Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: чӑвашлӑх

Чӑваш чӗлхи
Ираида Матьянова. Александр Степанов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Ираида Матьянова. Александр Степанов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарта ачасене чӑваш чӗлхи вӗрентмелли курс уҫӑлӗ. Ку хыпара хулари шкулсенчен пӗринче чӑваш чӗлхи вӗрентекен Александр Степанов «Контактра» тӗнче тетелӗнче пӗлтернӗ.

Курса 1-мӗшпе 2-мӗш классенче тата 3-мӗшпе 4-мӗш классенче вӗренекен ачасем валли йӗркелеме палӑртнӑ. Уроксене чӗлхене пӗлменнисене чӗнеҫҫӗ. Чӑваш чӗлхине калаҫу мелӗпе йӗркелессине хыпарланӑ.

Заняти пӗчӗк ушкӑнсенче иртнӗ. Кашнинче — 5 ачаран ытла мар. Уроксене професси ӑсталӑхӗн тӗрлӗ конкурсӗнче темиҫе хутчен те ҫӗнтернӗ Ираида Матьянова (Телейпи) ирттерӗ.

Курса ҫырӑнас текенсене Александр Степанов е хӑйӗнпе, е Ираида Матьяновӑпа ҫыхӑнма сӗннӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall47036538_2958
 

Культура
«Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫат «Пӗр класрисем» ушкӑнра вырнаҫтарнӑ пост
«Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫат «Пӗр класрисем» ушкӑнра вырнаҫтарнӑ пост

«Хыпар» издательство ҫурчӗ кӑларса тӑракан «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫат хупӑнмӗ. Кун пирки хаҫатҫӑсем «Пӗр класрисем» тӗнче тетелӗнче хавхаланса пӗлтернӗ.

«Хаклӑ та савӑнӑҫлӑ хыпар — «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫата сыхласа хӑварма пултартӑмӑр, паянтан пуҫласа ӑна 2023 ҫулӑн I ҫурри валли кирек хӑш почта уйрӑмӗнче ҫырӑнтарма пуҫлаҫҫӗ! Индексӗ П2262, хакӗ 430,38 тенкӗ. Ноябрь уйӑхӗнче почтальонпа тӗл пулма васкӑр. Ӗнтӗ хаҫат шӑпи сирӗн алӑра — йӑлтах тиражран килет малашлӑх», — хыпарланӑ юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ постра.

 

Чӑвашлӑх
Мила Данилова тӗнче тетелӗнче вырнаҫтарнӑ видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк
Мила Данилова тӗнче тетелӗнче вырнаҫтарнӑ видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Стерлитамак хулинче Чӑваш тӗррин уявне пуҫласа пухӑнӗҫ.

Пушкӑртстанри ҫав хулара йӗркелекен уявра чӑваш тӗррин пуянлӑхӗпе паллашма май килӗ. Ҫав тӗллевпе курав йӗркелӗҫ. Чӑваш Енри ремесленниксен гильдийӗн пайташӗ Любовь Вазюкова чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ӑсталӑх сехечӗ ирттерӗ.

Мила Данилова «Контактра» тӗнче тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш тӗррин уявне йӗркелекенни — Пушкӑртстанри чӑвашсен «Канаш» общество организацийӗ. Мероприяти хулари Культура керменӗнче 14 сехетре пуҫланӗ.

 

Культура
Елизавета Долгован «Контактра» страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Елизавета Долгован «Контактра» страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн Аслӑ Пухӑвӗ пулӗ.

Елизавета Долгова «Контактра» тӗнче тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗтӗмлетӳллӗ мероприяти Чӑваш наци вулавӑшӗн конференц-залӗнче 10:00 сехетре пуҫланӗ.

Регистраци ҫав кун 9:00 сехетре уҫӑлӗ.

Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн пайташӗсене пурне те Аслӑ Пухӑва ҫитме чӗнеҫҫӗ.

 

Культура
 ulpravda.ru, pravdapfo.ru, gatd.archives21.ru сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ куса Таисия Ташней хатӗрленӗ коллаж
ulpravda.ru, pravdapfo.ru, gatd.archives21.ru сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ куса Таисия Ташней хатӗрленӗ коллаж

Чӑваш Енре ача-пӑча валли ҫыракансенсен алҫырӑвӗсен конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене хавхалантарма тата вӗсен ӗҫӗсене килес ҫул кун ҫути кӑтартма хыснаран 200 пин тенкӗ уйӑрма пӑхса хӑварнӑ. Ҫав укҫа виҫӗ ҫӗнтерӳҫе тивӗҫет.

«Шкул ҫулне ҫитменнисем тата кӗҫӗн ҫулсенчи шкул ачисем валли ҫырнӑ хайлав» номинацире Николай Ларионовӑн (Йӗлмелӗн) «Микки мыскарисем» ӗҫӗ ҫӗнтернӗ. Автор 50 пин тенке тивӗҫӗ.

Юрий Исаевӑн «Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем» алҫырӑвӗ «Вӑтам шкул ҫулӗнчи ачасем валли ҫырнӑ хайлав» номинацире палӑрнӑ. Аслӑ ҫулсенчи шкул ачисем валли ҫырнӑ ӗҫсенчен Сергей Павловӑн «Шӑпчӑк ҫӗрӗпех юрлать» ӗҫӗ ҫӗнтернӗ. Юлашкинчен асӑннӑ икӗ автора 75-шер пин тенкӗ парӗҫ.

 

Культура
drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ
drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫак эрнере Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче премьера кӑтартрӗҫ. Хальхи унчченхи спектакльсенчен уйрӑлса тӑчӗ. Ӳнер учрежденийӗн илемлӗх ертӳҫи — СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев концерт-спектакль хатӗрленӗ.

«Юрлар-и, ташлар-и фольклорпа джаз кӗввипе» ят панӑскере чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче кӑтартрӗҫ.

Шухӑшӗ, чӑн та, ырӑ. Вӑрӑма тӑсӑлса кайман спектакль-концерт пуян культурӑллӑ чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркипе, юрри-ташшипе ҫӑмӑллӑн паллаштарать, чӑвашсем ҫӗр пин юрӑллӑ, ҫӗр пин тӗрӗллӗ халӑх иккенне ҫирӗплетсе парать.

Ҫапах та пӗр самант аптӑратсах ячӗ. Улаха пуҫтарӑннӑ хӗрсемпе яшсен, салтак юрри юрлакансен хыҫӗнче каҫхи хула (нумай хваттерлӗ ҫуртсем) сӑнарланнӑ. Ҫавна малтанласа: «Джаз вӑхӑтӗнче те пӗр декораци пулать-тӗр», — тесе тӳрре кӑларма хӑтлантӑм. Ҫук иккен — кайран декораци ылмашрӗ.

Малтанхи пайра йӑмраллӑ, ҫырма-ҫатраллӑ чӑваш ялӗ сӑнлансан килӗшӳллӗрех курӑнассӑн туйӑнчӗ.

 

Персона
Елизавета Долгова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Елизавета Долгова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Иртнӗ уйӑхӑн юлашки кунӗнче Г.Н. Волков академик ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине эпир пӗлтернӗччӗ-ха. Ҫав ятпа Шупашкарти 12-мӗш шкулта педагогсен «Халӑх вӗрентӗвӗн йӑла-йӗркийӗ – вӗрентекенӗн чун-чӗре культурин тӗп шӑнӑрӗ» ятпа наукӑпа меслетлӗх конференцийӗ иртнӗ.

Елизавета Долгован тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, конференцие хулари чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем ҫеҫ мар, пӗтӗм республикӑри учительсем хутшӑннӑ. Тутар, Пушкӑрт республикисенчен, Мускав облаҫӗнчен педагогсем те хутшӑннӑ.

«Конференци ӗҫне ӳнерпе ӑслӑлӑх академин пайташӗсем: В.А. Иванов, Н.И. Димитриева, В.А. Федотов, Ю.М. Виноградов, Е.К. Иванова хутшӑнса сӑмах каларӗҫ. Ку конференци этнопедагогика ыйтӑвӗпе ирттерекен пулӑмсенчен 10-мӗш пулчӗ. Вӗсене пурне те чӑваш чӗлхи учителӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ Анисия Павловна Игнатьева йӗркелесе ертсе пычӗ», — тесе пӗлтернӗ хыпарта.

 

Культура
Елизавета Долгова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Елизавета Долгова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Иртнӗ уйӑхӑн вӗҫӗнче, юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗнче Екатерина Ефремова ячӗллӗ «Ахах-мерчен аваллӑхӗ» фестиваль иртнӗ.

Елизавета Долгова тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ тӑрӑх, халӑхсен хушшинчи «Ахах-мерчен аваллӑхӗ» фестиваль офлайн тата онлайн мелӗпе виҫҫӗмӗш​ хут иртнӗ. Унӑн авторӗ халӑх маҫтӑрӗ Зинаида Воронова иккен.

«Чӑваш ҫи-пуҫӗнче, тӗрринче халӑхӑмӑрӑн кун-ҫулӗ, ӑс-тӑнӗ, мухтавӗ, шухӑшлавӗ, илемлӗхе туйма пӗлни упранать. «Ахах-мерчен аваллӑхӗн» пӗлтерӗшӗ ҫав тери пысӑк, вӑл чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗрки пуянлӑхне уҫса парать. Фестиваль авалтан упранса ҫирӗпленнӗ ал-ӗҫ йӑли-йӗркине упраса хӑварма, ҫитӗнекен ӑрӑва тӑван культура патне туртӑнтарма, ӑстасен пӗлӗвне сарма пулӑшать», — тесе палӑртнӑ Елизавета Долгова.

 

Сумлӑ сӑмах Чӑвашлӑх

Г.Н. Волков академике аса илсе...

«Анчах хура кӗвӗҫӳпе

Ҫав ҫӑлтӑр пуррине те мар,

Ун ҫутине те йышӑнмастпӑр.

Ҫӑлтӑр ҫути тарӑхтарать,

Хӑйӑ ҫути – ҫырлахтарать...»

Чӑваш халӑх поэчӗ Светлана Асамат

 

Тӗнчене Чӑн Чӑваш Чунӗпе тӗлӗнтернӗ Геннадий Никандрович Волков этнопедагог, академик – Кашкӑр Хуначи ҫуралнӑранпа 95 ҫул, чӗри тапма чарӑннӑранпа вара кӑҫалхи декабрь уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 12 ҫул ҫитет.

Ман хамӑн Геннадий Никандровича вӑтӑр икӗ ҫул хушши пӗлсе-курса тӑнине ӗненессӗм те килмест. Хӑйшӗн те вӑл тӗлӗнмелле пулниех: «Сана, ҫап-ҫамрӑк та ӑслӑ хӗре, паянхи пекех асра тытатӑп тени ҫитмӗ, паян кунчченех куҫ умӗнче тӑратӑн тени, вырӑнлӑрах пулӗ», - тесе ҫырать вӑл мана 50 ҫул ятпа саламласа ҫырнӑ 2010-мӗш ҫулхи чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче халалланӑ пехилӗнче. Вӑтӑр икӗ ҫул (1978-2010) академикпе ҫыхӑннӑ самантсем куҫ умне халӗ те яр-уҫҫӑн тухса тӑрса мана пӑлхантараҫҫӗ те, савӑнтараҫҫӗ те, ҫав вӑхӑтрах тарӑн шухӑша яраҫҫӗ.

Малалла...

 

Чӑвашлӑх
Лидия Филиппова сӑнӳкерчӗкӗ
Лидия Филиппова сӑнӳкерчӗкӗ

«Тӗлӗнмелле ЧУНЛӐ мероприяти иртрӗ паян Ҫеҫпӗл Мишши поэтӑмӑрӑн ҫуралнӑ ялӗнче – Ҫеҫпӗлте. Ун ячӗллӗ шкулта Ҫеҫпӗл Мишши поэтӑн парттине уҫрӑмӑр – шкул ачисемпе, вӗрентекенсемпе, ял халӑхӗпе, ҫыравҫӑсемпе, «Канашсем» ентешлӗхпе пӗрле», – тесе хыпарланӑ ӗнер тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче Лидия Филипповна журналист, публицист тата поэт.

«Ҫеҫпӗлӗмӗрӗн тӑван халӑхӗшӗн шатӑртатса ҫуннӑ чун-чӗрин кӑвайтне «ҫеҫпӗл ҫеҫкисен» чӗрине ҫитерме пултартӑмӑр пулӗ тесе шухӑшлатпӑр. Ачасен ялкӑшса тӑракан куҫӗсене курни, вӗсем поэт сӑввисене хӗрӳленсе вулани – пирӗншӗн чи хаклӑ тав туни пулчӗ. Тав сире пурне те, ентешсем!» – хавхаланса та ҫунатланса пӗлтернӗ Канаш ҫӗрӗн канӑҫсӑр чунлӑ хӗрӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://ok.ru
 

Страницӑсем: 1 ... 42, 43, 44, 45, 46, 47, 48, 49, 50, 51, [52], 53, 54, 55, 56, 57, 58, 59, 60, 61, 62, ... 232
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнӑҫ мӗн тери йӗркесӗр пулнине аса илтерӗ. Хӑвӑр пирки кана шутланипе эсир ыттисене асӑрхамастӑр. Ӑнланма вӑхӑт ҫитнӗ: сирӗн интерессем ыттисеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, кама та пулин япӑх туса эсир хӑвӑра сӑтӑр тӑватӑр.

Ҫу, 03

1973
52
Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ.
1979
46
Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть