2023 ҫулхи пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче мана ЧНКри ҫамрӑксен Алексей Енейкин ушкӑнӗ Иван Яковлев 175 ҫулне халалланӑ форума илсе кайса хисеп турӗ. Ватӑ та чӑлах тесе пӗри те кӳрентермерӗ, пӗтӗмлетсе вӑрах каланӑ е йӑнӑшнӑ чухне те чармарӗ. Манӑн Кӗреке сӑмахӗн пуҫламӑшне ҫеҫ калама май пулнӑран, вӗҫӗнчи пӗтӗмлетӳре ҫав шухӑшсене хушса хутӑм, Интернетра К.Малышев, В.Тяпкин тата ыт. форумра пулман ҫывӑх ҫынсемех тиркесе ҫырнисене вуларӑм та, Ҫамрӑксен Кӗрекинче каланӑ сӑмахсене сайтра пичетлесех хуравлама шутларӑм. Тӗрӗс-и, мар-и ман сӑмах - акӑ вӑл.
«Эй, тусӑмсем, хамӑн тӑван ҫыннӑмсем, чӑвашсем! Пуринчен малтан эпӗ сире чӗнсе калатӑп. Манӑн чунӑм пӗрмаях сирӗншӗн ҫунатчӗ, халь те акӑ манӑн мӗнпур шухӑшӑм сирӗн ҫийӗре куҫрӗ. Юлашки тертӗме пуринчен маларах сире каласа хӑварас терӗм», - куҫҫулӗ витӗр ҫырнӑ Чӗмпӗрти тӑван шкулӗнчен хӑваласа янӑ хыҫҫӑн аслӑ вӗрентекенӗмӗр. Чӑваш намӑсӗ кунта ҫакӑ - хӑйӗн вӗренекенӗсемех таптанӑ ӑна, ютсем хыҫҫӑн сӳтӗлекен чӑвашсемех вӗлерме шутланӑ!
Терчӗ Иван Яковлевичӑн малтан та, кайран та ытлашшипех пулнӑ.
Марина Карягина поэтӑн тавтограммипе усӑ курса мультфильм хатӗрленӗ.
Хальхи вӑхӑтри пултаруллӑ сӑвӑҫ халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх,
Наталья Софронова профессор Марина Карягинӑна хӑй ҫырнӑ юмахсене ярса пама ыйтнӑ. Сӑвӑҫ «Чӗвӗлти чӗкеҫ чӗппи», «Сас палли ҫӗршывӗнче» кӗнекесенче пичетленнӗ тавтограммӑсене ярса панӑ.
Ҫак кунсенче Наталья Викторовна «Шӑплӑх» тавтограммӑпа мультфильм хатӗрленӗ. Юмахри сӑмахсем пурте «Ш» сас паллирен пуҫланаҫҫӗ.
Наталья Софронова — математик, педагогика наукисен докторӗ.
Паян, пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, 10 сехетре, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Чӑваш краевечӗсен регионсем хушшинчи форумӗ иртӗ. Ӑна Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Мероприятие Чӑваш Енри краведсен союзӗпе Наци вулавӑшӗ йӗркелӗҫ.
Пуш уйӑхӗн юлашки шӑматкунӗнче ҫулталӑка пӗтӗмлетме пуҫтарӑнас ырӑ йӑлана таврапӗлӳҫӗсем тахҫанах пуҫарса янӑ.
Форумра чӑваш халӑхӗн культура эткерлӗхне упраса хӑварас, краеведенипе туризм ыйтӑвӗсене сӳтсе явӗҫ. Таврапӗлӳлӗхпе ҫыхӑннӑ, пӗлтӗр кун ҫути кӑтартнӑ кӗнекесен конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене тата чи маттур тӑван тавралӑх тӗпчевҫисене чыслӗҫ.
Владимир облаҫӗнчи ачасемпе ҫамрӑксен вулавӑшӗнче пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗччен Чӑваш культурин эрни иртнӗ.
Акцие «Владимир Интернациональный» проектпа килӗшӳллӗн ирттернӗ. Асӑннӑ проектпа килӗшӳллӗн вулавӑш ӗҫченӗсем хамӑр ҫӗршыври тӗрлӗ халӑхӑн культурипе темиҫе ҫул ӗнтӗ паллаштарса пыраҫҫӗ.
Чӑваш культурин эрнине Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен библиотекин ӗҫченӗ Эвелина Малеева; Ольга Федорова прозаик, куҫаруҫӑ тата журналист; Людмила Засыпкина чӑваш юрӑҫӗ хутшӑннӑ. Унсӑр пуҫне тата Мускаври хастар чӑвашсем пырса ҫитнӗ.
Пирӗн республикӑра Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен наци апат-ҫимӗҫӗн фестивалӗ иртӗ. Вӑл ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗччен пырӗ.
Фестивале Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи 14 регионтан хутшӑнӗҫ. Фестивале ирттерессишӗн явапли — Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви. Фестивале хутшӑнас кӑмӑллисен заявкисене ака уйӑхӗн 4-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Фестиваль вӑхӑтӗнче тӗрлӗ наци апат-ҫимӗҫне астивсе пӑхма май килӗ. Мероприяти хамӑр тӑрӑхра пурӑнакансемшӗн те, хӑнасемшӗн те кӑсӑклӑ пуласса шанаҫҫӗ.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн преподавателӗ тата ҫыравҫӑ Елена Нарпи нумаях пулмасть тӑван Елчӗк районӗнчи икӗ вӑтам шкулта: Курнавӑшпа Ҫӗнӗ Пӑварисенче — пулнӑ. Унта вӑл ачасемпе тӗл пулса профориентаци енӗпе калаҫнӑ.
Хӑйне кӑмӑлтан кӗтсе илнӗшӗн Елена Нарпи шкул директорӗсене чунтан тав тунӑ. Кунсӑр пуҫне ачасем тӑван чӗлхепе калаҫнине палӑртса хӑварнӑ.
«Елчӗк районӗнчи ачасем шакӑртаттарса чӑвашла калаҫни вара чӑннипех те кӑмӑла ҫӗклерӗ», — тесе ҫырнӑ Елена Нарпи халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.
Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ йӑлана кӗнӗ Пӗтӗм чӑваш диктанчӗн тексчӗн конкурсне ирттерессине пӗлтернӗ.
Диктант текстне ака уйӑхӗн 10-мӗшӗччен ярса памалла. Кӑҫалхи акцие чӑваш халӑхне ҫутта кӑларнӑ И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине, Раҫҫей Федерацийӗн педагогпа ӑспаруҫӑ ҫулталӑкне тата Чӑваш чӗлхи кунне халаллӗҫ.
Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурсӑн тӗп тӗллевӗ – И.Я. Яковлев сӑнарне уҫса панӑ илемлӗ литература текстне тупасси, ҫырма хатӗр диктант текстне хатӗрлесси. Текстра 200 сӑмахран ытла пулмалла мар.
Конкурса хутшӑннисен ӗҫӗсене 5 баллӑ системӑпа хаклӗҫ, сертификат парӗҫ, ҫӗнтерӳҫӗне вара «Халӑх шкулӗ» журнала ҫур ҫуллӑх тӳлевсӗр ҫырӑнтарса парӗҫ.
Тутарстанра пурӑнакан чӑваш хӗрӗ Юлия Еремеева (сӑнӳкерчӗкре варринче) Хусанта иртнӗ «Науруз гузяле-2023» илем конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.
Тӗрӗк тата иран халӑхӗсем Мӑсӑльмансем Науруз уява пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ирттереҫҫӗ. Уява шӑпах ҫавна халалланӑ та.
Юля — чӑваш ҫамрӑкӗсен «Аталан» организацийӗн ертӳҫи, хӑйӗн пултарулӑхне «Ӗмӗт» ансамбльте кӑтартать. Хӗр малтан конкурсӑн ҫурма финалӗнче ҫӗнтерсе «Пултаруллӑ пике» ята тивӗҫнӗ, ӗнер вара финалта тӗп титула ҫӗнсе илнӗ.
Чӑваш кӗнеке издательстви «Чӑваш романӗ» конкурс ирттерет. Ал ҫырусене ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.
Кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «конкурса тӑратнӑ ӗҫсем чӑвашла ҫеҫ пулмалла, урӑх чӗлхерен чӑвашла куҫарнӑ хайлавсене» пӑхса тухмӗҫ. «Конкурса халиччен кӗнеке пек пичетленмен хайлавпа хутшӑнмалла», — палӑртса хӑварнӑ конкурсра.
Хайлавсен тематики ирӗклӗ, калӑпӑшӗ А4 форматпа 700 страницӑран иртмелле мар.
Ӗҫӗсене fed_ol@mail.ru электрон адреспа е почтӑпа (428019, Шупашкар хули, Иван Яковлев проспекчӗ, 13-мӗш ҫурт, Чӑваш кӗнеке издательстви, «Чӑваш романӗ» конкурса») йышӑнӗҫ.
Шупашкарта иртекен Пӗтӗм тӗнчери балет фестивалӗ пуҫланиччен шутлӑ кунсем юлаҫҫӗ. Кӑҫал вӑл пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче уҫӑлӗ те ака уйӑхӗн 9-мӗшӗччен пырӗ. Фестиваль яланхиллех Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет тетарӗнче иртӗ.
Фестивале Анисим Асламас композиторӑн «История Нарспи» балечӗпе уҫӗҫ. Асӑннӑ хайлавӑн партитури чылай ҫул Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн архивӗнче упраннӑ. Халӗ театр ҫав балета хӑйӗн сцени ҫинче лартма йышӑннӑ.
Раҫҫейӗн балет ҫӑлтӑрӗсем те чӑваш сцени ҫине тухӗҫ. Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче вӗсен пултарулӑхӗпе «Петипа-Гала» балет вӑхӑтӗнче паллашма май килӗ. Вӗсем ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнчи гала-концерта та хутшӑнӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.09.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Григорьева Тамара Егоровна, паллӑ чӑваш ветеринарӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сакмаров Владимир Аркадьевич, туба ҫинче вылякан чӑваш музыкҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |