Шупашкарти ачасем васкавлӑ пулӑшу музейӗнче пулнӑ, васкавлӑ пулӑшу бригадисен ӗҫне йӗркелесе тӑракан оперативлӑ пай ӗҫӗпе паллашнӑ. Реаниматологсем Симуляци центрӗнче ӑсталӑх сехечӗсем ирттернӗ. Васкавлӑ пулӑшу машинипе те ачасем кӑсӑклансах паллашнӑ.
«Республикӑн синкер медицини тата васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗ» хысна учрежденийӗнче нумаях пулмасть шкул ачисен икӗ ушкӑнӗ пулнӑ. Тӑваттӑмӗш тата ҫиччӗмӗш классенче вӗренекенсем музея та кӗрсе курнӑ, хальхи вӑхӑтри оборудованипе те паллашнӑ. Вӗсене дефибрилляторсем те, Жане тимӗр шприц та, йывӑҫ тонометр та, унчченхи пысӑк раци те кӑсӑклантарнӑ.
Экскурсие, сӑмах май, кирек кам та каяйрать. Анчах маларах систерсе хумалла. Телефон номерӗсене те кӑтартнӑ: 23-55-95, 23-55-72.
Шупашкар хулин прокурорӗ пулма Андрей Бельские ҫирӗплетнӗ. Ҫавӑн пирки Раҫҫей генпрокурорӗ ӗнер, юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, хушу алӑ пуснӑ.
Андрей Бельский — юстицин аслӑ канашҫи. Вӑл 1969 ҫулта Сарту облаҫӗнче ҫуралнӑ. 1987—1989 ҫулсенче хӗсметре пулнӑ. Сартури патшалӑхӑн право академийӗнче вӗреннӗ. 1994 ҫулта ӑна Чӑваш Ен прокуратурин тытӑмне ӗҫе вырнаҫнӑ. Ун чухне вӑл Ҫӗмӗрлери районсем хушшинчи прокуратурӑра следовательте тӑрӑшма тытӑннӑ. Каярах унта прокурор пулӑшуҫи, аслӑ пулӑшуҫи, ҫумӗ пулнӑ. Пӑрачкав район, Ҫӗнӗ Шупашкар хулин прокурорӗ пулса ӗҫленӗ. 2015 ҫултанпа вӑл Шупашкарти Калинин район прокурорӗнче тӑрӑшнӑ.
Аса илтерер: маларах Шупашкар хулин прокуратурине йӗркелеме йышӑннӑ.
Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Шупашкарта К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Что творят мужчины?» спектакль пулӗ. Унта Раҫҫейри паллӑ актер Сергей Астахов вылӗ.
Камитри ӗҫсем 1920 ҫулта Петроградра пулса иртеҫҫӗ. Спектакльте интереслӗ сценӑсем нумай. Актерсем камите пуҫӗпех кӗрсе ӳкеҫҫӗ – вӗсем ҫав вӑхӑтра пурӑнаҫҫӗ тейӗн.
Ҫавӑн пекех камитре Александр Горшков, Олег Гербутов вылӗҫ. Билетсем 600-1100 тенкӗ тӑраҫҫӗ.
Шупашкарти аэропорта юсаса ҫӗнетме ҫӗр панӑ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Ен Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ.
Унта ҫырнӑ тӑрӑх, ҫӗре «Развитие аэровокзального комплекса г. Чебоксары» (чӑв. Шупашкар хулин аэровокзал комплексне аталантарасси) инвестици проекчӗпе килӗшӳллӗн уйӑрӗҫ.
Шупашкар аэропорчӗ пӗчӗкки, ӑна реконструкцилемелли каламасӑрах паллӑ. Аэропорта 2021 ҫул тӗлне ҫӗнетме палӑртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнчех
пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: юсав ӗҫӗ валли 550 миллион тенкӗ таран тухса кайӗ. Кун пирки унӑн директорӗ Руслан Минаев Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева пӗлтернӗччӗ.
Шупашкарти аэропорта ҫӗнетме федераци харпӑрлӑхӗнчи 5,0717 гектар ҫӗре (вӑл республикӑн тӗп хулинчи И.Ф. Скворцов урӑмӗнчи 1-мӗш ҫурт адреспа вырнаҫнӑ) республика харпӑрлӑхӗнчен панӑ.
Шупашкар хулинче ӗнер упа чупса ҫӳренӗ. Малтан ӑна Соляной проездра асӑрханӑ, кайран вӑл ытти ҫӗре ҫитнӗ.
«Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, специалистсем ӑна ҫывӑратса ямалли укол тунӑ. Ӑна Хевеш урамӗнче асӑрханӑ. Упана тытма Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствин специалисчӗсем тата полицейскисен темиҫе экипажӗ хутшӑннӑ.
Шупашкарта упа чупнине ӗнер, юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, каҫхине асӑрханӑ. Ӑна Соляной проездра, Мир проспектӗнче, Кабель проездӗнче курнӑ.
МИХсенчен пӗри шапито-цирк промоакцийӗ пуль тесе пӗлтернӗ иккен. Анчах ку хыпар тӳрре тухман.
Упана специалистсем ҫӗрӗпе шыранӑ. Ӑна ир енне ҫеҫ тупнӑ. Вӑл Хевеш урамӗнче пулнӑ.
Упа — ҫулталӑкра. Вӑл Мари Элтан, унти сунарҫӑсенчен тарнӑ пулӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ӑна вӑрмана кайса ярасшӑн.
Юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 10 сехет те 15 минутра Шупашкарти пӗр урамра ватӑ хӗрарӑм тӑнне ҫухатнӑ. Ҫакна иртен-ҫӳрен курнӑ та тӳрех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Анестезиологи тата реанимаци бригади вырӑна 5 минутранах ҫитнӗ.
Хӗрарӑма медпулӑшу машинипе пульницӑна илсе кайнӑ, анчах ҫул ҫинче вӑл сывлама пӑрахнӑ. Сергей Кузнецов тухтӑр унӑн клиника вилӗмӗ пулнине палӑртнӑ. Реаниматологсем пӗр тӑхтамасӑр пациента пулӑшма пуҫланӑ.
Ватӑ хӗрарамӑн ӳпкине искуственнӑй майпа сывлаттарнӑ, чӗрине массаж тунӑ, юн тымарӗнчен эмелсем янӑ. Телее, тухтӑрсем ватӑ хӗрарӑмӑн чӗрине ӗҫлеттерсе янӑ. Вӑл чӗрепе юн тымарӗсен чирӗпе аптӑрать-мӗн.
Шупашкарта пӗри йытта уҫӑлтарса ҫӳремелли хӑйне май меслет тупнӑ. Ҫавна курни видео ӳкерсе илнӗ, ӑна МИХсенчен пӗрне ярса панӑ.
Йытӑ уҫӑлтарма илсе тухнӑ хӗрарӑм тӑватӑ ураллӑ тусӗпе юнашар утман. Хӑй вӑл машина рулӗ умӗнче пулнӑ. Йытта машина ҫумне кӑкарнӑ те лешӗн автомобильтен юлмасӑр чупма тивнӗ. Машина маларах хуллен кайнӑ, унтан вӑл хӑвӑртлӑха ӳстернӗ.
Йытта шеллекен ҫын хӗрарӑм-водителе: «Эсир ӑслах-и?» — тесе ыйтнӑ тӳсеймесӗр. Лешӗ хӑнк та туман темелле. «Гринпис-и?» — касса татнӑ вӑл ним пулман пек. Унтан хӗрарӑм-водитель хӑйне видео ӳкерме юрамасть тесе кӑмӑлсӑрланма пуҫланӑ.
«Гринпис», сӑмах май, — экологие хӳтӗлессипе ӗҫлекен пӗтӗм тӗнчери организаци. Вӑл ҫутҫанталӑкшӑн тӑрӑшать.
Шупашкар тата Чӑваш епархийӗ сахал тупӑшлӑ ҫемьесене, пӗччен пурӑнкан ҫынсене тӳлевсӗрех ҫӗрулми леҫсе панӑ. Ҫапла майпа ыркӑмӑллӑх акцийӗ ирттернӗ.
Епархи пӗлтернӗ тӑрӑх, ку акцие ватӑ ҫынсем, сусӑрсем, сахал тупӑшлӑ тата нумай ачаллӑ ҫемьесем валли йӗркеленӗ. Вӗсем патне ыркӑмӑллӑх акци йӗркелӳҫисем ҫӗрулми илсе ҫитернӗ.
Чылай ҫемье патне епархи ҫыннисем хӑйсем ҫитнӗ. Аякри районсенче пурӑнакансем патне вара ҫӗрулмине социаллӑ пулӑшу паракан центрсем урлӑ илсе ҫитернӗ.
Юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарти Ухсай Яккӑвӗ ячӗллӗ культура ҫуртӗнче Чир спорчӗ енӗпе Чӑваш Республикин кубокӗшӗн ӑмӑртӗҫ.
Ӑмӑртӑва хамӑр республикӑри тата Тутарстанпа Мари Элти хуласемпе районсенчен 150-а яхӑн спортсмен хутшӑнмалла.
Ӑмӑртусен программинче командӑсемпе дуэтсем «чир–фристайл», «чир-джаз» тата «чирлидинг» дисциплинӑсенче тупӑшӗҫ. Спортӑн ҫак енӗпе тинтерех туслашнисем те хӑйсен пултарулӑхне кӑтартӗҫ.
ЧР Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, чир спорчӗ Чӑваш Енре 2015 ҫултанпа аталанать. Юлашки 2 ҫулта пирӗн тӑрӑхри 38 спортсмен «Раҫҫейӗн спорт мастерӗн кандидачӗ» ята тивӗҫнӗ.
Чир спорчӗ енӗпе ӑмӑртусем Чӑваш Республикинчӗ тӑтӑшах иртеҫҫӗ. Ыранхи тупӑшу 12 сехетре пуҫланӗ.
Монополипе кӗрешекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ регионти ҫӳп-ҫап илсе тухакан «МВК «Экоцентр» тата «Траст-Вега» тулли мар яваплӑ общество тӗлӗшпе ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗсем конкуренцие хӳтӗлесси пирки калакан саккуна пӑснӑ-мӗн.
Ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнче регионти оператор «Трас-Вега» фирмӑпа килӗшӳ алӑ пуснӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, иккӗмӗшӗн Шупашкарти Калинин тата Ленин районӗсенче, Ҫӗнӗ Лапсар поселокӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Шупашкар, Красноармейски, Ҫӗрпӳ, Етӗрне, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче ҫӳп-ҫап илсе тухмалла. «ГрандСити» тулли мар яваплӑ общество тата Филиппов харпӑр усламҫӑ монополипе кӗрешекен службӑна кун пирки ҫӑхавланӑ – аукциона ӗҫӗн пысӑк калӑпӑшне шута хурса йӗркеленӗ, ҫавна май пӗчӗк услам субъекчӗсем унта хутшӑнайман имӗш. Вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, аукциона ҫӳп-ҫап илсе тухмалли рынока монополизацилес тӗллевпе йӗркеленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Никольский Николай Васильевич, «Хыпар» хаҫатӑн никӗслевҫи, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Родионов Виктор Иосифович, театр актёрӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
| Бикчурин Рассых Фахрутдинови, чӑваш спортсменӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |