Паян, нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Шупашкарта харӑсах темиҫе машина аварие лекнӗ. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, унта тӑватӑ ҫын шар курнӑ.
Авари Максим Горький проспектӗнче ҫур ҫӗр иртни 20 минутра пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Хендай» водителӗ сылтӑмалла ҫаврӑннӑ чухне руле итлеттереймен те «Киа Риопа» тата «Лада Грантӑпа» ҫапӑннӑ.
«Киа Риори» виҫӗ пассажир аманнӑ, вӗсене пульницӑна илсе ҫитернӗ. «Хендайри» 22 ҫулти пассажиркӑна та тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Ҫакӑ паллӑ: авари вӑхӑтӗнче виҫӗ водитель те ӳсӗр пулман. «Хендай» водителӗ тӗлӗшпе административлӑ материал ҫырнӑ.
Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта ҫӗкленекен шкул строительствипе паян Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паллашнӑ.
Ҫӗнӗ шкула пӗлтӗр тума пуҫланӑ. Ҫӗнӗ шкул федерацин Атӑлҫи округӗнче чи пысӑккисенчен пӗри пулса тӑрӗ. Унта микрорайонта пурӑнакан 1600 ача вӗренӗ. Проекта ҫӗнӗлӗхсене кӗртсе хӑварнине шута илсен, смета хакӗ 950 миллион ытла тенкӗпе танлашнӑ.
«Старатель» организацин строительство енӗпе ӗҫлекен директорӗ Сергей Суворов ӗнентернӗ тӑрӑх, паян объектра 300 ҫын ӗҫлет. Хальхи вӑхӑтра хутса ӑшӑтмалли тытӑма ӗҫлеттерсе янӑ. Специалистсем шкулта пӳлӗмсене хатӗрлессипе тӑрӑшаҫҫӗ.
«Ҫак шкула ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлне хута ямалла. Вӗсен ҫак шкулӑн ырлӑхне туймалла», — тенӗ Олег Николаев.
«Ҫӗнӗ хула» микрорайонти ҫӗнӗ шкул хута кайсан хулари 33-мӗш, 53-мӗш, 2-мӗш шкулсенче ачасене иккӗмӗш сменӑна вӗрентессине пӑрахӑҫлама май парӗ.
Элтепер тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев «Элара» АУна Чӑваш Республикин хисеп грамотипе чысласси пирки хушу алӑ пуснӑ. Предприяти ӑна промышленноҫ аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тивӗҫнӗ.
Ҫавӑн пекех нумай ҫул тӑрӑшнӑшӑн, промышленноҫ тытӑмӗнче ҫитӗнӳсем тунӑшӑн предприятире тӑрӑшакан Александр Углов тата «Чӑваш Республикин промышленноҫӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята илнӗ.
Кӑҫал савут 50 ҫул тултарать. Ӑна 1970 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче йӗркелесе янӑ. Ҫавна май нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче «Шупашкар-Арена» пӑр керменӗнче предприяти ӗҫченӗсем валли Филипп Киркоров концерт лартӗ.
Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 100 ҫитнӗ тӗле логотип тата унӑн элеменчӗсене ҫирӗплетнӗ. Логотипа ятарлӑ ӗҫлӗ ушкӑн ларӑвӗнче ырланӑ.
Логотипа тата унӑн элеменчӗсене республика уявне халалласа ирттерекен тӗрлӗ фестивальпе конкурс валли пичет продукцийӗ (буклетсене, листовкӑсене, афишӑсене), ялавсем, сувенирсем хатӗрленӗ чухне усӑ курмалла. Республикӑмӑр пӗр ӗмӗрхине уявлама хатӗрленӗ лапамсене те пӗр стильпе хитрелетӗҫ. Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен те ҫавна шута илмелле. Кун пирки республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви пӗлтерет.
Логотипа тата унӑн элеменчӗсене Шупашкарти художество училищин (техникумӗн) студенчӗсемпе преподавателӗсем хатӗрленӗ.
PDF тата COREL форматлӑ логотиппа унӑн элеменчӗсене ЧР Культура министерствин сайтӗнче ҫак _http://www.cap.ru/news/2020/02/06/utverzhden-oficialjnij-logotip-100-letiya-obrazova_|каҫӑпа__ вырнаҫтарнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 23 ҫулти Сергеев Владимир Сергеевич нарӑсӑн 4-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ. Вӑл – чирлӗ, ӑна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ. Каччӑ ҫав кунранпа киле килмен. Амӑшӗ кулянать. Ара, унччен вӑл кун пек нумайлӑха ниҫта та кайман.
Владимирӑн телефонӗ сӳннӗ, ҫавӑнпа геолокаципе ӑна тупма ҫук. Амӑшӗ ывӑлӗ ӑҫта кайма пултарни пирки нумай пуҫ ватнӑ. Вӑл шутланӑ тӑрӑх, Владимир Шупашкара кайма пултарнӑ.
Каччӑ 182 сантиметр ҫӳллӗш, тӗреклӗ хул-ҫурӑмлӑ, ҫӳҫӗ хура, куҫӗ симӗс. Ӑна янахӗ ҫинчи суран йӗрӗпе те паласа илме пулать. Владимир куҫ тӗлне пулсан 8(800) 700-54-52 е 112 номерпе шӑнкӑравлӑр.
ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Олег Николаев шутланӑ тӑрӑх, Шупашкарта туса ирттернӗ транспорт реформине кӑштах тӳрлетсе ҫитермелле. Олег Алексеевич паян Потребительсен прависене хӳтӗлекен Координаци канашӗнче ҫак ыйтӑва пӑхса тухма ыйтнӑ. Вӑл хулара пӗрлехи проездной билетне хута яма сӗннӗ.
«Манӑн шухӑшпа, ку Шупашкаршӑн пӗлтерӗшлӗ ыйту. Пирӗн ку енӗпе малалла куҫмалла», - тенӗ Олег Николаев.
Палӑртмалла: халӗ Шупашкарта пурӑнакансемпе хӑнасем троллейбусра ҫеҫ проезднойпе ҫӳрееҫҫӗ. Кун пеки автобуссенче ҫук.
Шупашкарти пилӗк шкула ашшӗ-амӑшӗн укҫипе юсав тӑвӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, хыснаран та укҫа уйӑрӗҫ.
Шупашкарти 44-мӗш лицей, 39-мӗш, 56-мӗш тата 45-мӗш шкул, 2-мӗш пуҫламӑш шкул пуҫаруллӑ хысна программине хутшӑнаҫҫӗ. Кӑҫал шкулсене юсама тата хӑтлӑлатма 13 миллион тенкӗ таран уйӑрӗҫ. Кирлӗ суммӑран 8-13 процентне ашшӗ-амӑшӗ хывӗ.
Тӗслӗхрен, 44-мӗш лицейре икӗ крыльцине юсӗҫ 300 пин тенкине ачасен ашшӗ-амӑшӗнчен пухӗҫ. Ҫапла майпа шкула сусӑрсене те кӗмелли майсем туса парӗҫ.
56-мӗш шкулта спортзалпа хывӑнса тӑхӑнмалли пӳлӗме юсаса ҫӗнетӗҫ. 45-мӗш шкулта спорт лапамне юсасшӑн. 39-мӗш тата 2-мӗш шкулсенче те юсав ӗҫӗсем ирттермелле. Ку ӗҫсене ҫуллахи каникулта пурнӑҫлӗҫ.
ЧР ШӖМӗн наркотик ҫаврӑнӑшне тӗрӗслекен управленин оперуполномоченнӑйӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна должноҫӗпе усӑ курнӑшӑн, юраман препаратсене сутма тӑнӑшӑн айӑпласшӑн.
Следстви версийӗ тӑрӑх, вӑл кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче Шупашкарта пӗлӗшӗ урлӑ 300 пин тенкӗпе усӑ курма юраман япаласем, 1 килограмм ытла, сутма хӑтланнӑ. Хайхискер хӗрарӑм патне киле укҫа илме пынӑ. 50 пин тенкӗ илсен арҫын лӑпланман – наручниксемпе усӑ курса татах ыйтнӑ.
Оперуполномоченнӑя халӗ тытса чарнӑ. Вӑл следовательсене каласа кӑтартма килӗшмен. Халӗ ӑна шалти ӗҫсен органӗсенчен ӗҫрен кӑларас, дисциплинарлӑ майпа явап тыттарас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ.
Пуҫиле ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ.
Нумаях пулмасть Шупашкарти Ленин районӗнчи чи лайӑх урам шӑлакансене чысланӑ. Вӗсене укҫан хавхалантарнӑ. Чи лайӑххин ятне тивӗҫессишӗн 17 ҫын тупӑшнӑ.
59 ҫулти Маргарита Харитонова ирхи 5 сехетре Богданкӑра урам шӑлма тухать. Вӑл ку ӗҫре 11 ҫул вӑй хурать.
Урам шӑлакансен уйрӑмах хӗлле ӗҫ нумай. Юр нумай ҫунӑ чухне техника пулӑшма ҫитет. Анчах Маргарита Харитонова вӗсене кӗтсе тӑмасть – алла кӗреҫе тытать те ӗҫлеме пуҫлать. Конкурс комиссийӗ те унӑн ӗҫченлӗхне курнӑ. Маргарита Ленин районӗнчи чи лайӑх дворник ята тивӗҫнӗ. Тӑрӑшуллӑ хӗрарӑма 15 пин тенкӗлӗх сертификат панӑ.
Иккӗмӗш вырӑнта – Василий Катков. Вӑл ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле Дементьев урамӗнче тӑрӑшать. Виҫҫӗмӗш вырӑнта – Петр Филимонов.
Ҫак самантра Шупашкарти каҫхи клубсенчен пӗринче ҫарамасланса ташланӑ Лиана Гавриловӑна «Россия 1» телеканалпа пыракан «Андрей Малахов. Прямой эфир» кӑларӑмра кӑтартаҫҫӗ. Пӑтӑрмах, аса илтерер, кӑҫал кӑрлач уйӑхӗн варринче пулса иртнӗ.
Кӑларӑма 18-ти хӗре чӗннӗ. Вӑл хӑйне такам тем ярса панӑ, ҫавӑнпа хӑйне ҫапла тытнӑ тесе ӗнентерме хӑтланчӗ. Мӗн пулса иртнине астумастӑп тесе каларӗ пике. Куҫҫульне тӑтӑш шӑлчӗ вӑл.
Кӑларӑма хӗрӗн тӑванӗ («брат» терӗҫ. Те пиччӗшӗ, те шӑллӗ) те пынӑ. Шупашкар районӗнчи Кӑрмӑш ялӗнчен хӗрӗн амӑшӗ Ирина та килсе ҫитнӗ. Ун пек лару-тӑрӑва такам те лекме пултарать тесе шухӑшлать амӑшӗ.
Тележурналистсем Гавриловсен килӗнче те пулнӑ. Амӑшӗ те хӗрӗшӗн кулянать. Айванланнӑ, тем ярса панӑ пуль тесе каларӗ вӑл.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Никольский Николай Васильевич, «Хыпар» хаҫатӑн никӗслевҫи, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Родионов Виктор Иосифович, театр актёрӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
| Бикчурин Рассых Фахрутдинови, чӑваш спортсменӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |