
Юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 19 ҫулти Артем Павлов килӗнчен, Шупашкарти «Волжский» микрорайонти Ильенко урамӗнчен, тухнӑ та ҫухалнӑ. Юлашки хутчен ӑна лавккара курнӑ.
Артем лавккара 4 кӗленче эрех туянни паллӑ /камера пӑхнӑ хыҫҫӑн пӗлнӗ/. Тӑванӗсем сотовӑй оператортан пулӑшу ыйтнӑ – Артемӑн телефонӗ 19.30 сехетре сӳнни паллӑ. Халӑх тетелӗсенче те пулман вӑл.
Пиччӗшӗ Дмитрий каланӑ тӑрӑх, Артем унччен эрехпе айкашман. Вӑл коопераци институтӗнче дистанци мелӗпе вӗренет, спортзала ҫӳрет.
Артем тӗреклӗ кӗлеткеллӗ, 185 сантиметр ҫӳллӗш. Куҫӗ хӑмӑр, ҫӳҫӗ хура. Артема курсан полицие шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.

Паян Шупашкарти Пӑр керменне хура тар тӑкса хура ҫӑкӑр туса илекенсене професси уявӗпе саламлама пухӑннӑ. Ял хуҫалӑхӗнче тӑрӑшакансен кунне палӑртма ял хуҫалӑх продукцине тирпейлекенсем те ҫитнӗ.
Унччен вара отрасль ӗҫченӗсенчен пӗрисене: чи сумлисене, чи хисеплисене, чи тивӗҫлисене — республикӑн Правительство ҫуртне йыхравланӑ. Йышра уй-хирте вӑй хуракансем те пулнӑ. Сӑмахран, Комсомольски районӗнчи «Труд» хуҫалӑхри Минрешит Тимергалеев. Вӑл 40 ҫул ытла трактористра тӑрӑшать. Агропромышленноҫ комплексӗн ветеранӗ, Ҫӗмӗрле районӗнчи «Приволье» тулли мар яваплӑ обществӑн (ӑна «Ольдеевская» хуҫалӑхра ӗҫленипе те чылайӑшӗ пӗлет) пуҫлӑхӗ Евгения Беликова хӑйӗн кӗске сӑмахӗнче Чӑваш Ен тата чӑваш ялӗ аталантӑр, эпир ҫавӑншӑн пӗрле ӗҫлер тесе палӑртса хӑварнӑ.

Чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкарти Ҫeҫnӗл Мишши музейӗнче «Кӗр сӑри» уяв ирттерме палӑртнӑ. Кун пирки ӳнер учрежденийӗн ертӳҫи Антонина Андреева Фейсбукра пӗлтернӗ.
«Шупашкар районеӗнчи «Шортан» халӑх фольклор ансамблӗ авалхи йӑла-йӗркене, юрра-ташша кӑтартса парӗ. Ертӳҫи — Надежда Михайлова, купӑсҫи — Геннадий Якимов, ташша вӗрентекенӗ — Надежда Васильева.
20 сехетрен Надежда Васильева чӑваш халӑх ташшине ӑста ташлама вӗрентӗ. Вырӑн сахал, ҫaвӑнпа 20 сехетчен пыма тӑрӑшӑр. Маска илме ан манаӑр», — тесе ҫырнӑ Антонина Андреева.
Мероприяти 17 сехетре пуҫланӗ.

Шупашкарта ҫӳллӗшӗнчен каллех ҫын ӳкнӗ. Хальхинче – хӗр. Ку пӑтӑрмах Чернышевский урамӗнче пулнӑ.
Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ каласа панӑ. Паян ҫӗрле, ҫур ҫӗр иртсен, Чернышевский урамӗнчи нумай хутлӑ ҫурт умӗнче хӗр виллине тупнӑ. Вӑл 22 ҫулти пек курӑнать. Хӗр 9-мӗш хутран ӳкнӗ.
«Васкавлӑ медпулӑшӑва иртен-ҫӳрен ҫын чӗннӗ, вӑл ӳкнине курнӑ. Хӗр ҫавӑнтах вилнӗ», - пӗлтернӗ халӑх корреспонденчӗ.
Аса илтерер: юпан 19-мӗшӗнче «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта 3-ри ача 13-мӗш хутран ӳкнӗ.

Шупашкарти 1-мӗш номерлӗ колонире ӗҫлекенсем учреждение карас телефонӗсем пама хӑтланнӑ ҫынна тытса чарнӑ. Колонире тӑрӑшакансем тӗрме ҫывӑхӗнче пӗр арҫынна асӑрханӑ. Вӑл квадракоптер пулӑшнипе хӳме урлӑ телефонсем каҫарас тенӗ.
Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртес енӗпе ӗҫлекен службин Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫыннӑн вӗҫекен аппаратне, карас телефонӗсене туртса илнӗ.
Юсанмалли колонире айӑплава ирттерекенсем валли карас телефонӗ илсе кӗртнӗшӗн явап тыттараҫҫӗ. Арҫын та унран пӑрӑнаяс ҫук-тӑр.

Шупашкарта пурӑнакан арҫын базӑран консерв вӑрласа пурӑннӑ. Куншӑн вӑл суд сакки ҫине ларнӑ.
Хайхи арҫын кӑҫал ҫӗртмен 25-мӗшӗнче вӑрра кайнӑ. 23 сехет те 30 минутра вӑл хапха айӗпе базӑна кӗнӗ, морозильникӑн ҫӑрине ҫӗмӗрнӗ. Ун чухне арҫын 5 курупка ӗне чӗлхи йӑкӑртса тухнӑ.
Тепӗр кун та ҫав «схемӑпах» ӗҫленӗ. Ун чухне вӑл каллех ӗне чӗлхи вӑрланӑ, пӗтӗмпе – 14 курупка. Кунсӑр пуҫне икӗ курупка лосось йӑтса тухнӑ.
Ҫӗртмен 30-мӗшӗнче каллех «сунара» тухнӑ. Хальхинче вара морозильник пушах пулнӑ. Палӑртмалла: пур тӗслӗхре те арҫын ӳсӗр пулнӑ.

РФ Следстви комитечӗ Чӑваш Енри управленийӗ ӳт сутса пурӑнтаракансен тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. Вӑл 49 томран тӑрать. Пуҫиле ӗҫе тӗпченӗ май 90 ытла ҫынран ыйтса пӗлнӗ, 18 хутчен ухтарнӑ, 32 суд экспертизи туса ирттернӗ.
Хӗрсене ӳт сутса пурӑнма йӗркеленӗ ушкӑнра 41 тата 27 ҫулсенчи икӗ арҫын тата 24 ҫултан пуҫласа 51 ҫулчченхи 4 хӗрарӑм пулнӑ. Вӗсем ҫул ҫитмен ҫамрӑксене те асӑннӑ енпе пурӑнма хистенӗ. Теприсене пысӑк укҫаллӑ, Шупашкарта хваттерлӗ пулассипе, «ӗҫрен» кирек хӑш вӑхӑтра пӑрахса кайма май пуррипе илӗртнӗ. Хӗрсен тем те тӳсме тивнӗ, ҫав шутра — хӗненине те.

Чӑваш Енре лайӑх пӗлекен Игорь Моляков депутат чирлесе ӳкнӗ. Аса илтерер: хальхи вӑхӑтра вӑл — РФ Патшалӑх Думин депутачӗ.
«Правда ПФО»тӗнче тетелӗнчи хаҫат ҫырнӑ тӑрӑх, депутат пульницӑра тӑнсӑр выртать текен хыпара тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче пӗлтернӗ. Хӑшӗсем ӑна операци тунӑ тесе те ҫырнӑ.
«Правда ПФО» хаҫат та депутатпа телефонпа ҫыхӑнайман. Игорь Моляков телефона сӳнтернӗ. Депутатӑн пулӑшуҫи Альбина Шашина асӑннӑ кӑларӑма хыпарланӑ тӑрӑх, Игорь Моляков Мускава Шупашкартан юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗн каҫхине вӗҫсе кайнӑ. Ирпе вӑл хӑйне япӑх туйнине, хырӑм ыратнине пӗлтернӗ. Васкавлӑ пулӑшу машинине чӗнме тивнӗ.

Юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарти полицейскисенчен икӗ хӗрарӑм пулӑшу ыйтнӑ. Иккӗшне те пӗр пек хуйхӑ канӑҫсӑрлантарнӑ. Вӗсем тӗнче тетелӗнчи ятарлӑ лапамсем урлӑ тавар пӗрле туянмалли меслетпе усӑ курас тенӗ. Апла меслетпе вӗсем унччен вӗҫӗм туяннӑ. Анчах хальхинче укҫа кирлӗ ҫӗре ҫитеймен.
59 ҫулти хӗрарӑм вырӑн ҫине сармалли комплект туянма икӗ пин тенкӗ куҫарнӑ. Анчах тавар сутакан патне вӑл укҫа ҫитмен. Ултавҫӑсем ун ячӗпе суя страница хатӗрленӗ иккен.
Шупашкарти 37 ҫулти хӗрарӑм та улталаннӑ. Вӑл 3 пин тенкӗ ытларах куҫарса янӑ.

Пӗтӗм Раҫҫейри «Народный участковый» (чӑв. Халӑх участковӑйӗ) конкурс кӑҫалхипе вуннӑмӗш хут иртет. Унта хутшӑнма тивӗҫлисене малтан регионсенче палӑртаҫҫӗ.
Пирӗн республикӑран унӑн регионти тапхӑрне полицин участокри 13 уполномоченнӑйӗ хутшӑннӑ. Вӗсемшӗн онлайн мелпе юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнчен пуҫласа юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗччен сасӑланӑ.
Онлайн сасӑлавра пуринчен ытла сасӑ пухни – ШӖМӗн Шупашкарти управленийӗн 3-мӗш пайӗнчи полицин уполномоченнӑйӗ Айрат Умеров. Полицин капитанӗ шалти ӗҫсен органӗсенче 2007 ҫултанпа тӑрӑшать, ҫав шутран 6 ҫул – участковӑй пулса. Вӑл Шупашкарӑн Ҫӗнӗ Кӑнтӑр районӗнчи нумай хваттерлӗ 12 ҫуртне пӑхса тӑрать.
