Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри VI ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ. «Современные тенденции музыкального и художественного образования: проблемы, технологии, перспективы» (чӑв. Музыка тата художество вӗрентӗвӗн хальхи вӑхӑтри туртӑмӗсем: ыйтусем, технологисем, малашлӑх) ят панӑскере культурӑпа ӳнер енӗпе вӗрентекен учрежденисен преподавателӗсем валли йӗркеленӗ. Мероприятире ҫӗршыври чи лайӑх практикӑсемпе паллаштарнӑ.
Тухса калаҫакансенчен хӑшӗсем хӑйсен сӑмахне чӑваш наци культурин пултаруллӑ ҫыннисене – Григорий Хирпӳ композитора, Тани Юн киноактрисӑна, Земфира Яковлева фольклор ӑстине тата ыттисене — халалланӑ. Доклада вӗсем «Выдающиеся деятели культуры и искусств Чувашской Республики» (чӑв. Чӑваш Республикин культурӑпа ӳнерӗн паллӑ ҫыннисем) ятарлӑ номинаци валли хатӗрленӗ.
Ҫурхи ӗҫсене пӗтерсен чӑвашсем мӗн авалтан Акатуя пуҫтарӑннӑ. Ҫав ырӑ йӑла паян та манӑҫман. Юлашки ҫулсенче ӑна ҫӗршыв шайӗнче ирттереҫҫӗ.
Кӑҫал пирӗн республикӑн тӗп хулинче, Шупашкарта, Акатуй ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче иртӗ. Ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакан йӑхташӑмӑрсем те ҫак уява пуҫтарӑнӗҫ.
Мускавра вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче иртӗ. Йӗркелӳ комитечӗн ларӑвӗнче республика парламенчӗн спикерӗ Леонид Черкесов пӗлтернӗ тӑрӑх, Мускаври национальноҫсен ҫуртӗнче наци тумӗсен, ал ӑстисен ӗҫӗсен тата республикӑри предприятисен продукцийӗн куравӗсене йӗркелӗҫ. Сцена ҫине Мускаври, Чӑваш Енри тата ытти тӑрӑхри хӑй тӗллӗн вӗреннӗ артистсем тухӗҫ. Вӑйпиттисем кӗрешӳ мелӗпе хӑйсен вӑйне виҫӗҫ.
Ҫав кунах, ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Питӗрте Акатуй иртӗ. Иркутскра ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Акатуя пуҫтарӑнӗҫ, Пенза облаҫӗнче — утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче.
Красноармейски салин Культура ҫуртӗнче «Туслӑх кӑшӑлӗ» вӑйӑ-юрӑ уявӗ иртрӗ. Унта муниципалитет округӗнчи шкулсенче вӗрентекенсемпе вӗренекенсем тата кану ҫурчӗсем ҫумӗнчи фольклор ушкӑнӗсем хутшӑнчӗҫ. Уявра Чӑваш наци конгресӗн Трак енри уйрӑмӗн ӗҫ планӗпе килӗшӳллӗн ирттернӗ пултарулӑх ӑмӑртӑвӗсенче ҫӗнтернӗ ачасене тата вӗсен ертӳҫисене Красноармейски муниципалитет округӗн Дипломӗсемпе, Тав хучӗсемпе чысларӗҫ. Туса ирттернӗ ӗҫсем шутне вара Мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкне халалланӑ шкул ачисемпе аслисем хушшинче «Сумлӑ ентешсем» сӑвӑ тата «Пирӗн ентешсем — паллӑ ҫынсем» сочинени ҫыракансен конкурсӗсем, «Улӑп – 2022» интернет-викторина тата шкул ҫулне ҫитмен ачасемпе кӗҫӗн классенче вӗренекенсем хушшинче Николай Карай ентеш-поэт ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа «Итлес терӗм ҫӗршыв юррине» ятпа Карай сӑввисене вулассипе онлайн-конкурс кӗреҫҫӗ. Вӗсенче пурӗ 179 ҫын хутшӑнчӗ. Асӑннӑ мероприятисене йӗркелесе ирттерме пулӑшнӑ «Ял пурнӑҫӗ» хаҫат ӗҫченӗсене, тӗп тата ача-пӑча библиотекисенче ӗҫлекенсене тав тӑватпӑр, ҫӗнтерӳҫӗсене ӑшшӑн саламлатпӑр.
Вӑйӑ-юрӑ уявӗнче фольклор ушкӑнӗсем чӑваш халӑх юррисене шӑрантарчӗҫ, шкул ачисем вара ача-пӑча вӑййисене выляса кӑтартрӗҫ.
Тутар Республикинчи Элкел районӗнчи Сиктӗрмере (халӗ — Хусанкай) чӑвашсен «Уявӗ» тата «Акатуйӗ» иртӗҫ. Кун пирки Елизавета Долгова чӑваш хастарӗ тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ. Уяв ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче иртӗ.
Уява Чӑваш Енри фольклор ушкӑнӗсем хутшӑнӗҫ. Вӗсем вӑйӑ картине тӑрӗҫ. Вӑйӑ картине тухма пирӗн республикӑран пин ҫын тухса кайӗ.
Сӑмах май каласан, Сиктӗрмере чӑваш халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай ҫуралнӑ. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче вӑл ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитрӗ. Культура уявне асӑннӑ ялта ирттересси шӑпах ҫавӑнпа ҫыхӑннӑ.
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви «Килсе курӑр хӑнана, хапӑл тӑвӑр йыхрава!» видеороликсен конкурсне ирттерет. Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пуҫланнӑ, авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен пырӗ.
Республикӑн Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурс тӗллевӗ – пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан организацийӗсенче вӗренекен ачасене тӑван тавралӑха юратма, тӑван ен историне, культурине, чӑваш чӗлхине лайӑхрах пӗлме пулӑшасси.
Конкурса 7-8-мӗш классенче вӗренекен ачасем хутшӑнаҫҫӗ.
Ыйтса пӗлмелли мелсем: E-mail: chrio18@rchuv.ru; chrio6@cap.ru.
Телефон номерӗ — 8(8352)45-99-96.
«Интернет уҫлӑхӗнче тӗлӗнмелле илемлӗ ушкӑн куҫ тӗлне пулчӗ те - пайлашмасӑр епле чӑтайӑн-ха? Куллен тухья-хушпу тӑхӑнса, кӗпепе ярӑнса ҫӳрейместӗн, ҫакӑн евӗр меллӗ те чипер костюмсене вара хӑть кашни кун тӑхӑн та чӑваш чунне савӑнтар», — хыпарланӑ «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Эсӗ — ман хӗвелӗм, эсӗ — ман тӗнче» пабликра.
Кристина Макосеева дизайнер «ТРИ СОЛНЦА | ВИҪӖ ХӖВЕЛ» проекта аталантарать иккен. Дизайнер чӑвашла илемлӗ тум хатӗрлет ҫеҫ мар, ҫак тум епле ҫурални ҫинчен та каласа кӑтартать.
Шупашкарта «Лайӑх» ятлӑ кофейня ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫӑлнӑ.
Апатлану предприятийӗн тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кофейньӑра лайӑх кӑмӑл парнелеме шантараҫҫӗ.
«Лучшее место на Земле — Чувашия, а лучший кофе у нас!» — тесе ҫырса хунӑ унта. Чӑвашла куҫарсан, ку вӑл «Ҫӗр ҫинчи чи лайӑх вырӑн — Чӑваш Ен, чи лайӑх кофе вара «Лайӑх» кафере», — тесе ӑнланмалла.
«Лайӑх» ятлӑ кофейня Шупашкарти Иван Франко урамӗнче вырнаҫнӑ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫичӗпӳртре ачасен фольклор фестивалӗ иртнӗ.
«Солнечные лучики» (чӑв. Хӗвел пайӑркисем) ача-пӑча фольклорӗн районти III фестивальне тӑван халӑх йӑли-йӗркипе паллаштарас, ӑна халӑхра сарас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ.
«Ачасем чӑвашла калаҫни, юрри-ташшисене, вӑййисене, йӑли-йӗркисене кӑтартма пултарни чуна ҫав тери савӑнтарать», — теҫҫӗ вырӑнти хастарсем.
Фестивале 8 пултарулӑх ушкӑнӗ хутшӑннӑ: Ҫичӗпӳртри «Кунер», Турханкассинчи «Асамат», Хуракассинчи «Кӑсӑя», Вӑрманкассинчи «Путене», Кайри Шӗнерпуҫӗнчи «Ҫӑлкуҫ», Чӑнкассинчи «Савӑнӑҫ», Урхас Кушкӑри «Шӑнкӑрав», Аксаринти пултарулӑх ушкӑнӗсем.
Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр (ку ӗҫе тахҫантанпах тӑвайманччӗ-ха...). Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).
Вырӑссен паллӑ тӗпчевҫин Ключевскин историне вуланӑ чухне час-часах пӗрре «боляр», тепре «бояр» тенине курма пулать. Славянсен тӗн чӗлхин (церковнославянский) палӑкӗ шутланакан упранса юлнӑ хайлавсенче ытларах «боляр» тенине куратпӑр. Балкан ҫинчи пӑлхарсем патӗнчен килнӗ хайлавсенче болер тени тӗл пулать. Енчен те янӑракан хупӑ сасӑ вырӑннӗ янӑраманни каласан... полер пулса тӑрать. Ирӗксӗрех пуҫра шухӑш ҫуралать, авалхи чӑваш-пӑлхарсен чӗлхинче пӳлер пекрех илтӗнмен-ши ҫакӑ? Пӳ тахҫан ҫар, ҫарҫыннине пӗлтерекен сыпӑк пулнӑ пуль. Ӗмпӳ, ҫӗрпӳ — аслӑ ҫарҫынни, ҫӗр ҫарҫыннин пуҫлӑхӗ; ер, ар — арҫын. Пӳлер — ҫарҫынни арҫын, хан ҫумӗнче тӑракан ар. Ку сӑмаха тӑваннисем — кӗрнекер, нукер...
Хушса калани. Ман шухӑшпа Пӳлере ҫар ҫынни должноҫӗпе ҫыхӑнтарни тӗрӗсех мар.
Чӑваш чӗлхин «Хавал» клубӗн ҫуллахи уйлӑхне кӑҫал та йӗркелеме палӑртнӑ. Ӑна 12-мӗш ҫул ӗнтӗ пухаҫҫӗ. Уйлӑх Етӗрне районӗнчи «Сурские зори» кану базинче ӗҫлӗ.
Унта хутшӑнакансен кӑштах тӑкакланма тивӗ: пурӑннишӗн, апат-ҫимӗҫшӗн, чӗлхе урокӗсемшӗн. Шкул ачисене, студентсене тата пенсионерсене 20 процент йӳнӗрех тӳлеттерӗҫ, шкул ҫулне ҫитмен шӑпӑрлансемшӗн тӑкакланма тивмӗ.
Уйлӑх ыйтӑвӗсемпе ҫыхӑннӑ ыйтусене Алпарух (Александр) Блиновпа (унӑн телефон номерӗ — +79023285051, «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи страници кунта https://vk.com/alparuh, телеграмм-канал та пур https://t.me/alparuh), Мускаврисен Павел Нягинпа (телефон номерӗ — +79530158189, «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи страници кунта https://vk.com/el4ek) ҫыхӑнма пулать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.05.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Юрьев Михаил Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ, журналист, тӑлмач вилнӗ. | ||
| Михаил Нямань, чӑваш журналисчӗ, тӑлмачӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |