Шупашкарти 61-мӗш шкул пӗрремӗш директорӗн ячӗпе Сергей Викторович Капрановӑн ячӗпе хисепленме тытӑннӑ. Ҫакна Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн, халӑх ҫутӗҫӗн отиличникӗн ятне ӗмӗрлӗх асра хӑварас тесе тунӑ.
Шупашкарти Чернышевский урамӗнчи 16-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ шкула 1992 ҫулта уҫнӑ. Унӑн пӗрремӗш директорӗ Сергей Капранов пулнӑ. 1996-2003 ҫулсенче вӑл Шупашкарти вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗн тилхепине тытса пыӑ. Сергей Викторович кӑҫалхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вал 67 ҫулта пулнӑ.
Елчӗк ачисем этнос фестивалӗнче пулса курнӑ.
Елчӗкри ача-пӑча ӳнер шкулӗнче вӗренекен Джамиля Савинова тата Диана Максимова Калуга облаҫӗнче иртнӗ «Этноритмы» этнос музыкин фестивальне хутшӑннӑ. Мероприяти ҫурла уйӑхӗн 18-21-мӗшӗсенче иртнӗ. Ачасемпе инҫе ҫула О.А. Архипова преподаватель тухнӑ.
Этнос музыкн фестивальне Калуга облаҫӗнче ҫулсеренех йӗркелеҫҫӗ-мӗн. Ӑна унти «Этномир» этнографи паркӗнче – музейӗнче ирттереҫҫӗ. Фестиваль вӑхӑтӗнче тӗрлӗ халӑхӑн йӑли-йӗркипе паллашма тата канма май пур.
Калуга облаҫӗнчи фестивале хутшӑннӑ ачасем унччен «Чӑваш Ен ахахӗсем» конкурсра ҫӗнтернӗ. Ачасем чӑвашла виҫӗ номерпе тӗрлӗ сцена ҫине тухнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Шупашкарти шкул ачисен комплекслӑ апатланӑвӗн хакӗ 68 тенкӗ пулӗ. Унччен ку 65 тенкӗпе танлашнӑ.
Кӗҫӗн классен комплекслӑ ирхи апачӗ унчченхи пекех пулӗ: 25 тенкӗ. 2021 ҫулта вӑл 21 тенкӗпе танлашнӑ. Пӗлтӗр ирхи апатшӑн 25 тенкӗ пулнӑ, кӑнтӑрлахишӗн – 65 тенкӗ.
5-11-мӗш классен ирхи апатшӑн – 30 тенкӗ, кӑнтӑрлахишӗн 72 тенкӗ тӳлеме тивӗ.
Шупашкарти 1-мӗш гимназире тӑван чӗлхене вӗренмелли калаҫу кружокне йӗркелесшӗн. Кун пирки асӑннӑ шкулта вӗренекен хӗрача республика Элтеперӗнчен ыйтнӑ.
«Белые камни» (чӑв. Шурӑ чул) физкультурӑпа сиплев центрӗнче «Страна героев» (чӑв. Паттӑрсен ҫӗршывӗ) ҫарпа истори лагерӗн пӗрремӗш сменинче канакансемпе «Пӗр тан диалог» калаҫу ирттернӗ. Унта вӗрентӳпе ҫыхӑннӑ самантсене, патриотизм темине, волонтёр юхӑмне аталантарссине, регионти туризм тата ытти ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
Тӑван чӗлхене вӗренмелли калаҫу кружокне йӗркелессине республикаертӳҫи Олег Николаев ырласа йышӑннӑ.
Чӑваш Енри 11 педагог Раҫҫей Президенчӗн премине тивӗҫнӗ. Ҫӗршывӗпе илсен ун пеккисен пӗтӗмӗшле йышӗ — 1250 ҫын.
Республикӑн вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Дмитрий Захаров Телеграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнтерӳҫӗ-вӗрентекенсене 200-шер пин тенкӗ преми парӗҫ. Сумлӑ йышра чӑваш чӗлхи учителӗсем те пур. Вӗсем — Шупашкарти сывлӑх енчен хавшак ачасен 2-мӗш шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Ираида Матьянова тата Шупашкарти 40-мӗш вӑтам шкулти Александр Степанов.
Сӗнтӗрвӑрри хулинчи «Коновалово» микрорайонӗнчи шкула туса пӗтерме республикӑн резерв хыснинчен тепӗр 12 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер алӑ пуснӑ.
Ку укҫа-тенкӗпе шкула электричество сечӗсемпе сыпӑнтарнӑ чухне усӑ курӗҫ. Сӑмах май, иртнӗ эрнере те ку пӗлӳ ҫурчӗ валли укҫа уйӑрнӑ – 86 миллион тенкӗ.
Палӑртмалла: шкула «Старатель» строительство компанийӗ тӑвать. Икӗ ен 306,7 миллион тенкӗлӗх килӗшӳ алӑ пуснӑ. Планпа килӗшӳллӗн, ӑна утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче хута ямалла пулнӑ. Шкулта 375 ача валли вырӑн пулӗ.
Шупашкарти кадет корпусне директор кирлӗ.
Атӑлҫи федераци округӗн Совет Союзӗн Геройӗ А.В. Кочетов ячӗллӗ Чӑваш кадет корпусне директор кирли пирки республикӑн Вӗренӳ министерстви утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пӗлтернӗ.
Конкурса хутшӑнас кӑмӑллисен заявленийӗсене ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Кандидатӑн ятарлӑ программа ҫырса хатӗрлемелле. Конкурса ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ.
Сӗнтӗрвӑрри хулинче ҫӗнӗ шкул тӑвасси кая юлса пырать. Строительство ӗҫӗсен хӑвӑртлӑхне федерацин Чӑваш Енри тӗп инспекторӗ Григорий Сергеев тата Сӗнтӗрвӑрри районӗн прокурорӗ Ленар Карама вырӑна ҫитсе хакланӑ.
Тӗрӗслевпе пырса ҫитнисен умӗнче вырӑнти тӳре-шара тата «Старатель» подряд организацийӗ тӳрре тухма хӑтланнӑ тесен те йӑнӑш пулас ҫук.
375 ача вӗренмелӗх шкул строительствине вырӑнтисем эрнесерен тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ-мӗн. Строительсем ҫирӗплетнӗ графикпа килӗшӳллӗн ӗлкӗрсе пыраймаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра ӗҫсене 80 процента яхӑн ҫеҫ пурнӑҫланӑ. Шучӗпе шкула утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне туса пӗтермелле.
Подряд организацийӗ ячӗпе прокуратура асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ.
Шупашкарти «Садовый» микрорайонти шкул пирки нумай калаҫаҫҫӗ. Хӑҫан пулӗ вӑл?
Ӗҫ вӗҫлентӗр тесе ЧР Министрсен Кабинечӗн резерв хыснинчен 344 миллион та 93,8 пин тенкӗ уйӑрнӑ.
Сӑмах май, ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче подрядчикпе тунӑ килӗшӗве пӑрахӑҫланӑ. Хальлӗхе ҫӗннине тупман. Ҫапах ку тивӗҫе Чӑваш Енри ипотека корпорацине шанма пултараҫҫӗ текен сас-хура пур.
2024 ҫулта авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа шкулсенче ОБЖ вырӑнне «Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлессин тата хӑрушсӑрлӑх пӗлӗвӗ» ҫӗнӗ предмета вӗрентме пуҫласшӑн. Ҫапла сӗнет РФ Ҫутӗҫ министерстви.
Хальхи вӑхӑтра ҫӗнӗ вӗренӳ программине хатӗрлекен ӗҫлӗ ушкӑна пухаҫҫӗ. Ун йышне Хӳтӗлев министерствин, Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ҫыннисем те кӗрӗҫ.
Сергей Кравцов министр пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ предмета пула ачасемшӗн йывӑрлӑх ӳсмӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |