Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: чӑвашлӑх

Чӑвашлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Кӗҫех Чӑваш чӗлхин кунӗ ҫитӗ. Ҫавна май ака уйӑхӗнче чӑвашла мультфильмӑн хӑтлавӗ иртӗ. Ҫапла пӗлтерет ЧР культура министрӗ Светлана Каликова.

Министр каланӑ тӑрӑх, чӑвашла мультфильмӑн икӗ серине Шупашкарти ӳнер училищипе пӗрле хатӗрленӗ. Вӑл «Асамат валли – парне» ятлӑ. Хӑтлав ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче иртӗ.

Ҫавӑн пекех Ҫамрӑксен театрӗнче ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче «Юмахри сӑнарсемпе пӗрле чӑвашла вӗренетпӗр» ятлӑ акци пулӗ. Унтах кил-тӗрӗшре усӑ курмалли чашӑк-тирӗк куравӗ иртӗ.

Пукане театрӗнче вара ака уйӑхӗн юлашки эрнинче чӑваш авторӗсен – Юхма Мишшин, Петӗр Хусанкайӑн, Ева Лисинӑн – хайлавӗсем тӑрӑх хатӗрленӗ спектакльсем лартӗҫ.

 

Чӑвашлӑх

Канмалли кунсенче Елчӗк районӗн ентешлӗхӗн уявӗ иртнӗ. Районӑн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприяти Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче иртнӗ. Уява вара кӑҫал республикӑра палӑртакан Паллӑ ентешсен ҫулталӑкне, тата Елчӗк районне туса хунӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Уява районта пурӑнакансемпе унта ҫуралнисем республикӑран кӑна мар, ҫӗршывӑн ытти кӗтесӗнчен те ҫитнӗ. Республикӑри ытти районсен элчисем те пулнӑ.

Мероприятине тӗрлӗ шайри тӳре-шара тата депутатсем килнӗ. Яланхи пекех, ҫакнашкал уявсенче йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, пӗр-пӗр ӗҫре палӑрнӑ район ҫыннисене тӗрлӗ наградӑпа чысланӑ. Пухӑннӑ хӑнасене хӑйсен пултарулӑхӗпе Елчӗк районӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗсем кӑна мар, эстрада артисчӗсем те савӑнтарнӑ.

 

Культура
nasledie.nbchr.ru сӑнӳкерчӗкӗ
nasledie.nbchr.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, 18 сехетре, «Атӑл ывӑлӗсен юрри-ташши» халӑх пултарулӑхӗн регионсем хушшинчи фестивалӗ гала-концерчӗ иртӗ. Ӑнӑ курма Шупашкар районӗнчи Тутаркассинчи пултарулӑх ҫуртӗнче пуҫтарӑнӗҫ.

Фестивале Шупашкар районӗнчи Томаккассинче ҫуралнӑ Гавриил Фёдоров (29.03.1878-26.01.1962) фольклор ӑсти, юрӑҫ ячӗпе ирттереҫҫӗ.

Фестиваль-конкурсӑн тӗп тӗллевӗ – вокалпа хореографи пултарулӑхӗпе арҫынсене кӑсӑклантарасси, вӗсене социаллӑ пурнӑҫпа культурӑна явӑҫтарасси.

Конкурса хутшӑнакансем икӗ хайлав тӑратнӑ, вӗсенчен пӗри — Гавриил Фёдоров репертуарӗнчен.

 

Чӑвашлӑх
 Венера Николаева. culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Венера Николаева. culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

«Трактор тӑвакансен культура керменӗ» республикӑри халӑх пултарулӑхӗн центрӗнче чӑваш халӑхӗн пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрӗсене тата капӑрлӑхӗсене ӑсталассипе нумаях пулмасть семинар-практикум иртнӗ. Унта студисен, куржоксен, декоративлӑ прикладной ӳнерӗн ытти коллективӗн ертӳҫисем, пурӗ 42 специалист, хутшӑннӑ. Вӗсем — Улатӑр, Элӗк, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Шупашкар районӗсенчи культурӑпа вӗренӳ учрежденийӗсенче тӑрӑшакансем.

Семинар-практикума пухӑннисене ӑсталӑх вӑрттӑнлӑхӗсемпе Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑшри культура ҫуртӗнчи «Тӑрмӑш» халӑх фольклор ансамбльне ҫӳрекен Венера Николаева паллаштарнӑ. Вӑл тухьян тӗп пайне ҫекӗлпе ҫыхма вӗрентнӗ. «Руҫ ӑстисем» конкурса хутшӑнакан Инна Сугутская вӗтӗ шӑрҫапа чӑваш эрешӗсене ӑсталама хӑнӑхтарнӑ.

 

Республикӑра
Надежда Протолионова. cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗсем
Надежда Протолионова. cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗсем

Шупашкар хулинче пурӑнакан Надежда Протолионова тивӗҫлӗ канӑва тухса хӑйӗн чун киленӗҫӗпе — тӗрӗ тӗрлессипе тата чӑваш тумне хатӗрлессипе — ҫине тӑрсах аппаланма тытӑннӑ.

Ҫӗрпӳ районӗнче ҫуралса ӳснӗ, артист пулма ӗмӗтленнӗ хӗрарӑм фельдшер пулса 41 ҫул ӗҫленӗ.

24 ҫулта чухне вӑл туя кайма тесе хушпу хӑй аллипе ӑсталанӑ. Кайран та ал ӗҫӗпе аппаланма хӑтланнӑ-ха, анчах вӑхӑт хӗсӗкки кансӗрленӗ. Паян тивӗҫлӗ канура та ан ӳркен кӑна — тем туса та ӗлкӗрӗн.

Шупашкарти халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центра ҫӳренӗ май Надежда Аркадьевна унта та ал ӗҫӗпе аппаланать, социаллӑ учрежденири «Калинушка» хорта юрлать, центрта ӗҫлекен сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркине тытса пыракансен клубне ҫӳрет.

 

Культура
Николай Плотников архивӗнчи сӑнӳкерчӗк
Николай Плотников архивӗнчи сӑнӳкерчӗк

Паян, пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци радиовӗн «Самана таппи» кӑларӑмӗнче Чӑваш халӑх сайчӗн редакторӗ Николай (Аҫтахар) Плотников тата Игорь Алексеев чӑваш хастарӗ пулчӗҫ. Вӗсемпе тӑван халӑхӑмӑр пуласлӑхӗшӗн хыпса ҫунса тӑракан публицист, журналист Лидия Филиппова калаҫрӗ.

Николай Плотникова эпир Чӑваш халӑх сайтне тытса пыни тӑрӑх пӗлетпӗр. Анчах вӑл тата Игорь Алексеев чӑваш Википедине те аталантарма нумай тӑрӑшнӑ.

Аҫтахар Плотников пирки каласан, тӑван халӑхӑмӑр чӗлхине аталантарас тесе (ҫав шутра цифра тӗнчинче те) хӑйӗн укҫи-тенкине шеллемесӗр нумай тӑрӑшать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://icecast.ntrk21.ru:8000/nacradio
 

Культура
chuvrdub.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvrdub.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗ сӑвӑ-калав ҫыракансене кӑҫал та конкурса хутшӑнма йыхравлать.

Пултарулӑх ӑмӑртӑвне ӗҫсене «Проза», «Поэзи», «Драматурги» номинацисемпе йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене чӑвашла та, вырӑсла та ҫырма юрать. Ӗҫсене Шупашкар хулинчи Иван Яковлев проспектӗнчи 8-мӗш «А» ҫурта ҫитерсе памалла. Сӑвӑ-калавпа драма хайлавӗсене вулавӑшӑн краеведенпе наци литературинчен пайӗнче йышӑнаҫҫӗ.

Тӗрлӗ кӗнекере е литература альманахӗнче унччен пичетленсе тухнӑ ӗҫсене йышӑнмӗҫ.

 

Персона

Паян Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑваш автономийӗн пуҫлӑхӗн Олег Мустаевӑн чӗри тапма пӑрахнӑ. Вӑл мӑшӑрӗн Еленӑн куҫӗ умӗнчех вилнӗ.

«Кӑнтӑрла иртни 1 сехетсенче аттепе анне килтеччӗ. Атте ӑнсӑртран тӑнне ҫухатрӗ. Анне васкавлӑ медпулӑшу чӗнчӗ, ӑна хӑй искусствӗннӑй май сывлаттарма тытӑнчӗ. Тухтӑрсем 10 минутран ҫитрӗҫ, анчах аттене ҫӑлса хӑвараймарӗҫ», — каласа кӑтартнӑ Олег Мустаевӑн хӗрӗ Силиса.

Олег Мустаев 1965 ҫулхи раштавӑн 4-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗнче ҫуралнӑ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУна пӗтерсен вӑл Чӗмпӗре куҫса кайнӑ. 1992 ҫулта ӑна «Еткер» чӑваш фончӗн президентне суйланӑ. 2016 ҫултанпа Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑваш наци культурин автономин председателӗ пулнӑ. 2017 ҫулта — Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ.

 

Чӑваш чӗлхи
chrio.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chrio.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Пирӗн республикӑра чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен тата шкулчченхи вӗренӳ организацийӗсенче ӗҫлекен воспитательсен конкурсӗ малалла пырать. Кун пирки ЧР Вӗренӳ институчӗ паян, пуш уйӑхн 10-мӗшӗнче, аса илтернӗ.

Конкурс номинацийӗсем: «Ҫӗнӗ мел шутласа кӑларакан учитель» (новатор), «Ӑстаҫӑ учитель», «Ҫамрӑк учитель», «Шкулчченхи вӗренӳ организацийӗн чӑваш чӗлхипе кӑсӑклантаракан чи лайӑх воспитатель», «Меслетлӗх ӗҫӗсен пултаруллӑ авторӗ». Кунсӑр пуҫне «Тӑван чӗлхен хастар управҫи» ятарлӑ номинаци пӑхса хӑварнӑ.

Конкурс материалне чӑвашла та, вырӑсла та ҫырса тӑратма юрать. Конкурс кӗретсӗр тата кӗретлӗ майпа иртет.

 

Вӗренӳ
chrio.cap.ru сайтран касса илнӗ сӑнӳкерчӗк
chrio.cap.ru сайтран касса илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литература кафедри «Тӑван чӗлхе вӑрттӑнлӑхӗсем» интернет олимпиада ирттерессине пӗлтернӗ. Мероприяти пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пулӗ.

Интернет олимпиадӑна Чӑваш Республикинче тата республика тулашӗнче чӑваш чӗлхипе литературине тата тӑван ен культурине вӗрентекен учительсем хутшӑнӗҫ.

Вӗсен пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗччен ятарлӑ каҫӑпа кӗрсе регистрациленмелле, укҫа тӳленине ҫирӗплетекен квитанцие ярса памалла.

Пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 14.30 сехетрен пуҫласа 15.30 сехетчен конкурс ыйтӑвӗсене хуравламалла.

Интернет олимпиада укҫалла иртет. Конкурса хутшӑнас текенсен 300 тенкӗ тӳлемелле.

Конкурс положенийӗпе вӗренӳ институчӗн сайтӗнче паллашма пултаратӑр.

 

Страницӑсем: 1 ... 55, 56, 57, 58, 59, 60, 61, 62, 63, 64, [65], 66, 67, 68, 69, 70, 71, 72, 73, 74, 75, ... 232
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку тапхӑр сахал мар пӑшӑрхану илсе килӗ, кӑштах йӑнӑшма пултаратӑр. Тен, ҫывӑх ҫын умӗнче айӑпа туятӑр. Ӑнланманлӑх сирӗлтӗр тесен халӗ шӑпах чуна уҫса калаҫмалли вӑхӑт. Ӗҫре йӑнӑшсан яваплӑхран пӑрӑнма ан тӑрӑшӑр. Йӑнӑша йышӑнӑр, вара ҫивӗч ыйтӑва татса паратӑр.

Ҫу, 08

1833
192
Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ ҫуралнӑ.
1931
94
Адрианов Николай Константинович, пӗрремӗш чӑваш тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1940
85
Фандеев Георгий Егорович, чӑваш кӗвӗҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1977
48
Мокеев Матвей Васильевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗ вилнӗ.
1990
35
Цаплина Раиса Ионовна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2005
20
Ҫӗнӗ Пӑвара историпе тӑван ен тата этнографии музейне уҫнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть