Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: утӑ

Хулара

Мотоблок ҫине утӑ тиенӗ водитель инҫе каяйман – ӑна ҫул-йӗр ӗҫченӗсем тытса чарнӑ. Пакунлисем ӑна утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнче чарма ыйтнӑ. Водителе административлӑ майпа явап тыттарнӑ.

Мотоблоксен ҫулпа ҫӳреме юраманнине пӗлнӗ-ши вӑл? Руль умӗнчи арҫын ашшӗ-амӑшне пулӑшма шухӑшланӑ-мӗн. Лешсем хулара ҫуртра пурӑнаҫҫӗ, выльӑх-чӗрлӗх тытаҫҫӗ. Утӑ турттармалли урӑх транспорт ҫук-мӗн.

Патшалӑх автоинспекцийӗ асӑрхаттарнине шута илӗр: мотоблок пурте усӑ куракан ҫулпа ҫӳремелли транспорт мар. Ял хуҫалӑхӗнче усӑ курмаллискер транспорт шутланмасть.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Ҫӗртме уйӑхӗ ҫитсен ял халӑхӗн хӗрӳ тапхӑр пуҫланать. Ҫӗр ӗҫченӗ хӗл валли выльӑх-чӗрлӗх апачӗ хатӗрлеме тытӑнать. Ҫавна май республикӑри районсенче хӗрсе кайсах утӑ ҫулаҫҫӗ.

Хальлӗхе нумай ҫул ӳсекен 7 пин тонна курӑк ҫулса илнӗ, 342 тонна утӑ, 5 пин ытла тонна сенаж хатӗрленӗ.

Пуринчен те малта Елчӗк районӗ пырать. Кунта 2 пин ытла гектар ҫӗр ҫинчи курӑка ҫулса илнӗ ӗнтӗ.

Вӑрнар районӗнче те ӗҫ хӗрӳ пырать. Карл Маркс ячӗллӗ ял хуҫалӑх предприятийӗн кӑҫал 900 мӑйракаллӑ шултра выльӑх валли апат хатӗрлемелле. Вӗсем сумалли ӗне валли уйрӑмах паха утӑ хатӗрлеҫҫӗ. Нормӑсене пӑхӑнаҫҫӗ, ку сӗт суса илессине, унӑн пахалӑхне ӳстерме пулӑшать. Уй-хирте вӗсен пӗлтӗр туяннӑ ҫӗнӗ техника ӗҫлет.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне карьерӑра ӳсмелли майсем туса парӗ, анчах ниме пӑхмасӑр йӑлт пӗлме тӑрашни, хӑвӑрӑн позицие ҫине тӑрса ӗнентерни ҫӗнӗ шухӑшсене пурнӑҫа кӗртме чӑрмантарӗ. Тӑрук вӑй пӗтни тупӑша тума чӑрмантарӗ.

Чӳк, 19

1942
84
Бараев Владимир Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1951
75
Ромашкин Валериан Фёдорович, «Канаш» (Чӗмпӗр) хаҫатӑн пӗрремӗш редакторӗ ҫуралнӑ.
1988
38
Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ вилнӗ.
1993
33
Упамса вӑрман хуҫалӑхне йӗркеленӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть