Улатӑр муниципаллӑ округӗн депутатсен пухавӗн депутачӗ Сергей Павленков Ҫӗмӗрлере йытӑ приючӗ вырӑнне хӑйсен округӗнчи Чуварлейра шкул хута яма сӗннӗ. Аса илтерер: приют валли 264 миллион тенке яхӑн уйӑрма хатӗррине пӗлтерсе аукцион ирттерме палӑртнӑ. Анчах тепӗр кунхине ӑна пӑрахӑҫланӑ.
Депутат палӑртнӑ тӑрӑх, Чуварлейри шкул 1957 ҫулта тунӑскер, хальхи стандартсемпе килӗшсе тӑмасть.
Вӑрнар муниципаллӑ округӗнчи Туҫи Ҫармӑсри шкула вӑхӑтра юсаса пӗтермен.
Тӗплӗ юсав епле пынине вырӑнти прокурор, Сергей Парамонов, тӗрӗсленӗ. Муниципалитет алӑ пуснӑ контрактпа килӗшӳллӗн, ӗҫе «Евростандарт21» организаци пурнӑҫлать. Ӗҫе кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле пулнӑ.
Надзор органӗ ӗҫе хӑвӑртлатмалли пирки унччен пӗрре асӑрхаттарнӑ-ха. Апла пулин те туса пӗтерменни самай иккен.
Вӑрмар районӗнчи Кутеснерти шкул Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин лейтенанчӗ А.Н. Николаев ячӗпе хисепленсе тӑрӗ. Унтах асӑну хӑми те вырнаҫтарнӑ.
Ҫав ятпа ирттернӗ мероприятие каччӑн ашшӗ-амӑшӗ, Галина Николаевна тата Николай Нефалимович, пиччӗшӗ Алексей Николаевич, ҫывӑх ҫыннисем, пӗр класра вӗреннисем кӑна мар, хаклӑ хӑнасем те хутшӑннӑ.
Аслӑ лейтенант Александр Николаев Брянск облаҫӗн чиккине диверсантсенчен хӳтӗленӗ чухне, пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, вилнӗ. Миномент вут-ҫулӑмӗ айӗнче вӑл юлташӗсене пулӑшма васканӑ...
Кӑҫал Вӑрнарти 1-мӗш шкул ҫумӗнче хушма ҫурт тума тытӑнӗҫ. Унта тепӗр 400 ача валли вырӑн пулӗ.
Хальхи вӑхӑтра ку шкулта 863 ача вӗренет. Пӗлӳ ҫуртне 1920 ҫулта хута янӑ. Ӑна пысӑклатасси пирки 2021 ҫултах калаҫу пулнӑ. Нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗ Олег Николаев кӑҫал утӑ уйӑхӗнче хушма ҫурт тума тытӑнасси пирки пӗлтернӗ. Ку ӗҫе 2025 ҫулта вӗҫлемелле.
Сӑмах май, ҫак шкула 2020 ҫулта тӗплӗ юсама тытӑнӑ. Анчах авӑнӑн 1-мӗшӗччен ӗлкӗреймен. Ҫавна май район администрацийӗн пуҫлӑхне отставкӑна янӑ. Элтепер хушша-хуппа кӗрсен шкула юпа уйӑхӗн валли уҫнӑ.
Паян ЧР прокурорӗ Эдуард Гиматов Ҫӗрпӳ округӗнчи Чурачӑкра ҫӗкленекен ҫӗнӗ шкула ҫитсе курнӑ. Ӑна икӗ уйӑхран, утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, хута ямалла. Апла авӑнӑн 1-мӗшӗнче ачасем ҫӗнӗ шкулта парта хушшине ларӗҫ. Шкул хальлӗхе 75 процент хатӗр.
Ҫӗнӗ пӗлӳ ҫуртӗнче 375 ача валли вырӑн пулӗ. Строительство валли 339,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Унтан тепӗр - 93 миллион тенкӗ.
Прокуратура палӑртнӑ тӑрӑх, шкул строительстви графикран юлса пымасть.
Шупашкарти 3-мӗш ача-пӑча ӳнер шкулӗ «Культура» наци проекчӗпе ҫӗнӗ музыка оборудованийӗ туяннӑ. Федераци укҫисӗр пуҫне республикӑн Культура министерстви те укҫа уйӑрса пулӑшнӑ иккен.
Иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче ҫавсен хӑтлавӗ иртнӗ.
Музыка инструменчӗ, оборудовани тата вӗренӳ материалӗ туянма 3,4 миллион тенке яхӑн тӑкакланӑ. Ҫав укҫапа 10 единица музыка инструменчӗ (пианино, баритон, тенор, туба, тромбон, саксофон, труба, флейта), 1 ноутбук тата 75 вӗренӳпе меслет пособийӗ илнӗ.
Шупашкарти пӗрремӗш гимназире калаҫу клубӗ ӑнӑҫлӑ ӗҫлени пирки «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗ пӗлтернӗ. Асӑннӑ клуба чӑвашла пуплеме йӗркеленӗ.
«Чӑваш чӗлхи — чӗкеҫ чӗлхи» калаҫу клубӗ 8 уйӑх ӗнтӗ ӗҫлет. Вӑл пӗрлешӳ 4 енӗпе аталанса пырать. Ӑна пуҫарса яма 7-мӗш класра вӗренекен Александра Попован сӗннӗ. Вӑл хӑйӗн ӗмӗчӗ пирки пӗлтӗр «Белые камни» центрта республика Элтеперӗпе Олег Николаевпа тӗл пулсан пӗлтернӗ. Республика етӳҫи ача шухӑшне ырласа йышӑннӑ.
Хӗрачана Олег Николаев «Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти» кӗнекене парнеленӗ. Малашне те хастар пулма суннӑ.
«Хӗрача хальлӗхе чӑвашла лайӑх калаҫаймасть, ҫапах та Сашӑн вӗренес кӑмӑлӗ питӗ пысӑк», — пӗлтернӗ «Чӑваш Ен» ПТРК.
Шупашкарти А. Гайдар ячӗллӗ вулавӑшра Лидия Сарине ҫыравҫӑпа тӗлпулу иртнӗ.
Лидия Сарине — хальхи вӑхӑтри чӑваш поэчӗ, прозаикӗ, Чӑваш Енри тата Раҫҫейри Профессионал писательсен союзӗн пайташӗ.
Ҫыравҫӑпа тӗл пулма хулари Раҫҫей Геройӗн Н.Ф. Гавриловӑн ячӗпе хисепленекен 22-мӗш вӑтам шкулти 2-мӗш класра вӗренекенсем пырса ҫитнӗ.
Лидия Сарине хӑйӗн чӑвашла сӑввисене вуланӑ май чӗлхемӗр епле ҫепӗҫ те янӑравлӑ пулнине ҫирӗплетсе панӑ. Тӑван чӗлхемӗре хисеплемеллине, чӑвашла калаҫмаллине палӑртса хӑварнӑ.
Хӑна ачалӑхри саманчӗсене аса илнӗ, чӑвашла юрӑсем юрланӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ тата ҫыравҫӑ Ольга Австрийская ӗнер, Чӑваш чӗлхи кунӗнче, Шупашкарти Ашмарин урамӗнчи шкулта иртнӗ литература тӗлпулӑвне хутшӑннӑ.
Пултаруллӑ пике «Контактра» халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 8 «А» тата 8 «Б» классемпе литература, поэзи ҫинчен калаҫнӑ. «Хамӑн пултарулӑх ҫулӗ, «Чӑлах пуканесем», «Пӗчӗкҫӗ шевле. Я – маленькая точка во Вселенной...» кӗнекесем ҫинчен каласа кӑтартрӑм, сӑвӑсем вуларӑм. Издательство ӗҫӗ-хӗлӗ, алҫыруран еплерех хатӗр кӑларӑм пулса тӑни ҫинчен те сӑмах хускатрӑм», — хыпарланӑ Ольга.
Ҫыравҫӑ асӑннӑ шкулта 8-мӗш класра ӑс пухакан Даша Кондратьевӑн калавӗпе тата сӑввисемпе те паллашнӑ. «Хӗрача тарӑн шухӑшлӑ произведенисем хайлать, пуласлӑхра кӗнеке кӑларасшӑн», — ырланӑ ача тӑрӑшӑвне ҫамрӑк ҫыравҫӑ.
Ӗнер, Чӑваш чӗлхи кунӗнче, Шупашкар хулинчи кинемейсем ачасене масмак ӑсталама вӗрентнӗ. Вӗсем хулари 41-мӗш вӑтам шкула кайнӑ, унта вӗренекенсемпе тӗл пулнӑ.
Хастар кинемейсем — Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра ҫӳрекен ватӑсем. Вӗсем унта ал ӗҫӗпе пӗрмай аппаланаҫҫӗ. Чӑваш чӗлхи кунӗнче вӗсем ачасене Чӑваш чӗлхи кунне хӑҫан тата мӗн тӗллевпе пуҫарса яни ҫинче, тӑван халӑхӑмӑрӑн пуян культури ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Ачасем масмак ӑсталанине кӑсӑкланса ӑша хывнӑ, хтре япалана пуҫа тӑхӑнса пӑхнӑ, ватӑсене алӑ ҫупса тав тунӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |