
Чӑваш ҫыравҫисен кӗнекисем — библиотекӑна.
Кӗнеке парнелемелли тӗнчери куна тата Чӑваш Республикин Наци библиотекин 155 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ май чӑваш ҫыравҫисем Кемӗр облаҫӗнчи Гурьевск муниципаллӑ округӗн библиотекисенче чӑвашла литература сахаллине пӗлнӗ. Унта, Чӑваш-Пай тата Сосновка ялӗсенче, йӑхташӑмӑрсем йышлӑ пурӑнаҫҫӗ, вӗсем тӑван чӗлхепе культурӑна пулас ӑрусем валли упраса хӑварма тӑрӑшаҫҫӗ.
Вырӑнти ҫынсем чӑваш ҫыравҫисен хайлавӗсемпе паллашма ӗмӗтленни ҫинчен Гурьевскри централизациленӗ библиотекӑсен системин директорӗ Марина Обухова Чӑваш Республикин Наци библиотекине пӗлтернӗ.
Ҫыравҫӑсемпе библиотекарьсем айккинче юлма пултарайман. Чӑваш Ен Наци библиотеки урлӑ Раҫҫей ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн пайташӗсем ентешсем валли кӗнекесем ярса панӑ. Ҫыравҫӑсем чӑвашла тата вырӑсла темиҫе ещӗк кӗнеке пухнӑ, вӗсенче халӑх шӑпи, унӑн историйӗ тата паянхи пурнӑҫӗ ҫинчен каласа параҫҫӗ.

Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Чӑваш Енри хастарсем техника наукисен докторӗ Василий Николаев ҫуралнӑ кун пулнине асра тытса унӑн палӑкӗ патне кайса пуҫ тайнӑ. Ку хыпара Марина Карягина тележурналист халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Вӑл Василий Васильевич чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ ывӑлӗ, техника наукисен докторӗ, хӑй вӑхӑтӗнче «Оренбургазпромӑн» тӗп директорӗ пулнине пӗлтернӗ.
Василий Николаев (11.02.1939 - 28.06.2007) Пушкӑртстанри Авӑркас тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вӑл «тӑван халӑх историне тӗпчесе, несӗлсемпе мӑнаҫланса» кӗнекесем, «Чӑваш костюмӗ» альбом кӑларнӑ.

Чӑваш кӗнеке издательствинче Сӑкӑт Ваньккин «Кукаҫ туйӗ» поэми кун ҫути курнӑ.
Ҫӗнӗ кӑларӑм редакторӗ – Ольга Федорова, ӳнерҫи – Дарья Степанова.
Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, хайлавра автор вирьял чӑвашӗсен туй йӑли-йӗркине ҫырса кӑтартнӑ, вирьял чӑвашӗсен калаҫӑвӗпе усӑ курнӑ, чылай сӑмах ҫаврӑнӑшӗн пӗлтерӗшне уҫса панӑ.

Чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Самар облаҫӗнчи Сызрань хулинчи чӑвашсен «Атӑл» наципе культура обществи 10 ҫулхине уявланӑ. Унта Чӑваш Енри хастарсем те хутшӑннӑ. Асӑннӑ йышра Наукӑпа искусство чӑваш наци академийӗн пайташӗсем Валентина Телей, Эльза Тарасова, Елизавета Долгова тата Щар Владимыч фотограф пулнӑ.
Чӑвашсен «Атӑл» обществине аппӑшӗпе йӑмӑкӗ ертсе пыраҫҫӗ. Председателӗ — Александра Казакова, унӑн ҫумӗ — Надежда Назарова.
Обществӑн юбилейне халалланӑ уяв Сызрань хулинчи тӗп вулавӑшра иртнӗ. Алевтина Долгова вулавӑша хӑйӗн темиҫе кӗнекине парнеленӗ: «Байдеряков род», «Сказка о волчонке Айваре», «Воробушек Чик-чирик», «Летописец», «Зов предков».

Пушкӑртстанра пурӑнакансем сӑра уявне кӑҫал та ирттернӗ. Кун пирки «Контактра» халӑх тетелӗнче вырӑнти чӑвашсен хаҫачӗн пабликӗнче хыпарланӑ.
Унта пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑваш ӗҫмин районти уявӗче чи лайӑх маҫтӑр ятне Лариса Исаева тивӗҫнӗ. Лариса Ивановна Пӑслӑк ялӗнчен.

Чӑвашсем тӗрӗк халӑхӗсен «Курултай» фестивальне хутшӑнаҫҫӗ. Вӑл Кипрта иртет.
Фестивале Чӑваш Енри, Тутарстанри, Самар облаҫӗнчи чӑвашсем хутшӑнаҫҫӗ. Чӑваш Республикин делегацийӗ йышӗнче — Чӑваш халӑх поэчӗ Раиса Сарпи, Ольга Осипова юрӑҫ, Элтияр Александров журналист, юрӑҫ тата блогер, Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн артисчӗ Лев Плотников. Вӗсем Кипрта чӑваш халӑхӗн культурипе, юрри-ташшипе паллаштараҫҫӗ.

Азербайджанра ҫывӑх тӑвансене мӑшӑрланма чарнӑ. Пирӗншӗн, чӑвашсемшӗн (чӑвашсемшӗн кӑна-и, вырӑссемшӗн те) кун пек хыпар тӗлӗнмеллисен йышӗнчен-ха. Ара, пирӗн халӑхӑмӑр ун пек аташмасть. «Ҫичӗ ӑру таран хутшӑнса пурӑнмалла, ҫичӗ ӑру таран пӗрлешме юрамасть», — тесе кукамай хамӑра та калатчӗ.
Иккӗмӗш сыпӑкри тӑвансене мӑшӑрланма кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнченпе чарнӑ хыҫҫӑн Азербайджанра ҫемье ҫавӑрнисен шучӗ икӗ хут чакнӑ. Асӑннӑ уйӑхра унта 2694 мӑшӑр ҫемье ҫавӑрнӑ, ку вӑл ҫӗртме уйӑхӗнчинчен икӗ хута яхӑн сахалрах-мӗн.

Ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Мускавра славян ӳнерӗн «Русское поле» (чӑв. Вырӑс уйӗ) регионсем хушшинчи фестивалӗ иртнӗ. Унта чӑваш юррин «Парне» ансамблӗ хутшӑннӑ. Пӗтӗмпе вара Мускавра 62 регионти 1,5 пин артист пулнӑ.
Халӑх пултарулӑхӗн ҫурчӗн коллективӗ «Чи лайӑх хор коллективӗ» номинацире палӑрса «За сохранение региональных певческих традиций» (чӑв. Регионти юрӑ йӑла-йӗркине упраса хӑварнӑшӑн) ятарлӑ премие тивӗҫнӗ.
Коллектив ертӳҫи — Светлана Тяхмусова.

Хусанти Горький ячӗллӗ паркра нумаях пулмасть «Древо жизни»/«Байтирәк» (чӑв. Пурнӑҫ йывӑҫҫи) фестиваль иртнӗ. Утӑ уйӑхӗнче ирттернӗ чух салтак ӑсатас йӑла-йӗркепе паллаштарнӑ, ҫурла уйӑхӗнчине тӗрлӗ халӑхӑн тӑван килне халалланӑ.
Пӑва хулинче пурӑнакан скульптор, хулари ача-пӑча искусство шкулӗн педагогӗ Павел Ярхунов хӑй тунӑ шӑхличӗсемпе паллаштарнӑ. Кун пирки «Сувар» пӗлтернӗ.

Хусанти чӑваш хӗрачи Сочи хулинче иртнӗ «У самого чёрного моря» (чӑв. Хура тинӗс хӗрринче) халӑхсен хушшинчи конкурса хутшӑннӑ.
Унта Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчи тата ют ҫӗршывсенчен пӗчӗк талантсем хутшӑннӑ. Тутарстанри «Сувар» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, фестивалӗн Гран-прине Хусанти Туслӑх ҫуртӗнчи Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗнчи чӑваш урӑмӗнче вӗренекен Стефания Чаркина ҫӗнсе илнӗ.
Пӗчӗкскер «Линка-линка» чӑваш халӑх юррине шӑрантарнӑ.
