Юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш ҫӗрӗн сумлӑ ывӑлӗ, профессор, филолог, ӑслӑ-тӑнлӑ та анлӑ тавракурӑмлӑ Атнер Хусанкай 70 ҫул тултарчӗ. Ҫав кун тӗлне Чӑваш наци вулавӑшӗнче курав уҫӑлнӑччӗ. Эрнекун, юпан 19-мӗшӗнче, асӑннӑ культура учрежденийӗнче «Чӑн чӑваш филологийӗ: иртнӗ ӗмӗр ӑслӑлӑхӗ е пирӗн пуласлӑх?» ятпа ҫавра сӗтел иртрӗ.
Уявра пулнӑ Тимӗр Акташ зал лӑк тулли пулнине пӗлтерет. Унта ӑслӑлӑх ӗҫченӗсемпе пултарулӑх интеллигенцийӗ ҫеҫ мар, республикӑри районсенчен ялти вӗрентекенсем те ҫитнӗ. Мероприятие Етӗрне районӗнчи ача-ача фольклор ушкӑнӗ уҫнӑ.
Атнер Хусанкай пурнӑҫӗ, унӑн ӑслӑлӑхпа педагогика тата обществӑри вырӑнӗ ҫинчен Чӑваш Енӗн Общество палатин ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ, Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ Анатолий Ухтияров тата ЧНКн президиумӗн пайташӗ Николай Лукианов каласа кӑтартнӑ. Анатолий Ухтияров Атнер Хусанкая Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн тата ЧНКн Тав хучӗсемпе чысланӑ. Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ Тимӗр Тяпкин чӑваш тӗрриллӗ шурӑ кӗпе тӑхӑнтартнӑ.
Сыхланакана Турӑ сыхлать теҫҫӗ. Шупашкарти пляжсенче шыва кӗрекен, анчах тахӑш самантра путас патне ҫитнӗ ҫынсене ҫӳлти хӑват кӑна мар, ҫӑлавҫӑсем те пулӑшнӑ. Виҫӗ ҫын тимлӗхне пула, вӗсем ӗҫе тимлӗ пурнӑҫланипе ҫирӗм ҫын пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ. Вӗсене Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ӗнер ирпе ирттернӗ канашлура чысланӑ.
Тав хучӗсене Максим Нуржанов (вӑл 9 ҫынна ҫӑлнӑ, ҫав шутра 6-шӗ — ачасем), Михаил Катмичев (7 ҫынна пулӑшнӑ, ҫав шутра 5 ача) тата Овсеп Тиранян (4 ачана шывран туртса кӑларнӑ) тивӗҫнӗ. Шупашкарта ятарласа уҫнӑ пляжсенче шӑпах ҫакӑн пек чӗрӗ те вӑр-вар ҫӑлавҫӑсем ӗҫленӗ вӑхӑтра инкексене сирейнӗ. Маттурсене Алексей Ладыков тав тунӑ, хастарсен тӑрӑшулӑхӗ ҫынсен ҫемйисене куҫҫуль илсе килесрен асӑрханине палӑртса хӑварнӑ.
РСФСР халӑх артистне, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн актер ӑсталӑхӗпе режиссура кафедрин профессорне Николай Григорьева уйӑхсерен ӗмӗрлӗх пособи парса тӑрӗҫ. Ҫапла хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Кун пек пособие культурӑра тата ӑслӑлӑхра Чӑваш Ен умӗнче тата тава тивӗҫлӗ ӗҫсем тунӑ маттурсем тивӗҫеҫҫӗ. Укҫана «Культурӑна тата туризма аталантарасси» патшалӑх программипе уйӑраҫҫӗ.
Николай Григорьев 1939 ҫулта Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫӗньял ялӗнче ҫуралнӑ. 40 ҫул Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫленӗ. Унӑн мӑшӑрӗ Нина Григорьева та Ҫӗрпӳ районӗнчен. Нина Григорьева паян та Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлет, куракансене хӑйӗн ӗнентерӳллӗ ролӗсемпе тыткӑнлать.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн харӑсах икӗ артисчӗ пысӑк чыслава тивӗҫнӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер кӑларнӑ указпа тӗрлӗ отрасльте ӗҫлекенсене тӗрлӗ майпа наградӑлама йышӑннӑ. Эпир асӑннӑ театр ӗҫченӗсенчен пӗрне, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артистне, Чӑваш Республикин халӑх артистне Василий Павлова «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ.
Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистне Александр Степанова (Пӑрттана) вара «Чӑваш халӑх артисчӗ» ят пама йышӑннӑ. Аса илтерер, ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче вӑл 55 ҫул тултарчӗ. Красноармейски районне кӗрекен Алманч ялӗнче ҫуралнӑ, Ярославльти театр училищинче вӗреннӗ Александр Пӑртта «Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ята 2003 ҫулта тивӗҫнӗ.
Иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче ҫӗршыври темиҫе ҫӗр спортсмена «Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ спорт маҫтӑрӗ» тата «Раҫҫейӗн тӗнче класлӑ спорт маҫтӑрӗ» ят парасси ҫинчен хушу тухнӑ. Хута Раҫҫейӗн спорт министрӗ Павел Колобков алӑ пуснӑ. Йыша кӗнӗ ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи темиҫе ҫӗр спортсмен йышӗнче тӑххӑрӑшӗ — Чӑваш Енрен.
Спорт маҫтӑрӗн ята илнисем ҫаксем: Михаил Калинин тата Сергей Сергеев каратэҫӑсем, ирӗклӗ майпа кӗрешекен Екатерина Михайлова тата Алёна Тимофеева, Елена Давыдова, Диана Максимова тата Илья Пантиков ишевҫӗсем, Марат Шарипов теннисист.
Тӗнче класлӑ спорт маҫтӑрӗ ята Наталья Пучкова ҫӑмӑл атлет тивӗҫнӗ.
Маларах эпир тай боксӗ енӗпе Чӑваш Енре те спорт маҫтӑрӗ пуррине, ҫак ята Шупашкарта пурӑнакан Денис Павлов тивӗҫнине пӗлтернӗччӗ.
Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай Беларуҫри Минскра «Ҫыравҫӑ тата вӑхӑт» ятпа иртнӗ пӗтӗм тӗнчери симпозиума хутшӑннӑ. Беларуҫ Республикин информаци министрӗ Александр Карлюкевич ҫак мероприяти тӗрлӗ ҫӗршыври писательсен ыйтӑвӗсене сӳтсе явма май панине палӑртнӑ. Кун пирки «БЕЛТА» информаци агентстви хыпарлать.
Симпозиума 21 патшалӑхри ҫыравҫӑсемпе литераторсем хутшӑннӑ. Хӑшӗ-пӗрне Александр Карлюкевич ҫӗршывсен хушшинче литература енӗпе ҫыхӑнусем йӗркелес ӗҫе хутшӑннӑшӑн тав хучӗпе чысланӑ. Вӗсен йышне чӑваш поэчӗ Валери Туркай та кӗнӗ. «Беларуҫ Республикин информаци министерстви Тургай Валерий Владимировича ҫӗршывсен хушшинчи ҫыхӑнусене ҫирӗплетнӗшӗн тата аталанӑвне тӳпе хывнӑшӑн, Минскри пӗтӗм тӗнчери XXV кӗнеке курав-ярмӑркки вӑхӑтӗнче иртнӗ литераторсен «Ҫыравҫӑ тата вӑхӑт» симпозиумӗн ӗҫне хастар хутшӑннӑшӑн тав хучӗпе чыслас», — палӑртнӑ унта.
Чӑваш Енри икӗ колледж Раҫҫейри вӗренӳ организацийӗсен WorldSkillsRussia юхӑмӗн ТОП-100 списокне не кӗнӗ. Ҫак йыша Шупашкарти Н.В.Никольский ячӗллӗ професси колледжӗ тата Шупашкарти электромеханика колледжӗ лекнӗ.
Танлаштарӑма «Ҫамрӑк профессионалсем» професси сообществисен тата рабочи кадрӗсен аталану агентстви хатӗрленӗ. Сӑмах май, Чӑваш Ен юхӑма ултӑ ҫул каялла кӗнӗ. Ҫак вӑхӑтра республика чемпионатне ултӑ хутчен ирттернӗ. Халӗ Чӑваш Енре эксперт сообществи йӗркелесшӗн.
Каласа хӑвармалла: ТОП-100 списока лекнисене Мускавра Пӗтӗм Раҫҫейри «Наставник 2018» канашлу вӑхӑтӗнче чыслӗҫ. Вӑл нарӑсӑн 13-мӗшӗнче иртӗ.
Паян К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ пӗр ӗмӗрхи юбилейне уявлать. Кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче 100 ҫул тултарнӑ театр сцени ҫинче артистсене саламланӑ. Сумлӑ йышра Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш Республикин халӑх артистки Любовь Федорова та пур.
Шупашкар районӗнчи Лапсар ялӗнче 1951 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче ҫуралнӑскер 1972 ҫулта Ленинградри театр институтне вӗренсе пӗтернӗ. Ҫавӑнтанпа уншӑн Чӑваш академи драма театрӗ тӑван пулса тӑнӑ. Ҫак ҫулсенче вӑл вун-вун сӑнара ӗнентерӳллӗ калӑпланӑ, халӑхӑн юратнӑ артисчӗ пулса тӑнӑ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Любовь Федоровӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысласси ҫинчен хушӑва алӑ пуснӑ.
Чӑваш Енре полковника «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ строителӗ» хисеплӗ ят панӑ. Ю.Н. Тульчева строительствӑри тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн тата нумай ҫул таса чунпа ӗҫленӗшӗн ҫапла хавхалантарма йышӑннӑ.
Шалти ӗҫсен службин полковникӗ Юрий Николаевич Тульчев — Чӑваш Республикин Шалти ӗҫсен министерствин капиталлӑ строительство йӗркелессипе ӗҫлекен уйрӑм пуҫлӑхӗ.
Полковника хисеплӗ ят парасси ҫинчен калакан хушӑва Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян хушу кӑларнӑ.
5-мӗш номерлӗ ӗҫлӗ хута паянах Чӑваш Республикин влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче «Законодательство» (чӑв. саккунсем) ярӑмра вырнаҫтарнӑ.
Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, полковник пӗлтӗрхи нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 50 ҫул тултарнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Тольяттинчи ҫар училищинче вӗреннӗ.
Питӗрте раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче унти Национальноҫсен ҫуртӗнче чӑваш ачисен елки пулассине эпир хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, 2014 ҫулта пуҫласа йӗркеленӗ уява юлашки вӑхӑтра тата ҫине тӑрсарах та кӑсӑклӑрах ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ.
Питӗрте инженер-конструкторта ӗҫлесе пурӑнакан, ашшӗ-амӑшӗ Канаш районӗнче ҫуралнӑ Ольга Павлова (унӑн мӑшӑрӗ — Ҫӗрпӳ районӗнчен) йӗркелӳ комитетӗнче 15-е яхӑн ҫын тесе пӗлтернӗччӗ. Питӗрти ӳркенмен ентешӗмӗрсем ытти чух та тӑван халӑхӑмӑр культурипе паллаштарассипе ҫине тӑраҫҫӗ, шкулсене тухса ҫӳреҫҫӗ, ачасене чӑваш юмахӗсем каласа кӑтартаҫҫӗ.
Питӗрте иртнӗ Сурхуринче Ольга Павлова хастара хулари чӑвашсен пӗрлешӗвӗ Хисеп грамотипе чысланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.