(хӳхлев)
Ҫаврӑнса пӑхсан кашни ҫыннӑн савӑнмалли те, хурланмалли те курӑнать. Сӑнӳкерчӗксене сӑнаса шутлатӑп.
... Студент ҫулӗсенчи йывӑр вӑхӑтра, иртнӗ ӗмӗрӗн аллӑмӗш ҫулӗсенче, пиччесемпе аппана чӑрмантарма тивнӗччӗ манӑн. Аппапа йысна Шупашкарта хӑйсен йӑвине ҫавӑрчӗҫ те, вӗсем патне кайса нушана ирттереттӗм вара.
Аппан хӗрачи пӗчӗккӗччӗ. Ӑна чӑвашла «хӗрчче» теттӗм те, йышӑнмастчӗ: «Мӗнле хӗрчче? Эпӗ Лена ятлӑ» тетчӗ. Ялтан килнӗ чӑвашсен Шупашкарта вырӑсланма тивнӗ вӑхӑтчӗ. Ӗҫре вырӑсла, ача пахчинче, шкулта, урамра - вырӑсла. Хӗрпултӑр, улпултӑр, ывӑлсем (шӑллӑм ывӑлӗ), хӗрсем (арӑмӑн йӑмӑкӗ), ӗмпиччепе ӗмпике, мучейпе мӑнаки йышши тӑвансен чӗнӗмӗсене хулара маннӑччӗ ӗнтӗ. Лена, чӑваш хӗрачи, чӑвашла чӗвӗлтетекенскер, хутла вырӑсла вӗренсе пычӗ.
Атӑлӑн чӑнкӑ ҫыранӗнче, Пулӑҫсен Виҫҫӗмӗш (Третья Рыбацкая) урамӗнче, ашшӗпе юташӗсем хӑма татӑкӗсенчен ҫапса тунӑ хуралтӑра (засыпушкӑра) пурӑнатчӗҫ. Пир-авӑр комбиначӗ ӗҫлекен ыйтать. ялтан тапса килнисен хваттер ҫук.
Шупашкарти Красногорск урамӗнчи харпӑр ҫурт ҫунса кайнӑ. Инкек ӗнер 22 сехет хыҫҫӑн пулнӑ.
Пушарта 41 ҫулти арҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӑл ҫав ҫуртра пурӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм электрокӑмакапа усӑ курнӑ чухне хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнманнипе тухнӑ. Пушара сӳнтерсен виҫӗ электрокӑмака тупнӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кил хуҫи, ахӑртнех, пушара хӑй тӗллӗн сӳнтерме хӑтланнӑ чухне сӗрӗмпе наркӑмӑшланса вилнӗ.
Шупашкар хулин халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ хӗрарӑмсене те пулӑшаҫҫӗ. Унта упӑшкисемпе уйрӑлма тӑнӑ, анчах ниҫта кайма аптӑракан хӗрарӑмсем те, ҫул ҫитмен амӑшӗсем те пулӑшу ыйтса пыраҫҫӗ.
Центрӑн психологӗ тренингсем ирттерет, ытти енӗпе пулӑшать. Хӗрарӑмсем центрта виҫӗ уйӑх аран пурӑнма пултараҫҫӗ.
Йывӑрлӑхри хӗрарӑмсене пулӑшакан уйрӑм Шупашкарти Хусанкай урамӗнчи 29а ҫуртра вырнаҫнӑ. Унӑн телефон номерӗ +7 (8352) 53-42-94.
Шуашкарти культура эткерлӗхӗн ҫурчӗ шутланакан объетсенчен пӗрне кӗҫех юсаса пӗтерӗҫ.
Республикӑн Культура министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, телеграфпа «Чувашия» (чӑв. Чӑваш Ен) госиница ҫуртне 1962 ҫулта тунӑ. Ӑна малтанласа комплекслӑ сооружени тесе палӑртнӑ. Вӑл ҫыхӑну ҫуртӗнчен, 300 вырӑнлӑх хӑна ҫурчӗпе ресторантан, телеграфран, 50 хватретен тата ача пахчинчен тӑмалла пулнӑ. Анчах шухӑшланине пурнӑҫа кӗртме май килмен. Ҫурт хӑна ҫуртӗнчен тата телеграф ҫуртӗнчен (унта почта тата «Ростелеком» вырнаҫнӑ).
Юсав ӗҫне кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче пуҫӑннӑ.
Шупашкарта Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарни сисӗнет. Республика лапамӗнче тӗп чӑрӑша лартма пуҫланӑ. Пӗлтӗр те ӑна ҫак тапхӑрта вырнаҫтарма тытӑннӑ.
Хальхи вӑхӑтра специалистсем 25 метр ҫӳллӗш каркаса лартаҫҫӗ. Кун хыҫҫӑн турачӗсене вырнаҫтарӗҫ. Вӗсем вара пӗтӗмпе – 3 пин ытла. Юлашкинчен гирляндӑсемпе илемлетӗҫ.
Аса илтерер: Шупашкарти тӗп чӑрӑша 2016 ҫулта 6,6 миллион тенкӗпе туяннӑ. Хак шутне капӑрлатмалли теттесем те кӗнӗ.
Ӗнер «Варкӑш» литература клубӗнче ҫамрӑк ҫыравҫӑн Ирина Кошкинӑн пӗрремӗш кӗнекине, «Уйӑх юлташне ҫӑлни» ятлӑскере,сӳтсе явнӑ.
Ирина – «Хыпар» Издательство ҫурчӗн кӑларӑмсемшӗн яваплӑ редакторӗ. Паллах, ӗҫлекен ҫыннӑн пушӑ вӑхӑчӗ сахал. Ҫапах вӑл калавсем ҫырма ӗлкӗрет. «Шупашкартан Патӑрьеле кайнӑ чухне автобусра телефонри блокнота ҫырса пытӑм. Киле ҫитсен те телефонран хӑпмарӑп, малалла ҫыртӑм та ҫыртӑм», - тет ҫамрӑк ҫыравҫӑ.
Унӑн кӗнекинчи калавсем ырӑ туйӑмпа тулнӑ. Сӑнарсем хӑйсем йӑнӑш тунине ӑнланса тӳрӗ ҫул ҫине тӑраҫҫӗ. Ирина Кошкинӑн хайлавӗсем – ӳсекен ӑру валли.
Шупашкарта пурӑнакан ватӑсем Чӑваш тӗррин музейне ҫӳресе хавхаланаҫҫӗ. Кун пирки асӑннӑ центрта пӗлтереҫҫӗ.
Пирӗн халӑхӑмӑрӑн тӗрри чӑннипех те илемлӗ, унӑн кашни эрешӗн хӑйӗн пӗлтерӗшӗ пур.
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра ҫӳрекенсем Шупашкарти Чӑваш тӗррин музейне час-часах ҫӳреҫҫӗ. Чӑваш тӗррин кунӗ тӗлӗнче вӗсем кунта каллех кайнӑ. Музей ертӳҫи Надежда Сельверстрова экспонатсемпе хавхалантарса паллаштарнӑ.
Кинемейсене XVIII ӗмӗрти хӗрарӑм кӗпи хӑйӗн илемӗпе тыткӑланӑ. «Кӑкӑр ҫине ҫакмалли те питӗ илемлӗ», — , тенӗ втатисем.
Паян Шупашкарти Трактор тавакансен культура керменӗн пысӑк залӗнче тӳлевсӗр концерт иртӗ. Ӑна Чӑваш Енри композиторсен союзӗ йӗркелет.
17 сехетре пуҫланакан концерта Чӑваш Енри хуткупӑсҫӑсен оркестрӗ, ача-пӑчан музыка тата ӳнер шкулӗсенчи ҫамрӑк юрӑҫсен тата инструментсен ансамблӗсен коллективӗсем, Шупашкарти ача-пӑча пултарулӑхӗн керменӗ, вӑтам тата професси пӗлӗвӗ паракан учрежденисен ансамблӗсемпе солисчӗсем, клубсемпе кану учрежденийӗсен халӑх коллективӗсем хутшӑнӗҫ.
Шупашкарти 21-мӗш троллейбуса ларакансем халӗ билетшӑн урӑхла майпа та, ҫӗнӗлле, тӳлеме пултараҫҫӗ. Унта QR-кодпа е NFC-па укҫа хӑвӑрт тӳлеме май пур.
Проекта республика Правительстви тӳлев карттисен наци системипе пӗрле пурнӑҫлама тытӑннӑ. Хальлӗхе транспортра ҫакнашкал тӳлев Чӑваш Енре кӑна пур.
QR-кодпа тӳлесен чек тухать. NFC-па тӳлесен чек СПБэй ятлӑ сарӑма /приложени/ килет. Ӑна упраса хӑварсан лайӑхрах - кондуктора кӑтартмалла.
Хальлӗхе ку - тест режимӗнче. Вӑл йӗркеллӗ ӗҫлесе кайсан ӑна ытти транспортра та пурнӑҫа кӗртесшӗн.
Шупашкар хулинче пурӑнакан, кунти военкоматра ӗҫлекен 24 ҫулти Александр Моряков вырӑнти тӳре-шара пулӑшманран «RT» МИХран пулӑшу ыйтнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха.
Аса илтерер: Воркутара ҫуралнӑскер пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗнче ятарлӑ ҫар операцийӗнче икӗ урасӑр тӑрса юлнӑ. Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче вӑл Чӑваш Енӗн тӗп хулинчи ҫар ӗҫ комиссариатне ӗҫе вырнаҫнӑ. Шупашкарта вӑл хваттер те туяннӑ. Анчах сусӑр ҫынна кӳмепе тухса кӗме май ҫук. Арҫын ҫине тӑнипе ӑна малтан падус вырнаҫтарса панӑ-ха, анчах вӑл меллӗ пулман. Прокуратура шухӑшланӑ тӑрӑх, урӑхларах пандус кирлӗ. Ӑна хваттерӗн балконӗ витӗр урама тӳрех тухмалла туса парасшӑн. Малтанласа ку ыйтӑва ҫав ҫуртра пурӑнакансен пухӑвӗнче татса памалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Александр Янташ, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильева Галина Сергеевна, балет артистки ҫуралнӑ. | ||
| Пуклаков Николай Иванович, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче шайӗни спорт мастерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |