Паян, пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Шупашкар хулинче пурӑнакан ӗҫ ветеранӗ Николай Зайцев 80 ҫул тултарнӑ. Паянах ӑна республика Элтеперӗ Олег Николаев «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чыслама йышӑннӑ.
Николай Архипович Чӑваш АССР Министрсен Совечӗн председателӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Презденчӗн Чӑваш Енри элчи пулнӑ.
Николай Зайцев Тӑвай районӗнчи Тӗмер ялӗнче 1942 ҫулхи пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Атӑлҫи вӑрман техникин институтӗнче вӗреннӗ. Тӑвай ҫынни ӗмӗр тӑршшӗпех пуҫлӑх пуканӗсене йышӑнса пурӑннӑ. Унӑн биогарфийӗнчи эпир маларах асӑннӑ икӗ фактсӑр пуҫне вӑл Чӑваш Республикин Президенчӗн Администрацийӗн ертӳҫи те пулнӑ.
Паян, пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, республикӑри тӑватӑ ҫынна «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят панӑ. Хушӑва Олег Николаев Элтепер алӑ пуснӑ.
Сумлӑ йышра – «Эстрада артисчӗсен союзӗ» общество организацийӗн вице-президенчӗ Валентина
Анисимова, Тӑвай районӗнчи Вӑрманти Тӑрӑнти культура ҫурчӗн заведующийӗ
Татьяна
Ефимова, Елчӗкри ача-пӑчан ӳнер шкулӗн преподавателӗ Римма Парферьева, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн тӗп администраторӗ Роза Степанова.
Комсомольскинче пурӑнакан Ревокат Моисеев нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 100 ҫул тултарнине эпир пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ.
«Унӑн пурнӑҫӗ тата паттӑрлӑхӗ пирӗншӗн тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ», – саламланӑ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев сумлӑ шурсухала. Вӑл фронтовикӑн ҫарти паттӑрлӑхне те, республика аталанӑвӗшӗн тӑрӑшнине те палӑртса хӑварнӑ. к
Ревокат Прохорович Элтепере фронтран хӑй ҫырнӑ ҫырусене кӑтартнӑ, хӑй тӗрлӗ хаҫата ҫырса пынӑ статьясене те вӑл пухса пынӑ иккен. Тата, паллах, дипломсемпе наградӑсене.
Ревокат Моисеев Шупашкар районӗнчи Ойкасси ялӗнче 1922 ҫулта ҫуралнӑ. Колхозри счетоводра, комсомол организацийӗн секретарӗнче тӑрӑшнӑ, Патшалӑх банкӗн Ишлейри уйрӑмӗнче кредит инспекторӗнче, Мӑн Сӗнтӗрти уйрӑмӗнче управляющи пулса ӗҫленӗ. Мускаври финанспа кредит техникумӗнче куҫӑмсӑр майпа вӗреннӗ. 1957 ҫултан пуҫласа 1983 ҫулхи утӑ уйӑхӗччен Патшалӑх банкӗн Комсомольскинчи уйрӑмӗнче управляющи пулнӑ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхсен институчӗн искусствоведени енӗпе ӗҫлекен аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченне Юрий Викторова Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чыслама йышӑннӑ. 18-мӗш номерлӗ хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Ӗҫтешӗсем Юрий Васильевича саламласа институтӑн сайтӗнче хыпар вырнаҫтарнӑ. Вӗсем ӑна ҫирӗп сывлӑх, пултарулӑхра ӳлӗмрен те ӑнӑҫу тата вӑрӑм ӗмӗр суннӑ.
Юрий Викторов — искусствоведени кандидачӗ. Вӑл 1941 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хурапха ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх пединститутӗнче (халӗ — университет), Мускаври В.И. Ленин ячӗллӗ пединститутра аспирантурӑра вӗреннӗ.
«Нумай ҫул таса чунпа ӗҫленӗшӗн» (Чӑваш Ен ертӳҫин йышӑнӑвӗнче ҫавӑн пек каланӑ) Шупашкарти юханшыв порчӗн генеральнӑй директорне Ванифатий Шайкина
«Чӑваш Республикин транспортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят панӑ.
Ванифатий Васильевич 1962 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Вӑтаелӗнче ҫуралнӑ. Малтанхи пӗлӗвне вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче илнӗ, историк пулма вӗренсе тухнӑ.
1996 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче вӑл Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн заместителӗнче – аппарат ертӳҫинче ӗҫлеме тытӑннӑ. 2003 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче вӑл Шупашкарти юханшыв портӗнче гендиректорӑн пӗрремӗш ҫумӗнче, 2005 ҫулхи ҫу уйӑхӗнченпе гендиректорта тӑрӑшма тытӑннӑ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Олег Николаевӑн паянхи, нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнчи, хушӑвӗпе черетлӗ ҫынсене патшалӑх наградисемпе чыслама йышӑннӑ. Сумлӑ йышра культура ӗҫченӗсем те пур. Иккӗн.
«Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята Шупашкар хулинчи «Азамат» обществӑн «Азамат» (официаллӑ документра ҫавӑн пек ҫырнӑ. Пире чӑвашлатса каласан та юрать пулӗ) чӑваш эстрада ансамблӗн ертӳҫи Алевтина Михайлова тата Ф.П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищин (техникумӗн) преподавателӗ Людмила Осипова тивӗҫнӗ.
Улатӑр районӗн администрацийӗн пуҫлӑхне Нина Шпилеваяна орден медалӗпе чыслама йышӑннӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев паян, нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Нина Ивановна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медальне тивӗҫнӗ.
Нина Шпилевая – «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти членӗ. Вӑл 1962 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Пӑрачкав районӗнчи Сыреҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Аслӑ пӗлӗве Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче тата Патшалӑх службин Атӑл-Вятка академийӗнче илнӗ. Ҫапла вара вӑл — зоотехник та, патшалӑхпа муницпалитет правине те аван пӗлет.
Иркутск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен «Юлташ» ассоциацине йӗркеленӗренпе 30 ҫул ҫитнӗ. Ӑна 1990 ҫулхи раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пуҫарса янӑ. 2001 ҫулта «Юлташ» культура центрӗнчен наципе культура автономийӗ туса хунӑ.
Паллӑ кунпа ассоциаци ертӳҫине Вероника Тимофеевӑна Иркутск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Игорь Кобзев саламланӑ май Тав хучӗпе чысланӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев та йӑхташӑмӑрсене саламланӑ. Кун пирки Вероника Тимофеева Фейсбукра ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, хыпарланӑ.
Иркутск тӑрӑхӗнчи йӑхташӑмӑрсен ассоциацийӗн пӗрремӗш ертӳҫи Михаил Романов пулнӑ. Вӑл Пушкӑртстанри Пелепей районӗнчи Семёновка ялӗнче ҫуралнӑ, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. 1999 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчи йӑхташӑмӑрсен пӗрлешӗвне Александр Иванов ертсе пыма тытӑннӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Мускаври Патшалӑх истори музейӗнче И.Е. Забелин премийӗпе чысланӑ. Пӗтӗм Раҫҫейри сумлӑ премие 2019-2020 ҫулсенчи ӗҫсемшӗн панӑ. Чи лайӑх ӗҫсене 2021 ҫлхи юпа уйӑхн 5-мӗшӗнчех музейӑн Учёнӑй канашӗн ларӑвӗнче палӑртнӑ-ха. Халӗ вара ҫӗнтерӳҫӗсене чыслама пухнӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче Чӑваш Енри Наталия Захарова та пулнӑ. Вӑл пухса хатӗрленӗ «Серебряные украшения и головные уборы чувашей XVIII–XIX вв.» кӗнеке-альбома виҫҫӗмӗш вырӑншӑн чысланӑ.
Чӑваш Енри журналистсене пӗлтӗрхи ӗҫшӗн кӑҫал та преми парӗҫ. Кунта сӑмахӑмӑр Ҫемен Элкер, Николай Никольский тата Леонид ячӗллӗ журналистсен премийӗсем пирки пырать.
Ҫемен Элкер премийӗн лауреачӗ ята «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗн корреспонденчӗ Алексей Енейкин Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавма хутшӑннисене халалласа хатӗрленӗ «Военное детство» (чӑв. Ҫар ачалӑхӗ) телепрограммӑсен ярӑмӗшӗн, Етӗрне районӗнчи «Знамя труда» хаҫат тӗп редакторӗ Лилия Петрова ӗҫ ҫыннисемпе, чӑваш халӑх йӑли-йӗркипе паллаштаракан материалсемшӗн тивӗҫнӗ.
Николай Никольский премине «Хыпар» хаҫатӑн ятарлӑ корреспондентне Валентина Багадеровӑна Чӑваш Енри интернационаллӑ ҫемьесемпе паллаштарнӑшӑн пама йышӑннӑ.
Леонид Ильин премине Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Алексей Леонтьев — «Аркадий Айдак: романтик, пассионарий, созидатель» кӗнекешӗн, «Республика» хаҫат корреспонденчӗ Владислав Николаев — ял тӑрӑхсен территорийӗсене ниме йӗркипе хӑтлӑлатнипе паллаштарса тӑнишӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |