Чӑваш Республики умӗнче хисепе тивӗҫнисене паян орденпа тата орден медалӗпе чыслама йышӑннӑ. Хушӑва республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян, ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
«Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн регион аталанӑвӗн центрӗн ертсе пыракан ӗҫченне, паллӑ чӗлхеҫӗне, Николай Егорова тата Г.А. Ильенко ячӗллӗ «ЭЛАРА» ӑслӑлӑхпа производство комплексӗн директорӑн патшалӑх влаҫӗсемпе ҫыхӑну тытас енӗпе тӑрӑшакан ҫумне Наталия Партасовӑна чыслама йышӑннӑ. Асӑннӑ предприятин персонал тата режим енӗпе ӗҫлекен директорне Ольга Киселевӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗ парӗҫ.
Волонтерсен ӗҫне хакласа Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев «Чӑваш Республикинче волонтерлӑха аталантарнӑшӑн» паллӑна туса хурасси ҫинчен калакан указ кӑларнине эпир утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: республика ертӳҫи документа нимеҫӗсемпе тӗл пулса калаҫнӑ чух алӑ пуснӑччӗ. Унсӑр пуҫне нимеҫӗсене Хисеп грамотипе те хавхалантарӗҫ.
Паян асӑннӑ паллӑпа Хисеп грамоти ҫинчен калакан положение ҫирӗплетнӗ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Кӑкӑр ҫине ҫине ҫакмалли паллӑна тивӗҫиччен Хисеп грамотиллӗ пулмалла. Хисеп паллипе чысланӑ хыҫҫӑн ҫулталӑк иртсен кӑкӑр ҫине ҫакмалли паллӑпа хавхалантарма юрать.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев республикӑри строительсене «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ строителӗ» ят пама йышӑннӑ. Списокра — 16 ҫын. Вӗсен хушшинче предприяти ертӳҫисемпе инженерсем те, малярпа штукатур та пур.
Акӑ, Шупашкарти 28-мӗш строительство управленийӗнче тӑрӑшакан Светлана Шагаева маляр, Шупашкарти 44-мӗш строительство управленийӗнчи Юрий Пашков каменщик, Ҫӗмӗрлери 3-мӗш стройтрестӑн 8-мӗш управленийӗнче ӗҫлекен Елена Никитина штукатур, Шупашкрати «Промвентиляци» предприятири санитарипе техника тытӑмӗсен тата оборудованисен монтажникӗ Анатолий Васильев, асӑннӑ предприятири Александр Ефимов механик; унсӑр пуҫне предприятисен тӗп инженерӗсем, ертӳҫисем пур.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑслакан Олег Николаев паян Шупашкарти «ЭКРА» ӑслӑлӑхпа производство предприятийӗнче пулнӑ. Унти радиоэлектроника аппаратурипе приборӗсен монтажникне Нина Иванована вӑл Раҫҫей Президенчӗн Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ.
«ЭКРА» Чӑваш Енӗн электротехника отраслӗнче сумлӑ вырӑн йышӑнать. Вӑл пӗчӗк процессорлӑ аппаратура туса кӑларать, ӑна хута ярса ӗҫлеттерет. Предприятин оборудованийӗпе «Россети», «РусГидро», «Росэнергоатом», «Газпром», «Транснефть» йышши предприятисенче усӑ кураҫҫӗ.
Пӗлтӗр предприяти И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗренӳпе практика лабораторийӗ уҫнӑ. Унта электроэнергетика енӗпе ӗҫлекен студентсене вӗрентсе хатӗрлеҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти Технологипе управлени академийӗнче хӑй вӑхӑтӗнче «Биотехнологи» центрӗ йӗркеленӗ. Ҫав ӗҫе Технологипе управлени академийӗн ректорӗ, биологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Иван Селиванов профессор пуҫарнипе уҫнӑ. Халӗ асӑннӑ центр ертӳҫи пысӑк чыса тивӗҫнӗ.
Раҫҫей Федерацийӗн ӑслӑлӑхпа техникӑн хисеплӗ ӗҫченӗ, биологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти Технологипе управлени академийӗн «Биотехнологи» центрӗн ертӳҫи Александр Самоделкин Раҫҫей Правительствин ӑслӑлӑхпа техника премйӗн лауреачӗ пулса тӑнӑ.
Александр Геннадьевич чӗрчунсен сывлӑхне хӳтӗлессипе, выльӑх-чӗрлӗх продукцине туса илессипе ҫӗнӗ меслет шутласа кӑларнӑ. Пултаруллӑ ӑслӑлӑх ӗҫченне Раҫҫей ӑслӑлӑхӗсен академине чӗнсе илсе чысланӑ. Наградӑна тивӗҫнӗ ентешӗмӗре академин вице-президенчӗ Ирина Донник тата Юрий Лачуга академик саламланӑ.
Чӑваш Енри ҫамрӑксене иртнӗ ҫулшӑн патшалӑх премине парассине ӗнер савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура пӗлтернӗ. Укҫана тивӗҫнӗ яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа Правительство ҫуртне йыхравланӑ.
Преми илме 61 ҫын 34 ӗҫ тӑратнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, темиҫе авторӑн пӗрлехи ӗҫӗ те пулнӑ. Сӑмахран, Чӑваш ял хуҫалӑх академийӗн «Агровыбор» пресс-центрӗн тӑрӑшулӑхне, унта «Агровыбор Чувашии» информаципе аналитика журналӗ кӑларса тӑнине палӑртнӑ.
Ҫамрӑксен патшалӑх премийӗн лауреачӗ ята иртнӗ ҫулшӑн пурӗ 29 ҫамрӑка пама йышӑннӑ. Вӗсем – тӗрлӗ отрасль пайташӗсем: литературӑпа ӳнер, культурӑпа журналистика, сывлӑха сыхлас ӗҫ тата спорт... Премие И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче тӑрӑшакансемпе вӗренекенсем уйрӑмах йышлӑн тивӗҫнӗ.
Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен правленийӗн ертӳҫи Лидия Филиппова калем ӑстисен мессенджерсенчен пӗринчи ушкӑнӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ май» юбилей медалӗпе ҫыравҫӑсене те чыслама йышӑннӑ. Республика ертӳҫин тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хушӑвӗ ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнчех тухнӑ-ха. Хыпара халь тин пӗлтернӗшӗн тем мар тесе шухӑшлатпӑр, мӗншӗн тесен юбилей медалӗпе наградӑланин пӗлтерӗшӗ вӑхӑт иртнӗ тесе сумне чакармасть.
Юбилей медальне ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи хушупа тивӗҫнисен ретӗнче ҫаксем: Денис Гордеев, Анатолий Кибеч, Алексей Леонтьев, Ева Лисина, Петр Маркин, Виталий Родионов, Раиса Сарби, Юрий Семенов (Сементер), Светлана Смирнова (Азамат).
Чӑваш Енри студента Раҫҫей хӳтӗлев министрӗ Сергей Шойгу наградӑланӑ. Кун пирки Чӑваш Республикин культура училищи (техникумӗ) пӗлтернӗ.
«За отличие в поисковом движении» (чӑв. Шырав юхӑмӗнче палӑрнӑшӑн) II степеньлӗ паллӑпа Дмитрий Алексеева чысланӑ. Вӑл — Вырӑс географи обществин Чӑваш Республикинчи уйрӑмӗн экспедици отрячӗн ертӳҫи. Вилнӗ тата хыпарсӑр ҫухалнӑ ҫар служащийӗсене шыраса тупас енӗпе тӑрӑшнӑшӑн ӑна ҫавӑн пек чыслама йышӑннӑ.
Дмитрий Алексеев Чӑваш Республикин культура училищинче «Халӑх художество пултарулӑхӗ» специальноҫа алла илет, унта вӑл хореографи ӑсталӑхне туптать.
Чӑваш Ен культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Роза Лизакова Нина Яковлевӑна юбилей ячӗпе саламланӑ.
Аса илтерер: ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Раҫҫей тата Чӑваш халӑх артистки Нина Яковлева 80 ҫул тултарчӗ.
«Нина Михайловна, эсир чӑваш, вырӑс ют ҫӗршыв драматургийӗн классикӗсен чаплӑ сӑнарӗсене калӑпланӑ. Ӗҫтешсем тата куракансем сирӗн ҫӳллӗ шайри профессионализма тата ӑсталӑха хаклаҫҫӗ, сире чӑваш халӑхӗ юратать. Эсир Чӑваш Республикин театр ӳнерне ҫӳллӗ шая ҫӗкленӗ, пуян опытӑр ыттисемшӗн тӗслӗх пулса тӑрать. Ҫирӗп сывлӑх тата пултарулӑхра ӑнӑҫу сунатӑп», — саламланӑ культура министрӗ сцена ӑстине.
Нина Яковлевӑна вӑл Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ ятпа кӑларнӑ медальпе чысланӑ. Ку хушӑва республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев шӑп та лӑп уйӑх каялла, ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев республикӑри нимеҫӗсен организацийӗсен пайташӗсемпе видеоҫыхӑну мелӗпе калаҫнӑ. Республика ертӳҫи нимеҫӗсен ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ. Кӑшӑлвирус саманинче вӗсем ҫине тӑрса ӗҫленине палӑртнӑ.
Чӑваш Енре нимеҫӗсен 8 организацийӗ йӗркеленнӗ. Юлашки уйӑхсенче тухтӑр-нимеҫӗсем уйрӑмах хастар пулнӑ. Ку юхӑма 1000 ытла ҫамрӑк хутшӑннӑ.
Волонтерсен ӗҫне хакласа Олег Николаев «Чӑваш Республикинче волонтерлӑха аталантарнӑшӑн» паллӑна туса хурасси ҫинчен калакан указ кӑларнӑ. Ӑна вӑл нимеҫӗсемпе калаҫнӑ чух алӑ пуснӑ. Унсӑр пуҫне нимеҫӗсене Хисеп грамотипе те хавхалантарӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.