Шупашкарти ҫӗнӗ суту-илӳ марки Мускаври курава хутшӑнать. Паян ҫӗршывӑн тӗп хулинче «Индустрия детских товаров» (чӑв. Ача-пӑча таварӗсен индустрийӗ) – «Мир детства-2019» (чӑв. Ача-пӑча тӗнчи-2019) виҫӗ кунлӑх курав ӗҫлеме тытӑннӑ. Унта Хӗвелтухӑҫ Европӑри тата Никама Пӑхӑнман Патшалӑхсен Пӗрлӗхне кӗрекен ҫӗршывсем те хутшӑнаҫҫӗ. Кӑҫал курав 25 хут уҫӑлнӑ. Унта Раҫҫейри Ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномойченнӑй Анна Кузнецова та хутшӑннӑ.
В.И. Чапаев ячӗллӗ Шупашкарти производство пӗрлешӗвӗ Мускаври курава «Поймай» (чӑв. Тыт) ҫӗнӗ маркӑпа тухса кайнӑ. Предприяти хӑйӗн продукцине, мечӗке, ют ҫӗршывсенче туянакансене тупасса шанать. Вӗсенчи хӑш-пӗр партнерпа паян калаҫу ирттернӗ те ӗнтӗ.
Ҫанталӑк сивӗтнӗ май хваттерсене тата социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсене ӑшӑ пама тытӑнчӗҫ. Анчах малтанхи тапхӑр тепӗр чух кӑлтӑклӑ пулать: ӑшӑ ҫитмен ҫуртсем те тупӑнкалаҫҫӗ. Чӑваш Ен Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерстви хӗрӳ лини телефонне ӗҫлеттерме пуҫланӑ. Унӑн номерӗ — (8352) 64-22-17.
Ҫурт-йӗре тата социаллӑ объектсене ӑшӑпа тивӗҫтерес ыйтӑва ӗнер Чӑваш Ен Стройминӗн ертӳҫи Алексей Грищенко районсемпе хуласен администрацийӗсен ертӳҫисемпе видеоконференци мелӗпе ирттернӗ канашлура сӳтсе явнӑ. Ӑшӑтмалли тапхӑра ӗнерхи кун тӗлне пирӗн республикӑра 99 процент таран хатӗрленсе ҫитнӗ. Ӗҫе Улатӑр, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар, Тӑвай районӗсенче, Канаш, Шупашкар тата Ҫӗмӗрле хулисенче пӗтереймен. Вӗсене министр 1-2 кунта вӗҫлеме хушнӑ.
Чӑваш Енре ҫак кунсенче иртекен «Кӗр парнисем-2019» ял хуҫалӑх ярмӑрккинче ытларах сутакан апат-ҫимӗҫ шутӗнче — ҫӗрулми, сухан, кишӗр тата купӑста. Кунсӑр пуҫне — панулми, груша, пыл, йывӑҫ-тӗм хунавӗ, ешӗл ҫимӗс, аш-пӑш тата улма-ҫырла.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче ӗнентернӗ тӑрӑх, лавккасенче ҫӗрулмин пӗр килограмне 11-24 тенкӗпе сутаҫҫӗ пулсан, ял хуҫалӑх ярмӑрккинче — 8-12 тенкӗпе.
Аса илтерер: ярмӑрккӑна республикӑри мӗнпур район-хулара йӗркеленӗ. Тӗрлӗ вырӑнта пурӗ 42 лапам ӗҫлет.
Ял хуҫалӑх ярмӑрккинче туяннӑ пахчаҫимӗҫе Шупашкарта пурӑнакан ватӑ ҫынсене тата сусӑрсене тӳлевсӗр леҫсе параҫҫӗ. Илнӗ продукцине машинӑна тиеме тата пушатма волонтерсем пулӑшаҫҫӗ.
Ҫитес ҫул пирӗн республикӑри 10 муниципалитетра искусствӑлла курӑклӑ футбол уйӗсем тума палӑртнӑ. Ҫакӑн пирки ӗнер Чӑваш Ен спорт министрӗ Михаил Богаратов районсемпе хуласен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе ирттернӗ канашлура каланӑ.
Спорт сооруженийӗсене Куславкка, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Красноармейски, Муркаш, Вӑрмар, Шупашкар, Елчӗк районӗсенче, Етӗрнепе Шупашкар хулисенче тума палӑртнӑ. Ядрин и Чебоксары. Вӗсенче футбол уйӗсен вырӑнӗсене палӑртнӑ ӗнтӗ. Хӑшӗсенче унччен хатӗрленӗ эскиз проекчӗсем те пур.
Аса илтерер: Чӑваш Енре халӑх пурнӑҫ шайне лайӑхлатасси ҫинчен хушу кӑларма хатӗрленеҫҫӗ. Ҫакӑн пирки ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе ирттернӗ канашлура пӗлтернӗччӗ.
Спорт сооруженийӗсене юсаса ҫӗнетме, пурлӑхпа техника базин никӗсне вӑйлатма 500 миллион тенкӗ уйӑрасшӑн.
Паян Шупашкарта Раҫсейри вулавӑшсен ХVIII форумӗ уҫӑлнӑ. «Библиокараван–2019» мероприятие Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви, Раҫҫейри вулавӑшсен тытӑмӗ, Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ йӗркеленӗ.
Форум теми — «Библиотека как центр культурного многообразия: перспективы развития в региональном пространстве» (чӑв. Вулавӑш — культура нумай енлӗхӗн центрӗ: регион хутлӑхӗнчи аталану малашлӑхӗ). Асӑннӑ тема, Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ытти вулавӑшсене шӑпах кӑсӑклантарнӑ та. Ҫавна май форума ҫӗршывӑн 48 регионӗнчи 400 ытла профессионал килме кӑмӑл тунӑ. Ҫав йышра — Калининградран пуҫласа Сахалин тӑрӑхӗнчи культура сферинче тӑрӑшакансем. Патшалӑхӑн влаҫ органӗсенче тӑрӑшакансем те пур.
Мероприяти паян 10 сехетре Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институтӗнче уҫӑлнӑ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Питӗр хулине гастрольпе тухса кайӗ. Нева ҫинчи хулара вӑл юпа уйӑхӗн 4 тата 5-мӗшӗсенче пулӗ. Вӑл унти «Буревестник» социаллӑ культура центрӗн сцени ҫине тухӗ.
Чӑваш Енри театрсем тӑван республикӑри куракана савӑнтарнипе пӗрлех ытти региона та тухса ҫӳреҫҫӗ. Ҫамрӑксен театрӗн пултарулӑх ушкӑнӗ, сӑмах май каласан, республикӑри районсенче те спектакльсем кӑтартать. Ют регионсенчен Тутарстанрӑ, Пушкӑртстанра, Калмӑк Республикинче, Самар, Чӗмпӗр, Пенза, Ӗрӗнпур, Тӗмен облаҫӗсенче, Мускав, Питӗр, Чӗмпӗр, Нижнекамск, Альметьевск, Самара, Тольятти хулисенче гастрольсемпе фестивальсенче пулнӑ.
Хальзинче Питӗите артистсем «Юрату пурах иккен» тата «Ҫунат сараҫҫӗ ӗмӗтсем» камитсем кӑтартасшӑн. Спектакльсене вырӑсла синхрон мелӗпе куҫарӗҫ. Пӗчӗк куракансем валли Шарль Перрон «Кот в сапогах» юмахӗ тӑрӑх лартнӑ мюзикла илсе кайӗҫ.
Ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче Хусанта «WorldSkills» 45-мӗш тӗнче чемпионачӗ иртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, унта Шупашкарти Евгений Краснов медальона тивӗҫнӗччӗ.
Каччӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Инстаграмра саламланӑччӗ. «Евгения саламлатӑп тата унӑн ашшӗ-амӑшӗпе педагогӗсене профессионал хатӗрленӗшӗн тав тӑватӑп!», — тесе ҫырнӑччӗ вӑл Инстаграмри хӑйӗн страницинче.
Халӗ Михаил Игнатьев Элтепер Евгений Краснова 40 пин тенкӗ преми пама йышӑннӑ. Ҫавӑн ҫинчен калакан хушӑва республика ертӳҫи паян алӑ пуснӑ. Документа ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Евгений Краснов — Шупашкарти апатлану технологийӗпе коммерцин техникумӗн производство вӗрентӗвӗн мастерӗ. Чемпионта вӑл Раҫҫейӗн наци командин йышӗнче, «Кондитер ӗҫӗ» компетенцире, хутшӑннӑ. Ку енӗпе 23 ҫын тупӑшнӑ. Конкурссенче Евгений 700 ытла балл пухнӑ.
Юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Шупашкарта наци культурисен «Семицветик» регионсем хушшинчи фестивалӗ иртӗ. Кӑҫалхипе вӑл тӑваттӑмӗш хут пулӗ. Мероприятие Атӑлҫи тӑрӑхӗнче пурӑнакан халӑхсен этнокультура йӑли-йӗркине чӗртсе тӑратас тата аталантарас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ.
Чӑваш Енре иртекен фестивале Пушкӑртстанран, Мари Элтан, Мӑкшӑ Республикинчен, Тутарстанран, Удмурт Республикинчен, Чулхула облаҫӗнчен килсе ҫитмелле. Юлашки виҫӗ ҫулта унта 2 пин ытла ҫын хутшӑннӑ.
Фестиваль юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче 15 сехетре Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институтӗнче уҫӑлӗ.
Мероприятие Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви, Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ, Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институчӗ йӗркелеҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 44 ҫулти арҫын сӗтев панӑшӑн явап тытнӑ. Вӑл хӑйӗн ачине шкула яма хатӗрленнӗ, ӑна унта пӗр пӑтӑрмахсӑрах илччӗр тесе директора сӗтев сӗннӗ.
ЧР прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл 2017 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Шупашкарти пӗр шкул директорне 60 пин тенкӗ сӗтев панӑ. Куншӑн вӑл ачине шкула ҫӑмӑллӑнах илеҫҫӗ тесе шутланӑ. Анчах арҫыннӑн судра явап тытма тивнӗ.
Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ арҫын айӑплӑ тесе йышӑннӑ, 200 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ.
Чӑваш Ен тӗп хулинче ҫуралнӑ Евгения Леванова тӗнче чемпионки ята пиллӗкмӗш хут тивӗҫнӗ.
Художество гимнастики енӗпе тӗнче чемпионачӗ Азербайджанри Баку хулинче иртнӗ. Унта Раҫҫей спортсменӗсем 10 ылтӑн медальтен саккӑрӑшне ҫӗнсе илнӗ. Кунсӑр пуҫне вӗсен — икӗ кӗмӗл тата виҫӗ бронза медаль. 5 мечӗкпе тунӑ хӑнӑхтарупа Раҫҫей спортсменкисем 30,00 балл пухнӑ. Ку вӑл — тӗнче чемпионачӗшӗн те, художество гимнастики енӗпе командӑсен ӑмӑртӑвӗшӗн те рекорд.
Ҫӑлтӑрлӑ ушкӑнти Шупашкар хӗрӗ — Раҫҫей тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ. Пултарулӑхне тӑватӑ ҫултанпа художество гимнастики енӗпе туптать вӑл. Маларах Чӑваш Енӗн художество гимнастикин республикӑри командин тӗп тренерӗ Ирина Штайнер патӗнче ӑсталӑха илнӗ. 12 ҫулта Чулхулари олимп резервӗн училищине, художество гимнастикин уйрӑмне, вӗренме кӗнӗ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине ӑна 2017 ҫулта йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Никольский Николай Васильевич, «Хыпар» хаҫатӑн никӗслевҫи, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Родионов Виктор Иосифович, театр актёрӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
| Бикчурин Рассых Фахрутдинови, чӑваш спортсменӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |