Сывлӑх
![]() Шупашкарти 2-мӗш хула пульници каллех ковид-госпиталь пек ӗҫлеме пуҫланӑ. Кун пирки Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Вера Головач пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, кӑшӑлвиурспа чирлекенсем нумайланса пыраҫҫӗ, ҫавна май хушма койкӑсем хатӗрлеҫҫӗ. Паянхи кун тӗлне республикӑра 1302 койка пулнӑ, вӗсенчен 94-шӗ ҫеҫ пушӑ. Танлаштармашкӑн: ҫӗртмен 10-мӗшӗ тӗлне республикӑра кӑшӑлвируспа чирлекенсем валли 1160 койка пулнӑ, вӗсенчен 241-шӗ пушӑ тӑнӑ. Малашне Шупашкарти 2-мӗш хула пульницинче кӑшӑлвируспа чирлисене талӑкӗпех йышӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |