысӑк: республикӑн вӗренӳ министрӗн Владимир Ивановӑн тата Чӑваш патшалӑх университечӗн проректорӗн Андрей Александровӑн.
Вӑл е ку куҫман пурлӑх хуҫи камне пӗлме ӳлӗмрен питех те ҫӑмӑл пулӗ. Ҫакӑн валли Росреестра е Нумай ӗҫ тӑвакан центра пурлӑхӑн хуҫи кам иккенне калакан выписка пама ыйтса ҫырмалла. Ҫак ӗҫ хакӗ пӗтӗмпе те 200 тенкӗ кӑна тӑрать.
Выпискӑна 5 кун хушшинче ҫырса пыраҫҫӗ. Унта хваттерӗн е пӳртӗн е ытти ҫурт-йӗрӗн хуҫи хӑш вӑхӑтра кам пулнине кӑтартӗҫ. Маларах ун пек хыпара пурлӑх хуҫисем, правӑна сыхлакан тата патшалӑх органӗсем кӑна пӗлме пултарнӑ. Халӗ, ав, йӗрке ылмашӗ.
«Партизанла тата пиратла» тесе вӗсем видео тата сӑн ӳкерекенсем пирки калаҫҫӗ-мӗн. Асӑннӑ меслетсенчен пӑрӑнас тесе вӗсем хӑйсен регламентне улшӑну кӗртнӗ иккен.
Пӗр енчен, илӗртӳллӗ ылмашу — Депутатсен пухӑвӗн ларӑвне кирек кам та кӗме пултарни. Паспорт е хӑв кам пулнине ӗнентерекен урӑх документа кӑтартсан. Анчах пӗр «анчах» пур. Фото тата видео ӳкерме, диктофон ҫине ҫырма пурин те юрамасть. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсене чармӗҫ. Апла тума (чарма) саккун та ирӗк памасть-ха. Вӗсене массӑллӑ информаци хатӗрӗсем пирки калакан саккунпах фото тата видео ӳкерме, диктофон ҫине ҫырса илме ирӗк панӑ.
Ыттисене диктофонпа е ытти ҫавӑн йышши хатӗрпе ларма йышӑннин сӑлтавне уйрӑм парламентарисем ун пек информацие тӗнче тетелне вырнаҫтарнипе, тӗрӗсрех, ҫавсене ылмаштарса, касса-вакласа е сыпса-пӗрлештерсе лартнипе ҫыхӑнтарнӑ.
Ӗнер, авӑнӑн 9-мӗшӗнче, «Контактра» социаллӑ тетелте Республика Элтеперӗн Михаил Игнатьев ячӗпе уҫнӑ страницӑна хуратнӑ иккен. Ку акӑ мӗнпе ҫыхӑнма пултарнӑ. Нумаях пулмасть массӑллӑ информаци хатӗренче Михаил Игнатьев ячӗпе уҫнӑ страница хуҫине хирӗҫ Республика Элтеперӗн чысне вараланӑшӑн пуҫиле ӗҫе пуҫарса яма пултарни ҫинчен хыпар анлӑ сарӑлчӗ. Ку информаци, паллах, страницӑна уҫакана пӑшӑрхантарса яма пултарнӑ, ҫавӑнпа та вӑл суя аккаунта тетелтен хуратнӑ та пуль.
— Паянхи кун Михаил Игнатьевӑн твиттерта кӑна пӗртен-пӗр офицаллӑ аккаунт пур, — пӗлтереҫҫӗ Республика Элтеперӗн пресс-службинче.
«Контактра» тетелте ларакансем хушшинче Михаил Игнатьев страницине Шупашкар ҫынни мар, Волгоградра пурӑнакан Сергей Петров ятлӑ ҫын уҫнӑ текен сас-хура сарӑлнӑ. Нумай чухне Игнатьев ятран «Мухтанатӑп», «Пурте сире валли — Чӑваш Республика ҫыннисем» йышши ҫырусем янӑ пулнӑ. Ҫырури текстра характерлӑ йӑнӑшсем пулнине те сӑнанӑ.
Тӳре-шарана тӑватӑ кунлӑх ӗҫ эрни ҫине куҫарасшӑн. Перекетленӗ «кӗмӗле» хысна вӗрентекенсене тата хысна тытӑмӗнче ӗҫлекен ытти ҫынна шалу ӳстерсе пама ярасшӑн. «Кӗмӗле» перекетлемелли ҫакӑн пек хӑйне евӗр меслет сӗннӗ нумаях пулмасть Вологда облаҫӗн кӗпӗрнатторӗ Олег Кувшинников. Ҫапла-ҫапла, пирӗн патра мар.
Ку хыпара илтнӗ хыҫҫӑн, «Советская Чувашия» хаҫат, сӑмах май, республикӑри хӑш-пӗр тӳре-шарапа, профсоюз тата прокуратура ӗҫченӗсемпе тата тивӗҫлӗ канури ҫынпа калаҫнӑ, кун пек меслете вӗсем епле йышӑннипе кӑсӑкланнӑ. Никам та хапӑлланине палӑртман. Вӗренӳ министрӗн ҫумӗ Светлана Петрова вара ун пек хӑтланмасӑр та Чӑваш Енре педагогсен шалӑвне ӳстерсе пынине асӑнса хӑварнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кашкӑр Микули, чӑваш сӑвӑҫи, юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Хусанта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи вырӑс мар халӑхсен пӗрремӗш пухӑвӗ иртнӗ. | ||
| Андреев Иван Андреевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Павлова Надежда Васильевна, чӑваш балерини ҫуралнӑ. | ||
| Парамонов Тимофей Парамонович, халӑх пултарулӑхне пухакан вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |