Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Ҫын валли шӑтӑк ан алт, хӑвах кӗрсе ӳкӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: фестивальсем

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкарта Республика кунӗнче кӑҫал та Фейерверксен фестивалӗ пулмӗ. Вӑл уяв программинче ҫук. Фестиваль пӗлтӗр те иртмен.

Фестиваль пӗрремӗш хут 2008 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 9-11-мӗшӗсенче пулнӑ. Кайран ӑна Республика кунӗнче ирттерме тытӑннӑ. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 23-24-мӗшӗсенче иртнӗ. Пӗлтӗр вара фестивале хӑрушсӑрлӑха пула йӗркелемен. Кӑҫал та ҫаплах.

Аса илтерер: уявра Шупашкара Раҫҫейри паллӑ юрӑҫ Татьяна Куртукава килет. Кунсӑр пуҫне Зыкина ячӗллӗ «Раҫҫей» ансамбль юрӑ-ташӑпа савӑнтарӗ.

 

Культура

Шупашкарта тепӗр мурал пулӗ. Ӑна Хӗвеллӗ урамӗнче ӳкерӗҫ. Мурал «Хальхи тата иртни» ятлӑ пулӗ. Авторӗ — «ФормаАРТ» фестивале хутшӑнакан Яна Ежова.

Атӑлҫи тӑрӑхӗнче «ФормАРТ» фестиваль улттӑмӗш хут иртет. Унта 18-35 ҫулсенчи ӳнерҫӗсем хутшӑнаҫҫӗ. Кӑҫал фестивале Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин ҫулталӑкне халалланӑ. Ҫӗнтерӳҫе 200 пин тенкӗ преми парӗҫ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑншӑн – 150 тата 100 пин тенкӗ.

Яна Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче ӗҫлет, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУра магистратурӑра вӗренет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chebcult21/14314
 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ тӗрӗк халӑхӗсен пӗтӗм тӗнчери «Науруз» фестивалӗнчен таврӑннӑ. Унта вӑл Марина Карягина пьесипе лартнӑ «Ҫӗн Кун Ачи» спектакльпе хушӑннӑ. Фестиваль Хусанта иртнӗ.

Спектакль умӗн иртнӗ пресс-конференцире театр директорӗ Ольга Иванова тата Борис Манджиев режиссёр спектакле епле хатӗрлени ҫинчен каласа кӑтартнӑ. «22 ҫул ҫеҫ пурӑнса ҫавӑн чухле ӗҫ туса хӑварма пултарнӑ ҫын чухлӗ эпир хамӑр ӗмӗрте тӑваймӑпӑр. Чӑваш Ен ун пек ҫын пуррипе мӑнаҫланать. Спектакль урлӑ манӑн ҫамрӑк кураканран 25 ҫулта вӑл тӑван ҫӗршывшӑн хӑйӗн ҫине ҫавӑн чухлӗ яваплӑх илме тата уншӑн пурнӑҫне пама пултарассине ыйтас килчӗ», — каласа кӑтартнӑ рассказал Борис Наминович.

Тӗрӗк халӑхӗсен XVII «Науруз» пӗтӗм тӗнчери фестивалӗн ҫӗнтерӳҫисене ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче палӑртӗҫ тата чыслӗҫ.

 

Культура
Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта кӑҫал та пукане театрӗсен «Карусель сказок» (чӑв. Юмахсен каруҫҫелӗ) фестивалӗ иртнт. Мероприятисем ҫӗртме уйӑхӗн 22-24-мӗшӗсенче пулӗҫ.

Театр ҫав кунсенче 15 ытла коллектива йышӑнӗ.

Аса илтерер: фестивалӗн пӗрремӗш тапхӑрӗ ҫу уйӑхӗн 7-10-мӗшӗсенче пулса иртнӗ. Хальхи – иккӗмӗш тапхӑр.

Фестиваль программине Республика кунне тата Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалланӑ.

 

Хулара

Шупашкарта иртекен «Симӗс ылтӑн» фестивале паллӑ «Мираж» ушкӑн килӗ. Концерт утӑн 19-мӗшӗнче пулӗ. Вӑл – 18 ҫултан аслӑраххисем валли.

Ҫавӑн пекех Хусанти «Хитобои», Мускаври The Beatlove тата «Ракеты», Минскри Trubetskoy трио тата ытти артист килӗ.

Хӑнасем фермер продукцине тутанса пӑхма пултарӗҫ. Ҫавӑн пекех Раҫҫей хӑмлинчен вӗретнӗ сӑра дегустацийӗ пулӗ.

Фестиваль утӑн 12-мӗшӗнче пуланса утӑн 19-мӗшӗнче вӗҫленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_21801
 

Культура
culture.cap.ruсӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ruсӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта Республика кунне уявланӑ май ача-пӑчан илемле пултарулӑхӗн «Черчен чечексем» республикӑри VII фестиваль-конкурсе иртӗ. Унӑн гала-концерчӗ14 сехетре пуҫланӗ.

Унта республикӑри ача-пӑчапа ҫамрӑксен чи лайӑх коллективӗсем тата солисчӗсем сцена ҫине тухӗҫ.

 

Культура

Паян Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль уҫӑлнӑ.

Кӑҫал унта Раҫҫейри тӗрлӗ регионти, Беларуҫри, Казахстанри, Таджикистанри, Узбекистанри, Сербири, Иранри, Индири, Бангладешри ӗҫӗсем хутшӑнаҫҫӗ. Пӗтӗмпе – 40 фильм. Вӗсенчен 6-шӗ – Чӑваш Енри кинематографистсем хатӗрленӗскерсем.

Кинофестиваль «Ҫӗнтерӳ» сериалпа пуҫланнӑ. Ӑна Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗнче кӑтарнӑ.

Фестиваль ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пулӗ. Фильмсене тӳлевсӗр кӑтартаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Культура
Чӑваш академи драма театрӗн сайтӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Чӑваш академи драма театрӗн сайтӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Ене Театр теплохочӗ килӗ. Вӑл пирӗн патӑмӑрта ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче пулӗ.

Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи пилӗк хулара «ГИТИСFEST. Театральное Приволжье 2025» фестиваль-лаборатори ӗҫлӗ.

«А.С. Попов» теплоходпа ГИТИС педагогӗсемпе режиссёрӗсем килӗҫ, вӗсем ҫамрӑк актерсене ӑсталӑха тарӑнлатма тата анлӑлатма вӗрентӗҫ. Лабораторие Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи 14 регионти театр учрежденийӗсенче ӑс пухакан ҫамрӑксем хутшӑнӗҫ.

Фестиваль-лаборатори Чулхулара, Шупашкарта, Хусанта, Самарӑра тата Сартура иртӗ. Пирӗн патра вӑл Чӑваш академи драма театрӗнче ӗҫлӗ.

 

Культура
t.me/VolgaOperaBallet сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/VolgaOperaBallet сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен Шупашкарти «Атӑл Опера» театрта Пӗтӗм тӗнчери VI оперетта фестивалӗ иртӗ.

Фестиваль А. Петровӑн «Мы хотим танцевать» музыкӑлла камичӗпе уҫӑлӗ. Иваново хулинчи музыка театрӗ Шупашкара «Бесприданница», «Алые паруса», «Три мушкетера» мюзиклсемпе, «Любовь и голуби» музыкӑлла камитпе тата «Принцесса на горошине» музыкӑлла юмахпа килӗ.

Фестиваль гала-концертпа хупӑнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/VolgaOperaBallet/2742
 

Чӑвашлӑх

Раҫҫейри артистка Юлия Переверзева Канн фестивалӗнче «Паха тӗрӗ» фабрика тумӗпе тухнӑ. Вӑл ку тума Япони режиссерӗн RENOIR ятлӑ фильмӗн премьерине тӑхӑннӑ.

Юлия Переверзева – 35 ҫулта, вӑл Алтай крайӗнче ҫуралнӑ. Унӑн ашшӗ – чӑваш. Юлия ВГИК пӗтернӗ, халӗ Мускавра пурӑнать. Вал 6 фильмра ӳкерӗннӗ.

Ҫакна та палӑртмалла: Юлия кӑҫал «Мускав тата Мускав облаҫӗн королеви» илем тата амӑшлӑх конкурсӗн гран-прине илнӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, ... 85
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑрӑн ӗҫре чылай япалана улӑштарма тивӗ. Тӗрӗслӗхшӗн кӗрешнӗ чухне хирӗҫӳрен пӑрӑнӑр, вӑя перекетлӗр — каярахпа тӗрӗслӗх пулатех. Канмалли кунсенче чуна пырса тивекен калаҫусем ирттерме сӗнмеҫҫӗ, вӗсене каярах вӑхӑта хӑварӑр.

Кӑрлач, 29

1967
59
Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть