ЧР влаҫӗн официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта малашне пӗр транспорт чарӑнӑвӗ сахалрах пулӗ. Нумаях пулмасть пӗр чарӑну вырӑнне пӗтернӗ.
Хулари «Хуҫалӑх тӑкӑрлӑкӗ» чарӑну кирлӗ марри пирки иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗнчех калаҫнӑ. Кун хыҫҫӑн Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков икӗ уйӑх мониторинг ирттерме хушнӑ.
Ҫав вырӑнта транспорт нумай ҫӳрет. Ҫав еннелле пассажирсем те сахаллӑн ҫӳреҫҫӗ. Чарӑнӑва ҫак сӑлтавсене пула пӗтернӗ те.
Ӗнертенпе чарӑну ҫук шутланать. Ҫакна та каламалла: ун ҫывӑхӗнчи ҫул урлӑ каҫмалли вырӑна та хупнӑ.
Чӑваш режиссерӗн Владимир Синяевӑн ҫӗнӗ фильмӗ экран ҫине тухнӑ. «Лесом» кинокартинӑна пӗлтӗрхи ака уйӑхӗнче ӳкерме тытӑннӑ.
Режиссер фильмӑн ытларах пайне Пӑрачкав районӗнчи Шадриха ялӗнче ӳкернӗ. Мӗн пирки ку кинокартина? Шадриха вӑрманне тӗрлӗ кӑмӑллӑ ҫынсем лекеҫҫӗ. Вӗсем унта Емельян Пугачевӑн туприне шыраҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра вӗсемпе интереслӗ япаласем пулса иртеҫҫӗ. Юлашкинчен кашниех хӑйӗн валли тупра тупать, анчах хаклӑраххине.
Фильмра ертсе пыракан «Ҫӗнтерӳ» халӑх театрӗн актерӗсем Лидия Петрова, Виктория Козлова, Павел Родионов, Дарья Кури, Иван Ерин, Сергей Паршин, Никита Осипов ӳкерӗннӗ. Эпизодсенче Шупашкарти 1-мӗш тата 23-мӗш шкул ачисене, «Ирӗклӗх» хастарӗсене, Шупашкар, Улатӑр, Ҫӗмӗрле хулисен, Пӑрачкав ялӗн ҫыннисене курма пулать.
Фильма ку уйӑхри Чӑваш Енри тата ытти регионти кинотеатрсенче кӑтартӗҫ.
Кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче Шупашкарта пӑтӑрмахлӑ та ыйту ҫине ыйту ҫураттаракан пулӑм пулса иртнӗ. Т999ТТ номерлӗ «Мерседес» ҫул-йӗр ҫинчи инкеке лекнӗ. Кайран машинӑна «Пожарка» каҫхи клубран инҫех мар вырнаҫнӑ кӳршӗллӗ картишре тупнӑ. Автомобиль ларнӑ вырӑна криминалистсемпе кинологсем пырса ҫитнӗ, анчах машинӑра водитель пулман.
«За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) порталта хыпарланӑ тӑрӑх, айӑплине часах тупнӑ. Ятне кӑтартман ҫав ҫынна суд пӗр талӑклӑха хупса та хунӑ имӗш. 15 талӑк таран арестлеме е ҫулталӑк ҫурӑччен правасӑр хӑварма май пур ҫинче ҫакӑн пек ҫӑмӑл явап тытнӑ ҫынна ӑннӑ темелле. Телей тенӗрен, автопортал тепӗр япала пирки те тӗшмӗртет. Ҫул-йӗр ҫинчи инкеке лекнӗ ҫыннӑн расна статус мар-ши тесе те шухӑшлаҫҫӗ. Руле тытса пыраканни полицейски пулма ӗмӗтленнӗ пулать, биографири пӑнчӑ ӑна, паллах, кирлӗ мар.
Чӑнкӑ номерлӗ машина рулӗ умӗнче кам пулни пирки автопортал Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствине ыйтса ҫырнӑ. Пакунлисем «Мерседес Бенц» автомобильпе вӗсен ӗҫтешӗн ывӑлӗ малтан усӑ курнине тунман-ха, анчах инкек вӑхӑтӗнче руле тытнӑ ҫын асӑннӑ ӗҫченӗн ҫемйипе нихӑш енчен те ҫыхӑнман иккен.
Чӑваш халӑх сайчӗ, «Ӑнӑҫу чӗлхи» ют чӗлхесен шкулӗ, «Хавал» тата «Ирӗклӗх» пӗрлешӳсем тӑван чӗлхене юратакансене, ӑна аталантарма пулӑшма хатӗррисене нимене чӗнеҫҫӗ. «#ТӑлмачНиме» ят панӑ мероприяти Шупашкар хулинчи Смирнов урамӗн 7-мӗш ҫуртӗнче (Благовещени микрорайонӗ) иртӗ, 14 сехетре пуҫланӗ.
Мероприятире Чӑваш халӑх сайчӗ йӗркеленӗ «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫипе» (корпусӗпе) мӗнле ӗҫлемеллине ӑнлантарса парӑпӑр, унпа ӗҫлеме вӗрентӗпӗр. Текстсене чӑвашларан вырӑсла куҫарса нимелле ӗҫлесе те пӑхӑпӑр.
Пуху нарӑсӑн 11-мӗшӗнче (шӑматкун) асӑннӑ ҫуртри «Ӑнӑҫу чӗлхи» ют чӗлхесен шкулӗн пӳлӗмӗнче иртӗ. Пурне те хапӑлласа кӗтетпӗр! Хӑвӑрпа пӗрле ноутбук илсе пырсан аван пулӗ.
Шупашкарти следовательсем 8 ҫулти хӗрачана антарса хӑварнӑ маршрутка водительне тӗрӗслеҫҫӗ. Ача билетшӑн карттӑпа тӳленӗшӗн кӑларса янӑ.
Ку кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 16 сехет те 45 минутра пулнӑ. Вӑл «Чернышевски урамӗ» чарӑнура 60-мӗш маршруткӑна ларнӑ, музыка шкулне ҫитме тӗллевленнӗ.
Анчах хӗрачан ҫумра укҫа мар, карточка ҫеҫ пулнӑ. Водителӗн вара унпа усӑ курмалли хатӗр пулман, ҫавӑнпа вӑл ӑна тепӗр чарӑнура антарса хӑварнӑ. Следовательсем водитель тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Кун хыҫҫӑн йышӑну тӑвӗҫ.
Аса илтерер: республикӑри общество транспортӗнче карточкӑпа тӳлемелли терминалсене кӑрлачӑн 1-мӗшӗччен лартмалла пулнӑ.
Чӑваш Енре ҫак кунсенче тепӗр икӗ ҫын шӑнса вилнӗ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтерет.
Улатӑр районӗнчи Первомайски поселокӗнче кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнче ирхине 76 ҫулти хӗрарӑмӑн виллине тупнӑ. Йӗрке хуралҫисем пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм ывӑлӗ патӗнче хӑнара пулнӑ. Вӑл ҫав поселокрах пурӑннӑ. Каҫхине хӗрарӑм киле кайнӑ, анчах, ахӑртнех, ҫухалса кайнӑ.
Кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче 21 сехет ҫурӑра Шупашкарта Лакрей вӑрманӗнчен инҫех мар 30-ти арҫын виллине асӑрханӑ. Гаража вӑл юлташӗпе тара илнӗ. Гараж алӑкӗ шалтан питӗрӗнчӗк пулнӑ.
Халӗ ку ӗҫсене уҫӑмлатаҫҫӗ. Вӗсене пусмӑрласа вӗлерменни паллӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак икӗ ҫын шӑнса вилнӗ.
Шупашкарти аэропорта ҫӗнетсе тӗнче шайӗнчи евер тӑвасшӑн. Ку ӗҫе пурнӑҫламашкӑн ҫур миллиард тенкӗ кирлӗ.
Аэропорта 2021 ҫулччен юсаса пӗтересшӗн. Аэропортра ҫӗнӗ рейссем уҫасси тата ҫурта ҫӗнетесси пирки нумаях пулмасть иртнӗ ларура калаҫнӑ. РФ транспорт министрӗ Михаил Резников аэропорта аталантармалли план хатӗрленӗ. Унпа килӗшӳллӗн, аэровокзал комплексне ҫӗнетмелле, ҫурта икӗ хутлӑ тумалла.
Багаж тӗрӗслемелли пункта та ҫӗнетесшӗн. Регистраци вырӑнне, хурал тытӑмне тата ытти вырӑна юсӗҫ. Ҫӑлав станцине, техникӑна ҫӗнетесси пирки те калаҫнӑ. Кӑҫал Мускава самолетсем нумайрах вӗҫессине сӳтсе явнӑ. Ҫавӑн пекех Симферополе, Анапӑна, Анталие рейссем уҫӑласси пирки пӗлтернӗ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев вара ҫак ӗҫсене планра палӑртнинчен кая юлмасӑр пурнӑҫламаллине каланӑ.
Шупашкарти строительство материалӗсен савучӗ Шупашкарти Ишлей проездӗнчи, М-7 федераци пӗлтерӗшлӗ автоҫул ҫывӑхӗнчи ҫӗре куҫ хывнӑ. Тӗллевне пурнӑҫа кӗртес тесе вӑл Чӑваш Енӗн инвестици климачӗн канашне сӗнӳпе тухнӑ.
Ыйтупа тухаканни — «Рециклинг» текен тулли мар яваплӑ общество. Ӗҫлӗ хутсенче вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, строительство хуҫалӑхӗсенче юлакан чул ванчӑкӗсене тирпейлесшӗн имӗш. Пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗнче регистрациленнӗ общество маларах асӑннӑ савутпа хӑш енчен ҫыхӑннӑ тесе тӗлӗнекенсене пӗлтерер: «Рециклинг» пурлӑхӗн 83 проценчӗ — «Чувашская топливная компания» предприятин. Юлашкинчен асӑнни вара эпир маларах асӑннӑ савутӑн иккен. Тулли мар яваплӑ обществӑн 17 процент пурлӑхне Герасимовсем (ку вӑл савут директорӗн ҫемйи пулать) тытса тӑнине Александр Иванов журналист «Правда ПФО» интернет-хаҫатра хыпарланӑ.
М-7 ҫул ҫывӑхӗнчи лаптӑка «Рециклинг» общество ҫав трассӑна юсаса ҫӗнетме тытӑнсан хаклӑ хакпа ярӑнтарассишӗн илме шутланӑ тесе тӗшмӗртеҫҫӗ. Шупашкарти Константин Иванов урамӗнче вырнаҫнӑ савут вырӑнӗнче вара ҫурт-йӗр хӑпартасшӑн, ун валли вырӑн пушатасшӑн.
Этем правине хӳтӗлекен Европӑри тӳресем суд ларӑвӗ вӑхӑтӗнче ҫынсене тимӗр читлӗхре тытнине ырламан. Уншӑн вӗсене кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен шар курнӑ тесе йышӑннӑ май хыснаран укҫан саплаштармалла тесе палӑртнӑ.
Тимӗр читлӗхе хупса хунипе килӗшмесӗр Европӑри суда Раҫҫейри виҫӗ ҫын ҫитнӗ. Унти тӳресем ҫавсен тавӑҫне тӗплӗн тишкернӗ те пирӗн ҫӗршыври судсем Этем правин Европӑри конвенцийӗн 3-мӗш статйине пӑснине палӑртнӑ.
Хӑйне хӳтӗлеме ыйтнисем хушшинче Шупашкарти Александр Сусарин та пулнӑ. Александр Сусарина кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен шар курнӑшӑн 7,5 пин евро тӳлемелле йышӑннӑ. Вологдӑри Евгений Беляева та хыснаран ҫавӑн чухлӗ тенкӗлӗх саплаштармалла. Красноярскри Роман Воронцова 3 пин евро тӳлӗҫ.
Ку акцие Пӗтӗм Раҫҫейӗпех ирттерӗҫ. «Ашшӗ-амӑшӗн ППЭ тытмалли пӗрлехи кун» акци нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пулӗ.
Мӗнле акци вӑл? Ахӑртнех, ку нумайӑшне кӑсӑклантарать. Унпа килӗшӳллӗн, шкултан вӗренсе тухакан ачасен ашшӗ-амӑшӗ вырӑс чӗлхипе пӗрлехи экзамен тытӗ. Анчах вӑл ытти чухнехи пек темиҫе сехете тӑсӑлмӗ. Экзамена ҫырмашкӑн ҫур сехет ҫеҫ парӗҫ.
ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, экзамен Олимп резервӗсен Шупашкарти училищинче иртӗ. Вӑл 11 сехетре пуҫланать. Экзамена хутшӑнас килет-и? Тархасшӑн. Унта кашни ашшӗ-амӑшӗ килеет. Унччен, нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗччен, регистрациленмелле ҫеҫ. Ҫак ӗҫе 57-21-60 номерпе шӑнкӑравласа тума пулать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Максимов Николай Петрович, театр ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Корчаков Николай Васильевич, чӑваш артисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |