Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Кӗсмен хуҫӑлнӑран ҫыран хӗрне ҫитеймен

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Таисия Ташней 15.10.2021 19:44 | 202 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкартан инҫех мар вырнаҫнӑ «Солнечный берег» (чӑв. Хӗвеллӗ ҫыран) кану бази ҫывӑхӗнче пӗрисем инкеке лекнӗ. Вӗсем асӑннӑ база ҫывӑхӗнчи «Смоленский» утрав ҫинче пулнӑ. Унта ҫемье пӗчӗк ачапа вӗрсе карӑнтармалли кимӗпе кайнӑ. Каялла килме тӑрсан вӗсен кӗсменӗ хуҫӑлса кайнӑ.

Аптӑранӑ ҫемье Республикӑн ҫӑлавпа шырав службине 16 сехет иртсен шӑнкӑравланӑ. Ҫӑлавҫӑсене вӗсем утрав ҫитсе кӗтсе илнӗ. Анчах утрав тӗлӗнче Атӑлта ӑшӑх вырӑн пулнӑран ҫӑлавҫӑсем караппа унта ишсе пырайман. Ҫуран утса кайса малтан ачана йӑтса каҫарнӑ, унтан ачан ашшӗпе амӑшне пулӑшнӑ. Шупашкара ҫемье 19 сехет тӗлӗнче ҫитсе пӗтнӗ.

#ҫемьесем, #кимӗсем, #ҫӑлавҫӑсем, #пулӑшусем, #инкексем, #Шупашкар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Атӑлта кимӗ сӳнсе ларнӑ
2021, 08, 04
Япаласене балконтан пенӗ
2021, 09, 13
Шупашкарти хӗрарӑм «Модный приговор» телекӑларӑма хутшӑнчӗ
2021, 09, 28
Шупашкарта икӗ ача шар курнӑ
2021, 10, 03
Сӗтел-пукан фабрики ҫуннӑ
2021, 10, 06

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org