Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Владимир Путинӑн ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнчи 293-мӗш Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн Раҫҫейри мӑсӑльмансен тӗн управленийӗн, Мускаври мӑсӑльмансен тӗн управленийӗн тӗп, Чӑваш Енри организацийӗсен муфтийӗ Альбир Рифкатович Крганов «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» II степеньлӗ орден медальне тивӗҫнӗ.
Кун пек майпа ӑна халӑхсем хушшинчи йӑла тата культура йӑли-йӗркине, халӑхсем хушшинчи туслӑха ҫирӗплетметӳпе хывнӑшӑн хаклас тенӗ.
Шупашкарта 5-мӗш хутран ӳкнӗ арҫын ачана тытса ӗлкӗрнӗ Вениамин Егорова Шупашкар хула администрацийӗ чысланӑ. Аса илтерер: ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Мир проспектӗнче чӳречерен ӳкнӗ 5 ҫулти арҫын ача ӑна пула чӗрӗ юлнӑ, вӑйлах суранланман.
Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков тата хула пуҫлӑхӗ Алексей Кортунов арҫын паттӑр пулнине палӑртнӑ. Ӑна тав ҫырӑвӗпе, парнесемпе чысланӑ. Ҫав йышра – хула сӑнне ӳкернӗ картина.
Вениамин Егоров хӑй те ача ашшӗ, унӑн ывӑл ӳсет. Вӑл ашшӗ-амӑшне тимлӗрех пулма сӗннӗ, пӗччен хӑвармалла марри пирки асӑрхаттарнӑ.
Уншӑн пӗтӗм пурнӑҫ — балет, сцена тата театр. Ҫакӑн пек калаҫҫӗ Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Ольга Серёгина пирки Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче.
Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче вӑл, Чӑваш Ен Патшалӑх премийӗн лауреачӗ, балет сценин чӑн-чӑн ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ, хӑйӗн юбилейне паллӑ тунине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Ольга Витальевна 1975 ҫулта Ленинградри А.Я. Ваганова ячӗллӗ академи хореографи училищинчен вӗренсе тухнӑ. Ҫав ҫулах Шупашкарти оперӑпа театрӗн балет труппинче ӗҫлеме тытӑннӑ.
Ӗнер театрта артисткӑн юбилейне халалланӑ каҫ иртнӗ. Юбиляра Чӑваш Енри театр ӗҫченӗсен союзӗн ертӳҫи Сергей Павлов пултарулӑх пӗрлешӗвӗн Хисеп грамотипе чысланӑ. Тӑван театрӗн илемлӗх ертӳҫи Дмитрий Банаев чечек ҫыххи тыттарнӑ.
Республикӑра культура отраслӗнче тава тивӗҫлӗ ӗҫченсен шучӗ ӳссе пырать. Ӗнер ҫак йыш тата тепӗр виҫӗ ятпа пуянланнӑ.
Пичетре нумай ҫул тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн «Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ» ӗҫченӗ ята «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Хресчен сасси» хаҫачӗн корреспонденчӗ Лариса Никитина тивӗҫнӗ.
Культура енӗпе маттур ӗҫленӗшӗн ҫак ята Вӑрмар районӗн администрацийӗн социаллӑ аталану тата культура секторӗн заведующийӗ Светлана Павлова тата Шупашкарти ача-пӑчан 3-мӗш музыка шкулӗн преподавателӗ Вероника Тарасова тивӗҫнӗ.
Чӑваш халӑх писательне Юхма Мишшине Чӑваш Республикин Элтеперӗ Олег Николаев хӑйӗн Тав ҫырӑвӗпе хавхалантарнӑ.
Ҫыравҫӑ ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 85 ҫул тултарнӑ. Юхма Мишши Чӑваш Енӗн Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑтра ҫуралса ӳснӗ. Вӑл — истори романӗсемпе повеҫсен, халап-калав, очерк, драматурги тата поэзи произведенийӗсен авторӗ. Унсӑр пуҫне чӑваш халӑхӗн историне, фольклорне, мифологине тӗпченӗ.
Аса илтерер: Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗнче ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче иртнӗ тӗлпулура Чӑваш Республикин Элтеперӗ тӑван чӗлхене упрас ыйтӑва ҫӗкленӗ. Унта чӑваш наци культурине аталантарассишӗн тунӑ пысӑк ӗҫсемшӗн Юхма Мишшине хӑйӗн Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ.
Ҫеҫпӗл Мишши фончӗн директорне Валерий Туркая Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чыслама йышӑннӑ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер, ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хутра палӑртнӑ тӑрӑх, Валерий Туркая «наци культурине аталантарма тӳпе хывнӑшӑн тата общество ӗҫӗнчи хастарлӑхшӑн» чыслӗҫ.
Сӑмах май каласан, ҫак эрнере республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗ Пётр Краснов Елчӗк районӗнчи тӗп вулавӑш тытӑмне Валерий Туркай кӗнекисене парнеленӗ.
Ҫакна та палӑртмалла: чӑваш халӑх поэчӗ паян 60 ҫул тултарнӑ.
Чӑваш Енри агропромышленность комплексӗн ветеранӗсен союзӗн председательне Александр Самылкина «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа наградӑлӗҫ. Кун пек хушӑва Олег Николаев Элтепер паян алӑ пуснӑ.
Александр Петрович 1951 ҫулхи ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Иккӗмӗш Липовка ялӗнче ҫуралнӑ. 1978 ҫулта Ҫӗрпӳри ял хуҫалӑх техникумӗнчен, 1985 ҫулти Горькинчи аслӑ парти шкулӗнчен, 1996 ҫулта Мускаври патшалӑх социаллӑ университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Коминтерн ячӗллӗ колхозри колхозникран председателе ҫитнӗ. Унтан райком тытӑмӗнче, районти ҫыхӑну узелӗн пуҫлӑхӗнче, Чӑваш Республикин Почта ҫыхӑнӑвӗн управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче, ЧР Патшалӑх Канашӗн аппаратӗнче ӗҫленӗ, чӑваш парламенчӗн депутачӗ те пулнӑ.
Чӑваш наци музейне Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чыслама йышӑннӑ. Ку хушӑва республика Элтеперӗ, Олег Николаев ӗнер, ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Хисеп грамотипе культура учрежденине музей ӗҫне аталантарма пысӑк тӳпе хывнӑшӑн, чӑваш хаӑхӗн культура эткерлӗхне упраса хӑварассипе тата сарассипе ҫине тӑнӑшӑн хавхалантрас тенӗ.
Аса илтерер: нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче наци музейӗ 100 ҫулхине савӑнӑҫлӑ мероприятипе уявларӗ. Юбилей ҫулталӑкӗ унпах вӗҫленмен-ха. Паллӑ пулӑма асра тытса ҫулталӑкӗпех тӗрлӗ мероприяти иртӗ.
Сӑмах май каласан, музея 100 ҫулхипе саламласа ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин нарӑс уйӑхӗнче саламлӑ телеграмма янӑччӗ.
Чӑваш халӑх сайчӗн редакторӗ Николай Плотников Никита Бичурин ячӗллӗ ордена тивӗҫнӗ. Ку хыпара республикӑн Наци вулавӑшӗн ӗҫченӗ Ольга Тимофеева Фейсбукра Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗсен пӗрлӗхӗн страницинче пӗлтернӗ.
Асӑннӑ медале «таврапӗлӳ аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн» параҫҫӗ. Таврапӗлӳҫӗсен сайтӗнчи хыпар тӑрӑх хакласан, ун пек ордена тӗрлӗ ҫулта Виталий Станьял, Эдуард Бахмисов, Галина Соловьёва, Сантр Пикл, Олег Цыпленков, Николай Казаков тата ыттисем тивӗҫнӗ.
Аҫтахар (Николай) Плотникова Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗн пухӑвӗнче чысламалла пулнӑ. Чӑваш халӑх сайчӗн редакторӗ унта хутшӑнайман, ҫавна май каярах чысланӑ. Чӑваш тӗнчин аталанӑвне капашсӑр пысӑк тӳпе хывакан маттур ҫамрӑк кӑкӑр ҫине ордена Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗсен пӗрлӗхӗн ертӳҫин ҫумӗ Галина Соловьёва ҫакса янӑ.
Ырӑ хыпарпа Фейсбукра паллашнисем Аҫтахар Плотникова саламласа ҫырнӑ. «Тӗлӗнмелле пысӑк ӗҫ тӑвать чӑвашлӑха упраса хӑварас тесе, патшалӑхран пӗр пус илмесӗр. Турӑ упратӑр пирӗн Микулая», — тесе шӑрҫаланӑ, сӑмахран, Тимӗр Тяпкин.
Чӑваш Енӗн строительствӑпа архитектура, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн ҫумне — Чӑваш Енӗн тӗп архитекторне Александр Шевлягина ӗҫрен кӑларма йышӑннӑ. Ҫакӑн ҫинчен калакан 234-мӗш номерлӗ йышӑнӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче паян вырнаҫтарнӑ. Документпа ӗҫлӗ хутсен ярӑмӗнче паллашма пулать. Хушӑва та паян алӑ пуснӑ.
Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери архитектура кунӗнче, министерство ӗҫченӗсем Александр Шевлягина чысланине эпирпӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ архитекторӗ» ят панӑччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.