
Республикӑра ҫӗнӗ уяв пулӗ. Малашне Ял хӗрарӑмӗн уявне паллӑ тума тытӑнӑпӑр. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Уява юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче паллӑ тума йышӑннӑ. «Ялта пурӑнакан хӗрарӑмсен общество пурнӑҫӗнчи рольне ӳстерес, агропромышленноҫе, ялти социаллӑ сферӑна тата предпринимательлӗхе аталантарас тӗллевпе Чӑваш Республикинче Ял хӗрарӑмӗн уявне ҫирӗплетес» тенӗ документра. Уява йышӑнас пуҫарупа республикӑри Хӗрарӑмсен пӗрлӗхӗ тухнӑ. Ӑна Элтеперӗн мӑшӑрӗ Наталья Николаева ертсе пырать.
Аса илтерер: Олег Николаев Элтепер пулнӑ чухне Ашшӗн кунне (юпа уйӑхӗнчи юлашки вырсарникун паллӑ тӑваҫҫӗ), Чӑваш тӗррин кунне (чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗ), Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисен строителӗсен кунне (юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ) паллӑ тума йышӑннӑ.

Паян Республика кунӗнче Шупашкарта каҫхине хӑш-пӗр общество транспорчӗ маршрутне улӑштарӗ. Ҫакна ҫынсемшӗн уяв хыҫҫӑн киле таврӑнма меллӗ пултӑр тесе тӑваҫҫӗ.
Улшӑнусем 21 сехетрен пуҫласа 22 сехет ҫурӑччен пулӗҫ. 62-мӗш троллейбус Калинин урамӗпе тата Мускав проспекчӗпе иртӗ, малалла – маршрутпа.
61-мӗш троллейбус Президент бульварӗпе кайса филармони таран ҫитӗ, каялла – Ленин проспекчӗпе Хула ҫум вокзалне кайӗ, малалла – маршрутпа.
20-мӗш троллейбус Ленин проспектне анӗ, Мускав проспекчӗ еннелле кайӗ, малалла – маршрутпа.
13-мӗш автобус Президент бульварӗпе филармони таран ҫитӗ, унтан Калинин урамне ҫаврӑнӗ те «Ҫӗнӗ хула» микрорайона кайӗ.
Уяв программи вӗҫленнӗ тӗле кӳлемеке резерври автобуссемпе троллейбуссене ярӗҫ.

Дагестанра чӑвашла юрланӑ. Асӑннӑ республикӑра «Горцы» ятпа фольклорпа йӑлана кӗнӗ культурӑн пӗтӗм тӗнчери фестивалӗ иртнӗ. Унта ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи тата чикӗ леш енчи 1000 ытла ҫын хутшӑннӑ.
Фестиваль вӑхӑтӗнче концерт кӑтартнӑ, ярмӑрккӑсем, ӑсталӑх лаҫҫисем ӗҫленӗ, куравсем уҫӑлнӑ, цирк ӳнерӗн уявӗ, пултарулӑх акцийӗсем иртнӗ. Мероприятисем Махачкала, Дербент, Каспийск, Кизилюрт, Кизляр, Хасавюрт хулисенче тата регионӑн тӗрлӗ районӗнче иртнӗ.
Дагестан Республикин Культура министерстви йыхравланипе фестивале Чӑваш Енри Валентина Семенова юрӑҫ хутшӑннӑ. Вӑл фестивалӗн темиҫе лапамӗнче илемлӗ чӑвашла юрӑсем шӑрантарнӑ. Унӑн репертуарӗнче — автор юррисем.

Ыран, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнче Республика кунне уявлӗҫ. Вӑл Кӳкеҫ ҫумӗнчи Ҫырмапуҫ ялӗнче пулӗ.
Республика кунӗнче Пӗтӗм чӑвашсен акатуйӗ те иртӗ. Хӗвеллӗ ҫарана ҫынсене районти тӗрлӗ ялтан автобуспа турттарӗҫ. Тутаркасси енчен унта 171-мӗш автобуспа ҫитме май килӗ, Апаш енчен — 222-мӗшпе. Общество транспорчӗпе ҫитсе пӗтме меллех мар вырӑнсенчен трансфер йӗркелӗҫ. Сӑмахран, Кӳкеҫри Совет урамӗнчи 4а-мӗш ҫурт патӗнчен ятарлӑ транспорт ҫак вӑхӑтра хускалӗ: 08:30; 09:30, 10:30, 11:30, 12:30, 14:30, 15:30, 16:30, 17:30, 18:30, 20:00, 21:00. Хӗвеллӗ ҫарантан Кӳкеҫе 09:00, 10:00, 11:00, 12:00, 14:00, 15:00, 16:00, 17:00, 18:00, 19:00, 20:30, 22:00 сехетсенче килме май килӗ.
Ишексемпе Ишлей тӑрӑхӗнче пурӑнакансем валли те транспорт пулӗ. Транспорт Ишекрен 08:00, 10:00, 12:00, 14:00, 18:00 сехетсенче хускалӗ, Ишлейрен: 08:25, 10:30, 12:30, 14:30, 17:30. Акатуй лапамӗнчен каялла кайма 09:00, 11:00, 13:00, 15:00, 17:00, 19:00 сехетсенче май килӗ.

Улатӑр округӗнче пурӑнакан Синяевсем 50 ҫултан ЗАГСа каллех пынӑ. Хальхинче вӗсене унта ылтан туйпа саламланӑ.
Валерипе Мария 1975 ҫулта Ҫӗнӗ ҫула кӗтсе илнӗ кун паллашнӑ. Вӗсем тусӗсемпе пӗр ушкӑна лекнӗ. Каччӑ хӗре тӳрех куҫ хывнӑ, уяв хыҫҫӑн киле ӑсатма ирӗк ыйтнӑ. Ҫапла пуҫланӑ вӗсем туслӑ ҫӳреме. Пурӑна киле ҫамрӑксем ҫемье ҫавӑрнӑ.
Вӗсем халӗ те алӑ усса лармаҫҫӗ. Валерий Алексеевич ҫӑмӑл атлетикӑпа кӑсӑкланать. Мария Петровна вара тӗрлеме, ҫыхма юратать, сиплӗ курӑксенчен усӑллӑ чейсем хатӗрлет.
Синяевсем икӗ ывӑл ӳстернӗ. Владимир – режиссер, Сергей – юрист. Иккӗшӗ те нумай ачаллӑ ашшӗ. Синяевсем халӗ ултӑ мӑнукпа савӑнса пурӑнаҫҫӗ.

Социаллӑ сферӑра ӗҫлекенсем паян професси уявне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ку отрасльте чун ӑшшине ыттисемшӗн шеллемен ҫынсем сахал мар. Вӗсенчен пӗри — Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрти Александра Смирнова.
Александра Львовна паян пай заведующийӗнче тӑрӑшать. Анчах ку должноҫе хӑйне шанса париччен вӑл социаллӑ ӗҫчен пулса та, ахаль специалистра та тӑрӑшнӑ. Социаллӑ сферӑна Хӗрлӗ Чутай хӗрӗ амӑшне кура суйланӑ. Вӑл вырӑнти ваттисен ҫурчӗн заведующийӗнче ӗҫленӗ.
Паян Александра Львовна ӗҫре ӗлкӗрсе пынипе пӗрлех лайӑх машӑр та, амӑшӗ те, кин те. Вӑл упӑшкипе виҫӗ хӗр ӳстерет. Александра Львовна ачисемпе тата хунямӑшӗпе пӗрле тӗрлӗ конкурса та хастар хутшӑнать.

Ку ӗҫ эрни, эрнере пилӗк кун вӑй хуракансемшӗн, кӗске пулӗ. Ҫакӑ Раҫҫей кунӗпе ҫыхӑннӑ. Аса илтеретпӗр: ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ.
Кӑҫал Раҫҫей кунӗ эрнекуна лекет. Ҫавна май виҫӗ кун канмалла: эрнекун, шӑматкун тата вырсарникун – ҫӗртме уйӑхӗн 12-14-мӗшӗсенче.
Уяв умӗнхи ӗҫ кунӗ, кӗҫнерникун, вара, РФ Ӗҫ кодексӗпе килӗшӳллӗн, 1 сехет кӗскерех пулӗ.
Палӑртса хӑварар: Чӑваш Республикинче пурӑнакансене ҫӗртме уйӑхӗнче тепӗр канмалли кун кӗтет – ҫӗртмен 24-мӗшӗнче. Ун чухне Республика кунне паллӑ тӑваҫҫӗ.

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев влаҫ оргнаӗсен официаллӑ порталӗнче Эколог кунӗпе салам вырнаҫтарнӑ.
«Паянхи професси уявӗ хӑйӗн пурнӑҫне Раҫҫейпе Чӑваш Енӗн хӑйне евӗрлӗ ҫут ҫанталӑкне сыхласа хӑварас ӗҫе халалланӑ мӗнпур ҫынна – ҫут ҫанталӑка сыхлакан ведомствӑсен ӗҫченӗсене, инженерсене, ӑсчахсене, общество ӗҫӗн хастарӗсене тата отрасль ветеранӗсене – пӗрлештерет.
Экологин лайӑх тӑрӑмӗ вӑл – отрасль тӗллевӗ ҫеҫ мар, кашни ҫын пурнӑҫӗн тата кирек хӑш регионӑн ҫирӗп аталанӑвӗн никӗсӗ те. Ҫӗршывра ҫавӑн ятлӑ наци проекчӗ пурнӑҫланать. Таса сывлӑш, таса шывсемпе вӑрмансем тата ҫӗре типтерлӗн упрани хальхи тата пулас ӑрусен пурнӑҫ пахалӑхне палӑртаҫҫӗ. Проект пуҫаракан ӗҫ-хӗл шутӗнче – территорисене тӑтӑшах тӗплӗн тасатса тирпейлесси, хупӑ цикллӑ экономикӑна аталантарасси, пурнӑҫ тӗрлӗлӗхне сыхласа хӑварасси тата экологи туризмне йӗркелесси.
Сирӗн кулленхи тата питӗ яваплӑ ӗҫӗре пула Чӑваш Ен экологи лару-тӑрӑвӗ тӗлӗшпе ҫиччӗмӗш ҫул ӗнтӗ Раҫҫейри чи лайӑх вунӑ регион шутне кӗрет, мониторингӑн юлашки кӑтартӑвӗсем вара эпир улттӑмӗш вырӑнта тӑнине ҫирӗплетеҫҫӗ», — палӑртса хӑварнӑ вӑл саламра.

Паян, Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун, пирӗн республикӑра «Сик! Тух!» этноуяв иртнӗ. Ӑна ҫемьесем валли республикӑн кашни муницпалитетӗнчех йӗркеленӗ. Шупашкарта та ун пекки иртнӗ. Унти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра кӑкӑр ачисемпе яшпа пике ҫулне ҫитнӗ ачасем таранах хутшӑннӑ. Хӑйсем ҫеҫ мар, ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле.
Этноуява ирттернӗ май унта вӑйӑ картине тӑнӑ, чӑвашла юрӑсем шӑрантарса карталанса утнӑ. Чӑваш такмакӗсем каласа ташша ҫапнӑ. Чӑвашла юрӑсене унти «Палан» ансамбль шӑрантарнӑ.
Ҫемьесем валли йӗркеленӗ уявра «Пӑхаттир» ятпа спорт вӑййисем те иртнӗ. Кунсӑр пуҫне тата чӑваш эрешӗсемпе ӳкерсе ҫӗмье гербне ӑсталанӑ.

Ыран республикӑра – «типӗ саккун», нихӑш лавккара та эрех-сӑра сутмӗҫ.
Ыран – Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун. Ҫавна май мӗнпур лавккара эрех сутма чарнӑ. Сутма юраманни йышне алгоколӗн пур тӗсӗ те кӗрет: эрех, сӑра, сидр, сӑра коктейлӗсем. Чару кунӗпех вӑйра пулӗ.
Ку «типӗ саккунӗ» кафесемпе ресторансене кӑна пырса тивмӗ. Вӗсем сӗтел хушшинче уяв паллӑ тӑвакансене ҫавӑн пекех эрех-сӑра пама пултарӗҫ.
Аса илтерер: республикӑра ачасемпе ҫыхӑннӑ уявсенче лавккара эрех-сӑра сутма чараҫҫӗ: Пӗлӳ кунӗнче, Юлашки шӑнкӑравра, Ӑсату каҫӗнче.
