Чӑваш Енре ҫынсене ӗҫ укҫи тӳлес енӗпе лару-тӑру лайӑхах мар. Паянхи кун тӗлне парӑм 28,5 миллион тенкӗпе танлашать.
Кӑтарту савӑнтармасть. Ку – Атӑл тӑрӑхӗнчи япӑххи. Ҫитменнине, республикӑра ӗҫ укҫи парӑмӗ чакмасть, ӳссех пырать. Ака уйӑхӗнченпе парӑм 1,6 процент ӳснӗ.
Танлаштармашкӑн: Мӑкшӑ Республикинче ӗҫ укҫин официаллӑ парӑмӗ 300 пин тенкӗ ҫеҫ. Пирӗн республика вара ку енӗпе япӑххисен йышӗнче.
Чӑваш Ен Правительствинчи канашлура ӗҫ укҫин парӑмне пӗчӗклетессине тӑтӑшах сӳтсе яваҫҫӗ. Анчах официаллӑ статистика ҫакӑн усси пуррине ҫирӗплетмест-ха.
2018 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа амӑшӗн капиталне Патшалӑх услугисен порталӗнче харпӑр кабинетра электронлӑ информаци евӗр илме май пур. Чӑваш Енре те ку документа ҫакӑн пек майпа илме пуҫланӑ. Хальлӗхе ҫакна кашни ҫын хӑйӗн ирӗкӗпе пурнӑҫлама пултарать.
Документа пенси фончӗн сайтӗнче харпӑр кабинетра хатӗрлемелле. Тӳре-шара кунашкал мелӗн икӗ паха ен пур тесе ӗнентереҫҫӗ. Пӗрремӗшӗ – пенси фондне каймалла мар, иккӗмӗшӗ – документ ҫухалмасть, лӳчӗркенмест.
Ҫак мелпе Чӑваш Енре чи малтан Улатӑр районӗнчи Григорьевсен ҫемйи усӑ курнӑ. Аса илтерер: амӑшӗн капиталӗ халӗ 453 пин те 26 тенкӗпе таншалать. Унпа ҫурт туянма, ачасене вӗрентме, сусӑр шӑпӑрлансене сиплеме, амӑшӗн пухӑнакан пенсине хывма ирӗк параҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта Вексельберг теплица хута яни пирки сайтра унччен пӗлтернӗччӗ. Кӑҫалхи кӗркунне унта пахча ҫимӗҫ ӳстерме тытӑнмалла.
Анчах малтан теплица комплексӗ патне асфальт сармалла. Ҫула вара республика хуснинчи укҫа-тенкӗпе тӑвӗҫ. «Чӑваш Енре промышленноҫ тата инвестици ӗҫӗн аталанӑвӗн фончӗ» АУ «Ҫӗнӗ Шупашкар» теплица комплексӗ» патне ҫул хывмашкӑн электронлӑ аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ.
Ку тӗллевпе республика хыснинчен 27 миллион та 795 пин тенкӗ уйӑрма хатӗр. Ҫул 962 метр тӑршшӗ, 6 метр сарлакӑш пулӗ. Ҫавӑн пекех теплица комплексне шывпа тивӗҫтермешкӗн 9 миллион та 100 пин тенкӗ тӑкаклӗҫ.
Ҫӗрпӳ хулинчи «Южный» (чӑв. Кӑнтӑр) микрорайонта шкул тума пуҫланӑччӗ. Республика Правительствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, строительство ӗҫне пӗлтӗрех вӗҫленӗ. Тата тӗрӗсрех каласан, объекта 2017 ҫулхи раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче хута янӑ. Анчах тавралӑха хӑтлӑх кӗртес ӗҫе, оборудовани кӳрсе килессине ҫуркуннене хӑварнӑ.
Пурнӑҫланӑ ӗҫсене тӳлеме республика хыснинче кӑҫал 53,2 млн тенкӗ пӑхса хӑварнӑ.
Виҫӗ хутлӑ шкулта пӗр сменӑра 1000 ача вӗренӗ. Ӑна хута ярсан Ҫӗрпӳри ачасем икӗ сменӑпа вӗренме пӑрахӗҫ. Хальхи вӑхӑтра иккӗмӗш сменӑна ҫӳрекен 301 ача пӗрремӗш сменӑра вӗренме пуҫлӗ. Ҫакӑ вӗсемшӗн те, вӗрентекенсемшӗн меллӗ пулӗ.
Шкула хӑтлӑх кӳресси епле шайра пулнине паян Иван Моторин премьер-министр хакланӑ.
Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ 33 ҫулти арҫынна полицейскисем 2 ҫул шыранӑ. Ӑна, ултав ӗҫӗпе аппаланнӑскере, тӗнче шайӗнчи шырава та панӑ.
Мӗнле хӑрушӑ ӗҫ тунӑ-ха ҫак арҫын? Владимир облаҫӗн ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ҫынсенчен 37 миллион тенкӗ кивҫен илнӗ. Хайхискер 2013-2016 ҫулсенче ҫынсен шанчӑкне кӗрсе «услама аталантармашкӑн» кивҫен илнӗ. Парӑм самаях – 37 миллион тенкӗ – пухӑннӑ. Кун хыҫҫӑн арҫын ӑна парса татма шухӑшламан та – полицирен тарнӑ. Ӑна федераци шыравне панӑ, кайран – тӗнче шайӗнчи шырава.
Ҫын йӗп мар-ҫке, тӑрук ниҫта та ҫухалаймасть. Арҫын ӑҫта пытанса пурӑннӑ тетӗр-и? Владимир облаҫӗнчи Никологорти чиркӳре.
Халӗ унти полицейскисем ӑна тытса чарнӑ. Ҫитес вӑхӑтра арҫынна Чӑваш Ене илсе килӗҫ.
Шупашкарта ҫуралнӑ Раҫҫей тава тивӗҫлӗ художникӗ, Шупашкарти художество училищине тата И.Е. Репин ячӗллӗ Санкт-Петербургри живопись, скульптура тата архитектура институтне вӗренсе пӗтернӗ, халӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче иллюстратор пулса ӗҫлекен художника Виктор Бритвина Александр Солженицын ячӗллӗ литература премине панӑ.
Наградӑна художник тӗнчери халӑхсен юмахӗсемпе халапӗсене паха капӑрлатнишӗн тата вырӑссен лагерь прозине художник-график куҫӗпе тарӑннӑн тишкернишӗн тивӗҫнӗ.
Виктор Бритвин алла ручка та тытать. 2004 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче унӑн «Царевич голубок» юмахӗ пичетленнӗ, 2015 ҫулта – «Господин аптекарь». Малтан каланӑ кӑларӑм ҫулталӑкри чи нумай вулакан кӗнеке шутне те лекнӗ.
«Про Город» хаҫат редакцийӗнчен Ҫӗнӗ Шупашкарти 44-мӗш ача пахчин 1-мӗш корпусне ҫӳрекен шӑпӑрлансен ашшӗ-амӑшӗ пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, унта тахҫанах юсав ирттермен, стена вара йӑтӑнать.
«Бассейн тахҫанах ӗҫлемест, стенасем йӑтӑнаҫҫӗ. Верандӑсем те авариллӗ лару-тӑрура, ҫумӑр ҫунӑ чухне ачасен пытанма та вырӑн ҫук. Ачасемшӗн хӑрушӑ», - тенӗ аслисем.
Ача пахчин заведующийӗ Людмила Шибанова лару-тӑрӑва ӑнлантарнӑ: хула администрацийӗнче юсав ирттермешкӗн укҫа уйӑрнӑ, проектпа смета документацине хатӗрленӗ. Анчах тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ҫакӑ палӑрнӑ: унта бассейна ӗҫлеттерме юрамасть. Юсав хыҫҫӑн, ахӑртнех, ача пахчинче спортзал пулӗ.
Юсав ӗҫӗсем ирттермешкӗн пӗтӗмпе 170 пин тенкӗ уйӑрса панӑ.
Пирӗн республикӑра автотуризма аталантарасшӑн. Ӗнер Чӑваш Енӗн Суту-илӳпе промышленность палатинче Ростуризм валли валли хатӗрленӗ инвестици проектне сӳтсе явассипе ӗҫлӗ лару иртнӗ. Унта «Развитие внутреннего и въездного туризма (2019-2025 годы)» (чӑв. Шалти тата тулашри туризма (2019-2025 ҫулсем) аталантарасси)» федераци программине тишкернӗ. Пирӗн республика «Чувашия – сердце Волги» (чӑв. Чӑваш Ен — Атӑл чӗри) туризм кластерне йӗркелесшӗн.
Туризмӑн тӗп направленийӗсен шутӗнче юханшыв круист туризмне, сиплев туризмне, услам туризма тата автотуризма асӑнаҫҫӗ. Автотуризма суйлакансем валли Чӑваш Енре «симӗс чарӑну» йӗркелесшӗн, Атӑл ҫыранӗн хӗрринче туристсене меллӗ канма май туса парасшӑн.
«Вятка» ҫул урлӑ иртекен Кӑкшӑм юханшывӗ урлӑ хывнӑ кӗпере ҫывӑх вӑхӑтра юсасшӑн. Унта «Чӑвашупрдор», Чӑваш Енӗн Строительство министерствин тата «Волгастройпроект» проект институчӗн специалисчӗсем пулнӑ, кӗпер пахалӑхне хакланӑ.
Вӗсем кӗпере тишкернӗ тӑрӑх, объект япӑхма пуҫланӑ. Автотранспорта каҫса ҫӳреме хӑрушӑ мар-ха, ҫапах та специалистсем хӑш-пӗр мера йышӑнмаллах тесе пӗтӗмлетнӗ. Сӑмахран, иртен-ҫӳрен машинӑсен хӑвӑртлӑхне кӗпер ҫинче чакармалли. Асӑрхаттаракан ҫынна кунӗн-ҫӗрӗн тӑратаймӑн, апла пулсан информаци щичӗсем кирлӗ.
Ӳлӗмрен кӗпере юсама тивӗ. Унччен вара проектпа шырав ӗҫӗсене ирттермелле.
Кӗпер тӑршшӗ 60 метр иккен. Унӑн тӗп пайне 1994 ҫулта тунӑ. Хӑш-пӗр ӗҫе вара 1988 ҫулта пуҫланӑ.
Паян, Ҫӗнтерӳ кунӗнче, Шупашкарти икӗ музейра кирек кама та тӳлевсӗр кӗртӗҫ.
Чӑваш наци музейӗ хӑйӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫар мухтавӗн музейне тата В.И. Чапаев ячӗллӗ музея тӳлевсӗр кӗме май туса панӑ. Сӑмах май каласан, асӑннӑ икӗ учреждени те Чӑваш Енӗн наци музейӗн филилӗсем шутланаҫҫӗ.
Ҫав мухтавӗн музейӗнче «Живая Память» (чӑв. Чӗрӗ астӑвӑм) акци иртӗ. Унта хутшӑнакансем «Дороги Победы» (чӑв. Ҫӗнтерӳ ҫулӗсем) квеста (акӑлчан чӗлхинчен кӗнӗ ҫак сӑмаха приключени тесе ӑнланмалла, чӑвашларах каласан вӑл мыскара тенине пӗлтерет) хутшӑнайӗҫ. Музей Шупашкарти Ехрем хуҫа купса бульварӗнчи 10-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Телефон номерӗ: 62-01-78.
В.И. Чапаев ячӗллӗ музея Василий Чапаев ячӗллӗ дивизи ветеранӗсене тӗл пулӑва йыхравланӑ. Культура учрежденийӗ Шупашкарти Ленин проспектӗнчи 46-мӗш «А» ҫуртра вырнаҫнӑ. Телефон номерӗ: 56-20-61.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.08.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 29 - 31 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Колхоз хаҫачӗн» (халӗ «Пурнӑҫ ҫулӗпе») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Шупашкарта Чӑваш вӗрентекенӗсен институчӗ уҫӑлнӑ. | ||
| Григорьев Пётр Григорьевич, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |