Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Кивӗ кӗрӗк ҫил вӗрнипех ҫӗтӗлет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: шупашкар

Ҫул-йӗр

Шупашкарти «Лапсар проездне юсаса ҫӗнетес ыйту тинех вырӑнтан хускалчӗ», – тесе ҫырнӑ Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Инстаграмра.

Паянхи куна илсен, ҫулӑн ҫав пайне республика харпӑрлӑхне куҫарасси юлнӑ. Ҫитес эрнере вӑл ыйту татӑлмалла. Ун хыҫҫӑн реконструкци валли проект хатӗрлӗҫ.

Лапсарти промышленность зонинче вырнаҫнӑ 40-е яхӑн предприяти-организаци проектпа смета документацийӗ валли 5 миллион тенке яхӑн пухнӑ. Шупашкар хула администрацийӗ хыснаран та уйӑрма шантарнӑ. Проект экспертизине тӳлевсӗр ирттерме калаҫса татӑлнӑ.

Газ валеҫекен станцие  е куҫарӗҫ, е сӳтӗҫ. Унтан газ илсе тӑракансене тепӗр магистральпе ҫыхӑнтарма пулать тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Ҫула юсамалли проектпа смета документацине кӑҫал, ҫула 2024-2025 ҫулсенче туса пӗтермелле.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/p/CAh8kXDAPnj/
 

Культура

Тӑван ҫӗршывӑн тӑватӑ ҫула пынӑ хаяр вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе кӑҫал 75 ҫул ҫитрӗ. Унта хутшӑннисенчен хӑшӗсем вӑрҫӑ хирӗнчех «тӑкӑнса» юлнӑ, хӑшӗсем кайран, киле таврӑнсан вилнӗ. Вӑрҫа хутшӑннисен тата тыл ӗҫченӗсен йышӗ ҫулран ҫул чаксах пырать. Эпир, паянхи ӑру вӗсене асра тытма тивӗҫ. Ҫавна тӗпе хурса «Советская Чувашия» хаҫат «Этот день мы приближали, как могли» (чӑв. Ҫак куна эпир май килнӗ таран ҫывхартнӑ) викторина ирттерет.

Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗн авторӗ тата йӗркелӳҫи — журналист, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Александр Вражкин. Ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсемпе хавхалантарӗҫ, ҫӗнтерӳҫӗсене хаклӑ парнесемпе чыслама шантарнӑ. Ыйтусене «Советская Чувашия» хаҫатӑн сайтӗнче тупма пулать. Хуравсене ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗччен sv-­press@mail.ru электрон адреспа е «428013, Шупашкар хули, Калинин урамӗ, 66-мӗш ҫурт, 326-мӗш офис» адреспа ярса памалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://sovch.chuvashia.com/?p=223204
 

Культура
Александр Вражкин конкурса тӑратнӑ ӗҫсем
Александр Вражкин конкурса тӑратнӑ ӗҫсем

Чӑваш Енри фотоӑстасем «Дети России-2020» (чӑв. Раҫҫей ачисем-2020) конкурса хутшӑнаҫҫӗ.

Вӗсенчен пӗри, Александр Вражкин, виҫӗ ӗҫ тӑратнӑ: «О крае Чувашском поет душа» (чӑв. Чӑваш Ен ҫинчен юрлать ман), «Мы подружки — словно куклы» (чӑв. Тусӑмсем – пукане тейӗн), «С голубого ручейка начинается река» (чӑв. Пӗчӗк шывран юханшыв пуҫланать).

Пӗринче чӑваш тумӗллӗ виҫӗ пӗчӗк хӗрача, иккӗмӗшӗнче наци музыка инструменчӗсене ӑсталакан маттур Николай Фомиряков ертсе пынипе Шупашкар районӗнчи Акатуйра ачасем шӑхлич калани, виҫҫӗмӗшӗнче Шупашкарти ача пахчисенчен пӗринчи шӑпӑрлансем руна ҫырулӑхӗпе паллашни сӑнланнӑ.

Ентешӗмӗрсен фотоӗҫӗсемшӗн конкурс сайтӗнче сасӑлама пулать.

 

Пӑтӑрмахсем

Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, 17 сехет те 20 минутра Шупашкарта икӗ машина ҫапӑннӑ. Ҫул-йӗр инспекторӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лада. Веста» автомобиль водителӗ Граждан урамӗнчи ҫул ҫавринче «Лада. Калина» автомобиле ҫул паман. Икӗ транспорт ҫапӑнсан «Лада. Вестӑн» 22 ҫулти водителӗ тата 24 ҫулти пассажир аманнӑ.

Дистанцие пӑхӑнманнипе те Шупашкарта инкек сиксе тухнӑ. КамАЗ тепӗр машина ҫывӑхӗнче пынипе ҫӑмӑл автомобиль самаях лапчӑннӑ. Турра шӗкӗр, ҫынсем аманман.

Сӗнтӗрвӑрри районӗнче вара паян ӳсӗр водителе тытса чарнӑ. Ҫул-йӗр инспекторӗсем ун тӗлӗшпе РФ Административлӑ правонарушени ҫинчен калакан кодексӗн 12.8-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарма йышӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/p/CAfQ8LYJyyd/
 

Республикӑра

Ҫак эрнере пирӗн республикӑна Якут Республикинчен самолет вӗҫсе килнӗ. Унта камсем пулнине калаймӑпӑр, мӗншӗн тесен Шупашкарти аэропортӑн Инстаграмри кӗске хыпарӗнче асӑнман. Ют регионтан вӗҫсе ҫитнӗ пассажирсене Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри специалисчӗсем тата тухтӑрсем кӗтсе илнӗ. Вӗсем пурте кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли тум тӑхӑннӑ. Вӗсем ҫеҫ мар, аэропорт ӗҫченӗсем те, экипаж та.

Самолетсем вӗҫме пуҫланӑ вӑхӑта лару-тӑру улшӑнасса шанннине пӗлтернӗ Шупашкарти аэропортра.

Аса илтерер: аэропорт хальлӗхе ӗҫлеме пуҫламан-ха. Якутирен чартер рейспа килнӗ суперджета кӗтсе илме ҫеҫ унтисем темиҫе сехетлӗхе тухнӑ. Чӑваш Енрен Мускава самолетсем ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӗҫме тытӑнмалла. Каярах ҫавӑн пекех авиарейссем Питӗре, Сочине, Симферополе пулмалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/p/CAdXgZOqJX-/
 

Сывлӑх
news.myseldon.com сӑнӳкерчӗкӗ
news.myseldon.com сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри район-хулана кӑшӑлвирус тӑрӑмне кура виҫӗ ушкӑна уйӑрнӑ. Ҫакна кӑшӑлвирус сарӑлнине хирӗҫ ӗҫлекен оперативлӑ штабӑн ӗнерхи ларӑвӗнче палӑртнӑ. Япӑх ӗҫленӗшӗн хуласемпе район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсене Алла Салаева вице-премьертан сӑмах лекнӗ.

«Симӗс» (лару-тӑру лайӑххисем кунта кӗнӗ) ушкӑнра – Вӑрнар, Элӗк, Хӗрлӗ Чутай, Улатӑр, Куслӑвкка, Красноармейски районӗсем тата Улатӑр хули.

«Сарӑ» зонӑра – кӑтарту реапубликӑри вӑтам статистикӑран пысӑк маррисем: Тӑвай, Канаш, Шӑмӑршӑ, Комсомольски, Йӗпреҫ, Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Елчӗк районӗсем, Канаш тата Ҫӗмӗрле хулисем.

«Хӗрлӗ» зонӑна чирлекенсем йышлисем: ултӑ районпа икӗ хула – лекнӗ. Кунта – Етӗрне, Шупашкар, Патӑрьел, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар районӗсем, Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисем.

 

Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн

Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 16 сехет те 50 минутра Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта арҫын виллине тупнӑ. Вилене Шупашкар проспектӗнчи 25-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче асӑрханӑ.

Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, кантӑк ванчӑкӗсем выртнӑ. Арҫын ҫӳллӗ хутри чӳречерен тухса ӳкме пултарнӑ. Хальлӗхе вӑл мӗншӗн, мӗнле майпа вилни паллӑ мар. Следстви комитечӗ ҫакна уҫӑмлатать.

Арҫын 40 ҫулти пек курӑнать. Инкек пулсанах вырӑна полици, Следстви комитечӗн ӗҫченӗсем килнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/64512
 

Культура

Шупашкарти «Родина» кинотеатр пулнӑ ҫурт юлашки ҫулсенче арканса та ишӗлсе ларать. 1933 ҫулта хӑпартнӑ ҫурт культура эткерлӗхӗ шутланать. Ҫак эрнере унта республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Роза Лизакова, «Культура еткерлӗхне сыхлас енӗпе ӗҫлекен патшалӑх центрӗ» хысна учрежденийӗн пуҫлӑхӗ Александр Ипатьев, Шупашкарти Ӳнер училищин директорӗ Владимир Ануфриев пулнӑ.

Тӳре-шара ҫурта пӑхса ҫаврӑннӑ хыҫҫӑн Лизакова министр тӗп хула варринчи истори пӗлтерӗшлӗ ҫурт усӑсӑр лармалла маррине палӑртнӑ. Ҫурта Ӳнер училищине парас шухӑшлине каланӑ вӑл. Ҫавна май кирлӗ документсене хатӗрлеме хушнӑ.

Хӑйӗн харпӑрлӑхне куҫсан унта живопиҫ, графика, дизайн, керамика мастерскойӗсем йӗркелеме май пур. Чӑваш Енӗн Чӳлмек искусствин музейне те унта уҫас шухӑша асӑнса хӑварнӑ.

 

Республикӑра

Почтӑна кайса черет тӑриччен малтаналасах ҫырӑнма, ҫапла вара хӑвӑра меллӗ вӑхӑта палӑртма пулать.

Компанин сайтне http://www.pochta.ru кӗрсе е мобильлӗ приложени урлӑ сахалтан та пӗр сехет маларах ҫырӑнса хумалла. Ятарлӑ вӑхӑта пыракан клиентсем валли почта уйрӑмӗсенче пӗр е икӗ специалист уйӑрнӑ. Хӑшӗн патне пымалли заявкӑна йӗркеленӗ чух курӑнать. Кун пирки Чӑваш Ен Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви Раҫҫей почти хыпарланӑ тӑрӑх пӗлтернӗ.

Почтӑна кайиччен ҫырӑнмалли меслете ҫу уйӑхӗнче 11 уйрӑмра тӗрӗслеме тытӑннӑ. Ҫӗнӗ сервис хальлӗхе Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Канашри тата Улатӑрти хӑш-пӗр уйрӑмра ӗҫлесе кайнӑ.

 

Хулара
yandex.ru сайтри сӑн
yandex.ru сайтри сӑн

Кӑҫал кӑшӑлвируса пула шкул ачисен юлашки шӑнкӑравӗ те онлайн мелпе иртет. Уяв ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пулӗ.

Шкул директорӗсем монитор урлӑ ачасене саламлӗҫ, ырӑ сӑмах каласа пурнӑҫӑн аслӑ ҫулӗ ҫинче утма ӑнӑҫу сунӗҫ.

Ытти чухне юлашки шӑнкӑрав уявӗне лавккасенче эрех-сӑра сутма чаратчӗҫ. Хальхинче те, уяв онлайн-мелпе иртет пулсан та, лавккасенче «ҫуттине» туянма май пулмӗ. Ку документа Шупашкар хула администрацийӗ пуҫлӑхӗн экномика аталанӑвӗ тата финанс енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Владимир Яковлев ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/64507
 

Страницӑсем: 1 ... 386, 387, 388, 389, 390, 391, 392, 393, 394, 395, [396], 397, 398, 399, 400, 401, 402, 403, 404, 405, 406, ... 1055
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.08.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ вӗренӗве тарӑнлатассипе, юридици тата ют ҫӗршыв ыйтӑвӗсемпе ҫыхӑннӑ ӗҫсене тумалли пӗлтерӗшлӗ самант. Пӗрисем унчечнхи чӑрмавсене парӑнтарӗҫ, теприсем экзамен ӑнӑҫлӑ тытӗҫ, виҫҫӗмӗшӗсем вара килӗшнӗ ҫыннӑн чӗрине ҫӗнсе илӗҫ. Чи пӗлтерӗшлӗ ӗҫе тума хатӗрленӗр. Партнерсен тупӑшлӑ сӗнӗвӗсене шута илӗр те вӗсемпе хӑвӑра кирлӗ пек усӑ курӑр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем