Чӑваш Енри тата республика тулашӗнчи шкулсенче вӗренекенсем валли «Упрар тӑван чӗлхемӗре» оратор ӑсталӑхӗн конкурсне иртет. Унта 5-6-мӗш класӗсенче чӑваш чӗлхи вӗренекен ачасем хутшӑнаҫҫӗ.
Конкурса хутшӑнмалли темӑсем:
«Тавах сана, вӗрентекенӗм», «Ачалӑх – телейлӗ тӗнче», «Тӑван енӗм паттӑр ҫынсемпе пуян». Видеокалаҫу 2–4 минут тӑсӑлмалла, ӑна чӑвашла ҫырса илмелле.
Материалсене республикӑн Вӗренӳ институтӗнче йышӑнаҫҫӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакансем «НТВ» телеканал ирттерекен «Ты супер! 60+» вокал конкурсне йышлӑн хутшӑнаҫҫӗ. Ҫавсен йышӗнче республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрӗсене ҫӳрекен кинемейсемпе мучисем те пур.
Шупашкарти ун пек центр сӗннипе, сӑмахран, конкурса хутшӑнма виҫӗ ҫын кӑмӑл тунӑ: 78 ҫулти Маргарита Мельникова, 77-ри Нина Юрьева тата 73-ри Алевтина Иванова.
Канашри 73 ҫулти Антонина Черновӑпа 72-ри Галина Иванова чӑвашла тумланнӑ та чӑвашла юрласа кӑтартнӑ.
Телеканал конкурсне тӑратнӑ заявкӑсене кастинг вӑхӑтӗнче хаклӗҫ.
1755 ҫулта Кӑнтӑр Уралта чӑваш хресченӗсене персе вӗлернӗ. Ку пулӑм пирки эсир те, ман пекех пӗлмен пулӗ? Вӗсем пурте Максим, Иван тата Кӗҫӗн Иван Мосоловсен тимӗр шӑрантаракан савутра вӑй хунӑ пулнӑ.
Ку пулӑм пирки эп хам «Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем» статьяпа паллашнӑ чухне асӑрхарӑм. Лена юханшывӗ ҫинчи пӑлхав пирки чӑваш энциклопедийӗнче мӗн те пулин ҫук-ши тесе шыраса кӗтӗм те хайхи ҫак пулӑм пирки пӗлтӗм.
Ӗҫ-пуҫ 1752 ҫулта пуҫланнӑ. Мосоловсен савутӗнче тимӗр шӑрантарас ӗҫпе аппаланма Ҫӗрпӳпе Сӗве уесӗнчи 166 чӑваш тара кӗнӗ. Вӗсене тӳрех 7 тенкӗ аванс тыттарнӑ, ҫулталӑкра 18 тенкӗ тӳлеме пулнӑ (авансӗ те унта кӗнӗ). Ӗҫленӗ-ӗҫленӗ пирӗн асаттесем... Ҫулталӑк ҫапла иртнӗ. Хайхи киле таврӑнас тенӗ те — савут хуҫисем ямаҫҫӗ иккен. Укҫине те тӳлемеҫҫӗ. Тепӗр май каласан вӗсене чура шайӗнчех тытнӑ пулас. Ҫапла май 1755 ҫулталӑк пуҫламӑшӗ тӗлне савут хуҫисем чӑвашсене 1749 тенкӗ парӑма кӗнӗ.
Иркутск облаҫӗнчи Успенский-3 поселокри культура ҫуртӗнче «Телей» тата «Юрай» чӑваш ансамблӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Нумая пулмасть культура ҫурчӗпе учреждени пуҫлӑхӗ Татьяна Прокопчук «Ял тӑрӑхӗнчи культура чи лайӑх учрежденийӗпе ӗҫченӗ» конкурсра ҫӗнтернӗ. Апла пулсан, ҫавӑнта чӑваш ансамблӗсем аван ӗҫленин тӳпи те пур тесе шухӑшлама юрать.
Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑса юлмасан» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, «конкурсра ҫӗнтернӗ май культура учреждени хальхи йышши оборудованипе тивӗҫтерме, музыка инструменчӗсем туянма, сцена ҫи-пуҫӗ илме пулӑшасса шанаҫҫӗ йӑхташӑмӑрсем».
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче «Наследие» (чӑв. Еткер) этнокультура центрӗ уҫӑлнӑ, чӑвашла ӑна «Чӑваш еткерӗ» этнокультура центрӗ тесе ят панӑ. Асӑннӑ лапамра курав залӗ, ҫавӑн пекех мультимеди элеменчӗсемлӗ «Асам» зал, «Шевле» тата «Мерчен» пултарулӑх мастерскойӗсем ӗҫлеҫҫӗ.
Этнокультура центрне ӗнер, Ӑслӑлӑх кунӗнче, уҫнӑ. Унта республика Элтеперӗ Олег Николаев та пырса ҫитнӗ.
Центра хальхи вӑхӑтри технологисем тата ӑслӑлӑхри ҫӗнӗлӗхсем ҫине таянса уҫнӑ. Вӑл ҫамрӑксемпе ачасене тӑван халӑхӑн, ҫӗршывӑн тата республикӑн кун-ҫулӗпе тарӑнрах паллашма илӗртессе шанаҫҫӗ.
«Хӑйӗн тымарне сума сӑвакан, йӑли-йӗркине асра тытакан ҫын ҫеҫ малашлӑха ҫирӗппӗн талпӑнма пултарать», — тенӗ Олег Николаев.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Энциклопедия музыкально-театрального искусства Чувашии» ятлӑ кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Унӑн авторӗ – Раҫҫей халӑх артисчӗ, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш АССР патшалӑх премийӗн лауреачӗ Юрий Васильев.
Юрӑ-кӗвӗ этем пурнӑҫӗнче пысӑк вырӑн йышӑнни тата вӑл тарӑн йӗр хӑварнине тавҫӑрма йывӑр мар.
Кӗнекене музыкӑн тӗрлӗ жанрӗ: опера, оперетта, музыка камичӗ, мюзикл, музыкӑллӑ юмах тата ытти те — ҫинчен 80 ытла статья кӗнӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Рекрутские песни низовых и этнотерриториальных групп чувашей» кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Вӑл — «Чувашское народное творчество» (чӑв. Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ) ярӑмри виҫҫӗмӗш том. Кӑларӑма икӗ чӗлхепе: чӑвашла тата вырӑсла — кун ҫути кӑтартнӑ.
Юрӑсенче тӑвансемпе тата ял-йышпа сывпуллашма тивнишӗн чунтан хурланни аван сисӗнет теҫҫӗ кӗнекене пухса хатӗрлекенсем. Материалсене Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн, ытти учреждени архивӗсенчен илнӗ.
Авторсен коллективӗн йышӗнче ҫаксем: Т.И. Семёнова, филологи наукисен кандидачӗ Н.Г. Ильина, истори наукисен кандидачӗ А.П. Леонтьев.
Чӑваш наци музейӗнче чӑвашла тумланса сӑн ӳкерӗнме пулать. Кун пирки Телеграмри «Чувашия сегодня» (чӑв. Чӑваш Ен паян) каналта пӗлтернӗ.
Культура учрежденийӗн сайтӗнче пирӗн тӑван халӑхӑмӑрӑн историйӗпе культури тӗлӗнмелле пуяннине аса илтернӗ. Чӑн та, хушпупа тухья кирек епле хӗрарӑмпа хӗре те илем кӳрӗҫ. Арҫын вара чӑваш кӗпипе шупӑр тӑхӑнсан маттурланса кайӗ. Ун пек пӑхаттир чӑваш халапӗсенчи Улӑпӑн курӑнӗ.
Музей ӗҫченӗ вара чӑваш тумӗпе паллаштарӗ, сӑн ӳкерӗнме килӗшӳллӗ ҫипуҫ тупса парӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 9-26-мӗшӗсенче пирӗн республикӑра Чӑваш музыкин фестивалӗ иртӗ. Унта тӑван тӑрӑхӑмӑрти 7 коллектив, ҫав шутра — театрпа концерт тата вӗрентӳ учрежденийӗсем — хутшӑнӗҫ.
Нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, эрнекун, Шупашкарти Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче «Чуна уҫма юрла, тӑван» концерт-лектори иртӗ.
Мероприяти чӑваш композитор шкулӗ темиҫе тапхӑрпа аталаннипе паллаштарӗ. Сцена ҫинче чӑваш музыкине профессионал шайӗнче пуҫарса янӑ Ф. Павловпа С. Максимов, ҫавӑн пекех Ф. Лукин, Г. Хирпӳ, Г. Лебедев тата хальхи вӑхӑтри композиторсен: Ю. Григорьевӑн, А. Васильевӑн, Л. Чекушкинан — хайлавӗсем янӑрӗҫ.
Концерт-лекторире композиторсен пултарулӑхӗпе те тарӑнрах паллашма май килӗ.
«Ютуб» видеохостингра «Хӗрсем» канал уҫнӑ. Ӑна икӗ чӑваш хӗрӗ — Настя тата Ксюша — пуҫарса янӑ.
Хӗрсем хамӑр тӑрӑхри ҫӗнӗ хыпарсене сӳтсе яваҫҫӗ, вӑл е ку лару-тӑру пирки хӑйсен шухӑшне палӑртса хӑвараҫҫӗ.
Телеграмри «Чувашия сегодня» (чӑв. Чӑваш Ен паян) каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, Настьӑпа Ксюша чӑвашла калаҫаҫҫӗ. Чӑвашла пӗлменнисем валли видеона вырӑсла куҫараҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |