
Канаш округӗнчи ҫамрӑксем, Усман Эскеровпа Дарья Садовская, Мускавра иртекен Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей. Чӗресене пӗрлештесе» туй фестивальне кайӗҫ.
Фестивале утӑн 8-мӗшӗнче, Ҫемье тата юратупа шанчӑклӑх кунӗнче, иртӗ. Ҫав кун Чӑваш Енри хӗрпе каччӑ ҫӗршыври ытти ҫамрӑкпа пӗрле пӗр-пӗрне ӗмӗр юратмашкӑн тупа туса ылтӑн ҫӗрӗ тӑхӑнтартӗҫ.
Вӗсен юрату историйӗ темиҫе ҫул каялла йӑл илнӗ. Усманпа Дарья «Космонавт» уйлӑхра паллашнӑ. Ун чухне Усман уйлӑхри хыпарсене пӗлтерсе тӑнӑ, Дарья канма килнӗ. Яшпа хӗр кайран та ҫыхӑнӑва ҫухатман. Анчах вӗсем ҫулсем иртсен кӑн тӗл пулнӑ, ҫавӑн чухне туйӑмсем ҫуралнӑ.
Усманпа Дарья спортпа туслӑ, ҫул ҫӳреме кӑмаллаҫҫӗ. Тата вӗсем тӑван культурӑна питӗ хисеплеҫҫӗ: чӑвашла юрлаҫҫӗ, кашни ҫул Акатуя ҫӳреҫҫӗ.

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалах академи драма театрӗн артисчӗсем ӗнер Крыма тухса кайнӑ. Тата тӗрӗсрех каласан, вӗсем унти Керчь хулинче пулӗҫ. Чӑваш артисчӗсем ҫула гастроль тӗллевӗпе тухнӑ.
Чӑваш сценин ӑстисем Крымри ҫав хулара халӑхсен хушшинче иртекен «Боспорские агоны» антика ӳнерӗн ХХVIII фестивальне хутшанӗҫ. Унта чӑвашсем «Хуркайӑк ҫулӗ» (Материнское поле) эпикӑллӑ драма кӑтартӗҫ. Чӑваш артисчӗсем Керчьри сцена ҫине ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче тухӗҫ.
Аса илтерер: ку моноспектакль кашни киле кӗрсе инкек хӑварнӑ вӑрҫӑ ахрӑмӗ ҫинчен. Режиссёрӗ — Борис Манджиев. Ӑна Чингиз Айтматовӑн «Материнское поле» повеҫӗ тӑрӑх лартнӑ. Ӑна чӑвашла Марина Карягина куҫарнӑ.

Пушкӑртстанри Ермеккей районӗнчи Эрехӗрри ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Татьяна Ванюшина ял хуҫалӑх наукисен кандидатне вырӑнтисем асра тытаҫҫӗ. Унӑн ӗмӗрӗ вӑрӑмах пулман. Анчах ҫӑв хушӑра вӑл ырӑ ят хӑварма ӗлкӗрнӗ.
Шӑпах ентешне халалласа тӑван ялӗнче «Тивлет» чӑваш культурин уҫӑ фестивальне йӗркелеҫҫӗ иккен. Йӑлана кӗнӗ мероприяти кӑҫал пиллӗкмӗш хут иртнӗ.
Хӗрарӑм Пушкӑрт патшалӑх ял хуҫалӑх институтӗнче пӗлӳ илсе агроном профессине алла илнӗ. Стажировкара вӑл Германире пулнӑ. Пултаруллӑ пулнӑран ӑна хӑй вӗреннӗ аслӑ шкулта ӗҫлеме хӑварнӑ. Унӑн ҫӗре яхӑн наука ӗҫӗ пичетленсе тухнӑ, ҫав шутра нимӗҫ чӗлхипе те.
«Урал сасси» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Эрехӗрри хӗрарӑмӗ Раҫҫейри «Чӑваш пики-2002» конкурса хутшӑнса иккӗмӗш вырӑна ҫӗнсе илнӗ. Унсӑр пуҫне Эрехӗрри хӗрӗ хӑй вӑхӑтӗнче сенкер экран ҫине тухса «Тивлет» чӑвашла кӑларӑма та ертсе пынӑ, «Нарспи» фольклорпа этнографи чӑваш халӑх ансамбльне те ҫӳренӗ.

Етӗрне районӗнчи Совхознӑй поселокра агророк фестиваль иртӗ. Ӑна йӗркелекенни — Етӗрнери сӗт завочӗ. Мероприяти унти лаша заводӗнче иртӗ.
«Виҫӗ ангар — виҫӗ сцена — 8 сехет хушши татти-сыпписӗр рок янӑрӗ». Ҫапларах анонсласа ҫырнӑ ку хыпар пирки.
Программӑра Чӑваш Енри юратнӑ тата паллӑ ушкӑнсем, урӑх регионсенчи музыкантсем, «КОНЕЦ ФИЛЬМА», «ПИЛОТ», «7000$», «КУВАЛДА», «CASUAL», «БАХЫТ-КОМПОТ», «ВОЗДУХ», «БЕZ Б» ушкӑнсем.
Фестиваль программипе rockzerno.ru сайтра тӗплӗнрех паллашма пулать. Концерт 14 сехетре пуҫланӗ. Унта тӳлевсӗр кӗртӗҫ.

Йӑлана кӗнӗ Туй фестивалӗ кӑҫал та иртӗ. Унта Чӑваш Енри ҫамрӑксене хутшӑнма йыхравлаҫҫӗ
Фестиваль Мускаври «Раҫҫей» наци центрӗнче утӑ уйӑхӗн 8-9-мӗшӗсенче иртӗ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, фестивальте тӗрлӗ регионти мӑшӑрсем пӗрлешӗҫ, хӑйсен халӑхӗн йӑли-йӗркипе ҫывӑхрах паллаштарӗҫ.
Туй фестивалӗнче пӗрлешес текенсене ЧР юстици ӗҫӗсен патшалӑх службин ЗАГС уйрӑмне 56-51-19 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Аса илтерер: пӗлтӗр Туй фестивалӗнче Чӑваш Енри Алексей тата Юлия Комлевсем пӗрлешнӗ (сӑнӳкерчӗкре вӗсем).

Муркаш районӗнче регионсен хушшинчи «Сурӑм ҫӑлтӑрӗсем» фестиваль иртнӗ. Мероприяти ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пулнӑ. Фестивале Йӳҫкасси таврашӗнчи «Хуртан вар» вӑрман уҫланкинче пуҫтарӑннӑ. Вӑл кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут иртнӗ. Анчах регионсен хушшинче ӑна кӑҫал пуҫласа йӗркеленӗ.
Унччен асӑннӑ уҫланкӑра Акатуя пуҫтарӑннӑ. Вӑл вӑхӑтра вырӑнти «Ударник» хуҫалӑха Платон Давыдов ертсе пынӑ. Халӗ унӑн ывӑлӗн, Александр Давыдовӑн (вӑл Депутатсен пухӑвӗн председателӗ) пуҫарӑвӗпе халӑх пултарулӑхӗн фестивальне ирттерме пуҫлас тенӗ.
Александр Платонович каланӑ тӑрӑх, ку тӑрӑхра унӑн, унӑн ашшӗ-амӑшӗн тата Йӳҫкасси тӑрӑхӗнче пурӑнакансен ачалӑхӗ иртнӗ. Апла пулсан ырӑ йӑла-йӗркене тытса пымалла. Вӑл иртнине хальхипе пӗрлештерекен кӗпер пулмалла.

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем актер тата режиссер ӗҫӗсен «Ҫутӑ ӗмӗт» республикӑри фестиваль‑конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Фестивале Чӑваш Енри театр ӗҫченӗсен союзӗ йӗркеленӗ.
Пӗрремӗш вырӑна «Нас бьют, мы летаем» постановкӑпа Антонина Казеева тухнӑ. «Юратуран вӑйли ҫук» композиципе Галина Кузнецова иккӗмӗш вырӑна ҫӗнсе илнӗ. Куракансем кӑмӑлланӑ номинаци те пулнӑ. Кунта Григорий Петрова «Встреча» этюдшӑн (унта культура колледжӗн студенчӗсем Дарья Рябова тата Андрей Краснов вылянӑ) палӑрнӑ.
Театр «хӑюлӑхшӑн, пултарулӑхри шыравшӑн, фестивле хутшӑннӑшӑн» Алексей Александров, Никита Ильин тата Анастасия Емельянова ҫамрӑк артистсене те тав тӑвать.

Чӑваш патшалӑх филармонийӗ ҫамрӑк виолончелистсен фестивалӗн партнерё пулса тӑрӗ. Кун пирки филармонин директорӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Максим Матросов пӗлтернӗ.
Вӑл Питӗрте ТАСС ирттернӗ пресс-конференцие хутшӑннӑ. Унта Пӗтӗм Раҫҫейри ҫамрӑк виолончелистсен иккӗмӗш фестивальне ирттерес ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Мероприяти Раҫҫейӗн тӗрлӗ хулинче иртӗ. Ӑна йӗркелеме Культура пуҫарӑвӗсен президент фончӗ пулӑшӗ. Фестиваль пултаруллӑ ҫамрӑксене тупса палӑртма пулӑшасса шанаҫҫӗ. Шупашкарта фестиваль авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнче иртӗ.

Ыран, ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Етӗрне тӑрӑхӗнче халӑхсен хушшинчи джаз фестивалӗ иртет. Унта 18 ҫултан аслӑрах ҫынсем ҫитсе курма пултараҫҫӗ.
Мероприяти Совхозный поселокӗнчи лаша заводӗнче уҫӑ тӳпе айӗнче иртӗ. Ҫывӑхрах, Сӑр юханшывӗ хӗрринче, улмуҫҫисем чечеке ларнӑ, таврара чӗрӗ юрӑ-кӗвӗ янӑрӗ…
Сцена ҫине тӗрлӗ ҫӗршыври мусӑкҫӑсем тухӗҫ: Австралири Дэн Барнет, Кубӑри Juan Orlando Band ушкӑн, ҫавӑн пекех Mr. Melvin. Раҫҫейрен вара Сергей Долженков тата MarshiMellow Orchestra квинтечӗ пулӗ.
Мероприятире ҫавӑн пекех ӗҫме дегустацийӗ, ӑсталӑх класӗсем пулӗҫ. Ачасем валли вылямалли лапамсем те уйӑрса парӗҫ.
Фестиваль 14 сехетре пуҫланать.

Ҫу уйӑхӗн 8-10-мӗшӗсенче Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре «Победа в единстве» (чӑв. Пӗрлӗхре ҫӗнтерӳ) фестиваль иртӗ.
Хулари калӑпӑшлӑ пулӑма Шупашкарта пурӑнакансемпе республикӑн тӗп хулине курма килнӗ ҫынсем хутшӑнасса шанаҫҫӗ. Ку вӑл эпир аслӑ Ҫӗнтерӗве, вӑрҫӑра пуҫ хунисене асра тытнине, вӗсен паттарлӑхӗпе мӑнаҫланнине пӗлтерӗ.
Фестивале «Вальс Победы» (чӑв. Ҫӗнтерӳ вальсӗ) фестиваль илем кӳрӗ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенчи юрӑсен кӗввипе ташлакансем ҫынсем йывӑр вӑхӑтра та культурӑна, ӳнере, илеме хакланине кӑтартса парӗҫ.
Фестивале кирек кам та ҫитсе курма пултарать. Унта пыракансен укҫа тӳлемелле мар.
Мероприятисен тулли программипе ҫак http://www.9may.gcheb.ru/ сайта кӗрсе тӗплӗн паллашма май пур.
