Красноармейски районӗнчи Упи шкулӗнче ӗнер Владимир Харитонов ҫыравҫӑна халалланӑ пултарулӑх каҫӗ иртнӗ. Красноармейски муниципаллӑ округӗн официаллӑ сайчӗ хыпарланӑ тӑрӑх мероприятие шкул ачисемпе вӗрентекенсем кӑна мар, Красноармейски муниципаллӑ округӗн ветерансен Канашӗн председателӗ Георгий Ефимов-Тусли, район администрацийӗн культура, социаллӑ аталану тата архив ӗҫ пайӗн начальникӗ Рена Осипова та хутшӑннӑ.
Ҫыравҫӑн кун-ҫулӗпе чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Светлана Валерьевна Петрова паллаштарнӑ. Георгий Тусли ҫыравҫӑн пултарулӑхӗ ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Шкул ачисем Владимир Егоровичӑн сӑввисене вуланӑ.
Владимир Харитонов 1933 ҫулхи пушӑн 25-мӗшӗнче Пайсупинта ҫуралнӑ. Вӑл В.Павлов ячӗллӗ музыка училищинче, Хусанти консерваторире пӗлӳ илнӗ. Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче хорист, телекуравпа радиохыпарлавӑн чӑваш комитечӗн литературӑпа музыка передачисен редакторӗ пулса ӗҫленӗ. Владимир Харитонов сӑввисемпе 50 ытла юрӑ хывнӑ.
Поэтӑн паллӑ кӗнекисем: «Атӑлъенсем – телейлӗ ҁынсем», «Тав», «Тумлам», «Туслӑх», «Уҫланкӑра», «Чун хавалӗ», «Ӗмӗтӗмӗр ҫитсе пынӑран», «Константин Иванов тата музыка», «Тулли кӑмӑлпа» тата ыттисем.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн преподавателӗ тата ҫыравҫӑ Елена Нарпи нумаях пулмасть тӑван Елчӗк районӗнчи икӗ вӑтам шкулта: Курнавӑшпа Ҫӗнӗ Пӑварисенче — пулнӑ. Унта вӑл ачасемпе тӗл пулса профориентаци енӗпе калаҫнӑ.
Хӑйне кӑмӑлтан кӗтсе илнӗшӗн Елена Нарпи шкул директорӗсене чунтан тав тунӑ. Кунсӑр пуҫне ачасем тӑван чӗлхепе калаҫнине палӑртса хӑварнӑ.
«Елчӗк районӗнчи ачасем шакӑртаттарса чӑвашла калаҫни вара чӑннипех те кӑмӑла ҫӗклерӗ», — тесе ҫырнӑ Елена Нарпи халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.
Шупашкарти «Солнечный» микрорайонта тинех шкул тума тытӑннӑ. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ видео ярса панӑ. Унта пулас шкул валли лапам хатӗрлеме пуҫлани курӑнать: машинӑсем тӑпра турттарса тухаҫҫӗ, рабочисем свайӑсем ҫапаҫҫӗ, тавралла карта тытаҫҫӗ.
Шкула «Трест-3» компани тӑвать. Проектра палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак ҫӗнӗ микрорайонти шкула 2024 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗччен туса пӗтермелле.
Муркаш районӗнчи пӗр шкулта ҫар припасӗсем упраннӑ. 205 патронран 120-шӗ сунар е спорт пӑшалӗпе усӑ курма юрӑхлӑ пулнӑ.
Ӑҫтан тупӑннӑ патронсем? ЧР Вӗренӳ министерстви лару-тӑрӑва ӑнлантарнӑ. Ҫак шкул ҫумӗнче 2008 ҫулта "Тӑван ҫӗршыв" ҫарпа патриотлӑх клубӗ уҫӑлнӑ. Ӑна унччен ОБЖ урокне ертсе пынӑ вӗрентекен (халӗ вӑл вилнӗ ӗнтӗ) йӗркеленӗ. Патронсем сейфра упраннӑ. Унта ытти ҫынсем кӗреймен.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Чурачӑк ялӗнче тата Канаш районӗнчи Янкӑлч ялӗнче шкул тума пуҫланӑ. Иккӗшне те 2024 ҫулхи авӑн уйӑхӗччен туса пӗтермелле.
Чурачӑкри ҫӗнӗ шкулта 475 ача валли вырӑн пулмалла. Пӗлӳ ҫуртне тумашкӑн 339,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Янкӑлчри ҫӗнӗ шкула вара 165 ача ҫӳрӗ. Унсӑр пуҫне шкула кайман 40 ача валли вырӑн пулӗ. Ку пелӳ ҫуртне тума хыснаран 275,6 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Икӗ шкула та «Ял территорисен комплекслӑ аталанӑвӗ» программӑпа килӗшӳллӗн тӑвӗҫ. Вӗсен гарантийӗ 5 ҫул пулӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Раҫҫей писателӗсен союзӗн членӗ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ Николай Ишентей (Николай Петрович Петров) 70 ҫул тултарнӑ. Ҫавна май Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫри вӑтам шкулта информаци сехечӗ ирттернӗ. Кун пирки халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче Валентина Малышева пӗлтернӗ.
Вӗренекенсем Николай Петровичӑн пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллашнӑ май сӑвӑҫ Чӑваш Енри Ҫӗрпӳ районӗнчи Тури Шурҫырма ялӗнче 1953 ҫулта ҫуралнине пӗлнӗ. Пулас поэт малтанласа Чӑваш ял хуҫалӑх институтӗнче ӑс пухнӑ.
Вӑл шкулта та вӗрентнӗ; «Хыпар» хаҫатра, «Капкӑн» журналта ӗҫленӗ. «Николай Ишентей – нумай кӗнеке авторӗ, кӗҫӗннисен юратнӑ юмахҫи те», — каласа кӑтартнӑ Валентина Малышева ачасене поэт ҫинчен.
Патӑрьел муниципалитет округӗнчи Ҫӗньялта ӗнер «Айхи вулавӗсем» иртнӗ.
Поэзине юратакансем Ҫӗньялти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкула «Айхи вулавӗсем» сӑвӑ конкурсне пухӑннӑ. Асӑннӑ вӗренӳ учрежденийӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Светлана Кулакова пӗлтернӗ тӑрӑх, вулава ирттересси ырӑ йӑлана кӗнӗ. Кӑҫалхи шучӗпе — 17-мӗш.
Конкурса 3-11 класра вӗренекенсем хутшӑннӑ. Вӗсем поэтӑн сӑввисене чӑвашла, вырӑсла тата ют чӗлхепе илемлӗ вуланӑ. Тӑрӑшнине кура ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсемпе хавхалантарнӑ.
Нумаях пулмасть тӗнче тетелне Шупашкарти 53-мӗш шкулта пӳлӗмре кӑвакӑш пулнине ӳкернӗ видео вырнаҫтарнӑ. Кун хыҫҫӑн прокуратура унта тӗрӗслев ирттернӗ.
Чӑнах та, шкулта кӑвакӑш пур иккен. Тӗрӗслев кӑтартнӑ тӑрӑх, ун пеккине 3-мӗш хутра географи класӗнче асӑрханӑ. Апла пулин те унта уроксем ирттерме чарман.
Прокуратура шкул директорӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Класри кӑвакӑша ятарлӑ дезинфекци шӗвекӗпе пӗтернӗ. Шкул ертӳлӗхне ҫурт тӑррине ҫӗнетиччен, ытти юсава тӑвиччен пӳлӗмри кӑвакӑша сӑнаса тӑма хушнӑ.
Шупашкарти Кадет корпусне ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Вӑл — Николай Жуков.
Асӑннӑ ҫын унччен республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче, Шупашкарти 56-мӗш вӑтам шкулта ӗҫленӗ.
Николай Жукова кадет корпусне ертсе пыма паян, нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, шаннӑ.
Аса илтерер: вӗренӳ учрежденийӗнчи ҫемҫе пукан Наталья Тимофеева должноҫрен кайнӑ хыҫҫӑн пушаннӑччӗ. Тимофеева директор пулса 2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗнченпе тӑрӑшнӑ. Республикӑн Вӗренӳ министерствинче ӗнентернӗ тӑрӑх, Тимофеева ӗҫрен кайма иртнӗ ҫулхи октябрь уйӑхӗнчех шухӑшланӑ, анчах ҫӳлтисем ыйтнипе финанс ҫулӗ вӗҫлениччен тӑхтама килӗшнӗ.
Шупашкарта Элли Юрьев ячӗллӗ парнене ҫӗнсе илессишӗн ача-пӑча ӳкерчӗкӗсен конкурсӗ иртет. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне Чӑваш Енӗн Культурӑпа ӳнер институчӗ, Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ тата Шупашкарти Э. Юрьев ячӗллӗ 4-мӗш ача-пӑча ӳнер шкулӗ пуҫарнӑ.
Конкурса хутшӑнас кӑмӑллисем кая юлман-ха. Ӗҫсене пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗчченех йышӑнӗҫ. Ытти ҫул унта 1000 ытла ача хутшӑннӑ. Хамӑр тӑрӑхрисем ҫеҫ, ют регионсемпе ют ҫӗршывсенчисем таранах.
Живопись тата графика композицийӗсене «Сӑнарлӑ ӳнер» тата «Диплом ӗҫӗ» номинацисенче хаклӗҫ. Номинацисен теми — «Пӗтӗм професси кирлӗ!».
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.