«Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗн журналисчӗ Алексей Енейкин Кемӗр чӑвашӗсем ҫинчен фильм ӳкернӗ. Ӑна вӑл «Пурӑнатпӑр-ха, тӑван» ят панӑ.
Ҫӗпӗре тата тайгана чӑвашсем иртнӗ ӗмӗр пуҫламӑшӗнче йышлӑн куҫса кайса ҫӗнӗ ялсем пуҫарса янӑ.
Алексей Енейкин пӗлтернӗ тӑрӑх,
Кузбасра пурӑнакан пиншер чӑваш тӑван халӑхӑмӑрӑн культурине аталантарать. Промышленность районӗнчи Ивано-Родионовск ялӗнче пурӑнакан Курицынсен ҫемйи уйрӑмах ырӑ тӗслӗх кӑтартать-мӗн.
Чӑваш Ен хӗрӗ Мексикӑра хӑйӗн тумӗпе тӗлӗнтернӗ.
Аса илтерер: Шупашкарти Валентина Алексеева тӗнчери илем конкурсне хутшӑннӑ. «Мисс Вселенная» (чӑв. Тӗнче мисӗ) конкурсра хӑйӗн тумӗпе тӗлӗнтернӗ.
Питӗрти дизайнер хатӗрлесе панӑ платье ҫав каҫ хичӗ пулса тӑнӑ. Кун пирки хӗр халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Пушкӑртстанри чӑвашсен «Урал сасси» хаҫатне кӑларса тӑма тытӑннӑранпа кӑҫалхи юпа уйӑхӗнче 35 ҫул ҫитнӗ. Ӗнер вара «Хыпар» издательство ҫуртӗнче асӑннӑ каларӑм редакторӗ Юрий Михайлов пулнӑ.
«Пелепейри информаци центрӗн «Урал сасси» хаҫат редакторӗ Юрий Николаевич Патӑрьел тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ пулин те, чӗререн хисеплесе ентешех тесе калас килет манӑн ӑна. Юрий Николаевич Пушкӑртстанра ытларах та пурӑнать, вӑл унта ҫамрӑклах тӗпленнӗ», — хыпарланӑ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче Пушкӑрт ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ, «Хыпар» издательство ҫурчӗн ача-пӑча кӑларӑмӗсен редакторӗ Елена Атаманова.
«Урал сасси» хаҫат хӑйӗн сумлӑ юбюилейне «хыпарҫӑсене» йыхравлама Шупашкара килнӗ.
Чӑвашсем Китайра иртекен чи пысӑк суту-илӳ куравне хутшӑнаҫҫӗ.
Унти Гуанчжоу хулинче Пӗтӗм тӗнчери Кантон куравӗ иртет. Унта Чӑваш Енри делегаци те тухса кайнӑ.
Ҫав йышра – «Деревенский дворик», «Россыпей», «Вавилон» предприятисем.
Курав юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче пуҫланнӑ; ыран, чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, вӗҫленӗ.
Раштавӑн 7-мӗшӗнче чӑвашсен «Хавал» пуҫару ушкӑнӗ И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗпе Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхсен институчӗ пулӑшнипе шкул ачисен 2-мӗш ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртӗ. Кун пирки «Хавал» халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Конференци тӗллевӗсен шутӗнче вӗренекенсен хастарлӑхне ӳстерессине, тишкерӳ ӗҫне аталантарса пырассине, ӑслӑлӑха кӗме ҫул уҫса парассине, хӑйсем тӗллӗн ӗҫлеме хӑнӑхтарассине,
вӗренекенсен ӑслӑлӑхри ҫитӗнӗвӗсемпе паллаштарассине кӗртнӗ.
Конференцие 5-11-мӗш класра вӗренекенсем хутшӑнма пултарӗҫ.
Паян Шупашкара хальхи вӑхӑтри чаплӑ чӑваш ушкӑнӗсенчен пӗри, «DIVA», концертпа килнӗ.
Асӑннӑ ушкӑн пултарулӑхӗпе киленсе савӑнма, хавхаланса ҫунатланма куракансем (ку ырӑ хыпара ҫак йӗркесен авторӗ ку хыпара ҫак самантра пӗлчӗ) Чӑваш патшалӑх филармонине пуҫтарӑннӑ.
Чӑваш халӑх юррисене илемлетсе ҫӗнӗлле янӑратакан ушкӑн тӑван халӑхӑмӑрӑн культурин аталанӑвне чӑннипех те тӳпе хывать. Раштав уйӑхӗнче вӑл Мускавра концерт лартса парӗ.
Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн пайташӗсем паян Самар облаҫӗнче «Кӗр сӑри» уявра пулнӑ.
Вӗсем тата вырӑнти ӑстасем унта чӑвашла юрӑсемпе савӑнтарнӑ. Илемлӗ чӑваш тумӗсем тата мӗне тӑнӑ! Кун пирки Валентина Телей юрӑҫ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, чӑваш Улӑпӗ И.Я.Яковлев ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ кун, Шупашкарта патриархӑмӑр палӑкӗ умне чечек хунӑ.
Кун пирки Лидия Филиппова журналист халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
«Ӗнер Шупашкара тепӗр чӑваш Улӑпӗ Иван Казанков килсе ҫитрӗ.
Тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе явнипе пӗрлех ЮТВ телеканал валли «Ҫынсем. Ҫулсем. Еткерлӗх» — «Люди. Годы. Наследие» кӑларӑм ӳкертӗмӗр, И.Я.Яковлев палӑкӗ умне пуҫ тайса чечек хутӑмӑр… Наци радиовӗнче вара хӑйнеевӗрлӗ марафон иртрӗ – 2 сехете яхӑн тӳрӗ эфирта Иван Казанков ентешӗмӗр-мухтавӑмӑр пулчӗ…», — хыпарланӑ Лидия Филиппова.
Питӗр хулинчи «Выборгская сторона» (чӑв. Выборг тӑрӑхӗ) клубра Алиса Шарпаева художник-модельерӑн «Современные украшения женского костюма» (чӑв. Хӗрарӑм тумӗн хальхи вӑхӑтри эрешӗсем) куравӗ иккӗмӗш эрне ӗҫлет иккен.
Унта чӑвашсем пуҫа тӑхӑнакан тӗрлӗ хатӗрпе, саппунсемпе, тутӑрсемпе, мӑй ҫыххипе, тӗрлӗ эрешпе паллашма пулать.
Алиса Семёновна Питӗрти чӑвашсен культура обществин хастар членӗсенчен пӗри.
Питӗрти чӑвашсем юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Илем фестивальне хутшӑннӑ.
«St. Petersburg Beauty 2024» Илем, мода тата пултарулӑх фестивалӗнчи Пултаруллисен конкурсне Питӗрти чӑваш культура обществин дизайнерӗсемпе модельерӗсен ушкӑнӗ пулнӑ. Вӗсем – тӗрлӗ конкурс ҫӗнтерӳҫисемпе лауреачӗсем Алиса Шарпаева тата Фаина Антонова. Чӑваш тумӗн илемне Алиса Семёновна кӑтартнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |