Рекламӑна чӑвашла хатӗрлекенсем те пуррине «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ асӑрханӑ. Чӑвашра пурӑнса ун пеккинчен тӗлӗнсе савӑнмалла та мар пек те, анчах тӑван чӗлхепе ҫырнине Чӑвашра курсан хальлӗхе чӑннипех те савӑнатпӑр. Ҫакӑн сӑлтавӗ ҫиелтех — чӑвашла реклама курма хӑнӑхман эпир.
«Ирӗклӗх» ушкӑн «Контактра» халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче «чӑвашла реклама, чӑваш чӗлхипе усӑ курни — хальхи вӑхӑтра суту-илӳ ӗҫӗнчи ытти организацисем хушшинче палӑрмалли, аудиторине «йӑл култармалли» тата тавар туянакан чӑвашсене (республикӑри чи йышлӑ халӑха) савӑнтарса хӑйсен енне ҫавӑрмалли меслетсенчен пӗри» пулнине палӑртать.
Чӑвашра чӑвашла реклама кирлине кунта ӗҫлекен хӑш-пӗр усламҫӑ хушшинче Раҫҫей шайӗнче ӗҫлекен пысӑк гипермаркетсемпе банксем те пуррине палӑртмалла.
Ҫав вӑхӑтрах «Ирӗклӗх» «вырӑнти хӑш-пӗр пӗчӗк кантурсем вара хӑйсен пуклак пуҫлӑ ертӳҫисемпе хӑйсен ятне те, информаци хӑмисене те, тавар этикеткисене те чӑвашла ҫырмасӑр-куҫармасӑр «перекет» тӑваҫҫӗ», — тесе асӑнать.
Паян пирӗн республикӑра Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин 2012-мӗш ҫулхи ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче кӑларнӑ указсене пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшпе йӗркеленӗ республикӑри ӗҫ ушкӑнӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Ӑна Иван Моторин премьер-министр ертсе пынӑ.
Республиrӑн Правительствин пуҫлӑхӗ социаллӑ сферӑри организацисенче тӑкаксене оптимизацилессипе ӗҫе малалла тӑсмаллине палӑртнӑ. Ҫапла туни, премьер-министр шучӗпе, хысна тытӑмӗнче тӑрӑшакансен уйрӑм категорин шалӑвне ӳстерме май памалла.
Чӑваш Республикин сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова Раҫҫей Президенчӗн Указне тӗпе хурса республикӑра наркологи службине модернизациленине пӗлтернӗ. паянхи кун тӗлне регионти учрежденисенче пурӗ 55 врач-нарколог тӑрӑшнине каланӑ.
Чӑваш Республикин пурлӑхпа ҫӗр хутшӑнӑвӗсен Патшалӑх комитечӗн ертӳҫи Наталья Тимофеева патшалӑх пурлӑхӗпе тухӑҫлӑ усӑ курманнине палӑртнӑ.
Сӑнсем (10)
Ача ҫуратса укҫаллӑ пулма ӗмӗтленекенсене савӑнӑҫлӑ хыпар пӗлтерер: амӑш капиталне сахалтан та тепӗр икӗ ҫул парӗҫ. Кун пирки паян ҫершыв Президенчӗ Владимир Путин РФ Федераци Пухӑвне Ҫыру янӑ вӑхӑтра асӑнни пирки РБК пӗлтерет. Ку шухӑша ҫынсем алӑ ҫупсах йышӑннӑ.
Аса илтеретпӗр, ку программа килес ҫул вӗҫленмеллеччӗ. Хальлӗхе унпа ҫӗршыври 6,5 млн ҫын усӑ курма ӗлкӗрнӗ. Ку шутра Крымри тата Севастопольти ҫемьесем те пур.
Амӑш капиталне ҫемьере иккӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ача ҫуралсан 2007 ҫулта пама тытӑнчӗҫ. Малтанласа ҫак укҫа виҫи 250 пинпе танлашатчӗ. Ку хисепе кашни ҫулах инфляцие кура индексацилесе пычӗҫ. Кӑҫал вӑл 453 пине ҫитрӗ.
Чӑваш Енре, сӑмах май, виҫҫӗмӗш ача ҫуралсан тепӗр 100 пин хушса параҫҫӗ.
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей премьер-министрӗ Дмитрий Медведев ертсе пынӑ ларӑва хутшӑннӑ. Унта Михаил Васильевич укҫа парӑмӗпе, хыснапа ҫыхӑннӑ ыйтупа доклад каланӑ.
Регионсен ертӳҫисене Дмитрий Медведев парӑмсене пухса яма юраманнине аса илтернӗ. Тухӑҫлӑ усӑ курман тӑкаксене пӗчӗклетсе пымаллине асӑрхаттарса хӑварнӑ.
Ҫав вӑхӑтрах ҫӗршыв Правительстви регионсене бюджет кредичӗсемпе тивӗҫтерес ӗҫе малалла та йӗркелесе пырассине каланӑ. Ҫул-йӗр кредичӗсен парӑмӗсене реструктуризациленине пӗлтернӗ, регионсен парса татмалли парӑмӗсене 52 млрд тенкӗ патнелле пӗчӗклетнине каланӑ. Кӗске вӑхӑтлӑха паракан бюджет кредичӗсен каялла тавӑрса памалли вӑхӑта 30 кунтан пуҫласа 50 куна ҫитерме тӗллев лартнине пӗлтернӗ.
Ҫак кунсенче пирӗн республикӑра усламҫӑсене ӗҫлеме ҫӑмӑллипе ҫӑмӑл маррине, вӗсем епле йывӑрлӑхпа тӗл пулнине палӑртма халӑх шухӑшне пухаҫҫӗ.
Ҫынсен хаклавне Чӑваш Енӗ Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӳ министерствин Бизнес-инкубаторӗ йышӑнать.
Автономилле учреждени шутланакан ҫак бизнес-инкубатор халӑх шухӑшне чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пухма пуҫланӑ. Ҫынсене вӑл раштавӑн 11-мӗшӗ таранах пӗлтерме ыйтать. Анкетӑсене opp1@rbi21.ru электрон адреспа е 62-12-77, 62-65-08 факс номерӗсемпе ярса пама пулать.
Анкетӑсенче палӑртнӑ шухӑш усламҫӑсем кулленхи ӗҫре тӗл пулакан йывӑрлӑхсене пӗлме пулӑшасса шанаҫҫӗ. Пӗлнине кура ҫитменлӗхе те, тен, пӗтерӗҫ-и — кӑна, ахӑртнех, вӑхӑт кӑна кӑтартса парӗ.
Финанс тӗпчевӗсен наци агентстви нумаях пулмасть хӑйне евӗр тӗпчев ирттернӗ. Ҫӗршывӑн 46 регионӗнчи 132 ял-хулари 1600 ҫынна вӗсем налук пирки мӗн шухӑшлани пирки каласа кӑтартма ыйтнӑ.
Ыйтӑма хутшӑннисенчен 43 проценчӗ налук ӑҫта кайнине пӗлет-мӗн. Икӗ ҫул каялла ун пеккисен йышӗ 36 процент кӑна пулнӑ.
Ыйтӑма хутшӑннисем налук тӳлемен усламҫӑсене те палланине пӗлтернӗ. Пуртех мар та. Ун пеккисен те йышӗ пысӑкланса пырать. Икӗ ҫул каялла ҫынсен 22 проценчӗ кӑна налукран пӑрӑнакан усламҫӑсене пӗлнӗ пулсан, паян 30 проценчӗ ун пек чее ҫынсене паллать.
Епле налук тӳленине пӗлекенсен йышӗ вара малтанхи шайрах юлнӑ. 2013 ҫулта халӑхӑн 62 проценчӗ хӑй мӗнле налук тӳленине пӗлнӗ, кӑҫалхи чӳк уйӑхӗнче кун пирки 65 проценчӗ татса калайрать. Налука вӑхӑтрах тӳлетпӗр тесе ӗнентерекенсен йышӗ унччен те 75 процент пулнӑ, халӗ те ҫавӑн чухлех.
Республикӑн правительство ҫуртӗнче Чӑваш Республикин 2015 ҫулхи республика хыснине пӑхса тухнӑ. Мероприятие Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пынӑ.
Канашлура республикӑн ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен ертӳҫисем, Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем, Халӑх фрончӗн регионти штабӗн, Общество палатин пайташӗсем, Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсем хутшӑннӑ.
Михаил Игнатьев кӑҫалхи хысна экономикӑн кӑткӑс условийӗсенче пурнӑҫа кӗрсе пынине палӑртнӑ. «Йывӑрлӑха пӑхмасӑрах республика хыснин виҫисене виҫҫӗмӗш хут тӳрлетнӗ май пӗрлештернӗ тупӑшӑн суммине 359 млн тенкӗлӗх пысӑклатма май килет», — тенӗ.
Тӗп калаҫу республикӑра сывлӑх сыхлавӗн тытӑмне лайӑхлатасси, ҫӗнӗ шкулсем тӑвасси, ҫынсене ишӗлес патнех ҫитнӗ ҫуртсенчен куҫарасси пирки пынӑ.
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Республикин Арбитраж сучӗн ертӳҫипе Олег Бойкӑпа тӗл пулнӑ.
Олег Бойко Арбитраж сучӗ епле ӗслесе пыни пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑл Элтепере пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал 10 пин ытла тавӑҫ ҫитнӗ. Пӗлтӗрхи ҫак вӑхӑтрипе танлаштарсан, ҫак хисеп унчченхинчен 700–800 тавӑҫ нумайраххине пӗлтерет.
Арбитраж сучӗн ертӳҫи республикӑра панкрута тухакансен шучӗ куҫкӗретех ӳссе кайнине пӗлтернӗ. Пӗлтӗрхи 9 уйӑхра пункрута тухнисене 240 тӗслӗх шута илнӗ. Кӑҫал ун пеккисен йышӗ 350-а яхӑн ҫитсе кайнӑ. Ҫав вӑхӑтрах лайӑххине те палӑртмалла. Олег Бойко республика Элтеперне пӗлтернӗ тӑрӑх, административлӑ право йӗркине пӑсакан предприяти-организацисен шучӗ чакнӑ.
Сӑнсем (4)
Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн ӗнерхи ларӑвӗнче ЧР экономика министрне Чӑваш Енӗн Элтеперӗнчен ят илтнӗ.
Ларура Чӑваш Енӗн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗн 2030-мӗш ҫулчченхи прогнозне тишкернӗ. Прогноза Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫ тата суту-илӳ министерстви хатӗрленӗ. Михаил Игнатьев Элтепер Владимир Аврелькин ял хуҫалӑхӗнчи тата промышленноҫри ӗҫ укҫин виҫине мӗн чухлӗ пулассине палӑртнипе кӑмӑллах пулман. Михаил Васильевич ял хуҫалӑхне аталантарма халӗ меллӗ лару-тӑру тесе шухӑшланӑ май ҫак отрасльти ӳсӗм те лайӑхланмалла тесе шухӑшлать-мӗн. Экономика министерстви ӳсӗме ҫитес ҫул 2,4 процент тесе палӑртать. «Ӗҫ укҫине ӳстерес тесен ку вӑл сахал», — тенӗ Михаил Игнатьев Владимир Аврелькина.
«Мӗн тери чее тата ӑслӑ министр эсӗ пирӗн. Чӑн-чӑн бюрократ пулса кайрӑн», — тенӗ ял хуҫалӑхӗнчи тӑрӑм тата шалу виҫи калаҫнӑ май Михаил Игнатьев Владимир Аврелькин министра.
Росстат специалисчӗсем Атӑлҫи тӑрӑхӗнче производствӑна тишкернӗ. Ҫапла майпа хӑйне евӗр рейтинга та йӗркеленӗ. Чӑваш Енӗн ку енӗпе кӑтарту савӑнтармаллиех мар.
Атӑлҫи федераци округӗнче кӑҫалхи кӑрлач-ҫурла уйӑхӗсенче, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, промышленноҫ производстви 2,9 процент чакнӑ. Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи ҫичӗ регионта ку кӑтарту пӗчӗкленнине палӑртнӑ. Ҫав йышра — Чӑваш Енре те.
Пирӗн республикӑра производство ытларах чакнӑ-мӗн. Темп индексӗ 91 процентпа танлашнӑ. Ҫавӑн пекех промышленноҫ производстви Ӗренпур облаҫӗнче, Пермь крайӗнче, Тутар Республикинче самай чакнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ.
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |