Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: уявсем

Раҫҫейре
dzen.ru сайтри сӑн
dzen.ru сайтри сӑн

Раҫҫей Ӗҫлев министерстви раштав уйӑхӗн 31-мӗшне официаллӑ майпа канмалли кун тӑвасшӑн. Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, нумай ҫын кун пирки ыйтать.

Анчах кӑҫалах пулмӗ ку. Ӗҫлев министерстви канмалли куна 2025 ҫулта кӗртме сӗнет. Ун чухне раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗ юнкуна лекет.

Кӑҫал Раҫҫей ҫыннисем раштавӑн 31-мӗшӗнче ахаль те канӗҫ. Раштавӑн 29-31-мӗшӗсем ӗҫлемелли кунсем пулмӗҫ. Раштавӑн 28-мӗшӗнче, шӑматкун, ӗҫлӗпӗр. Ун вырӑнне раштавӑн 30-мӗшӗнче канӑпӑр. Раштавӑн 31-мӗшӗнче вырсарникуна лекнӗ кӑрлачӑн 7-мӗшӗшӗн канӑпӑр.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ку уйӑхра хушма 2 кун канмалли пулӗ. Ку уявсемпе ҫыхӑннӑ. Ҫитес эрнере, юнкун, канӑпӑр. Ун чухне Раҫҫей кунӗ пулӗ. Ҫӗртмен 11-мӗшӗн уяв умӗнхи кун пулнӑран ӗҫ кунне 1 сехет кӗскетӗҫ.

Канмалли тепӗр кун ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Республика кунӗнче, пулӗ. Ун чухне Чӑваш Ен Республика кунне паллӑ тӑвать. Анчах уявра пирӗн регионти организацисем кӑна канӗҫ. Предприятин ертӳлӗхӗ урӑх регионта та тӑк, ахӑртнех, вӗсем ахаль чухнехи пекех ӗҫлӗҫ.

 

Чӑвашлӑх

Мускавра ирттерекен чӑваш Акатуйне анлӑн уявлама палӑртаҫҫӗ. Унта вӑйӑ картине тӑрӗҫ, тӗрлӗ конкурс иртӗ, чӑвашла юрӑсем янӑрӗҫ. Уяв ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ВДНХра пулӗ.

Акатуй 12 сехетре «Халӑхсен туслӑхӗ» фонтан тавралли вӑйӑ картипе 12 сехетре уҫӑлӗ.

Раҫҫей кухнин ҫуртӗнче чӑваш апат-ҫимӗҫӗпе паллаштарӗҫ. Спорт контурӗнче кӗрешӳ енӗпе ӑмӑртӗҫ.

Фонтан умӗнчи лапамра 13 сехет те 30 минутран пуҫласа 18 сехетчен спектакль сыпӑкӗсене, наци йӑли-йӗркине кӑтартӗҫ.

Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн тата «Ҫавал» ансамблӗн, фольклор коллективӗсен, артистсен концерчӗ 18 сехетре пуҫланӗ.

20 сехетре сцена ҫине Августа Уляндина тата «Ярды» ушкӑн, Алексей Московский тата ыттисем тухӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mintrud_21/5895
 

Культура
www.zp21ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.zp21ru сӑнӳкерчӗкӗ

Муркаш тӑрӑхӗнчи Лантӑш ялӗ патӗнчи уҫланкӑра Акатуй иртӗ. Уява муркашсем ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче пуҫтарӑнӗҫ. Асӑннӑ уява ҫурхи ака-суха ӗҫне вӗҫлесен ирттереҫҫӗ.

Акатуй 11 сехетре уҫӑлӗ, 12 сехет те 30 минутра уҫланкӑра концерт пуҫланӗ. Сцена ҫине малтан округри пӗрлештернӗ хор тухӗ, унтан – тӗрлӗ коллектив. Спорт ӑмӑртӑвӗсем иртӗҫ, ача-пӑча лапамӗсем ӗҫлӗҫ.

 

Хулара
Олег Николаевӑн Телеграмри каналӗнче илнӗ сӑнӳкерчӗк
Олег Николаевӑн Телеграмри каналӗнче илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарӑн 555 ҫулхине ҫурла уйӑхӗн 15-18-мӗшӗсенче уявлӗҫ. Ун чухне Шупашкара легендарлӑ «Стрижи» пилот ушкӑнӗ тата халӑх юратакан ҫӗршыври паллӑ юрӑҫ Шаман килӗҫ.

Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Олег Николаев Телеграмри хӑйӗн каналӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк тӑршшӗпех тӗрлӗ пысӑк объект: спорт, вӗренӳ учрежденийӗсем, промышленность производствисем, туризмпа хӑнасене йышӑнакан объектсем уҫӑлӗҫ. Юсаса ҫӗнетнӗ Шупашкарти аэропорта та кӑҫал уҫасшӑн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/oanikolaev/5720
 

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫӗнтерӳ кунӗнче ырӑ йӑлана малалла тӑсӗҫ – ретро-троллейбус хула урамӗсемпе ҫула тухӗ. 1-мӗш маршрутпа ҫӳрекен транспорта 9-11 тата 14-17 сехетсенче ларма май пур.

Ретро-троллейбуса «Ӑслӑ транспорт» сарӑмра «Р» саспаллипе паллӑ тунӑ. Ӑна buscheb.ru сайтра та курма пулать.

ЗИУ-5 троллейбус рейса 1964 ҫулта пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. Ӑна 2019 ҫулта юсанӑ. Унтанпа ӑна уявсенче маршрута кӑлараҫҫӗ.

 

Республикӑра
Маргарита Мельникова сӑнӳкерчӗкӗ
Маргарита Мельникова сӑнӳкерчӗкӗ

Паянхи кун тӗлне пирӗн республикӑра Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ 65 ветеран пурӑнать. Вӗсенчен чи асли – Етӗрнери Иван Ермолаев. Иван Васильевич кӑҫал 105 ҫултарӗ.

Вӑрҫа хутшӑннисен арӑмӗсем республикӑра — 968-ӑн; 2,5 пине яхӑн тыл ӗҫченӗ, концлагерсенче ачалла пулнӑ 26 ҫын, блокадӑри Ленинградра пурӑннисем 24-ӑн.

Хальхи вӑхӑтра хулари тӳре-шара вӑрҫӑ ветеранӗсене киле ҫитсе саламлать. Паян ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова тата Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӑн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Аркадий Скворцов Агриппина Янукович патӗнче пулнӑ.

 

Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Ҫӗнтерӳ кунӗнче, Шупашкарта салют пулмӗ. Ун вырӑнне тӳпере прожекторсем ялкӑшӗҫ. Ҫапла иртӗ «Ҫӗнтерӳ пайӑркисем» патриотлӑх акцийӗ.

Ҫав кун прожекторсем тӳпене каҫхи 8 сехетрен пуҫласа 11-ччен ҫутатӗҫ. Прожекторсене «Ҫӗнтерӳ» паркӗнче тата Ленин проспектӗнче ларакан «Ӗҫ паттӑрлӑхӗн хули» стелла патӗнче вырнаҫтарӗҫ.

Аса илтерер: каҫал «Вилӗмсӗр полк» акци те парад та иртмӗҫ.

 

Республикӑра
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре пурӑнакан Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев саламлать.

Республикӑн тӗп хулинче унӑн открыткисене халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центр ӗҫченӗсем ҫитерсе параҫҫӗ.

«Сире 1941-1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи Ҫӗнтерӳпе вӗҫленнӗ кун ячӗпе саламлатӑп!

Ҫӗнтерӗве пысӑк тӳпе хывнӑшӑн, пирӗн ҫӗршывшӑнтата пирӗн халӑхшӑн тӑрӑшса паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн чӗререн тав тӑватӑп.

Сире ырлӑх-сывлӑх, тӑнӑҫлӑх, телей сунатӑп», — тесе саламланӑ Элтепер.

Ӗнер саламлӑ открыткӑна 95 ҫулти Роза Николаева патне ҫитернӗ.

 

Чӑваш чӗлхи
Телеграмри "Чӑваш Ен калаҫать" каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
Телеграмри "Чӑваш Ен калаҫать" каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Паян пирӗн республикӑра Чӑваш чӗлхи анлӑн уявланӑ. Ӑна шкулсемпе ача пахчисенче, социаллӑ учрежденисенче ирттернӗ. Шупашкарти Иван Яковлев палӑкӗ умӗнче митинг пулнӑ.

Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Мӑштавӑшра та ҫак ятпа пуҫтарӑннӑ. Унти Мӑштавӑш ялӗнче пурӑнакансем тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлев ҫуралнӑ кунне паллӑ тума вырӑнти Уйӑп Мишши музейӗ умне пысӑк йышпа тухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvashenkalasat/908?single
 

Страницӑсем: 1 ... 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, [18], 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, 28, ... 175
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне тухӑҫлӑ иртӗ. Карьерӑна тата укҫа-тенкӗ пырса тивекен ыйтусене татса пама тивӗ. Тен, паллашусем е интереслӗ тӗлпулусем пулӗҫ, вӗсем пуласлӑха витӗм кӳрӗҫ. Ӗҫпе канӑва шайлаштарӑр, сывлӑха тимлӗх уйӑрӑр. Финанс лару-тӑрӑвӗ йӗркеллех — тен, хушма тупӑш пулӗ.

Пуш, 19

1936
90
Корнилов Геннадий Емельянович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ.
1954
72
Шиманский Михаил Петрович, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн директорӗ ҫуралнӑ.
1960
66
Деверинская Александра Тимофеевна, чӑваш спорт ӑсти ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ